Ӗнер Шупашкарти право хуралӗнче тӑрӑшакансене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа паллаштарнӑ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленине Марат Михайлов ертсе пырӗ.
Пакунлӑ пуҫлӑх пирки ӑшӑ сӑмах калама Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин хӑй пынӑ. Полицин генерал-майорӗ Михайлов полковник оперативлӑ ӗҫе аван пӗлнине, пуян опытлине, ӗҫе йӗикелеме пӗлнине палӑртса хӑварнӑ. Вӑл ӗҫтешӗсене тухӑҫлӑ ӗҫлеттерме пултарасса ӗненнине пӗлтернӗ.
Марат Михайлов шалти ӗҫсен тытӑмӗнче 1993 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫурҫӗр Кавказра та вӑл хӑйӗн професси тивӗҫне пурнӑҫланӑ. «Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» 2-мӗш степеньлӗ орден медальне, «Паттӑрлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ. Юлашки вӑхӑтра «Динамо» физкультурӑпа спорт обществин ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти арҫын кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче Крымри пансионатра канмашкӑн путевка сутнине курнӑ. Вӑл унта кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ та ҫемьепе канмашкӑн путевка «туяннӑ». Хайхискер сутуҫӑн счечӗ ҫине 37 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Ҫак арҫын ҫемйипе Крымра канаять тетӗр-и? Ҫук ҫав, вӑл ултавҫӑ серепине ҫакланнӑ. Укҫа куҫарнӑ хыҫҫӑн вӑл пансионат сайтне тепре кӗрсе пӑхма шутланӑ, анчах вӑл пулман ӗнтӗ.
Хӑйне улталанине вӑл каярахпа пӗлнӗ: пӗр халӑх тетелӗнче ҫак фирма ултавҫӑ пулнине асӑрханӑ. Чӑнах та ҫапла иккен: телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа ҫитеймен, электронлӑ почтӑна блокировка тунӑ.
Халӗ ЧР ШӖМӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Шупашкарта арҫын ҫӳллӗшӗнчен персе аннӑ. 78 ҫулти арҫын ҫурӑм шӑммине амантнӑ.
Ку пӑтӑрмах Мир проспектӗнчи 13-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ватӑ арҫын хӑйӗн хваттерӗнчи балконран тухса ӳкнӗ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ ҫак хапара ЧР ШӖМӗ те ҫирӗплетнӗ.
Ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ ватӑ арҫынна васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем ӑна тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫурӑм шӑмми хуҫӑлнине палӑртнӑ.
Шупашкарти суту-илӳ центрӗсенчен пӗринче уҫнӑ зоокуравран хаклӑ попугай, Ара ӑрачӗллӗскер, ҫӗтнӗ. 180 пин тӑракан кайӑк ҫухалнине зоокӗтес ӗҫченӗсем пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче асӑрханӑ, ҫийӗнчех право хуралӗнчисене систернӗ.
Попугайпа пӗрле зоокуравра ӗҫленӗ каччӑ та ҫухалнӑ темелле. Унта уйӑха яхӑн тимленӗ Ставрополь тӑрӑхӗнчи 20 ҫулти ҫамрӑк шӑнкӑравласан телефона тытман.
Кӗҫех ӑна полицейскисем Улатимӗр облаҫӗнчи чукун ҫул станцийӗсенчен пӗринче тытса чарнӑ. Каччӑ «Хусан-Мускав» пуйӑсра ларса пынӑ. Пӗрле попугай та пулнӑ.
Каччӑ унччен те вӑрӑ ӗҫӗпе пӗрре кӑна мар ҫакланнӑ иккен. Унчченхи айӑплав вӑхӑчӗ те иртменскер федераци шыравӗнче пулнӑ. Халӗ пакунлисем ун тӗлӗшпе каллех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче, Шупашкарта ҪҪХПИ ӗҫченӗ Сергей Субботин троллейбус водительне, хӗрарӑма, уявпа саламласа чечек ҫыххи тыттарнӑ. Кун пирки ЧР Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Людмила Иванова троллейбус рулӗ умӗнче 35 ҫул лурать. Ку – сахал мар, ҫапах вӑл ку таранччен ҫул-йӗр правилисене пӗрре те пӑсман.
Сергей Субботин Людмила Ивановӑна Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламланӑ май ҫул-йӗр правилисене пӑхӑннӑшӑн тав тунӑ, малашне те ҫаплах пулма суннӑ.
Чӑваш Енри хӗр тӗнче тетелӗнче телефон туянас тенӗ те шар курнӑ. Кун пири ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
23 ҫулти хӗр тӗнче тетелӗнче 60 пин тенкӗпе Айфон сутнине курнӑ та сутуҫипе ҫыхӑннӑ. Лешӗ ӑна телефона илсе ҫитернӗшӗн тата курьер ӗҫӗшӗн укҫа тӳлеме ыйтнӑ.
Ҫамрӑкскер ултавҫӑсен серепине лекнине тӳрех ӑнланман-тӑр, сутуҫӑ ыйтнӑ счет ҫине укҫа куҫарнӑ та куҫарнӑ. Ҫапла майпа вӑл 172 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ, ултавҫӑ кам пулнине уҫӑмлатас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ суту-илӳ точкисенчен пӗринчи манекен ҫинчен хӗрарӑм курткине вӑрлакан тупӑннӑ. Пӑтӑрмахӗ пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнчех пулса иртнӗ. Кукӑр алӑллӑ ҫамрӑк арҫына шыранине полицейскисем ӗнер республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Арҫын манекен ҫинчи круткӑна илсе таваршӑн тӳлемесӗрех лавккаран тухса кайнӑ иккен. Сутуҫисем тавар хакне 4 пин те 500 тенкӗ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче арҫын сӑнпа пӑхсан 35-40 ҫулсенчискер тесе пӗлтернӗ. Видеокамера ӳкерсе илни тӑрӑх хакласан, вӑл вӑтам пӳ-силлӗскерри сисӗнет, ҫӳллӗшӗ 170 сантимер тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хура куртка, ҫыхнӑ хура калпак, сӑрӑ йӗм, шурӑ йӗрлӗ кӑвак кроссовки тӑхӑннӑ.
Кӑҫал нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкарти полицейскисем патне вырӑнти газ службинчен хыпар ҫитнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Магницкий урамӗнче пурӑнакан пӗр ҫын ҫутҫанталӑк газне саккуна пӑсса илет.
Харпӑр ҫуртра пурӑнакан ҫав ҫын унччен газ хатӗр-хӗтӗрӗ енӗпе специалист пулнӑ-мӗн. Хайхискер газ пайлакан сете врезка тунӑ. Ҫапла майпа вӑл саккуна пӑсса ҫутҫанталӑк газне вӑрланӑ. Арҫын 57 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
ЧР ШӖМӗн пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан ҫын ют ҫӗршыв ҫыннине хваттерте пропискӑна тӑратнӑшӑн явап тытӗ.
64-ри арҫын 47 ҫулти ют ҫӗршыв ҫыннине саккуна пӑсса пропискӑна тӑратнӑ. Лешӗ вара унпа пурӑнмасть те. Ҫавна май Шупашкар ҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Саккун тӑрӑх, пропискӑна тӑратнӑ ют ҫӗршыв ҫыннин ҫав хваттерте пӗрле пурӑнмалла. Ҫакна шута илмесен пуҫиле ӗҫ пуҫараҫҫӗ. Йӗркене пӑснӑ кунашкал тӗслӗхшӗн 3 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем ҫын сумккине тытнӑ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Ӑна вӗсем ют пурлӑха вӑрланӑ тесе каласшӑн.
Пӑтӑрмахӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи лавккара пулса иртнӗ. Пӗри, пуҫӗ тем пирки шухӑшланӑ ӗнтӗ хайхин е ҫынна ытла шаннӑ-ши, хай сумккине лавккара лартса хӑварнӑ. Никамсӑр-мӗнсӗр. Хуҫасӑр япалана магазина пынӑ хӗрарӑм асӑрханӑ та хӑйӗн тума васканӑ. 35-40 ҫулсенчискер ачапа пулнӑ. Ҫын япалине ярса илнӗскере видеокамера ӳкерсе илнӗ.
Йӗрке хуралҫисем халӗ ҫын сумккине тытнӑ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Унӑн сӑнӳкерчӗкне вӗсем Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтне вырнаҫтарнӑ. Хӗрарӑм симӗс куртка, шурӑ калпак тӑхӑннӑскер пулнӑ.
Ҫухалнӑ сумкӑри пурлӑха унӑн хуҫи 16 пине яхӑн тесе хакланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |