Васкакан вакка сикнӗ тесе ваттисем ахальтен каламан ҫав. Шупашкар хулинче пӗр хӗрарӑм ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑн патне утма ӳркеннӗ те машина айне лекнӗ.
Инкек ӗнер ирхи 8 сехет те 50 минутра Гагарин урамӗнчи Тӗп пасар тӗлӗнче пулнӑ. 81 ҫулти хӗрарӑм ҫулӑн тепӗр енне машинӑсемпе ӑмӑртмалла талпӑннӑ. Утмӑл ҫултан иртнӗ ҫынна ултӑ ҫулти ача ӑсӗ кӗрет тесе ахальтен каламан тейӗн. Ҫул ҫине кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ ватӑ ҫын ҫине «Лада Гранта» пырса кӗнӗ.
Хӗрарӑм пуҫ мимине суранлатнӑ. «Ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ, унтан килне янӑ», – пӗлтереҫҫӗ ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем.
Шупашкарти Хӗрлӗ лапам Ҫӗнӗ ҫулта мӗнлерех пулӗ? Хула ҫыннисемпе хӑнисем ҫакна хӑйсем суйланӑ. Сасӑлава ятарласа ирттернӗ. Вӑл «Уҫӑ хула» порталта пулнӑ.
Хӗрлӗ лапамра капӑр чӑрӑш лартӗҫ, Хӗл мучи резиденцийӗ те ҫавӑнтах вырнаҫӗ. Чӑрӑш лартассишӗн 2358 ҫын сасӑланӑ. Сасӑлава вара 2907 ҫын хутшӑннӑ.
Кӳлмекре каток та, юрлӑ хула та унта пулӗ. Вӗсемшӗн 1905 тата 1803 ҫын сасӑланӑ. Хӗллехи фонтаншӑн тата Хӗл мучи резиденцийӗшӗн сасӑлава хутшӑннисен 10 проценчӗ сасӑланӑ.
Ҫапах Хӗрлӗ лапам Ҫӗнӗ ҫулта мӗнле пулассине хулари хӗллехи канӑва йӗркелекен комитет палӑртӗ.
2021 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-27-мӗшӗсенче Шупашкарта Ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртӗ. Ун хыҫҫӑн тепӗр уйӑхран Токиора Олимп вӑййисем пуҫланӗҫ.
Ҫӑмӑл атлетика чемпионачӗ пирки каласан, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче вӑл ҫиччӗмӗш хут ӗнтӗ иртет. Юлашки хутчен ун пек ӑмӑртӑва пирӗн патра 2019 ҫулта пуҫтарӑннӑччӗ. Кӑҫал та ҫӗршыври чи вӑйлӑ ҫӑмӑл атлетсем Шупашкара килсе ҫитмеллеччӗ. Анчах кӑшӑлвирус тесе чемпионата малтан кӗркуннене куҫарчӗҫ, кайран вара Шупашкарта мар, Челябинскра ирттерме йышӑнчӗҫ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен Шупашкарти Хусанкай ячӗллӗ культура керменне юсаса ҫӗнетӗҫ. Ӗҫе раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӗҫлемелле.
Халӗ унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ ӗнтӗ. Подрядчик тӗп алӑк патӗнчи стенана ҫӗнетет. Ҫавӑн пекех фасада юсаҫҫӗ. Хальлӗхе тӳре-шаран ыйтусем ҫук, ӗҫсен ҫуррине вӗҫленӗ. Объекта Шупашкар хула администрцийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫитсе курнӑ, ӗҫпе кӑмӑллӑ юлнӑ.
«Премьер» тулли мар яваплӑ общество юсав ӗҫӗсене пурнӑҫлама 57,5 млн тенкӗлӗх клӗшӳ алӑ пуснӑ.
Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта кӗслеҫӗсен фестивалӗ иртет. Кӑшӑлвируса пула ӑна онлайн тата офлайн форматпа йӗркелеҫҫӗ.
Кӑҫал фестиваль Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Палӑртмалла: ӑна пӗрремӗш хут 16 ҫул каялла ирттернӗ.
Фестиваль савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ, унтан пултарлӑх ушкӑнӗсем концерт кӑтартӗҫ, ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Ҫавӑн пекех курав тата ҫавра сӗтел йӗркелӗҫ. Вӗсенче кӗслене кӑна мар, халӑхӑн ытти инструментне те сӳтсе явӗҫ.
Шупашкар хулинчи Ярославль урамӗнчи ҫуртсенчен пӗрин ҫывӑхӗнчи пӗчӗк вӑрманта ача виллине тупнӑ. Тин ҫеҫ ҫуралнӑскере полиэтилен хутаҫа чикнӗ. Ача виллине асӑрханӑ вырӑна пакунлисем васкаса ҫитнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тин ҫеҫ ҫут тӗнчене килнӗ хӗрачана амӑшӗ наушник пӑралукӗпе пӑвса вӗлернӗ.
Пӗчӗк ачана вӗлернине пӗлсен тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ вӗсем хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Хӑй тӗпренчӗкӗ ҫине алӑ хума хӑйнӑ амӑшне пӗлекенсене йӗрке хуралҫисемпе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн тӗп художникӗ Валентин Федоров кӑ,алхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 60 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Юбилее театрта ӗнер паллӑ тунӑ. Унта Петр Чайковскин «Спящая красавица» балетне кӑтартнӑ.
Художник тӗрлӗ жанрлӑ (опера, балет, оперетта, мюзикл, драма спектаклӗ, концерт) ӗҫсене илемлетнӗ. Вӗсене Мускаври, Ҫӗнҫӗпӗрти, Курскри, Екатеринбургри, Чулхулари, Улан-Удэри, Аҫтӑрханти, Кемӗрти, Шупашкарти ҫеҫ мар, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи сценӑсем ҫинче лартнӑ. Ӳнер ӑстисем каланӑ тӑрӑх, «Спящая красавица» балет художникӑн ҫапах та чи вӑйлӑ ӗҫӗсенчен пӗри шутланать. Унпа Пӗтӗм тӗнчери XX балет фестивальне уҫнӑ.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре йывӑҫ-тӗм лартма тытӑннӑ. Республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Хӗрлӗ тӳремре ҫӑка, хӑва, шурӑ сирень тата ыттисем ӳсӗҫ. Кӗркунне лартмалли йывӑҫ-тӗмсене халех лартнӑ.
Йывӑҫ лартма Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Вӑл тата хулари тӳре-шара юман лартнӑ.
«Юман – республика элемӗ, ӑна герб ҫине ӳкерсе хунӑ. Раҫҫейри чи паллӑ йывӑҫ пирӗн тӑрӑхра ӳсет. Юманпа тӗрлӗ халап ҫыхӑннӑ. Республикӑн Хӗрлӗ тӳремӗнче ӑна лартни ытахальтен мар», – тенӗ Олег Николаев.
Шупашкарта халӑх йышлӑ вырӑнсенче маска тӑхӑнман, кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли правилӑсене пӑхӑнман ҫынсене штрафлаҫҫӗ.
Л.И. Арапова уйрӑм усламҫӑн «Красотка» парикмахерскийӗнче ҫӳҫ касакансен ӳт температурине виҫменнине тупса палӑртнӑ. Пӳлӗме сиенсӗрлетнине те унта ҫырса пыман. Т.Г. Петровская усламҫӑн «Акуна Матата» ача-пӑча канӑвӗн центрӗнче ҫынсен пӗр-пӗринпе юнашар тӑма юраманнине асӑрхаттаракан паллӑсем пулман.
«Не Горюй» кафе хуҫисем те йӗркене пӑхӑнман.
Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче маскӑсӑр ҫынна тытса чарса акт ҫырнӑ.
Шупашкар хулинчи Калинин районӗнчи ЗАГСра ачасене епле ят панине эрнесерен тишкереҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере ҫутӑ тӗнчене килнӗ пепкесенчен пӗрне чӑвашла ят хунӑ. Арҫын ачана Атнер тесе чӗнӗҫ.
Сайра тӗл пулакан ятсенчен ЗАГС ӗҫченӗсем ҫавӑн пекех Агата, Злата тата Алисия ятсене асӑннӑ. Ачасенчен чылайӑшӗ тулли ҫемьере ҫуралнӑ.
Сӑмах май, иртнӗ эрнере ҫут тӗнчене хӗрачасем нумайрах килнӗ: Калинин районӗнче 27 хӗрачапа 20 арҫын ача ҫуралнӑ. Хула ҫыннисем ывӑлӗсем валли ытларах чухне Кирилл, Максим, Павел, Тимофей ятсем суйланӑ, хӗрӗсем валли – Александра, Виктория, Ксения тата Эмилия.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |