Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен обществи ӗҫ укҫипе парӑмлине пытарма хӑтланнӑ. Кӑлтӑка асӑннӑ районти прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ.
Штата кӗскетнӗ тесе ӗҫрен кӑларса янӑ ҫынсем шалӑва паян кун та илсе пӗтереймеҫҫӗ. Аптӑранисенчен пӗр пайӗ ҫийӗнчех прокуратурӑна, теприсем суда ҫул тытнӑ.
«Чӑваш бройлерӗ» 278 рабочи умӗнче 7 миллиона яхӑн парӑма кӗрсе кайнӑ. Шалӑва унта утӑ, ҫурла уйӑхӗсемшӗн те тӳлесе татман. Унтан та ытларах — парӑм пуррине статистика органне пӗлтермелле пулин те предприяти хыпарламан. Куншӑн прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ун тӑрӑх предприятие Чӑвашстат 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Прокуратура сайтӗнчи кӗске хыпарта ҫынсене шалӑва хӑҫан тӳлесе татассине асӑнман.