Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енре ҫынсене хула ҫумӗнчи дачӑсене турттаракан маршрутсем уҫӑлнӑ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 107-мӗш «Шупашкар (Хулаҫум автовокзал) – Шемшер (Шупашкар районӗ)» тата 117-мӗш «Шупашкар (Хулаҫум автовокзал) – Тутаркасси (Шупашкар районӗ)» маршрутсем ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен уҫӑлнӑ. Вӑл маршутсемпе 1-ер пӗчӗк автобус ҫӳрет, кунне вӑл иккӗ хутлать. 108э-мӗш «Ҫӗнӗ Шупашкар – Кукашни пахчисем (Сӗнтӗрвӑрри районӗ)» маршрут ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен уҫӑлнӑ. Вӑл маршрутпа 1 автобус ҫӳрет, кунне 4 рейс тӑвать. 193-мӗш «Шупашкар (Хулаҫум автовокзал) – Шоркка (Шупашкар районӗ)» маршрута ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче уҫнӑ. Вӑл маршрутпа 15 рейс пӑхса хӑварнӑ. 249-мӗш «Шупашкар (Хулаҫум автовокзал) – Явӑш (Хула масарӗ)», 2706-мӗш «Ҫӗнӗ Шупашкар – «Чӑваш Ен» санатори («Заволжъе» коллективлӑ пахчана ҫити) маршрутсем те пахчаҫӑсем валли уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |