
Чӑваш енри дача хуҫис5ем валли ятарласа маршуртсем уҫӑлнӑ. Паянтанпа ун пек 5 автобус маршручӗ ӗҫлесе кайнӑ.
Тӳрер пӗлтерер: дачӑна каякансем унччен пулнӑ маршуртпа та ҫула тухайӗҫ-ха. Халӗ уҫӑлнисем вара пысӑкрах сад юлташлӑхӗсем патне илсе ҫитереҫҫӗ.
«Чӑвашавтотранс» паянтанпа ҫак ҫулпа илсе ҫӳрет: 189-мӗш «Шупашкар – Шашкар»; 193-мӗш «Шупашкар – Шорккари коллективлӑ пахча юлташлӑхӗ»; 249-мӗш «Шупашкар – Явӑш (хула масарӗ)»; 108э-мӗш «Ҫӗнӗ Шупашкар – Кукашни пахчисем»; 157-мӗш «Ҫӗнӗ Шупашкар — Кӳкеҫ».
Ҫуллахи вӑхӑтра кунсеренех «Шупашкар-Канаш-Шупашкар» маршрутпа пуйӑс хутлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. 6502-мӗш номерпе ҫӳрекенскер ака уйӑхн 15-мӗшӗнченпе халӑха турттарать, вӑл утӑ уйӑхӗн 31-мӗшеччен ӗҫлӗ. Хулаҫум маршрутпа пуйӑссем ҫавӑн пекех «Канаш-Хусан-Канаш», «Канаш-Улатӑр-Канаш», «Улатӑр-Хӗрлӗ ҫыхӑ-Улатӑр» тата «Ҫӗмӗрле-Канаш-Ҫӗмӗрле» маршуртсемпе ҫӳреҫҫӗ.

Чӑваш журналистикин ветеранӗ Людмила Куприяновна Иванова пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Людмила Иванова упӑшкипе ывӑлне пытарнӑ хыҫҫӑн кӗҫӗн ывӑлӗпе кун кунланӑ. Вӑл ватӑскере пӑхнӑ. Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пултаруллӑ пичет ӗҫченӗ куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Нумаях пулмасть вӑл 80 ҫул тултарнӑ.
Людмила Куприяновна 1938 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл шкултан вӗренсе тухсан машинопись курсӗнче ӑс пухнӑ. Вӑл пурнӑҫне КПСС чӑваш обкомӗн издательствипе (халӗ «Чӑваш Ен» издательство) ҫыхӑнтарнӑ. «Коммунизм ялавӗ» (халӗ «Хыпар») хаҫатра малтан ӗҫленӗ, кайран «Ҫамрӑк коммунист» тата «МолодежКа» («МК») хаҫатсене чылай ҫул вӑй хунӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан «Ҫилҫунатра» ӗҫленӗ.
Людмила Куприяновнӑна ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Явӑш ҫӑви ҫинче пытарнӑ.

Шупашкар районӗн «Тӑван Ен» хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Явӑш ялӗн ҫыннисем Ҫул-йӗр федераци агентствин Атӑл-Вятка регионӗнчи автомобиль ҫулӗсен федераци управленине ҫырупа тухнӑ. Вӗсем хӑйсен ялӗпе Вознесенское поселокӗ патӗнчи хӗресленнӗ ҫул тӗлӗнче светофор лартса пама ыйтнӑ. Унсӑр пуҫне ҫыру авторӗсем ҫак вырӑнти ҫула ҫутатмалла тутарасшӑн.
Анчах нумаях пулмасть килнӗ хурав явӑшсене пачах савӑнтарман. Ҫырура каланӑ тӑрӑх, ял ҫыннисен ыйтӑвне 2019 ҫулччен татса пама ҫук иккен. Ку кӑна та мар, хурав панӑ ҫырура ҫулӑн асӑннӑ тӗлӗнчен ҫын палӑртнинчен самай сахалрах каҫнине, ку шут светофор вырнаҫтарма, ҫула ҫутатмалла тума ҫителӗксӗррине асӑннӑ. Апла пулин те ял-йыша лӑплантарнӑ: ҫын мӗн чухлӗ каҫса ҫӳренине тепӗр хут тӗрӗслӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, ку ҫулпа транспорт нумай ҫӳрет. Ҫул урлӑ каҫнӑ чухне ачасем кӑна мар, аслисем те шикленеҫҫӗ, мӗншӗн тесен йывӑр тиев турттаракан машинӑсем ҫил хӑвӑртлӑхӗпе вӗҫсе иртеҫҫӗ.

Паян Шупашкар хулин Явӑш ҫӑви ҫинче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн 3-мӗш тата 5-мӗш созыври депутачӗ пулнӑ Игорь Кушева асӑнса палӑк уҫнӑ.
Аса илтерер, депутат пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче онкологи чирӗпе нумай вӑхӑт нушаланнӑ хыҫҫӑн вилнӗччӗ. Игорь Кушев 52 ҫулта ҫеҫ пулнӑччӗ.
Ӗҫтешӗсем, тусӗсем тата тӑванӗсем парламентарие асра тытаҫҫӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗнче унӑн пурнӑҫне ҫутатакан курав йӗркеленӗччӗ. Халӗ, ав, палӑк уҫнӑ. Паянхи митинга тӳре-шара ҫеҫ мар, Игорь Кушевӑн арӑмӗ Наталья Николевна, Бориспа Артем ывӑлӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем мӑшӑрне тата ашшӗне асра тытнӑшӑн тав тунӑ. Чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов Игорь Кушев «ҫутӑ ҫын евӗр» асра юлнине палӑртса: «Пирӗн унран тӗслӗх илмелле», — тенӗ.

Чӑваш Енре те крематори пуласси пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Пӗрисем ӑна хирӗҫлеҫҫӗ, теприсем часрах хӑпраттарасшӑн. Халӗ ӑна хӑҫан ӗҫлеттерсе ярасси те паллӑ: 2020 ҫулхи ака уйӑхӗнче. Крематорие хӑпартмашкӑн ҫӗр уйӑрма «Экологи» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче паян хыпарланӑ.
«Правда ПФО» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, крематорие Шупашкар районӗнчи Атайкасси ял тӑрӑхӗн 10 пин тӑваткал метр лаптӑкӗнче туса лартӗҫ. Тӳрех палӑртса хӑварар, ку ҫӗр Явӑш ялӗ патӗнче вырнаҫнӑ. Хайхи лаптӑка кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗччен тара панӑ. Арендӑн ҫулталӑкри чи пӗчӗк виҫи — 115 пин тенкӗ, чи пысӑкки – 118 пин те 450 тенкӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Сирире чӑваш каччи паттӑрла пуҫ хунӑ. Самарти ҫар чаҫӗ янӑ телеграммӑра шӑпах ҫапла палӑртнӑ: «Вӑл ҫар тивӗҫне пурнаҫланӑ чухне паттӑрла вилнӗ».
Валерий Евдокимовӑн ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 30 ҫул тултармалла пулнӑ. Унӑн арӑмӗ, ачи тӑлӑха юлнӑ. Ӑна ҫурлан 8-мӗшӗнче Явӑшри Мухтав аллейинче пытарнӑ.
Тусӗсемпе тӑванӗсем ӑна чӑн-чӑн паттӑр пек аса илеҫҫӗ. Вӑл чи яваплӑ ӗҫсене хӑйӗн ҫине илнӗ, яланах пулӑшма хатӗр пулнӑ.

World Of Tanks администраци порталӗ «Танкобудка» пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнчи студентсем юртан Т-34 танка тунине унччен сайтра ҫырнӑччӗ. Вӗсен ӗҫӗ конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫе 60 пин вӑйӑ ылтӑнӗ тата планшет панӑ.
Танка И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн электроэнергетика факультетӗнче вӗренекен Алексей тата Александр Федоров, Пермьри наци тӗпчев политехника университетӗнче ӑс пухакан Дмитрий Романов тунӑ. Кӳлепе яла виҫӗ эрне илем кӳнӗ. Шел те, вӑл халӗ ирӗлсе кайнӑ.
Танк ларнӑ чухне Явӑша ҫынсем таҫтан та килнӗ, ун патӗнче сӑн ӳкерӗннӗ. Кунсерен танк умӗнче Шупашкартан килнӗ 15–20 машина чарӑннӑ.
Тӗлӗнмелле те, танка никам та ҫӗмӗрме шухӑшламан. Ҫанталӑк ӑшӑтиччен вӑл чип-чиперех ларнӑ. Ҫамрӑксем вара малашнехи план хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитес хӗлле, ахӑртнех, Явӑшра тепӗр танк пулӗ. Анчах — урӑххи.

Шупашкар районӗнчи Явӑшра пурӑнакансем юртан танк ӑсталанӑ. Т-34 тӑвиччен икӗ ҫул каялла вӗсем юрпа пӑртан Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑнхи танк тунӑ. Ҫамрӑксен хальхи ӗҫӗ вара унчченхинчен ӑнӑҫлӑрах пулса тухнӑ. Ҫапах та порталтисем танка темле те хакласа тултарнӑ: хурласа та, мухтаса та.
Танка ӑсталанӑ ҫамрӑксем ӗҫе тӗксӗм симӗс сӑрланӑ. Аякран пӑхсан ӑна чӑннинчен уйӑрса илме те йывӑр. Борт номерӗ — 021. Танк ҫине вырӑсла: «За Родину» (чӑв. Тӑван ҫӗршывшӑн!), — тесе ҫырнӑ. Тӑрринче СССР ялавӗ вырӑн тупнӑ. Танка ялти Явӑш урамӗнчи 42-мӗш ҫурт умне вырнаҫтарнӑ. Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, танк модельне Александрпа Алексей Федоров пӗр тӑвансем тата вӗсен тусӗ Дмитрий Романов ӑсталанӑ.

Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнче браконьерсем икӗ хир сыснине персе вӗлернӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 21-мешӗнче 19 сехетре рейд вӑхӑтӗнче икӗ арҫынна асӑрханӑ. Вӗсем хир сыснине вӑрмантан илсе тухса машинӑна тиенӗ.
Такам хир сыснисене ҫитерсе самӑртни пирки полицие унчченех хыпар ҫитнӗ. Оперативниксем Ҫӗрпӳре пурӑнакан 31 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Иккӗмӗшӗ вӑрманта тарса ҫухалнӑ. Арҫыннӑн сунара тухма ирӗк панӑ документ пулман.
Машинӑра пӑшал тупнӑ. Ҫавӑнтах хир сыснин ашӗ выртнӑ. Тепӗр арҫынна тепӗр кунхине тытса чарнӑ. Вӗсем патшалӑха 120 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Паян ирхи 5 сехет те 36 минутра Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнче кивӗ клуб ҫунса кайнӑ.
Пушара тепӗр сехетрен, 6 сехет те 20 минутра, сӳнтернӗ. Клуб питӗ кивӗ пулнӑ. Ӑна 1927 ҫулта хӑпартнӑ. Ку таранчченех кӑмака хутса ӑшӑтнӑ.
РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм иртнӗ ӗмӗрте йывӑҫран тунӑ клуба кӗле ҫавӑрнӑ. Пушар мӗншӗн тухнине халӗ тӗпчеҫҫӗ.
