Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Пӑтӑрмахсем
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн

Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакансем, ахӑртнех, тӗтӗм шӑршипе вӑранса кайнӑ. Сӑлтавӗ вара — Элмен урамӗнче вырнаҫнӑ пасар ҫуннӑ.

Ҫулӑм самаях алхаснӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пушарта 3 павильон ҫунса кӗлленнӗ. Пушарнӑйсем вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ, ҫулӑма сӳнтернӗ.

Пушар мӗнрен тухнине халӗ специалистсем тӗпчеҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Ишек пасарӗнче те пушар пулнӑ. Унта аш-какай павильонӗ ҫуннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53604
 

Ҫурт-йӗр

Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнче пурӑнакансен Ҫӗнӗ ҫултан хаклӑрах тӳлеме тивӗ. Патшалӑхран (тӗрӗсрех каласан, Чӑваш Ен харпӑрлӑхӗнчен) хваттер тара илсе пурӑнакансем 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кашни тӑваткал метршӑн 93 тенкӗ тӳлеме пуҫлӗ. Паян вӗсем ҫак лаптӑкшӑн 57 тенкӗ кӑларса хураҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хак ӳстерме йышӑннӑ. Республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче ҫакӑ «ирӗксӗртен тунӑ йышӑну» пулнине палӑртаҫҫӗ. Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттерсене тытса тӑма республика хыснинчен самай тӑкакланать иккен.

Патшалӑхӑн ҫурт-йӗ фондӗнчи хваттере туянма май пуррине те аса илтернӗ. Ун пек хваттерте ҫын ҫулталӑкран мар пурӑнать пулсан, ӑна 10 ҫулта тӳлесе татма ирӗк параҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Урама кӑларнӑ студентсем
Урама кӑларнӑ студентсем

Паян 13 сехет те 45 минутсенелле Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчи (вӑл Мускав проспектӗнчи 45 ҫуртра вырнаҫнӑ) ҫынсене урама хӑваласа кӑларнӑ. Сӑлтавӗ вара тахӑшӗ хӑйӗн рюкзакне манса хӑварнинче пулнӑ. Кутамккапа юнашар выртнӑ телефона пула унта сирпӗнме пултаракан япала пулма пултарасси пирки ятарлӑ службӑсене пӗлтернӗ, ҫынсене ҫиелти тумсӑрах сивӗ урама хӑваласа кӑларнӑ. Часах пушар машинисемпе васкавлӑ пулӑшу тата полици машинисем пырса ҫитнӗ.

Юрать-ха, пӑлхану сӑлтавсӑрах пулни палӑрнӑ. ШӖМ-ӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх кутамккара нимӗнле сирпӗнӳ хатӗрӗ те пулман, часах хуҫи те тупӑннӑ.

Пӗлме: паян Шупашкарта сивӗ ҫанталӑк тӑрать. Сывлӑш температури — 4 градус сивӗ.

 

Хулара
Сасӑлавра мала тухнӑ макет
Сасӑлавра мала тухнӑ макет

«Уҫӑ хула» порталта ҫитес ҫулӑн паллине – сысна ҫурине – сасӑлав мелӗпе суйлани пирки хыпарланӑччӗ. Мала тухнӑ кӳлепене Шупашкарта Ростелекома хирӗҫ вырнаҫтарӗҫ.

Сасӑлав вӗҫленнӗ. Унта 475 ҫын хутшӑннӑ, вӗсем виҫӗ эскизран пӗрне суйланӑ. Чылайӑшӗ, сасӑлава хутшӑннисен 42,11 проценчӗ, Пятачока килӗштернӗ.

Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Пятачок макетне Александр Жигарев шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑлах скульптурӑна хатӗрлӗ. Палӑртмалла: Александр Жигарев Ростелеком умӗнче ларнӑ чылай кӳлепе авторӗ пулнӑ: Аҫтаха, Качака, Простоквашинӑри Шарик, Автан тата ыттисем те. Кӑҫал Пятачока раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн вырнаҫтарӗҫ.

 

Вӗренӳ
rgo.ru сайтран илнӗ сӑн
rgo.ru сайтран илнӗ сӑн

Ӗнер Раҫҫейре гоеграфи диктантне ҫырнӑ. Ку акцие Чӑваш Ен те хутшӑннӑ. Республикӑра тӑватӑ лапам ӗҫленӗ: Шупашкарта, Пӑрачкав, Улатӑр, Комсомольски, Етӗрне тата Йӗпреҫ районӗсенче. Шупашарта вара виҫӗ лапамра диктант ҫырнӑ. Тӗп лапама – И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе географи факультетне – 600 ытла ҫын пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче студентсем, шкул ачисем, географи вӗрентекенӗсем пулнӑ. Чи ҫамрӑкки Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 6-ри ача пулнӑ, чи асли вара – ЧПУн 74 ҫулти профессорӗ.

Акци вӗҫленмен-ха. Ӗнер пӗлӗве тӗрӗслеме ӗлкӗреймерӗр тӗк диктанта онлайн мелпе ҫырма май пур. Вӑл чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 14 сехетре вӗҫленӗ.

 

Хулара

Ҫак кунсенче Раҫҫейри аэропортсене хисеплӗ ятсем парассипе сасӑлав пычӗ. Шупашкартине списока кӗртнӗ май ун валли те ят шырарӗҫ. Республикӑн тӗп хулин урамӗсене «Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем» ушкӑн хастарӗсем тухса ҫынсен шухӑшӗпе кӑсӑкланчӗҫ. Унсӑр пуҫне «великиеимена.рф» сайтра сасӑлав иртрӗ.

Шупашкарти аэропорт ятне пама Чӑваш Енӗн Общество палати 5 ҫынна сӗннӗччӗ: тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлева, Андриян Николаева летчик-космонавта, Алексей Крылов карап ӑстине, граждан вӑрҫине тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Александр Боголюбов генерал-полковника, Святослав Федорова офтальмолога.

Чи нумай сасса Андриян Николаев, Святослав Федоров тата Иван Яковлев пухнӑ. Ҫак уйӑх вӗҫӗнче ҫӗнтерӳҫе финал-сасӑлав тӑрӑх палӑртӗҫ. Унӑн ятне раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ.

 

Хулара
Владимир тунӑ сӑн
Владимир тунӑ сӑн

Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче, Трактор тӑвакансен проспектӗнче, ҫӗнӗ скульптурӑсем вырӑн тупнӑ. 77-мӗш ҫурт патӗнчи картишре, мини-скверта, архитектура ансамблӗ пур: шӑпар тытнӑ хӗрарӑм тата сантехник. Унччен ҫак вырӑнта урам шӑлакана халалланӑ палӑк ларнӑ.

Ку скульптурӑсем пирки «Про Город» хаҫата Владимир пӗлтернӗ. «Пӗр скульптура вырӑнӗнче икӗ ҫӗнни вырӑн тупни савӑнтарать. Эпӗ вӗсене шӑматкун асӑрхарӑм, ахӑртнех, палӑксене эрнекун лартнӑ. Вӗсем Шупашкарта пурӑнакан ҫынсене тата хӑнасене килӗшеҫҫех пуль тетӗп», - тенӗ Владимир.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53554
 

Культура

Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче ҫак эрнере Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай пулнӑ. Культура учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак культура учрежденине йӗркелес шухӑша хӑй вӑхӑтӗнче Туркай пӗлтернӗ.

Музее сӑвӑҫ Александр Пушкинӑн «А сердце оставляю вам» кӗнекине парнеленӗ. Ӑна Туркай чӑвашла куҫарнӑ.

Музея парнеленӗ тепӗр парне вӑл — Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн архивӗнче упранакан Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисем. Аудиосӑвӑсене Валерий Туркай вулать. Ку парнене Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн пуҫлӑхӗ уйрӑмах хаклӑ парне тесе пахаланӑ.

Культура учрежденине уҫнӑранпа кӑҫал 15 ҫул ҫитет. Унта вӗҫӗмех тӗрлӗ мероприяти иртет. Ҫакӑнта Антонина Андреева тӑрӑшӑвне, вӑл хӑй ӗҫне юратса пурнӑҫланине палӑртмалла.

 

Персона

ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, Чӑваш халӑх ӳнерҫи, К.Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, акробатика енӗпе СССР спорт мастерӗ Виктор Немцев ӗнер пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 82 ҫулта пулнӑ.

Виктор Леонтьевич 1936 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Вутлан ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Шупашкарти ӳнер училищинче, И.Яковлев ячӗллӗ пединститутра вӗреннӗ, ачасен 1-мӗш ӳнер шкулӗнче завучра ӗҫленӗ, Шупашкарти ӳнер училищинче студентсене вӗрентнӗ. Виктор Немцев – пейзаж, портрет, натюрморт ӑсти.

Виктор Леонтьевичпа ыран, чӳкӗн 11-мӗшӗнче, Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ.

 

Чӑваш чӗлхи

«Шупашкарта, вӑл Чӑваш Республикин тӗп хули пулин те, пирӗн республикӑра 2 патшалӑх чӗлхи (вырӑс тата чӑваш) пулсан та, чӑвашла тулаш реклама таврашӗ ҫав тери сахал», — тесе ҫырнӑ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Шупашкар» пабликра. Асӑннӑ страница авторӗ сӑнанӑ тӑрӑх, «пуррисем те ҫухалаҫҫӗ чылай чух, нумаях ҫакӑнса тӑмаҫҫӗ».

Паблик авторӗ чӑвашла темиҫе ят асӑрханине пӗлтернӗ. Вӗсенчен пӗри — «Лайӑх» лавкка — Николаев урамӗнче, Калинин проспектне тухнӑ ҫӗрте вырнаҫнӑ иккен. «Юмах» гастроном та ҫав кӗтесрех-мӗн. Вӑл Николаев урамӗнчен Патрис Лумумба урамне пӑрӑнса кӗрсен вырнаҫнӑ.

Ҫак йӗркесен авторне ҫак кунсенче, сӑмах май, Хусанта пулма тиврӗ. Унта аэроэкспресс-пуйӑсра та, хулари ытти транспортра та чарӑну ячӗсене, пассажирсене кирлӗ ытти хыпара виҫӗ чӗлхепе пӗлтереҫҫӗ: вырӑсла, тутарла, акӑлчӑнла.

Пирӗн республика тӗп хулинче чӑвашсенех хӗсӗрлесшӗнни хӑш чух сисӗнет. Тепӗр ҫынпа чӑвашла сӑмах чӗнсен лешӗ тарӑхса каять. Куҫне-пуҫне чарса пӑрахса: «Эп нимӗн те ӑнланмастӑп», — тесе каппайланса мӑнаҫланнӑн хуравлать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-172313417_135
 

Страницӑсем: 1 ... 506, 507, 508, 509, 510, 511, 512, 513, 514, 515, [516], 517, 518, 519, 520, 521, 522, 523, 524, 525, 526, ... 1031
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 26

1928
97
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын