РФ Правительство ҫумӗнчи Финанс университечӗ тӗпчев ирттернӗ, 250 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласен хӑтлӑхне хакласа танлаштарӑм хатӗрленӗ. Шупашкар 21-мӗш йӗркене йышӑннӑ, ҫапла вӑл ТОП-30 йыша лекнӗ.
Танлаштарӑма мӗне тӗпе хурса йӗркеленӗ-ха? Хуласенчи медицина пулӑшӑвне, ҫулсен пахалӑхне, культурӑпа вӗренӳ аталанӑвне, ЖКХ ӗҫӗ-хӗлне, ҫурт-йӗр хӑпартнине хакланӑ. Кунсӑр пуҫне вырӑнти влаҫ ӗҫне, халӑх хӑтлӑх пирки мӗн шутланине, ҫынсен тупӑшне те пӑхнӑ.
Ыйтӑм ирттернӗ чухне ҫынсем хулари хӑтлӑха 0-100 балпа хакланӑ. Шупашкар ҫыннисем медицина пулӑшӑвне – 63, ҫул-йӗре – 61, ЖКХ ӗҫне – 54, культурӑна – 56 балпа хакланӑ. Вырӑнти влаҫ ӗҫне вара 50 балл кӑна панӑ.
РФ Правительство ҫумӗнчи Финанс университечӗ танлаштарӑмра Тӗмен хули пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Грозный хули, виҫҫӗмӗшӗнче – Мускав. Питӗр – ҫиччӗмӗш йӗркере.
Шупашкарта транспорт реформи ирттерни пирки сайтра хыпарласах тӑтӑмар. Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хӑш-пӗр общество транспорчӗн маршручӗ улшӑнӗ. Кунсӑр пуҫне хӑш-пӗр маршруткӑсене пӗтерӗҫ.
Паян хулари чарӑнусенче информаци пилонӗсем ҫыпӑҫтарнӑ, нимеҫӗсем те транспорт мӗнле ҫӳренине ӳкернӗ схемӑллӑ хутсем валеҫнӗ. Кӗҫех http://buscheb.ru/ сервисра та ҫӗнӗ маршрутсем пирки информаци пулӗ. Телефон ҫине лартмалли сарӑма Google Play е App Store сайтран уҫласа илме май пур. Транспорт реформи пирки пӗлес килсен «хӗрӳ линипе» шӑнкӑравлама пулать: 23-51-99.
Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хулара 16 маршрута пӗтерӗҫ, тепӗр 14-шӗн ҫулӗ улшӑнӗ.
«Чӑвашавтотранс» панкрута тухсан 636 ҫын ӗҫсӗр юлнӑ. Вӗсенчен 303-шӗ – Шупашкарта, 111-шӗ – Канашра, 92-шӗ – Ҫӗнӗ Шупашкарта, 51-шӗ – Улатӑрта, 50-шӗ – Ҫӗмӗрлере, 29-шӗ – Куславккара. Предприятире тӑрӑшнӑскерсене ҫулталӑк вӗҫлениччен ӗҫрен кӑларӗҫ.
Ӗҫсӗр юлнисем валли справкӑпа консультаци пункчӗ тата «хӗрӳ лини» йӗркеленӗ. Кунсӑр пуҫне ЧР Ӗҫлев министерстви кашнин патне вакансисем сӗнсе ҫыру янӑ.
Ӗҫлев центрӗнче «Чӑвашавтотрасра» тӑрӑшнӑ ҫынсене ытти профессие вӗренме сӗнӗҫ, психологи пулӑшӑвӗ парӗҫ. Патшалӑх программипе килӗшӳллӗн, ӗҫсӗррисем вӗсем валли пособи тата вӗренекенсем валли стипенди пур.
Палӑртмалла: предприятире тӑрӑшнӑ 45 ҫын Ӗҫлев центрне ҫитнӗ, вӗсенчен 36-шӗ ӗҫе вырнаҫнӑ ӗнтӗ, тепӗр 9-шӗ ӗҫсӗррисем пек шутра тӑраҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти «Ҫутҫанталӑк» лавкка» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ валли ҫӗнӗ ят шырани пирки хыпарланӑччӗ. Сасӑлав «Уҫӑ хула» порталта иртнӗ.
Сасӑлава 594 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ, 55,39 проценчӗ, чарӑнӑва «Маяковский ячӗллӗ вулавӑш» ят пама сӗннӗ. 30,3 проценчӗ чарӑнӑван унчченхи ячӗшӗн сасӑланӑ. Сасӑлава хутшӑннисен 7,91 проценчӗ ята специалист тупасса шаннӑ, тепӗр 6,4 проценчӗ хуравлама иккӗленнӗ.
Чарӑнӑва мӗнле ят парассине хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ татӑклӑн калӗ. Паллах, вӑл сасӑлава хутшӑннисен шухӑшне шута илӗ.
Шупашкарта раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 11 сехетре, хальччен пулман культура мероприятийӗ иртӗ. Ҫав кун Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне «Хрустальная веточка» (чӑв. Хрусталь турат) сусӑр ачасен пултарулӑх фестивальне йыхравлаҫҫӗ.
Сусӑрсен пӗтӗм тӗнчери кунне халалланӑ уява ирттерме Раҫҫейӗн Культура министерстви тата Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшаҫҫӗ. Фестивале сусӑр ачасен пултарулӑхне аталантарма хавхалантарас, вӗсене ҫынсен хушшинче хӑйсене тупма пулӑшас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
«Хрусталь турат» мероприятире ачасем вокал, хореографи пултарулӑхне, сӑвӑ-калав илемлӗ вуланине, тӗрлӗ интсрументпа хитре каланине кӑтартӗҫ.
Сӑмах май, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери Парамузыка фестивалӗ иртнӗччӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫине тӑрсах Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленеҫҫӗ. Аса илтерер, Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра 25 метр ҫуллӗш ёлка уяв сӗмӗ кӳрӗ. Ӑна раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне капӑрлатса пӗтересшӗн. Хӗрлӗ лапамра 4 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче каток йӗркелӗҫ. Ҫанталӑк сивӗ тӑрсан ӑна раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн хатӗрлеме палӑртаҫҫӗ.
Каток ҫинче ярӑнма ӗмӗтленекен, анчах коньки ятарласа туянас килмесен е ӑна илсе пыма маннисене ҫак хатӗре вӑхӑтлӑх усӑ курма парӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Шупашкар хула валҫӗсем ачасене конькипе ярӑнма вӗрентме палӑртса хунӑ. Фигурӑсем туса ярӑнма вӗрентессипе тренерсем ҫине тӑрӗҫ. Унтах ҫавӑн валли кирлӗ тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗрпе, ҫав шутра пӗчӗк виҫеллӗ конькисемпе те тивӗҫтерӗҫ.
Раштавӑн 5-мӗшӗнче Раҫҫейри шкул ачисем вырӑс чӗлхипе пӗтӗмлетӳ сочиненине ҫырӗҫ. Шупашкарта 2 пин ача пӗлӗвне тӗрӗслӗ.
Сочинение лайӑх ҫырсан шкул ачин ППЭ тытмашкӑн ҫул уҫӑлӗ. «Зачет» илеймесен пӗлӗве тепӗр хутчен, нарӑсӑн 6-мӗшӗнче тата ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, тӗрӗслеме тивӗ.
Кӑҫал сочиненире сахалтан та 350 сӑмахпа усӑ курмалла. Суйламашкӑн 5 тема парӗҫ, вӗсемпе кӑшт маларах паллаштарӗҫ. Сочинени ҫырмашкӑн 3 сехет те 55 минут уйӑрӗҫ. Тӗрӗслев пур регионта та 10 сехетре пуҫланӗ. Ачасене словарьсемпе усӑ курма ирӗк парӗҫ. Анча хӑйсен словарьне, планшет, смартфон илсе кӗме юрамасть.
Шупашкарти аэропорт валли ят шырани пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Сасӑлав «Раҫҫейри сумлӑ ятсем» проект сайтӗнче пырать. Вӑл вӗҫлениччен 4 кун кӑна юлнӑ. Эппин, хӑвӑра килӗшекен ятшӑн сасӑ пама васкӑр.
Шупашкар аэропорчӗ камӑн ячӗпе хисепленӗ? Ҫак ята тивӗҫессишӗн 3 кандидат кӗрешет: Андриян Николаев космонавт, Святослав Федоров офтальмолог, Иван Яковлев Ҫуттакӑларуҫӑ. Хальлӗхе Андриян Николаевшӑн чи нумай сасӑ панӑ: 63 процент. Святослав Федоровшӑн – 19, Иван Яковлевшӑн 16 процент сасӑланӑ.
Ҫӗнтерӳҫе раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра Чӑваш Енри ҫемьене чыслама йышӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ҫак хисепе Шупашкарти Львовсем тивӗҫнӗччӗ. Вӗсене «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинацире палӑртнӑ. Шупашкарти ҫак ҫемьере ултӑ ача ӳстереҫҫӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — усрава илнӗскерсем. Ҫемье унччен те тӗрлӗ конкурса хастар хутшӑннӑ.
Львовсене тата Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ ытти ҫемьене чӳк уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Мусквара чысланӑ. Хумхануллӑ та савӑнӑҫлӑ саманта ОТР телекурав ӳкерсе илнӗ. Апла пулсан маттур ҫемьесене телевизорпа кӑтартӗҫ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ аталану министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑм телеэфира раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухӗ.
Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна Шупашкарта пуҫлӑх пуканне шанса панӑ. Кунта сӑмах 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен Красноармейски районӗнче тимленӗ Андрей Шестаков ҫинчен пырать. Малашне вӑл «Управление жилфондом города Чебоксары» (чӑв. Шупашкарти ҫур-йӗр фончӗн управленийӗ) муниципалитетӑн хысна учрежденине ертсе пырӗ. Ҫакӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян иртнӗ хула планёркинче пӗлтернӗ.
2014 ҫулхи ҫу уйӑхччен ҫурт-йӗр фондне Валерий Гладков ертсе пынӑ. Вӑл ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн тивӗҫе Эдуард Семенов тӗп инженер пурнӑҫлама кӳлӗннӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн финанс управленийӗнче те улшӑну пулса иртнӗ. Унӑн пуҫлӑхӗ пулма Надежда Куликована ҫирӗплетнӗ. Н. Куликова унччен те финанс управленийӗнче ӗҫленӗ. пурӗ 18 ҫул. сак вӑхатра вӑл терлӗ пукан йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |