Чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Ярославль урамӗнче тин ҫуралнӑ ача виллине тупни пирки унччен хыпарланӑччӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ҫак тискер ӗҫе тунӑ ҫынна ҫийӗнчех шырама пуҫланӑ.
Хальлӗхе йӗрке хуралҫисем тин ҫуратнӑ ачине вӗлернӗ хӗрарӑма тупайман-ха, ӑна шыраҫҫӗ. Следстви органӗсем ку ӗҫре пулӑшма ыйтаҫҫӗ. Ача кӗтнӗ, пепкене ҫуратсан унран хӑтӑлма пултарнӑ хӗрарӑма пӗлетӗр-и? Кун пирки йӗрке хуралне пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Анонимлӑ пулӗ ку, сирӗн ят-шывӑра никама та каламӗҫ.
Аса илтерер: следстви версийӗ тӑрӑх, амӑшӗ тин ҫуралнӑ ачине наушникпе пӑвса вӗлернӗ, унтан полиэтилен хутаҫпа чӗркенӗ те йывӑҫлӑ вырӑнта пӑрахса хӑварнӑ.
Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнма хистенине ӑнланма пулать темелле.
Шупашкарти Вырӑс драма театрӗн артисчӗсене ӗнер пӗр хушупа паллаштарнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пӳлӗмре маскӑпа ҫеҫ ҫӳремелле, кулиса хыҫӗнче театр ӗҫченӗсен тӑван-пӗтенӗ е пӗлӗш-таврашӗ пулмалла мар иккен. Ку хыпара Маргарита Красотина журналист Фейсбукра ӗнер тӗлӗнсе пӗлтернӗ.
Журналист ҫырнӑ тӑрӑх, тепӗр 10 кунран театрта премьера тухмалла. Анчах репетицие маска чӑмласа ирттерме тивет-тӗр тесе ҫырнӑ пост авторӗ. Хушупа паллашни ҫинчен артистсем алӑ пусма килӗшмен иккен.
Ӗнер 17 сехетре Шупашкарта Алькеш поселокӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Ку инкеке курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм пӗр 30 ҫулсенче пулнӑ.
Хӗрарӑм виллине Алькеш поселокӗнче Гоголь урамӗнчи 5 мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ умӗнче тупнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ҫав ҫуртра пурӑннӑ.
Вырӑна полицейскисем ҫитнӗ, иртен-ҫӳренрен ыйтса пӗлнӗ. РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗслӗх тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет.
«Вилене витсе хунӑччӗ, полицейскисем унтахчӗ. Хӗрарӑм пӗр 30 ҫулсенчи пек курӑнать», - пӗлтернӗ «Прог Города» иртен-ҫӳрен.
Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Максим Горький урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра пушар тухнӑ. Инкеке лекнисене Андрей Николаев фельдшер пулӑшнӑ.
Тӗтӗм тухса тулнӑ пӳлӗмрен 21 ҫулхи хӗре тухма пулӑшнӑ.
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар 23 ҫулти каччӑ пӳлӗмӗнче тухнӑ. Ҫулӑма сӳнтерме ятарлӑ сакӑр техника пырса ҫитнӗ. Пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Подъездри ҫынсене урама кӑларса тӑратма тивнӗ.
Хӗре пулӑшнӑшӑн ҫынсем Андрей Николаев фельдшера ҫынсем тав тӑваҫҫӗ.
Шупашкар хулинче троллейбус маршручӗсене ҫӗнӗрен пӑхса тухас шухӑшлӑ. Анчах ҫав утӑма хула ҫыннисене шухӑшне тӗпе хурса тӑвӗҫ. Ҫакӑн пек ӗнентернӗ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра.
Сӗнӳсенчен пӗри — хулари 5-мӗш тата 11-мӗш номерлӗ троллейбус маршручӗсене пӗрлештересси. Унӑн тӑршшӗне тӑсма пулать.
14-мӗш троллейбуса Хӗвеллӗ микрорайона ҫитерме сӗннӗ. Асӑннӑ микрорайонта троллейбус линийӗ ҫук, анчах ҫутӑ пӑралукӗсӗр ҫӳреме пултаракан троллейбуссене ҫула кӑларма пулать.
20-мӗш троллейбуса Чапаев савучӗ патне ҫитересшӗн, Ҫӗнӗ хулара ӑна сехет йӗппине хирӗҫ ҫӳретесшӗн.
6-мӗш тата 8-мӗш маршуртсене пӗрлештерме юрать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
3-мӗш троллейбуса Мичман Павлов урамӗпе ҫӳретмесен те тесе сӗннӗ.
⠀
Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын кӑшӑлвирус пуррипе ҫуккине тӗрӗслемешкӗн тест паманшӑн штраф тӳлӗ. Вӑл Турцирен канса килнӗ хыҫҫӑн йӗркене пӑснӑ: ют ҫӗршыва вӗҫиччен Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче анкета ҫырман.
Раҫҫее ют ҫӗршывран килсен виҫӗ кунра ПЦР мелӗпе тест памалла: кӑшӑлвирус пур-и е ҫук-и? Анчах ҫак арҫын ку йӗркене пӑснӑ, тест туман.
Куншӑн Шурашкарти Мускав районӗн сучӗ арҫынна 15 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Вӑл ҫӗршыври санитари-эпидемиологи саккунне пӑснӑшӑн явап тытнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн Шупашкарти общество транспортӗнче хаксене ӳстерме пултараҫҫӗ. Ку ыйтӑва паян хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
Хаксене юлашки хут пӗлтӗрхи авӑн уйӑхн 1-мӗшӗнче хӑпартнӑ. Аллӑн тӳлемесен троллейбусри хак халӗ 20 тенкӗ тӑрать, автобусри — 21 тенкӗ. Аллӑн укҫа кӑларса тыттарсан хак 22 тата 25 тенке ларать.
Троллейбуссем те, автобуссем те тӑкак тӳсеҫҫӗ-мӗн. Шупашкарти троллейбус управленийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев троллейбус хакне 20 тенкӗрен 22 тенке (аллӑн укҫа тӳлемесен) тата 22 тенкӗрен 26 тенке (аллӑн укҫа тыттарсан) ҫитерме сӗннӗ.
Паян Шупашкарта ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн тӗп корпусӗ умӗнче, 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑ. Телее, инкекре ҫынсем вилмен.
Автобус ҫуннӑ вӑхӑтра хулара «пӑкӑ» пулнӑ. Троллейбуссем чарӑнса ларнӑ, мӗншӗн тесен лини сиенленнӗ. Халӗ автобус мӗншӗн ҫуннине тӗпчеҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫак автобусах, А0877 номерлӗскер, ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче «Солнечный» микрорайонта мӑкӑрланма тытӑннӑ. Ун чухне ӑна сӳнтернӗ.
Шупашкар хулинче Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме тытӑннӑ. Тӳрех аса илтерер: хулари кафе-ресторансенче корпоративсемпе уявсем ирттерме чарчӗҫ. Ку ыйтӑва кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑччӗ. Апла пулин те Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать, хулана пӗрех илемлетӗҫ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукри хӑйӗн страницинче ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкара капӑрлатма тытӑннӑ. Хулара чӗрӗ тата искусствӑлла елкӑсене вырнаҫтарма тытӑннӑ. Вӗсенчен пӗри, чӗрӗ елка, чукун ҫул вокзалӗ умӗнче пулӗ. Унӑн ҫӳллӗшӗ – 15 метр.
Уява хатӗрленсе хулари парксемпе микрорайонсене те хитрелетӗҫ.
«Дорэкс» акционерсен обществи кунсерен Шупашкарти ҫӗр айӗн каҫмалли вырӑнсене дезинфекци тӑвать. Ҫакна, паллах, кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе пурнӑҫлаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари ҫӗр айӗн каҫмалли вырӑнсене ятарлӑ хутӑшпа кашни кунах дезинфекци тӑваҫҫӗ. Ку ӗҫе тӑватӑ бригада тӑвать. Кашни бригадӑра – икшер ҫын.
Рабочисен ӗҫ кунӗ ирхи 6 сехетре пуҫланать. Вӗсем ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсене натри гидрохлоричӗн 1 процентлӑ растворӗпе дезинфекци тӑваҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |