Мобильлӗ ушкӑнсем ҫынсем общество вырӑнӗсенче маска тӑхӑннипе тӑхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Ӗнер те вӗсем рейд ирттернӗ.
Роспотребнадзор, хула администрацийӗ тата полици ӗҫченӗсем 59 предприятие тӗрӗсленӗ. Вӗсен йышӗнче 46 суту-илӳ точки, 5 общепит, 8 лавкка пулнӑ.
Эльгер урамӗнче вырнаҫнӑ лавккана ҫынсем маскӑсӑр килнӗ. Вӗсен тӗлӗшпе акт ҫырнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта предприяти ӗҫченӗсен ӳт температурине виҫнипе ҫырса пынӑ журнал пулман.
Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче 1 пассажир тӗлӗшпе акт ҫырнӑ. Вӑл маска тӑхӑнман.
Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫинче сосиска ӑшалани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл пӗлӗшӗсемпе Ҫӗнтерӳ паркӗнче пулнӑ, палӑк патне хӑпарса ҫулӑм ҫинче сосиска ӑшаланӑ. Апатланакан каччӑсем «Хавчик» юрра юрланӑ. Видеона каччӑ Инстаграмри страницинче юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.
Видеона курсан ҫынсем кӑмӑлсӑрланнӑ, полицейскисем те каччӑсемпе кӑсӑкланнӑ. Вӗсене вандалсем тесе явап тыттарасшӑн. Пуҫтахсенчен пӗри хӑйне саккуна ятарласа пӑсас та, ҫынсен умӗнче курнӑҫланас та темен тесе хӑйӗн страницинче ҫырса хунӑ. Вӑл хӑйсене хурлакансене эсир хӑвӑр курнӑҫсем тесе хуравланӑ. «Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫинче сосиска ӑшалани пуҫтахланни мар», – ҫапларах пӗтӗмлетнӗ каччӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр арҫын ӗҫре сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтернӗ.
Строительство компанийӗн рабочийӗсем кӳлмекре хута каякан «Одис» отель патӗнче траншея чавнӑ. Тарӑнӑшӗ 3 метра яхӑн пулнӑ.
Унччен те пулман – пӗр рабочи ҫине тӑпра ишӗлсе аннӑ. Вӑл траншейӑра, аялта, пулнӑ. Рабочи тӑпра айне пулнӑ.
Ӗҫтешӗсем ӑна ҫӑлма хӑтланнӑ, темиҫе сехет иртнӗ – кӑлӑхах. Вырӑна ятарлӑ служба та ҫитнӗ. Арҫынна тӑпра айӗнчен кӑларнӑ-ха, анчах ҫав вӑхӑт тӗлне вӑл вилнӗ ӗнтӗ.
Следстви комитечӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.
Паян Шупашкарта, Геннадий Волков скверӗнче, паллӑ этнопедагога хисеплесе унӑн палӑкӗ патне чечек хума пуҫтарӑннӑ.
Чӑваш Енри Профессионал писательсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, академик, ӑсчах, ҫыравҫӑ, чӑваш этнопедагогикине пуҫарнӑ Геннадий Волков пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑранпа кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче 10 ҫул ҫитет. Паян вара – унӑн ҫуралнӑ кунӗ. Хисеплӗ ҫынна сума сӑвакансем Геннадий Волков палӑкӗ умне пуҫтарӑннӑ, чечек хунӑ.
Сӑмах май каласан, Геннадий Волков калавӗсем те тарӑн пӗлтерӗшлӗ. Вӗсенче вӑл яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа ваттисен сӑмахӗ урлӑ ӑса вӗрентсе калама тӑрӑшни аван сисӗнет.
Маска тӑхӑнман ҫынсене мобильлӗ ушкӑнсем ятарлӑ приложенире шута илсе пыраҫҫӗ. Йӗрке пӑсакансене шута илме Чӑваш Енри IT-специалистсем пӗрлехи тытӑм хатӗрленӗ.
«Мобильлӗ ушкӑнсен маршрутне вырӑнти пуҫлӑхсем йӗркелеҫҫӗ. Йӗркене пӑсакансене тупса палӑртсан ятарлӑ приложенире шута илме, сӑн ӳкерчӗксем вырнаҫтарма пулать. Ҫавӑ судра усӑ курма та кирлӗ», — тесе ӑнлантарнӑ Чӑваш Ен информаци политикин министрӗ Михаил Анисимов.
Мобильлӗ приложенипе пурин те ӗҫлеме тӑрӑшмалла. Лайӑххипе Етӗрне, Красноармейски районӗсене, Улатӑр, Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене палӑртнӑ, начаррипе — Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Комсомольски районӗсене тата Ҫӗмӗрлепе Канаш хулисене.
Паян Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери 13-мӗш кинофестиваль уҫӑлнӑ. Вӑл Дмитрий Астрахан режиссерӑн «Судьба диверсанта» кинолентипе пуҫланнӑ. Ӗҫе хатӗрленӗ чухне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ самантсене тӗпе хурнӑ.
Кинофестивале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пырса ҫитнӗ. Вӑл «Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул» астӑвӑм медалӗпе Шупашкарти кинофестивалӗн программа директорне тата илемлӗх ертӳҫине Сергей Лаврентьева, Туризмпа культура информаци центрӗн директорне Максим Матросова, асӑннӑ центр методистне Лариса Захаровӑна чысланӑ. Кинофестивалӗн хисеплӗ хӑнине, РСФСР халӑх артисткине Светлана Немоляевӑна Шупашкар кинофестивалӗн ятарлӑ парнипе — «Анне» статуэткӑпа — хавхалантарнӑ.
Фестиваль чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пырӗ.
Паян Чӑваш Енри темиҫе муниципалитетра администраци пуҫлӑхӗсене суйланӑ. Асӑннӑ постсене унччен пуҫлӑхра пулнисемех йышӑннӑ.
Улатӑр районӗнчи Депутатсен пухӑвӗнче Депутатсен VII суйлаври депутачӗсем Нина Шпилевӑна шаннӑ. Вӑл ӗҫе ҫӗнӗрен чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче кӳлӗннӗ.
Патӑрьел районӗнче пуҫлӑх пулма виҫӗ кандидат ӗмӗтленнӗ: Рудольф Селиванов, Виктор Львов, Петр Перепелкин. Унта ҫемҫе пукана Рудольф Селиванов сыхласа хӑварнӑ.
Красноармейски районӗнче Александр Кузнецова суйланӑ, Шӑмӑршӑ районӗнче – Владимир Денисова.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйлӗҫ. Ытти хӑш-пӗр районта та пуҫлӑхсене палӑртӗҫ.
Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗ тавра тимӗр хӳме тытни хулара пурӑнакансене килӗшменни пирки ҫынсем нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн Инстаграмри страницине ҫырнӑ. Кайран республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви картана мӗншӗн тытнине ӑнлантарма пӑхнӑччӗ. Вӗсем ҫавна терроризмран хӳтӗленессипе сӑлтавланӑччӗ. Карта тытма хыснаран 1,5 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
Тимӗр хӳмене культура учрежденийӗ тавра вырнаҫтарса тӗрӗсех тунине палӑртас тӗллевпе прокуратура тӗрӗслев ирттересси пирки те хыпарланӑччӗ.
Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче театр журналистсене пухма шухӑшланӑ. Унта хӳмепе ҫыхӑннӑ ыйтӑва уҫӑмлатӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче шыравпа ҫӑлав службине кушак ҫурине ҫӑлмашкӑн ыйтса шӑнкӑравланӑ. Линин тепӗр вӗҫӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр шкул ҫывӑхӗнче кушак ҫури йывӑҫ ҫине хӑпарса ларнӑ та анайман.
Иртен-ҫӳрен кушак ҫурине пулӑшма шутланӑ, ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ, альпхатӗрсемпе тата виҫӗ кустӑрмаллӑ пусмапа усӑ курса кушак ҫурине йывӑҫ ҫинчен илсе антарнӑ.
Чӑваш Енри тӗрмесенчен пӗринчен тухса тарнӑ ҫынна суд тунӑ. Айӑплав вӑхӑтне вӑл ҫирӗп режимлӑ колонире ирттерӗ. Унччен ӑна унтан кӑларса колони-поселение куҫарнӑ.
32 ҫулти Шупашкар арҫыннине йывӑр преступлени тунӑшӑн Ҫӗрпӳри ҫирӗп режимлӑ 9-мӗш колоние хупса хунӑ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче суд ӑна колони-поселение куҫарма йышӑннӑ. Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӑна айӑпланнисем патне апатпа кайма ирӗк панӑ. Лешӗсем колонири ӗне кӗтӗвӗпе ҫӳренӗ. Шӑпах ҫавӑнтан тапса сикнӗ те хайхи. Ҫула май транспортпа малтан Патӑрьеле ҫитнӗ, унтан республикӑран тухса кайнӑ. Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен службин ӗҫченӗсем таркӑна пӗр эрнере Волгоградра тытса чарнӑ.
Унчченхи айӑплав вӑхӑчӗ те иртменнине тата колонирен тарнине шута илсе таркӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 5,5 ҫуллӑха хупса хума йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |