Чӑваш Енре «Валдай» карапсемпе ҫӳрекенсем йышлӑ. Кӑҫалхи икӗ уйӑхра кӑна вӗсем 12,7 пин пассажира илсе кайнӑ. Вӗсенчен 8,6 пинӗ «Шупашкар — Хусан» маршрута суйласа илнӗ, 4 пин ытларах ҫын — Свияжска.
Кунсӑр пуҫне Шупашкарти юханшыв порчӗ 413 теплохода йышӑннӑ, вӗсемпе 60 пине яхӑн пассажир килсе кайнӑ.
Ҫак цифрӑсем ҫынсем шыв тӑрӑх уҫӑлса ҫӳреме, унта-кунта ҫитсе курма юратнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ.
Ҫитес ҫул Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче причалсем тӑвасшӑн.
Ксения Кокель художник Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи «ФормART» фестивале хутшӑнать. Унта вӑл «Мой дом – моя крепость». (чӑв. Манӑн кил — манӑн крепость) ӗҫе тӑратнӑ.
Ентешӗмӗр ӗҫӗшӗн сасӑлас тесен 8 (800) 301-50-23 тӳлевсӗр номерпе шӑнкӑравламалла та хутшӑнаканӑн номерне, 6 цифрӑна, суйламалла.
Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ, 10-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Конкурса хутшӑнакан ӗҫе художник Шупашкарти Хевеш урамӗнчи 30-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ.
Шупашкар 555 ҫул тултарнӑ май республикӑра ирхи апат фестивалӗ иртет. Ӑна пӗрремӗш хут йӗркелеҫҫӗ.
Фестиваль хула ҫыннисемпе хӑнисене вырӑнта туса кӑларнӑ пахалӑхлӑ апат-ҫимӗҫпе паллаштарӗ, усӑллӑ апатлану кирлӗлӗхӗ пирки те калаҫӗҫ унта.
Фестивале хутшӑнас тесен блюдо тата ӗҫме хатӗрлемелле. Менюра 5 тӗрлӗ блюдо пулмалла: ҫӑнӑхран, ҫӑмартаран, тӑпӑрчӑран. Юлашкинчен чи лайӑх апатлану заведенине тата шеф-повара темиҫе номинацире суйлӗҫ. Вӗсене ҫурлан 17-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре чыслӗҫ.
Заявкӑсене ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан Павел парапланпа вӗҫме юратать. Унпа вӑл 10 ҫул ытла кӑсӑкланать. Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӑл чутах вилмен. Иккӗмӗш хут ҫуралнӑ тейӗн.
Ҫав кун вӑл Мари Эла Аламнер тӑвӗ ҫине вӗҫнӗ. Тахӑш самантра вӑл параплана итлеттерме пӑрахнӑ, ӳкме пуҫланӑ. Унтан тӑнне ҫухатнӑ. Ҫӗр ҫине ӳкиччен 3 ҫеккунт маларах ҫеҫ тӑна кӗнӗ.
Павелӑн шӑммисем хуҫӑлнӑ, 3-мӗш степень травма шокӗ пулнӑ. 3 кун реанимацире выртнӑ хыҫҫӑн ӑна операци тунӑ. Тухтӑрсем ваннӑ шаммисене пайӑн-пайӑн темиҫе сехет пуҫтарнӑ.
Шурӑ халатлисем Павел утма-чупма кӑна мар, вӗҫме те пултарасса шантараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче республика шайӗнчи «Автоледи» конкурс иртет. Унта хӗрарӑм водительсене хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.
Хутшӑнас кӑмӑллисен водитель прави, ОСАГО полис тата, паллах, машинӑпа ҫӳрес енӗпе опыт пулмалла. Хӗрарӑм водительсем ҫул-йӗр правилисене мӗнле пӗлнине тӗрӗслӗҫ. Вӗсен пултарулӑх конкурсӗнче те тупӑшма тивӗ.
Заявкӑсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Тӗплӗнрех ҫак номерпе ыйтса пӗлме пулать: 8 (8352) 37-37-77.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 34 ҫулти арҫын амӑшне вӗлернӗ.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ. Амӑшӗпе харкашма тытӑннӑ. 58 ҫулти хӗрарӑма вӑйпитти этем хытах хӗнесе пӗтернӗ. Шар курнине пульницӑна ӑсатнӑ-ха, анчах вӑл унта реанимаци уйрӑмӗнче куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Усал арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа суд 7 ҫуллӑха хупса хумалла тунӑ.
Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Ульяна Самохина пӗчӗк чухне сцена ҫине тухма питӗ ӗмӗтленнӗ. Пултаруллӑ та талпӑнуллӑ пике ҫав ӗмӗтпе С.М. Максимов ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗреннӗ, унтан — Шупашкарти музыка училищинче. Халӗ вара вӑл Санкт-Петербругри Н.А. Римский-Корсаков ячӗллӗ консерваторире опера юрӑҫин пултарулӑхне ӑша илет.
Шупашкарти музыка училищинче пике «Флейта» тата «Академи юрри» уйрӑмсенче пӗлӳ илнӗ, тӗрлӗ конкурса ун чухнех хастар хутшӑннӑ.
Нумаях пулмасть вӑл Патшалӑх ӳнер музейӗнчи куракансем умне классика музыкин концерчӗпе тухнӑ.
Шупашкарти нумай ачаллӑ хӗрарӑм Чӑваш Ен чысне Раҫҫейри конкурсра хӳтӗлӗ.
«Миссис Раҫҫей 2024» илем конкурсне хутшӑнаканни — 43 ҫулти Оксана Гаус. Вӑл — виҫӗ ача амӑшӗ тата ӑнӑҫлӑ цифра коучӗ.
Чипер те яштака хӗрарӑм 2022 ҫулта Чӑваш Енре илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ, 2023 ҫулта «Персона года / Женщина года» (чӑв. Ҫулталӑкри персона / Ҫулталӑкри хӗрарӑм) ) премие тивӗҫнӗ.
Вӑл ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, йӗтре тӗртессипе тата диск ывӑтассипе темиҫе хутчен те Раҫҫей чемпионки тата Чӑваш Ен рекордсменки пулса тӑнӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин концертмейстерӗ Татьяна Асламас 70 ҫул тултарнӑ.
Канаш хулинче ҫуралнӑ ҫав хӗрарӑмӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 50 ҫул иккен, ҫав шутран 48 ҫулне вӑл Шупашкарти музыка училищинче ӗҫлесе ирттернӗ. Вӑл — хорпа, солистсемпе, ансамбль дирижёрӗсемпе ӗҫлес енӗпе пысӑк опытлӑ специалист, нумай музыка инструменчӗпе калама пӗлет.
Татьяна Анисимовна хӑйӗн мухтавлӑ ашшӗн, паллӑ чӑваш композиторӑн Анисим Асламасӑн эткерлӗхне упраса хӑварассишӗн нумай тӑрӑшать: тӗрлӗ концерт, астӑвӑм каҫӗсем ирттерет, унӑн пултарулӑхӗпе ҫамрӑк ӑрӑва паллаштарать.
92 ҫулти Тамара Гетманова ахаль ларма юратмасть. Вӑл халӗ те тӗрлет, ҫыхать. Нумаях пулмасть кинемей «Голубые сойки» ӗҫе вӗҫленӗ. Вӑл ӑна пурнӑҫланӑ чухне тӗрлемелли виҫӗ техникӑпа усӑ курнӑ.
Тамара Степановна Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрти «Хозяюшка» клуба ҫӳрет. Хӑй Тутарстанра ҫуралнӑ, Шупашкарта вырӑс чӗлхи вӗрентекенӗнче ӗҫленӗ. Кинемей ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем валли 30 мӑшӑри нуски ҫыхнине те палӑртмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ ҫурланӑ. | ||
| Теплов Пётр Николаевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗпе ӗҫлекен ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Иван Алексеевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог ҫуралнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Раиса Порфирьевна, паллӑ библиотекарь ҫуралнӑ. | ||
| Гудошникова Людмила Яковлевна, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, химик-технолог ҫуралнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ | ||
| Акимов Александр Петрович, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Леонид Максимович, «Чӑашметалл» АУО тӗп директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр-бетон конструкцисен 9-мӗш Шупашкар савутне (ЖБК №9) никӗсленӗ. | ||
| Сосновка посёлока Шупашкар хула чиккине кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |