Федерацин Атӑлҫи округӗн шайӗнче шутланакан Шупашкарти кадет корпусӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Казакова ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ имӗш. Ҫакӑн пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат ӗнер хыпарланӑ. Ӑна хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем систернӗ-мӗн.
Шупашкарти кадет корпусне вӑл 2016 ҫултанпа ертсе пырать. Малтан вӑл республикӑн культура министрӗн ҫумӗнче чылай ҫул ӗҫленӗччӗ.
Кадет корпусӗ пирки тӗнче тетелӗнче пӑтӑрмахлӑ тӗрлӗ сӑмах юлашки вӑхӑтра сарӑлнӑ. Ҫав шутра унти темиҫе ача пӗр арҫын ача ҫумне ырӑ мар шухӑшпа ҫулӑхни те пулнӑччӗ. Анчах ку сас-хурана официаллӑ ҫӑлкуҫсем паянхи кун тӗлне ҫирӗплетмерӗҫ-ха. Тепӗр хыпар ачасем апатпа наркӑмӑшланнипе ҫыхӑннӑччӗ. Анчах Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алевтина Федорова ӗнентернӗ тӑрӑх, ачасем аптӑрани апат пахалӑхӗпе ҫыхӑнман.
Кадет корпусне ертсе пыма кӑмӑл тӑвакан ҫынсем те пур курӑнать. «Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхӗсен пайташӗсем пӗр пухура, акӑ, ҫав вырӑна йышӑнма Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Зиновьев генерал-майора сӗннӗ иккен.
Шупашкар хула администрацийӗнчи тата хула администрацине пӑхӑнакан организацисенчи тӳре-шарана ӗҫе машинӑпа пыма чарнӑ. Анчах яланлӑх мар. Пӗр кунлӑха.
Ӗҫ тата уйрӑм ҫын машинисемсӗр куна ирттерме Шупашкарӑн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков сӗннӗ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницне ҫырса хунӑ.
Тӳре-шаран раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, тунтикун, ӗҫе общество транспорчӗпе — автобус-троллейбуспа — ҫитмелле. Кӑнтӑрла таҫта каймалли тупӑнсан та общество транспортне суйламалла. Киле те ҫавӑн пек таврӑнмалла.
Тӳре-шарана автобус-троллейбуспа ӗҫе пырса кайма хушнин сӑлтавӗ — хулари транспорт реформине хакласси. Аса илтерер, ырантан хулари
1, 10, 14, 21, 23, 48, 49, 50, 51, 56, 59, 60, 60к, 61, 63, 65-мӗш маршрутсене пӗтерӗҫ. 12, 20, 22, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 44, 46, 47, 52, 54-мӗшӗсем урӑхларах ҫулпа ҫӳреме тытӑнӗҫ.
Чӑваш Енре «Патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне кӳрекен нумай ӗҫ тӑвакан республикӑри чи лайӑх центр» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӗсен ҫӗнтерӳҫисене «Пахалӑх менеджменчӗн ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗ» семинар вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн дипломӗсемпе чысланӑ.
Республикӑн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нумай ӗҫ тӑвакан центрӑн чи лайӑх универсаллӑ специалисчӗ» ята Шупашкарти Анна Петрова тивӗҫнӗ. Вӑл Шупашкарта «Патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне кӳрекен нумай ӗҫ тӑвакан центр» автономилле учрежденире тӑрӑшать.
Нумай ӗҫ тӑвакан центрсенчен Елчӗкри чи лайӑх ӗҫлет тесе пӗтӗмлетнӗ. Конкурсра шӑпах унти пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Патӑрьелти нумай ӗҫ тӑвакан центр иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, Ҫӗмӗрле хулинчи — виҫҫӗмӗш вырӑнта.
Чӑваш Енри шкулсенче вӗренекенсем апат ҫисе наркӑмӑшланнӑ, ҫав ыйтӑва ЧР Правительство ҫуртӗнче Михаил Игнатьев Элтепер тунтикунхи канашлура сӳтсе явнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта Шупашкарти кадет корпусӗнчи виҫӗ ача, Кӳкеҫ лицейӗнчи пилӗк ача шар курнине хыпарланӑччӗ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов ачасем апатпа наркӑмӑшланман тенипе Элтепер килӗшменнине телекуравпа та кӑтартнӑччӗ. Чӑн та, Роспортебнадзорӑн республикӑри управленийӗ ҫапла пӗлтернӗ-ха та...
Халӗ эпир тепӗр ҫӗнӗ хыпар илтрӗмӗр. Маларах асӑннӑ министрӑн ҫумӗ Алевтина Федорова Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗслев ирттернине пӗлтернӗ. Чӳк уйӑхӗн 14-19-мӗшӗсенче Кӳкеҫ лицейӗнчен 4 ачана тата 1 аслӑ ҫынна пульницӑна чӑнахах та илсе кайнӑ иккен. Кадет корпусӗнче вӗренекен виҫӗ ача та аптӑраса ӳкнипе пульницӑна лекнӗ. Ачасем шкулти апатпа наркӑмӑшланманах-мӗн.
Шупашкарта Совет Союзӗн Паттӑрне Алексей Романович Логинова халалласа палӑк лартӗҫ. Аса илтерер: нумаях пулмасть хулара унӑн ячӗпе урам хисепленме тытӑннӑ.
Пӑхӑр скульптурӑна А.Логинов урамӗнче вырнаҫтарӗҫ. Вӑл ЧР ШӖМӗпе ҫак ведомствӑн медсанчаҫӗ хушшинче пулӗ.
Палӑка тумашкӑн 9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. «ЖКХ управленийӗ тата хӑтлӑх» организаци Петр Пупин скульпторпа килӗшӳ тунӑ. Шӑпах вӑл палӑк авторӗ. Скульптурӑна 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вырнаҫтармалла.
Кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта транспорт реформи пулса иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, хӗлӗн пӗрремӗш кунӗнче ҫӗнӗ троллейбус маршручӗ ҫула тухӗ, 14 автобус маршрутне ылмаштарӗҫ, 16-шне пӗтерӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакансенчен пӗр пайӗ ҫӗнӗлӗхе хирӗҫлесе хут ҫырнӑ. Вӗсем 51, 61, 59-мӗш маршрутсем ҫӳреме чарӑннине хирӗҫ. Ҫапла шухӑшлисем икӗ кунта 700 ҫын пухнӑ.
Реформа килӗшменнине палӑртнӑ ҫырӑва Роспотребнадзора, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинетне, ытти ведомствӑна ӑсатнӑ. Ҫакӑн пирки 51-мӗш маршрут ҫинче ӗҫлекен Вадим Орлов пӗлтернӗ.
Маршрутҫӑсен представителӗ Сергей Беляев хула администрацийӗнче маршрутсене ют ҫынна парасшӑн тесе шухӑшлать. Кунта вӑл Алексей Ладыков сити-менеджер ятне те асӑннӑ. Шупашкарти пассажирсене «Питеравто» текен Питӗр хулинчи предприяти турттарма пуҫламалла имӗш.
Ҫак уйӑхӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн кӗрешӳҫӗ-хӗрарӑмсем Раҫҫейӗн Уҫӑ кубокне пухӑнӗҫ. Ӑмӑрту «Шупашкар-Арена» спорт керменӗнче иртӗ.
Раҫҫейри вӑйлӑ хӗрарӑмсемпе пӗрлех Беларуҫ тата Монголи спортсменкисем те кӗрешӗҫ. Беларуҫ командипе 2016 ҫулхи Олимп вӑййин кӗмӗл ҫӗнтерӳҫи Мария Мамашук тата Европӑн 2013 ҫулхи чемпионки Ирина Курочкина килсе ҫитмелле.
Ҫӗнтерӳҫӗсене хӗрарӑм-кӗрешӳҫӗне сӑнлакан фарфор матрёшка, ӑна 24 каратран тӑракан ылтӑнпа капӑрлатнӑ, тивӗҫӗ.
Финал кунӗнче «Hi-Fi» ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарӗ. 2015 ҫулта Boney M. ушкӑн килнӗччӗ, 2016 ҫулта — Сосо Павлиашвили, пӗлтӗр — «Иванушки Интернешнл».
Республикӑри экспертиза центрӗ Шупашкарта ҫутӑсен строительство сечӗн проект документацине ырланӑ. Тӗплӗнрех каласан, Улатӑр ҫулӗ ҫинче стационар электричество ҫуттин строительствин проекчӗ лайӑх хака тивӗҫнӗ.
Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, Богдан Хмельницкий урамӗнчен пуҫласа М-7 ҫул таран, чукун ҫул иртсе кайнӑ вырӑна ҫити, ҫутӑ пулмалла. Пӗтӗмпе - 5 ҫухрӑм.
Ҫул хӗррипе светодиодлӑ светильниксем вырнаҫтарӗҫ. Ку, паллах, лайӑх. Каҫхине машинӑсене те, ҫуран ҫӳрекенсене те меллӗрех тата хӑрушсӑртарах пулӗ.
Ултавҫӑсем телефонпа шӑнкӑравласа хӑйсемпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштараҫҫӗ те ҫынна шӑнман пӑр ҫине лартса яраҫҫӗ. Кун пирки хаҫат-журналта пӗрмай ҫыраҫҫӗ, ҫапах ҫӑмӑл меслетпе пуякансен аллине пӗрех лекекенсем пур.
Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти полици уйрӑмне 56 ҫулти хӗрарӑм пынӑ. Ун патне «банкӑн хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ-мӗн. Хайхискер хӗрарӑмӑн паспорт даннӑйӗсене те каланӑ. Ара, кун хыҫҫӑн ӑна мӗнле ӗненмӗн? Хӗрарӑм чӑнах та кредит организацийӗн ҫыннипе калаҫатӑп тесе шутланӑ. Ултавҫӑ СМС-ҫырупа килнӗ кода, картта реквизичӗсене калама ыйтнӑ. Тивӗҫлӗ канурискер пӗр шикленмесӗр пурнӑҫланӑ та… 9 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти тепӗр хӗрарӑм та серепене ҫакланнӑ. Ун патне те «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Ку тӗслӗхре те ултавҫӑ унӑн паспорт даннӑйӗсене каланӑ. Хайхискер пластик карттӑна блокировкӑран илме май ҫуккине, ӑна ҫӗннипе улӑштармаллине пӗлтернӗ. Ҫакна тумашкӑн вара банк карттин реквизичӗсем тата СМС-ҫырупа килнӗ код кирлӗ-мӗн. Ырӑ ҫыннӑмӑрсем, миҫӗ хутчен каламалла сире: кода тата банк карттин реквизичӗсене никама та пӗлтерме юрамасть!
Юлашки вӑхӑтра «Яндекс. Такси» таксисчӗсем час-часах аварие ҫакланчӗҫ. Руль умӗнче ӳсӗр водитель ларни те тӗл пулнӑ. Малашне Яндекс пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыракан таксистсене блокировка тума тытӑнӗ.
Хӑвӑртлӑха мониторинг тӑвакан технологи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫлеме пуҫлӗ. Кунсӑр пуҫне халӗ таксире пӗр талӑкра нумай ӗҫлекен водительсем патне саккас пымасть, мӗншӗн тесен таксистӑн канмалла.
МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал авӑн-юпа уйӑхӗсенче Шупашкарта «Яндекс. Такси» службӑра ӗҫлекен водительсен 94 проценчӗ пӗр хутчен асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн ҫул-йӗр йӗркине урӑх пӑсман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |