Шупашкарта паян, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 22-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Форд-Транзит» юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ку 11 сехет те 20 минутра Константин Иванов урамӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 32 ҫулти водитель руле итлеттереймен. Вӑл ӳсӗр пулнине кӑтартакан паллӑсем пулман.
Салонра пулнӑ икӗ пассажир, хӗрарӑмсем, тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ авари сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялта 51 ҫулти арҫын ентешӗн ҫулталӑкри шурӑ сурӑхне вӑрланӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ сарай алӑкне питӗрмен, арҫын кунпа усӑ курнӑ – унта кӗнӗ те выльӑха йӑтса тухнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, полици ӗҫченӗсем сурӑх тирне ҫак ҫыннӑн картишӗнче тупнӑ, какайӗ холодильникре выртнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пуснӑ сурӑха 5 пин тенкӗпе танлаштарнӑ. Ют ҫын сарайне кӗрсе выльӑх вӑрланӑшӑн арҫынна 1 ҫуллӑха тӗрмене хупма пултараҫҫӗ.
Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министрне палӑртнӑ. Ку пукана Волгоград облаҫӗнчи ШӖМ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, шалти ӗҫсен службин генерал-майорӗ Виктор Шметков йышӑннӑ.
Виктор Анатольевич Астраханьте 1963 ҫулта ҫуралнӑ. Хальлӗхе вӑл Чӑваш Ене килмен-ха, пирӗн пата ҫитсен унпа ШӖМ ӗҫченӗсене, республика ертӳлӗхне паллаштарӗҫ.
Аса илтерер: унччен ку тивӗҫе полицин генерал-майорӗ Сергей Неяскин пурнӑҫланӑ. Вӑл ку ӗҫре виҫӗ ҫул тӑрӑшнӑ. Нумаях пулмасть, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, РФ Президенчӗ ӑна отставкӑна янӑ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Мари Элта пурӑнакан 67 ҫулти арҫын ирхи 10 сехет ҫурӑра Пӑрачкав районӗнчи Ковырлово пӗвине кӑвакал пеме килнӗ. Анчах вӑл пӑшала предохранитель ҫине лартма манса кайнӑ. Унпа пӗрле тӑванӗ, Чӑваш Енре пурӑнаканскер, пулнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 67 ҫулти арҫын ӑнсӑртран Пӑрачкав районӗнче кун кунлакан 64-ри иккӗмӗш сыпӑкри шӑллӗне пӑшалтан лектернӗ. Юрать, лешӗ вилмеллех суранланман, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Арҫыннӑн сылтӑм алли тата ури суранланнӑ.
Пӗррехинче телевизор пӑхнӗ чухне Ҫӗмӗрле районӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗнче пурӑнакан 69 ҫулти хӗрарӑм экстрасенс пулӑшу пани пирки пӗлтерӳ курнӑ. Хайхискер савни тупма шантарать-мӗн. Хӗрарӑм унта кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ.
Хайхи экстрасенс телефонпа калаҫнӑ чухнех сеанссем ирттернӗ. Анчах ку укҫаллӑ пулнӑ иккен. Хӗрарӑм ӑна укҫа куҫарса панӑ. Сахал мар: 60 пин тенкӗ.
Анчах 69 ҫулти кинемейӗн савни тупӑнман. Кун хыҫҫӑн тин вӑл ултав серепине ӑнланнӑ, полицие пулӑшу ыйтма кайнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакансем ултавҫӑсен аллине лекнӗ тӗслӗх нумайланнӑ. Ҫавӑнпа йӗрке хуралҫисем асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу машини инкеке лекнӗ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах 19 сехет те 10 минутра пулнӑ. Богдан Хмельницкий тата Дементьев урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта «Лада Приора» автомобиль водителӗ, 47 ҫулти арҫын, васкавлӑ пулӑшу машинине ҫул паман. Тухтӑрсен транспорчӗ чирлӗ ҫын патне ятарлӑ ҫутӑ ҫутса васканӑ. Инкекре ҫӑмӑл автомобиль водителӗ тата икӗ тухтӑр: 22-ри хӗрпе 25-ри каччӑ — аманнӑ.
Сӑмах май каласан, водительсене тӗрӗсленӗ те иккӗшӗ те урӑ пулнӑ. Васкавлӑ пулӑшу машинин 43 ҫулти водителӗ те каярах тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби паян хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Чӑваш Енри усламҫа ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ. Хайхискер тимӗр бетон плитасем илме шутланӑ. Анчах ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Улатӑр хулинче пурӑнакан арҫын ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тӗнче тетелӗнчи сайт урлӑ 13 тимӗр бетон плита саккас панӑ. Ҫав кун 11 сехетре вӑл 65 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах усламҫӑ, фирма ертӳҫи, тавара кӗтсе илеймен.
Кӑштахран плитасем сутнине кӑтартакан пӗлтерӳ те ҫухалнӑ, сайт хупӑннӑ. Ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнлансан усламҫӑ полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата интереслӗ хыпар пӗлтернӗ: хайхискер кӑмпана кайнӑ та машина тупнӑ.
Ку ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм Шупашкарти «Лента» гипермаркет хыҫӗнчи вӑрмана кӑмпа татма кайнӑ. 15 сехет те 28 минутра хайхискер йывӑҫсен хушшинче машина ларнине асӑрханӑ. «Кӑмпа шырама кайрӑм та машина тупрӑм», - ҫапла каласа кӑтартнӑ хӗрарӑм корреспондентсене.
ЧР ШӖМӗ халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Йӗрке хуралҫисем машина хуҫине палӑртаҫҫӗ. Авто.ру сайтра вара ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫак машинӑна сутни пирки пӗлтерӳ тухнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче арҫын хӗрарӑмӑн сӑмсине ҫыртса илнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ хыпарлать.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун 19 сехетре Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 37 ҫулти арҫын эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ хыҫҫӑн пӗрле пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑмпа хирӗҫсе кайнӑ. Хайхискер ҫиллине тытса чарайман – савнине сӑмси вӗҫне ҫыртса илнӗ. Хӗрарӑма тухтӑрсем пулӑшу панӑ.
Кун тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Палӑртмалла: арҫын унччен судпа пӗрре мар айӑпланнӑ.
Ҫынсене улталас тесе мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ. Халӗ тата телефон ҫине ятарлӑ приложени уҫлама сӗнекенсем тупӑннӑ. Вӗсем Чӑваш Енри икӗ ҫынна шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ та ӗнтӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти 21 ҫулти каччӑ право хуралӗнче ӗҫлекенсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ун патне «банкӑн хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗнчен» тесе палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Ҫав этем ӗнентернӗ тӑрӑх, каччӑн картти ҫинчен такамсем укҫа илесшӗн иккен. «Кӗмӗле» сыхласа хӑварас тесен телефон ҫине ятарлӑ приложени уҫласа вырнаҫтармалла. Каччӑ итленӗ. Унтан телефон номерӗ ҫине темле кодсем килнӗ. Каччӑ вӗсене телефонпа калаҫакан ҫынна пӗлтернӗ. Кӑштахран картта ҫинчен 800 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Комсомольскинче 32-ри хӗрарӑм ҫапла майпа 94 пин тенкӗсӗр юлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |