Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан Дмитриевсен ҫемйинче татах ача ҫуралнӑ. Арҫын ача ҫемьере – вуннӑмӗш пепке.
Ачана Вениамин ят хунӑ. Районти ЗАГСа пӗчӗкскер ҫуралнинче ӗнентерекен хута ашшӗ илме килнӗ. Ӑна ЗАГС ӗҫченӗсем свидетельствӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ, нумай ача ашшӗне саламланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӳлерех асӑннӑ районта Дмитриевсен ҫеҫ мар, тепӗр ҫемьен те вуннӑмӗш ача ҫуралнӑ.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи 10 уйӑхра республикӑра 12038 ача ҫуралнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 284 пепке сахалрах.
Чӑвашстат Чӑваш Енри ҫынсем мӗн чухлӗ ӗҫ укҫи илнине пӗлтернӗ. Кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче ҫынсем вӑтамран мӗн чухлӗ укҫа илнине чухлатӑр-и? 22 пин тенкӗ.
Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 6 процент нумайрах. Тӗплӗнрех каласан, кӑҫал ҫынсем уйӑхне вӑтамран 22971 тенкӗ илнӗ.
Пирӗн республикӑра тӗрлӗ предприятире 331200 ҫын тӑрӑшать. Чылайӑшӗ Шупашкарта вӑй хурать – 126671 ҫын. Ҫӗнӗ Шупашкар ку енӗпе иккӗмӗш вырӑнта – 22266 ҫын. Канаш – виҫҫӗмӗш: 10628 ҫын.
Чӑвашстат республикӑри апат-ҫимӗҫ хакне тишкернӗ. Пӗр уйӑхра хуратул, вир, рис, тип ҫу, сахӑр, ҫӑнӑх, кӑлпасси, сысна какайӗ, макарон таврашӗ йӳнелнӗ. Ҫӗрулми, панулми, помидор, хӑяр, сӗт юр-варӗ вара хакланнӑ.
Ҫӗрулми – 1, панулми – 1,4, помидор – 34,3, хӑяр 28,8 тенкӗ хӑпарнӑ. Ҫӑмарта хакӗ те уснӗ: 11 тенкӗ хаклӑрах. Сӗт 3,8 тенкӗ, услам ҫу 18 тенкӗ, чӑкӑт 17,8 тенкӗ, тӑпӑрчӑ 13 тенкӗ хӑпарнӑ.
Хуратул самаях йӳнелнӗ – 11 тенкӗ чакнӑ. Рис – 1,4, тип ҫу – 6,9, сахӑр – 2, кӑлпасси 6,2 тенкӗ йӳнӗрех туянма пулать. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑвар, чӑх какайӗ, вермишель самаях хакланнӑ.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен обществи ӗҫ укҫипе парӑмлине пытарма хӑтланнӑ. Кӑлтӑка асӑннӑ районти прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ.
Штата кӗскетнӗ тесе ӗҫрен кӑларса янӑ ҫынсем шалӑва паян кун та илсе пӗтереймеҫҫӗ. Аптӑранисенчен пӗр пайӗ ҫийӗнчех прокуратурӑна, теприсем суда ҫул тытнӑ.
«Чӑваш бройлерӗ» 278 рабочи умӗнче 7 миллиона яхӑн парӑма кӗрсе кайнӑ. Шалӑва унта утӑ, ҫурла уйӑхӗсемшӗн те тӳлесе татман. Унтан та ытларах — парӑм пуррине статистика органне пӗлтермелле пулин те предприяти хыпарламан. Куншӑн прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ун тӑрӑх предприятие Чӑвашстат 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Прокуратура сайтӗнчи кӗске хыпарта ҫынсене шалӑва хӑҫан тӳлесе татассине асӑнман.
Чӑвашстат республикӑра мӗн чухлӗ ҫын ӗҫленине тишкернӗ. Тулли мар ӗҫ кунӗпе вӑй хуракансене, ӗҫрен кӑларса янисене те тишкернӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи утӑ-авӑн уйӑхӗсенче ӗҫпе тивӗҫтерекен организаци-предприяти пуҫарӑвӗпе 3000 ытла ҫынна тулли мар ӗҫ кунӗ ҫине куҫарнӑ. Штата кӗскетнине пула ӗҫрен кӑларса янисене вара пушшех те йывӑртарах. Унашкаллисем кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта – 1090 ҫын.
20 пин ытла ҫынна вара тӳлевсӗр отпуска янӑ. 13 пин ытла хӗрарӑм декрет отпускӗнче ларать. Статистикӑна пӗчӗк предпринимательлӗхре вӑй хуракан ҫынсене шута илмесӗр хатӗрленӗ.
Чӑваш Енре вилекен ҫынсем ҫуралнисенчен йышӗнчен пӗчӗкрех. Ку — савӑнмалли кӑтарту.
Кӑҫалхи 7 уйӑхра пирӗн республикӑра 11326 ача ҫуралнӑ. Вилнисен йышӗ пӗчӗкрех — 10900 ҫын.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 29 ача ытларах кун ҫути курнӑ. Вилекен ҫынсен йышӗ вара чакнӑ — 127-ӗн сахалрах пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗнче 4145 ҫемьере пӗрремӗш ача ҫуралнӑ. Ҫынсем ытларах чухне юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсене, апат ирӗлтерекен тытӑм тата сывлав органӗсен чирӗсене пула вилеҫҫӗ. Инкекре куҫ хупакан та нумай. Кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче 39 ача вилнӗ.
Тата ҫакна палӑртмалла: кӑҫал пӗрлешекенсен йышӗ чакнӑ. Ҫемье арканнӑ тӗслӗх вара нумайланнӑ.
«Чи тӗрӗс те суйма май килмен кӑтарту — 100 гектар пуҫне ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илни», — теме юрататчӗ Шупашкар районӗнчи Свердлов ячӗллӗ колхоза, ас тӑвасса виҫӗ теҫеткене яхӑн ҫул, ертсе пынӑ Александр Пушкин. Ҫак цифра тӑрӑх хакласан, ял хуҫалӑх продукцине туса илекенсем Шупашкар районӗнче пуринчен тухӑҫлӑрах ӗҫленӗ. Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта Чӑвашстат кӑтартӑва ку енпе тишкернине сӑнанӑ май ҫапла пӗтӗмлетме май килет.
100 гектар ял хуҫалӑх ҫӗрӗ пуҫне ял хуҫалӑх продукцине республикӑра вӑтамран 430 пин тенкӗлӗх туса илнӗ. Шупашкар районӗнче ку цифра 2137 пин тенкӗпе танлашать, Патӑрьел районӗнче — 515 пин, Шӑмӑршӑ районӗнче — 501 пин, Муркаш районӗнче — 450 пин, Ҫӗрпӳ районӗнче — 451 пин.
Ытти района илсен, 105 пин тенкӗрен пуҫласа (Улатӑр районӗнче) 427 пин тенкӗ таран (Вӑрнар районӗ).
Ял хуҫалӑх продукцине туса илесси ӳссе пырать тесе ӗнентерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви Чӑвашстат цифрисем ҫине таянса.
Цифрӑсем тӑрӑх хакласан, ял хуҫалӑхӗнче апат-ҫимӗҫ туса илесси кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта 112,3 процентпа танлашнӑ. Тӗпӗр майлӑ каласан, пӗлтӗрхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенчинчен 12,3 процент ӳснӗ пулать.
Кайӑк-кӗшӗк тата выльӑх туса илессине чӗре виҫепе пӑхсан ку кӑтарту 30,6 процент пысӑкланса 31,4 пин тоннӑпа танлашнӑ, сӗт 0,8% хушӑнса 97,4 пин тоннӑна ҫитнӗ, ҫӑмарта 2,6% хушӑнса 52,3 миллион штука.
Кунта хуҫалӑхсен мӗнпур категорине (унта ял хуҫалӑх предприятийӗсем кӑна мар, фермерсемпе хушма хуҫалӑх тытакан уйрӑм ҫынсем те кӗреҫҫӗ) пӗрле шутланӑ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗше тӗлне мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ 201 пин пуҫ (пӗлтӗрхи кӑрлач-пуш уйӑхсемпе пӑхсан, 98,4%), ҫав шутра ӗнесем — 92,5 пин пуҫ (100,3%), сыснасем — 169,9 пин пуҫ (99,0%), сурӑх-качака — 186,8 пин пуҫ (97,9%), кайӑк-кӗшек — 4,9 миллион пуҫ ытларах (123,9%).
Чӑвашстат Чӑваш Енре миҫе ҫын пурӑннине тӗпченӗ. Кӑтартӑва кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне шута илнӗ.
Чӑваш Енре 1 миллион ытла ҫын кун кунлать. Ку хисеп 1 236 628 ҫынпа танлашнӑ.
Ҫынсен ытларах пайӗ хулара пурӑнать. Пӗтӗмпе 758 064 ҫын хулара тӗпленнӗ (61,3 процент).
478 564 ҫын ялта тӗпленнӗ. Ку – халӑхӑн 38,7 проценчӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, республикӑра кӑҫал 1443 ҫын сахалрах пурӑнать.
Чӑваш Енре кӑҫал ял хуҫалӑхӗ епле аталаннине пӗтӗмлетнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑра туса кӑларнӑ продукци ӳснӗ.
Ку кӑтартусем — Чӑвашстат кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхне пӗтӗмлетнисем. Кӑтартупа килӗшӳллӗн ял хуҫалӑхӗнче туса кӑларнӑ продукци 22,4 миллиард тенкӗпе танлашнӑ.
Кӑҫал республикӑра чӑх тата выльӑх-чӗрлӗх какайне 66,7 тонна туса илнӗ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 12,6 процент нумайрах.
Кӑҫал Чӑваш Енре 305,7 тонна сӗт суса илнӗ. Ку пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсемпе танлаштарсан 0,7 процент нумайрах. Вӑтамран пӗр ӗнерен 3429 литр сӗт суса илнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ку 4,4 процент нумайрах.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |