Паян, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Шупашкарти 22-мӗш номерлӗ автобус Миттов бульварне ҫити ҫӳреме тытӑннӑ. Вӑл Граждан урамӗнчи 131-мӗш ҫуртран пуҫласа 101Б ҫурт патне хутлама пӑрахнӑ.
Маршрут схемине ылмаштарассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хула ҫыннисемпе утӑ уйӑхӗнче «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) порталта сасӑлав ирттерсе сӳтсе явнӑ. Маршрут схемине ҫӗнетме хула ҫыннисем сӗннӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ маршрутпа ҫӳрекен 22-мӗш номерлӗ автобус малашне Миттов бульварӗнчи 35-мӗш тата 7/1 ҫуртсем тӗлӗнче чарӑнӗ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Севастополь хулинче чӑваш ҫыннине асӑнса хисеп хӑми уҫнӑ. Ҫав ятпа унта савӑнӑҫлӑ митинг иртнӗ. Хулари 10-мӗш гимназин ҫине вырнаҫтарнӑ мемориал хӑмине Чӑваш Енре ҫуралнӑ Мирон Ефимова халалланӑ. Вӑл — Совет Союзӗн Геройӗ.
Аса илтерер: Мирон Ефимович 1915 ҫулта Элӗк районӗнчи Самушка ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс Сурӑмӗнчи тата Элӗкри шкулсенче вӗреннӗ, Шупашкарти педагогика институтне пӗтернӗ, учитель пулса ӗҫленӗ.
Комсомол путевкипе Мирон Ефимов Ейскри ҫар авиаци училищинче вӗреннӗскер летчик-истребитель пулса тӑнӑ. Икӗ хут Хӗрлӗ ялав орденне тивӗҫнӗ. 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна «Совет Союзӗн Геройӗ» ят панӑ.
1961 ҫултан отставкӑна кайсан Мускав хулинче пурӑннӑ. Пурӑннӑ чухнех Крымра тата Севастопольте Мирон Ефимов подполковник ячӗпе палӑксем лартнӑ, 10-мӗш гимназие ун ячӗпе панӑ.
Ҫитес ҫул Республика кунне Ҫӗмӗрле районӗнче уявлӗҫ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николав ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, республикӑмӑрӑн ҫуралнӑ кунне 2021 ҫулта Шупашкарта тата Ҫӗмӗрле районӗнче уявлӗҫ. вырӑнти инфраструктурӑна хӑтлӑлатма муниципалитета (сӑмах Ҫӗмӗрле районӗ пирки пырать) укҫа пама шантарнӑ. Ку ӗҫшӗн явапли — республикӑн Правительстви яваплӑ. Мероприятисен планӗ пирки те Министрсен Кабинечӗнех пуҫ ватмалла.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем валли те ӗҫ пур. Вӗсен Республика кунне халалласа тӗрлӗ мероприяти, ҫав шутра Акатуйсемпе Сапантуйсем те, ирттермелле.
Паян, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов Республикӑн психиатри пульницин коллективне ҫӗнӗ ертӳҫӗпе паллаштарнӑ. Тилхепене Владимир Дубова шаннӑ. Вӑл маларах сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑччӗ.
Владимир Дубов 1999 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унтан асӑннӑ аслӑ шкулӑн ординатуринче ӑс пухнӑ. РФ Халӑх хуҫалӑхӗн академийӗнче сывлӑх сыхлас ӗҫри менеджмент енӗпе вӗреннӗ. 2017 ҫулта Шупашкарти коопераци институтӗнче экономика магистрӗн степеньне илнӗ.
2008-2014 ҫулсенче Владимир Дубов Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин тӗп врачӗн ҫумӗ, 2014-2017 ҫулсенче Шупашкар районӗн тӗп врачӗнче, кайран Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче тӗп врачра ӗҫленӗ. Кайран республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ, 2018 ҫулти утӑ уйӑхӗнче ӑна министр ҫумӗ пулма шаннӑ.
«Пилигрим» тулли мар яваплӑ общество студентсене Шупашкартан Канаша ҫур хакпа илсе ҫӳреме йышӑннӑ. Ку ҫитес ҫулхи ҫу уйӑхӗччен пулӗ.
Авӑнӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен студентсем Канаша ҫур хакпа ҫитме пултарӗҫ. Анчах ку куҫӑн майпа вӗренекен ҫамрӑксене ҫеҫ пырса тивет.
Акципе усӑ курас тесен Канашри е Шупашкарти автовокзалта студент билетне кӑтартмалла. Билета ҫур хакпа 511-мӗш тата 511-Э номерлӗ маршрутсем ҫине туянма пулать.
Чӑваш Енре кинотеатрсене уҫма йышӑннӑ. ЧР Культура министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем кӑшӑлвирус условийӗсенче ӗҫлеме хатӗр. Роза Лизакова министр кинотеатрсем хушу саккунлӑ вӑя кӗрсен 5-7 кунра уҫӑлма пултарнине каланӑ.
Республикӑра харпӑр 6 кинотеатр тата 16 кинозал пур. Пӗлтӗр вӗсенче 26 пин ытла киносеанс иртнӗ, 778,9 пин куракан пулнӑ.
Паян Культура министерстви Шупашкарти «Синема», «Три пингвина», «Волжский» кинотеатрсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем куракансене йышӑнма хатӗр – кинотеатрсенче дистанци пӑхӑнмалли паллӑсем, кассӑра тата кинозала кӗнӗ ҫӗрте хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнмаллине аса илтерекен наклейкӑсем пур, санитайзерсем вырнаҫтарнӑ, маскӑсемпе перчеткесем туяннӑ.
Анчах Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская кинотеатрсене уҫма хирӗҫ пулнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра ОРВИпе, пневмонипе, гриппа чирлекенсен йышӗ ӳсет.
Сывлӑх сыхлавӗ валли вертолет туянассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Асӑннӑ транспорт эрнере 7 сехет, талӑкра 24 сехет ӗҫлӗ. Ӑна Шупашкара илсе килнӗ ӗнтӗ, вӑл тӗп хуламӑрти аэропортра ларать.
2020-2022 ҫулсенче санитари авиацийӗ икӗ хулапа тӑватӑ район никӗсӗ ҫинче ӗҫлеме тытӑнӗ. Вӑл Шупашкар, Канаш хулисенче, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Патӑрьел тата Етӗрне районӗсенче анса ларӗ.
Кӑҫал вертолет сывлӑша 47 хутчен хӑпармалла. Ку вӑл сывлӑшра пурӗ 108 сехет пулассине пӗлтерет.
Вертолет салонӗнче икӗ медӗҫчен тата пӗр пациент валли вырӑн пур. Сывлӑш транспортне «Русские вертолетные системы» (чӑв. Вырӑс вертолет тытӑмӗ) общество ӗҫлеттерӗ.
Паян вертолет Патӑрьел районӗнчи пӗр арҫынна васкавлӑ операци тума Шупашкарти пульницӑна 35 минутра илсе килнӗ.
Шупашкарта пӗр талӑкра икӗ ҫыннӑн велосипедне вӑрланӑ.
38 ҫулти хӗрарӑм тин ҫеҫ туяннӑ велосипед ҫухални пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. 17 пин тенкӗ ытла тӑракан хатӗр ҫӗрле ҫухалнӑ. Хӗрарӑм ӑна нумай хваттерлӗ ҫуртӑн коридорӗнче хӑварнӑ. Велоҫӑрапа тыттарни те пулӑшман.
Ҫавӑн пек пӑтӑрмах 36 ҫулти хӗрарӑмпа та пулса иртнӗ. Велосипеда вӑл подъездри стена ҫумне таянтарса хӑварнӑ. Кӑштахран коридора тухсан велосипед ҫуккине асӑрханӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта вара 58 ҫулти арҫын велосипеда урамра, нумай хваттерлӗ ҫурт подъезчӗ умне, тӑратса хӑварнӑ. Кӑнтӑрла никам та тӗкӗнмӗ тесе шаннӑ-ши?
Шупашкарта «Культура» программӑпа килӗшӳллӗн 2025 ҫул тӗлне 16 вулавӑша юсаса ҫӗнетӗҫ. Ҫак тӗллевпе 627 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ йышши пӗрремӗш вулавӑш Вера Чаплина ячӗллӗ филиал ҫумӗнче уҫӑлӗ. Унта сценӑллӑ амфитеатр, шӑплӑх пӳлӗмӗ, библиозвукотека, вулав залӗ, коворгинг-зона, кафе, арт-сцена, ача-пӑча лапамӗ пулӗ.
Ҫитес ҫул Маяковский тата Марфа Трубина ячеллӗ вулавӑшсене ҫӗнетӗҫ. 2022 ҫулта Сухомлинский, Гайдар, Шумилов ячӗллӗ вулавӑшсене ҫӗнӗлӗх кӗтет. Чапаев, Лев Кассиль, Агаков, Александр Пушкин, Ҫеҫпӗл Мишши, Константин Иванов, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ вулавӑшсенче юсав ӗҫӗсем ирттерӗҫ. Вулавӑшсенче юсав кӑна ирттермӗҫ, фондсене ҫӗнӗ кӗнекесемпе, хӑватлӑ компьютерсемпе, мультимеди техникипе тивӗҫтерӗҫ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тата Правительство пайташӗсем «Валдай 45Р» юханшыв трамвайӗпе Сӗнтӗрвӑррине ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе кайнӑ. Тӳре-шара хӑйсемпе пӗрле журналистсене те йыхравланӑ.
Ҫӗнӗ йышши транспорта Чулхулари Р.Е. Алексеев ячӗллӗ Тӗп конструктор бюровӗнче шухӑшласа кӑларнӑ. 45 вырӑнлӑ трамвай сехетре 65 километр таран хӑвалама пултарать. Ӑна Чӑваш Ен ҫитес ҫул туянма ӗмӗтленет. Унпа пассажирсене тата туристсене Шупашкартан Сӗнтӗрвӑррине тата Куславккана турттарма палӑртаҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, халӑх йышлӑ ҫӳресен пӗр трамвай туяннипех ҫырлахмӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |