Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чӑваш Енре крематори 2020 ҫулта ӗҫлеме тытӑнӗ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 12.10.2017 17:48 | 221 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш Енре те крематори пуласси пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Пӗрисем ӑна хирӗҫлеҫҫӗ, теприсем часрах хӑпраттарасшӑн. Халӗ ӑна хӑҫан ӗҫлеттерсе ярасси те паллӑ: 2020 ҫулхи ака уйӑхӗнче. Крематорие хӑпартмашкӑн ҫӗр уйӑрма «Экологи» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче паян хыпарланӑ.

«Правда ПФО» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, крематорие Шупашкар районӗнчи Атайкасси ял тӑрӑхӗн 10 пин тӑваткал метр лаптӑкӗнче туса лартӗҫ. Тӳрех палӑртса хӑварар, ку ҫӗр Явӑш ялӗ патӗнче вырнаҫнӑ. Хайхи лаптӑка кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗччен тара панӑ. Арендӑн ҫулталӑкри чи пӗчӗк виҫи — 115 пин тенкӗ, чи пысӑкки – 118 пин те 450 тенкӗ.

#крематори, #йӑла-йӗрке, #Шупашкар районӗ, #Атайкасси, #Явӑш, #килӗшӳсем, #строительство

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫамрӑксем министр пуканне тивӗҫ-и?
2016, 11, 02
1927 ҫулта хӑпартнӑ клуб ҫунса кӗлленнӗ
2016, 12, 15
Икӗ браконьер хир сысни тытнӑ
2017, 01, 24
Явӑшра юртан танк ӑсталанӑ
2017, 02, 08
Явӑшсен танкӗ «Танкобудкӑра» ҫӗнтернӗ
2017, 03, 17

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org