Паян Чӑваш Енре рейс автобусӗ инкеке лекнӗ. «Мускав—Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекенскер М-7 ҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Калайкасси ялӗ тӗлӗнче, умра пыракан ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ, унта вӑл ҫул хӗрринчи канава анса кайнӑ. Инкек ирхи 9 сехет те 30 минутсенче пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, автобус умӗнчи ҫӑмӑл машина хӑвӑртлӑха кӗтмен ҫӗртен чакарнӑ. Ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑкра умри ҫул япӑх курӑнать те, автобус машинӑпа ҫапӑннӑ. Кювета чӑмнӑ хыҫҫӑн автобус хӑяккӑн тӳнсе кайнӑ.
Малтанласа пӗлтернине ӗненсен, автобусрисем аманса тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман. Рейс автобусӗн хуҫи инкек хыҫҫӑн вырӑна урӑх автобус янӑ, пассажирсем ун ҫине куҫса ларнӑ та Мускавалла ҫул тытнӑ.
Чӑваш Енре полковника «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» хисеплӗ ят панӑ. Ю.Н. Тульчева строительствӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн ҫапла хавхалантарма йышӑннӑ.
Шалти ӗҫсен службин полковникӗ Юрий Николаевич Тульчев — Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин капиталлӑ строительство йӗркелессипе ӗҫлекен уйрӑм пуҫлӑхӗ.
Полковника хисеплӗ ят парасси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян хушу кӑларнӑ.
5-мӗш номерлӗ ӗҫлӗ хута паянах Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Законодательство» (чӑв. саккунсем) ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, полковник пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 50 ҫул тултарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Тольяттинчи ҫар училищинче вӗреннӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн администрацийӗн халӑх хӑрушсӑрлӑхӗпе тӗрӗслев управленийӗн пуҫлӑхне Алексей Метелкина ӗҫрен кӑларнине Чӑваш халӑх сайтӗнче ӗнер Никита Сурский пӗлтерсе ӗлкӗрнӗччӗ. Ӗнерхитепӗр хушупа, аса илтерер, Алексей Метелкина Чӑваш Республикин Хисеп хучӗпе чыслама йышӑннӑччӗ. Кунта ҫакна та пӗлтерер: маларах ҫак тӳре-шара Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче вӑй хунӑ.
Алексей Метелкин ӗҫсӗр юлмӗ, ӑна Чӑваш Енӗн патшалӑх ӗҫ инспекцине ертсе пыма шанӗҫ. Ҫӗнӗ хыпара Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн паян иртнӗ ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепер сӑмах май каланӑ.
Чӑваш Республикин патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне чылайранпа ӗнтӗ Раиса Павлова пурнӑҫлать.
Чӑваш Енре ҫине-ҫинех темиҫе тӳрене ӗҫрен кӑларчӗҫ. Паян та республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев кадрпа ҫыхӑннӑ хушу алӑ пуснӑ. Хальхинче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн администрацийӗн халӑх хӑрушсӑрлӑхӗпе тӗрӗслев управленийӗн пуҫлӑхне Алексей Метелкина ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑвне патшалӑх влаҫӗн официаллӑ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Тӳрене нимсӗр хӑварман — паянах, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Михаил Васильевич Алексей Метелкина патшалӑх ӗҫне питӗ тӗплӗн тата чыслӑн пурнӑҫланӑшӑн Хисеп хучӗпе чыслама хушу кӑларнӑ.
Каласа хӑвармалла, Алексей Метелкин ку должноҫе 2015 ҫулта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн администрацийӗн Тӗрӗслев управленине Тӗрӗслевпе халӑх хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗ туса хурсан йышӑннӑ. Унта пыриччен вӑл Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче вӑй хунӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 21 сехет те 45 минут тӗлӗнче, Шупашкар ҫывӑхӗнчи Сосновка поселокӗнче рейс автобусӗ инкеке лекнӗ. «Шупашкар—Сосновка» маршрутпа ҫӳрекен «ПАЗ» ҫине «ВАЗ-2110» автомобиль пырса кӗнӗ. Ҫулпа чипер пыракан автобуса ҫӑмӑл машинӑн шучӗпе ирттерсе ямалла пулнӑ. Анчах ҫакскер таҫта сӗкӗннӗ: те васканӑ, те хӑйне мӑнна хунӑ, те асӑрхаса ҫитереймен...
Инкек вӑхӑтӗнче автобус салонӗнче 3 пассажирпа 1 кондуктор ҫеҫ пулнӑ. Телее, вӗсенчен нихӑшӗ те, автобус водителӗ те аманман.
Ҫӑмӑл машинӑна тытса пыракан, Шупашкар хулинче пурӑнакан 38 ҫулти арҫын кӑштах аманнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫӑмӑл машина хуҫине те, автобус водительне те эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленӗ. Автобус рульне тытса пыраканни тӑм урах пулнӑ, ҫӑмӑл машина хуҫи сыпни палӑрнӑ.
Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Комсомольскинчен Елчӗк енне кайнӑ чухне йӗрке хуралҫи Кӗҫӗн Таяпара пурӑнакан 54-ри тата 35-ри арҫынсене вырӑнтах вилмеллех амантнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Комсомольски районӗнче РФ Шалти ӗҫсен министерствин пайӗнче ӗҫленӗскере ҫийӗнчех ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Халӗ ӑна 7 ҫул таран ирӗкрен хӑтарас хӑрушлӑх пур.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн специалисчӗсем ку ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 5-мӗш пайӗпе айӑплӗҫ.
Ун чухне ҫавскер «Шкода Октавиа» машинӑпа пынӑ чухне ҫул-йӗр правилине пӑснӑ, автомобиле сехетре 80 ҫухрӑмран кая мар хӑвӑртлӑхпа хӑваланӑ иккен, ҫул ҫинче хӑрушсӑрлӑх ҫуккине сӑнаса ҫитереймен. Ӗҫе суда ярса панӑ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 70 ҫулти арҫын 15 пулӑҫа асӑрханӑ. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ, пулӑҫсем путаҫҫӗ тесе пулӑшу ыйтса шӑнкӑравланӑ. Вырӑна йӗрке хуралҫисем ҫитнӗ, МЧС, васкавлӑ медпулӑшу, ШӖМ, транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем килнӗ.
Анчах пулӑҫсем путма пуҫламан, чиперех вӑлта тытса ларнӑ. Суя шӑнкӑравшӑн арҫынна хӑйне лекнӗ. Общество вырӑнӗнче ӳсӗр ҫӳренӗшӗн ун тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын хӑй мӗнле пулӑ тытнипе кӑмӑлсӑр пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Краснодар крайӗнчен килнӗ юмӑҫ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑмӑн ырӑ кӑмӑллӑхӗпе, ҫынна шаннипе усӑ курнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пирӗн ентешрен 4 миллион тенке яхӑн «хӑйпӑтса» илнӗ.
«Юмӑҫ» Шупашкарта хваттер тара тытнӑ. Хӑй авалхи сиплевҫӗсен йӑхӗнчен пулнине ӗнентерсе пӗлтерӳ панӑ. Унӑн «пулӑшӑвӗпе» 44 ҫулти хӗрарӑм усӑ курма шухӑшланӑ. «Юмӑҫ» унӑн ывӑлне сыватма, йӑхри ылхана сирме шантарнӑ. Шупашкар хӗрарӑмӗ ӑна ӗненнӗ, пысӑк укҫа тыттарнӑ. Лешӗ нухрат илсенех йӗп пек ҫухалнӑ.
Суя юмӑҫа Краснодар крайӗнче тытса чарнӑ та Чӑваш Ене конвойпа илсе килнӗ. Хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, вӑл шар курнӑ ҫыннӑн тӑкакне саплаштарма шантарнӑ.
Ҫак «юмӑҫ» ытти ӗҫпе те явӑҫман-и? Ҫакна полицейскисем тӗрӗслеҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере, раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви административлӑ харӑсах икӗ объект хута янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсе ӗлкӗрнӗччӗ-ха. Ҫӗнӗскерсене уҫнӑ ятпа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннӑ журналистсем унта ӗҫлеме те, спорт занятийӗсем валли те условисем пӑхса хӑварнине хыпарланӑччӗ.
Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ ҫӗре республикӑри тӗрлӗ тӳре-шара, ҫав шутра Чӑваш Ен Элтеперӗ те, хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев журналистсемпе сӑмах вакласа илнӗ чух «Правда ПФО» интернет-хаҫат журналисчӗ Александр Белов Федерацин хӑрушсӑрлӑх службине ҫӗнӗ ҫурт тума республика пулӑшмӗ-ши тесе кӑсӑкланнӑ.
«Ку ыйтӑва эпир сӳтсе явнӑ. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗ валли ҫӗр уйӑрассине тишкереҫҫӗ. Вӗсен (ФХС — авт. асӑрхаттарӑвӗ) кивӗ ҫурт, вӗсене (хӑрушсӑрлӑх службинче ӗслекенсене — авт. асӑрхаттарӑвӗ) ҫӗнӗ услови кирлӗ», — хуравланӑ республика ертӳҫи Михаил Игнатьев.
Паян Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви административлӑ харӑсах икӗ объект хута янӑ. Пакунлисемшӗн савӑнӑҫлӑ уява ШӖМ ветеранӗсен канашне ертсе пыракан Михаил Киселев, республика Элтеперӗ Михаитл Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.
Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи кантурӗ ҫумӗнче 11 хутлӑ ҫӗнӗ ҫурт хута янӑ. Ку ӗҫе пурнӑҫласси вӑраха кайнӑ тесен те юрать: проектне вуна ҫула яхӑн маларахах хатӗрленӗ, строительствине 2014 ҫулта ҫеҫ пуҫарнӑ.
Тепӗр объект Шупашкарти Дзержинский урамӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна вӑхӑтӗнче наркотӗрӗслевҫӗсем валли хӑпартас шухӑш пулнӑ. Пилӗк хутлӑскер 427,6 миллион тенкӗ ытла ларнӑ. Унта йӗрке хуралҫисен темиҫе подразделенийӗ вырӑн тупӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |