Шупашкарта полици лавккаран 11 шампунь вӑрланӑ каччӑна шырать. Ҫамрӑкскер вӑтанса тӑман – япаласене видеокамера умӗнчех йӑкӑртнӑ.
Ку чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Иван Франко урамӗнчи лавккара пулнӑ. Каччӑ ҫӳлӗк патне пынӑ та рюкзакне 11 шампунь чикнӗ. Пӗтӗмпе – 2700 тенкӗлӗх.
Каччӑ 16-18 ҫулти пек курӑнать, 160-165 сантиметр ҫӳллӗш. Вӑрланӑ чухне вӑл хура куртка, ҫутӑ шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ, ҫурӑм хыҫне рюкзак ҫакнӑ. Ҫӑк ҫынна курнӑ тӑк пӗр тӑхтамасӑр 62-00-02 е 8-927-855-50-51 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Шупашкарта Дементьев урамӗнче пурӑнакан арҫынна хваттертен кӑларса янӑ. Унӑн унта пурӑнма халӗ право ҫук.
Ӑна хваттере 2013 ҫулта социаллӑ найм договорӗпе килӗшӳллӗн панӑ. Анчах вӑл 5 ҫул коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлемен. Кӑҫал ҫуркунне тӗлне парӑм 103 пин тенке ҫитнӗ.
Арҫын суда пӗрре те килмен, ӑна шырани те усӑ паман. Ҫавӑнпа хваттер алӑкне уҫса кӗнӗ, пурлӑхне опись тунӑ. Арҫын хӑйӗн пурлӑхӗпе те, муниципалитетӑннипе те тирпейсӗр усӑ курнӑ. Обойсем, линолеум ҫӗтӗк-ҫатӑк, чӳречесем ҫӗмрӗк, кухньӑра пирус тӗпӗсем, кӗленчесем, ҫӳп-ҫап йӑваланнӑ.
Арҫынна хваттертен кӑларса яма йышӑннӑ. Ӑна урӑххине те памӗҫ. Суд йышӑнӑвӗ авӑнӑн 28-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхине Шупашкарти Эгер бульварӗнчи лавкка умӗнче 83 ҫулти арҫын арӑмне кӗтсе тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӳсӗр каччӑ иртсе пынӑ. Хайхискер ватӑ ҫынна питӗнчен ҫапнӑ та тарнӑ.
Ҫакнашкал тӗслӗх Шупашкарта пурӑнакан 59-ти хӗрарӑмпа та пулнӑ. Лавккаран киле таврӑннӑ чухне ӑна палламан каччӑ питӗнчен ҫапнӑ. Ун чухне те ҫамрӑкскер тарса ҫухалнӑ.
Ҫӑв каччӑна полицейскисем тытса чарнӑ. Вӑл – 27 ҫултискер. Анчах вӑл хӑй мӗншӗн ҫапла хӑтланнине йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса парайман. Ун тӗлӗшпе наркологи тата психиатри экспертизисем ирттерӗҫ. Суд сакки ҫине ларма тиветех – пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищин студенчӗсемпе вӗрентекенӗсем «Сурхури! Кӗркури!» кӗнеке кӑларнӑ. Унта чӑвашсен йӑла-йӗрке юррисене кӗртнӗ. Вӗсем ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 100 пин тенкӗ грантне ҫӗнсе илнӗ. Кӗнекене шӑпах ҫак укҫапа кӑларнӑ та.
Училищӗри студентсемпе преподавательсем иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчех йӑла-йӗрке юррисене пухма пуҫланӑ. Халӗ ав чи лайӑххисене пӗр ҫӗре пухса кӗнеке кӑларнӑ. Ӑна Людмила Петухова, Григорий Салюков, Ирина Яковлева вӗрентекенсем хатӗрленӗ. Ӑслӑлӑх редакторӗ – искусствоведени докторӗ тата профессор Михаил Кондратьев.
Чӳкӗн 4-мӗшӗнче 13 сехетре училищӗре йӑла-йӗрке юррисен пуххин хӑтлавӗ иртӗ.
Шупашкарта футболла вылянӑ чухне арҫын вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе вӑл мӗншӗн вилнине татӑклӑн палӑртман.
Ку пӑтӑрмах юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрман урамӗнче пулнӑ. Арҫын «Труд» стадионра (чӑв. «Ӗҫ») футболла вылянӑ. Ҫакӑ паллӑ: ӑна пусмӑрласа вӗлермен. Малтанлӑха каланӑ тӑрӑх, 46 ҫулти арҫыннӑн чӗри чарӑнса ларнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Усламҫӑ налук, штраф, пенси тата страхлав взносӗ, кредит, алимент тӳлемен-и? Лӑпкӑ пурӑнаймӗ, ун патне пристав ӗҫ вырӑннех ҫитӗ. Ҫапла-ҫапла, нумаях пулмасть вӗсем Шупашкарти тӗп пасарта рейд ирттернӗ, унти усламҫӑсем патӗнче пулнӑ. Хӑшӗ-пӗри приставсем патне пырсах парӑм ҫуккипе пурри пирки кӑсӑкланнӑ.
Рейд вӑхӑтӗнче парӑмҫӑсенчен чылайӑшӗ пурлӑха арестлесрен хӑраса ӳкнӗ, парӑмӗсене «Патшалӑх услуги» портал урлӑ тӳрех тӳлесе татнӑ. Темиҫе сехете тӑсӑлнӑ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче патшалӑх валли 350 пин тенкӗ ытла укҫа пухнӑ.
Парӑмҫӑсен пурлӑхне те арестлеме тивнӗ: унашкалли 7 тӗслӗх. Вӗсем 10 кунра тӳлесе татмасан пурлӑхне сутма тӑратӗҫ.
Шупашкарти «Амазония» паркри амазонкӑсене вӑхӑтлӑха илӗҫ. Йӑлтах – вандалсене пула. Вӗҫем кӳлепесене сиенлетнӗ.
Аса илтерер: амазонкӑсен ҫичӗ кӳлепине пӗлтӗр ҫуркунне лартнӑ. Вӗсене «Амазония» парка кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫтарнӑ. Ҫак таранччен кӳлепесем вандалсенчен пӗрре мар шар курнӑ. Пӗрин хӗҫ-пӑшалӗ ҫухалнӑ. Кӑҫал ҫуркунне пур амазонкӑнне те аллисене татнӑ.
«Контактра» халӑх тетелӗнчи ушкӑнра пӗлтернӗ тӑрӑх, статуйӑсене йӗркене кӗртес тесе вӑхӑлӑха илме палӑртнӑ. Реконструкцилесен вӗсене хӑйсен вырӑнне лартӗҫ.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн канашӗн ертӳҫи пулма урӑх ҫынна лартасшӑн. Ҫак тилхепене тытса пыракан Анатолий Аксаков тивӗҫтерменрен, парти пайташӗсем хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнишӗн мар.
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта партин регионти уйрӑмӗн канашӗн бюровӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Анатолий Аксаков ертсе пынӑ. Раҫҫейри паллӑ политика маларах партин Тӗп Президиумӗн пайташне суйланӑ иккен. Ҫавна май Анатолий Аксаков хӑй вырӑнне Олег Николаева сӗннӗ.
Олег Николаев унччен Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑччӗ. Кайран вӑл РФ Патшалӑх Думине суйланчӗ. Банк тытӑмӗнче ӗҫленӗскер экономика ыйтӑвӗсене аван ӑнланать.
Отчетпа суйлав конференцийӗ чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртмелле.
Шупашкарта пурӑнакан Жанна хусканупа тӗрев енчен сусӑр. Кашни утӑм уншӑн – чӗр нуша. Хӗрача кавир ҫинче гимнастика этючӗ туса ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать, вӑл конкурссен лауреачӗ те пулса тӑнӑ. Жанна ҫак этюда Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗ Алсу юрлакан «Право на мечту» юрӑпа тӑвать. Ҫакӑ ӑна хавхалантарать те. Хӗрача Алсу чӗрӗлле юрланӑ чухне ҫакна тума ӗмӗтленнӗ.
Жаннӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ. «Пирӗштие – парне» ыркӑмӑллӑх фончӗ Алсупа ҫыхӑннӑ. Юрӑҫ хӗрачан ӗмӗчӗ пирки пӗлсен ӑна хӑйӗн патне хӑнана чӗннӗ. Шӑп ҫавӑн чухне Жаннӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗнӗ.
Юлашкинчен юрӑҫ мечӗк ҫине ҫапла ҫырнӑ: «Ӗмӗтӳсем пурнӑҫланччӑр». Жаннӑна юрӑ ӑшӑтать, хавхалантарать. Юрӑҫпа тӗл пулни ӑна малалла талпӑнма вӑй парасса шанать Алсу.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Халӑх пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун Шупашкарта та, район-халара та тӗрлӗ мероприяти иртет. Тӗп хулара уяв Хӗрлӗ лапамра иртӗ.
Юлашки вӑхӑтра уявсенче лавккара эрех-сӑра суттарма пӑрахрӗҫ. Ку саккун хальхинче те айккинче юлмӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн, массӑллӑ мероприятисем, спорт ӑмӑртӑвӗсем, ярмӑрккӑсем, парадсем иртекен вырӑнсенче алкоголь сутма юрамасть. Ҫавна май чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра эрех-сӑра сутмӗҫ.
Сӑмах май, юлашки ҫулсенче алкоголь шӗвекне Пӗлӳ кунӗнче, юлашки шӑнкӑравра, ӑсату каҫӗнче те туянма май ҫук.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |