Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Явӑш

Ҫурт-йӗр «Ҫыхӑнура» канашлури сӑн
«Ҫыхӑнура» канашлури сӑн

Ҫумӑр вӑраха кайнӑран ҫулсем те шар кураҫҫӗ иккен. Паян, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти Киров урамӗнчи асфальт ҫул шӑтӑкланнӑ.

Вӑл Явӑшпа Карачура ялӗсен хушшинче. Унтан водительсем М-7 ҫул ҫинче «пӑкӑ» пулсан ҫӳреме юратаҫҫӗ. Ҫулӗ лайӑхах мар пулсан та унтан хулана кӗме пулатчӗ-ха.

Максим Майоров паян 11 сехетре кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчен Явӑш еннелле кайнӑ. Унччен те пулмасть — вӑл пысӑк шӑтӑка асӑрханӑ. Ку ӑна, паллах, хӑратнӑ. Анчах Максим шӑтӑкран пӑрӑнма ӗлкӗрнӗ. Максим шӑтӑка ҫитес вӑхӑтра сапласса шанать. Е асӑрхаттару палли те пулин лартмалла. Унсӑрӑн унта авари пуласси те инҫех мар.

Ҫул ҫинчи хӑрушӑ лару-тӑру пирки Шупашкар хула администрацине тата предприяти ӗҫченӗсене пӗлтернӗ. Ҫитес вӑхӑтра ҫав ҫул ҫинчи лару-тӑрӑва сирессе шанаҫҫӗ те…

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1346
 

Хулара

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Ҫимӗкре тата ваттисен кунӗнче транспорт мӗнлерех ҫӳресси пирки алӑ пуснӑ.

Документпа килӗшӳллӗн ҫу уйӑхӗн 30–31-мӗшӗсенче ирхи 7 сехетрен пуҫласа каҫхи 7-ччен Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗпе Ю.Фучик урамӗ таран, Карачура масарӗ патӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑн патне ҫити, пассажир автобусӗсене, пассажир тата тиев турттармалли ирӗк пур ҫӑмӑл таксисене, ятарлӑ транспорта ҫеҫ ҫӳреме ирӗк парӗҫ.

Трансортсем Чукун ҫул вокзалӗ умӗнчи тӳремре тӑрӗҫ. «Чӑвашавтотранс» ертӳлӗхне 14-мӗш номерлӗ 40 автобусран кая мар, 10-мӗш номерлӗ 6 автобуса яхӑн, 249-мӗш номерлӗ 30 автобусран кая мар яма сӗннӗ.

ЧР Транспорт министерстви ҫу уйӑхӗн 30–31-мӗшӗсенче 232-мӗш номерлӗ маршрутка (Явӑшри ҫӑвана ҫити каять) тата 331-мӗш маршуртка (Карачура масарӗ таран ҫитӗ) схемисене тӑсӗҫ.

 

Чӑваш чӗлхи Хӗрӳ тапхӑр
Хӗрӳ тапхӑр

И.Я.Яковлев ячӗлле Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ «Чӑваш чӗлхине пӗлетӗн-и?» ятпа регионсен хушшинче куҫӑн мар майпа олимпиада ирттернӗ.

Олимпиадӑна 5–7-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Унта Комсомольски районӗнчи Явӑш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ те палӑрнӑ. Арина Галкина 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Лариса Ивановна Никифорована хӗрачана олимпиадӑна хатӗрленӗшӗн Хисеп хутне панӑ.

 

Чӑваш наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейинче Комсомольски район администрацийӗн культура секторӗн заведующийӗн Василий Васильевӑн «Савнӑ енӗм, Чӑваш Ен!» юбилей куравӗ уҫӑлнӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн ҫурриччен ӗҫлӗ. Курава ӑста 70-е яхӑн ӗҫ — пейзаж, портрет, натюрморт — тӑратнӑ.

Василий Софронович Елчӗк районӗнчи Ҫуткӳл ялӗнче 1953 ҫулта ҫуралнӑ. И.Н. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнерпе графика факультетне пӗтернӗ. Аслӑ шкул пӗтернӗ ҫамрӑка хӑйсемпе кӳршӗллӗ Комсомольски районӗнчи Явӑш шкулне направленипе ӗҫлеме янӑ. Унтан вӑл пӗр вӑхӑт асӑннӑ районта художник пулса тӑрӑшнӑ. 1984 ҫултанпа культура пайне ертсе пынӑ.

Курав уҫӑлнӑ ятпа саламлама тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсем, ӳнер ӗҫченӗсем тата ҫуралнӑ ялӑн культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шанӑҫ» фольклор ансамблӗ пырса ҫитнӗ.

Сӑнсем (72)

 

Йышӑнура - Лидия Василенкова
Йышӑнура - Лидия Василенкова

Анчах пур ҫӗрnе те мар, Шупашкартан Явӑш ҫӑви патне ҫитиччен. Паян унта ҫитме 40 тенкӗ кӑларса хумалла иккен. «Кайма-килме 80 тенкӗ кирлӗ. Ҫемьепе каяс пулсан мӗн хака кайса ларӗ?» — пӑшӑрханнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне ӗнер йышӑнӑва пынӑ Шупашкарта пурӑнакан Лидия Василенкова. Хӗрарӑм Явӑш ҫӑви патне илсе ҫитерекен 249-мӗш маршрут хакне хулари пек, 16 тенкӗ, тӑвасшӑн иккен.

Чӑн та, 2011 ҫулта унта ҫитме 12 тенкӗ кӑна тӳлеттернӗ-мӗн. Тӳррипе вара «Чӑвашавтотранс» предприятийӗшӗн капла тариф майлах пулман — вӑл тӑкак тӳснӗ. Ҫук-ха. Тӳсме пултарнӑ. Тӑкака хула хыснин шучӗпе саплаштарнӑ иккен. Пӗлтӗр вара автотранспорт предприятийӗпе хула администрацийӗ апла килӗшӳ туман. Ҫапах та халӗ кая юлнӑ ӗнтӗ темелле мар — Ҫимӗк тӗлӗнче Явӑш масарӗ ҫине кайса килме ҫул укҫине чакарӗҫ. Республика Элтеперӗ вара хула администрацине автотранспорт предприятин тӑкакне саплаштарма майсем пӑхса хӑварма чӗнсе каланӑ.

 

Явӑш ялӗ. Н. Плотников сӑнӗ
Явӑш ялӗ. Н. Плотников сӑнӗ

Атайкасси ял тӑрӑхӗнчи (Шупашкар районӗ) Явӑшра алӗҫ ӑстисен кружокӗ ӗҫлет. Михаил Захаров пенсионер ертсе пыракан ҫак ушкӑн ахаль ларас вырӑнне тӗрлӗ япала ӑсталать: сӗтел-пукан, хуҫалӑхра кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗр.

Кӑҫал ҫулла вӗсем ялти ача-пӑча лапамӗ валли чуччу туса панӑ — ялти шӗверккесем ҫеҫ мар, хуларан килнисем те халь унnа ярӑнса киленеҫҫӗ. Чӑн та, пахалӑхӗ япала пысӑкӑшӗнче мар, вӑл кӳрекен савӑнӑҫра.

 

Сивӗ... Сивӗ ҫанталӑк... Сивӗ ҫанталӑк ку ӑшӑ чӳк уйӑхне кӗтмен-ҫитмен пек килсе кӗчӗ, пӗр самантрах хӗл кунӗ тавралӑха хӑй аллине илчӗ. Хӑй ҫинчен асаилтерчӗ. Хӗл ҫитрӗ. Урамра та, календарьпе те. «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума та вӑхӑт ҫитрӗ. Унпа паллашнӑ май вӑл сире кӑшт та пулин ӑшӑтатех тесе шутлатпӑр. Сивӗ хӗл сивви те туйӑнмӗ...

Кӑҫалхи ӑмӑрту епле иртни самай пирӗн кӑмӑла кайрӗ. Малтанхисене вӗренӳ министерстви хутшӑнатчӗ пулсан, кӑҫалхи йӗркелӳҫӗсен шутӗнче вӗсем пулмарӗҫ. Вӗсене те ҫӑмӑлрах пулчӗ пулӗ, пире те ку самай ирӗк пачӗ. Вӗсем пӗлтернине кӗтмесӗр пӗтӗмлетӗве эпир паянах, раштавӑн пӗрремӗш кунӗнчех, пӗлтерме пултаратпӑр! Пурӗ 140 хайлав йышӑнтӑмӑр. Ытларах та ярса пачӗҫ ӗнтӗ, анчах та хӑшӗ-пӗрине, ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳсӗр пулнӑран, йышӑнма май пулмарӗ. Чылайӑшӗ эпир фантастика конкурсне ирттерни ҫинчен манса кайнӑ пулас — пӗр чӗптӗм те пулин тупма май ҫуккӑччӗ. Эпир вӗсене йышӑнтӑмӑр, анчах та хайлавӗ темле чаплӑ пулсан та вырӑн памарӑмӑр.

Малалла...

 

Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял-Покровски ял тӑрӑхӗнче «Кивпулӑх—Ишлей ст.—Мишер—Янту» ҫула хута ячӗҫ. Ҫак савӑнӑҫлӑ саманта палӑртма Кивпулӑхпа Янту халӑхӗ пухӑнчӗ.

Ҫула уҫнӑ ятпа саламласа Шупашкар район пуҫлӑхӗ Анатолий Князев, Ҫӗньял-Покровски ял тӑрӑхӗн кӑлави Фёдр Данилов, «Дорстройӑн» тӗп инженерӗ Владимир Михайлов ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, ҫула перекетлӗ тытма хушрӗҫ.

Ҫула «Дорстрой» организаци сарчӗ — пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 1,66 ҫухрӑм. Маларах Янтӑва ҫитме ҫынсен Явӑш урлӑ каҫса ҫӳремелле пулнӑ. Унта та ахаль урапа ҫулӗ ҫеҫ — ҫанталӑк пӑсӑлсан ни тухма, ни кӗме. Халӗ ӗнтӗ ҫӗн ҫула Кивпулӑх урлӑ сарнӑ. Ҫулӑн пӗлтерӗшӗ самай пысӑк — вӑл Янтӑва кӑна мар, Кивпулӑхпа Мишерте пурӑнакан ҫынсене те самай усӑ парӗ — шӑп та лӑп ҫак ялсен урамӗпе иртет те ӗнтӗ. Тавралӑхӗ ҫырма-ҫатраллӑ пулнӑран укҫине те самаях тӑкаклама тивнӗ — республика бюджетӗнчен 20 млн. ытла тенкӗ кирлӗ пулнӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫапла, юлашки вӑхӑтра ҫак сӑнсен галерейи самай паянланчӗ! Тин кӑна пулнӑ чунҫӳревренех 2 пине яхӑн сӑнӳкерчӗк килчӗ. Унсӑр пуҫне нумай пулмасть Мирон Толи унта 1951 ҫулта тухнӑ вырӑсла-чӑвашла словаре вырнаҫтарнӑччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче сӑн галерейи Шупашкар районӗнчи ял сӑнӗсемпе тулчӗ: Карачура, Йӑршу, Атайкасси, Янту, Явӑш, Качакасси, Яранкасси, Кивпулӑх.

Ҫак сайтӑн тӗп тивӗҫӗ — чӑваш культурипе паллаштарасси. Культура шутне ял сӑнӗсем те кӗреҫҫӗ. Сӑнаса пӑхӑр-ха тӗрлӗ тӑрӑхри ялсене. Пӗрисем пуян, теприсем — чухӑн. Ҫавна кӑатртма йӗркеленӗ те ӗнтӗ ҫак галерейӑна. КУнта ытларах пайӗпе ӗнтӗ Чӑваш Енӗн тури ялӗсене кӑтартнӑ: Шупашкар районӗ (68 ял), Красноармейски районӗ (34 ял), Ҫӗрпӳ районӗ (23 ял), Муркаш районӗ (17 ял), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (16 ял). Ҫитес вӑхӑтра Ҫӗрпӳпе Сӗнтервӑрри ялӗсемпе пуянланмалла — кӑҫал ирттернӗ Октябрьски-Ҫӗрпӳ ҫулҫӳревре тунӑ сӑнсем кӗрӗҫ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи