Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне республикӑра 4349 ҫын ӗҫсӗр пулнине шута илнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 29,4 пин ҫынна ӗҫ вырӑнӗ тупма пулӑшнӑ.
Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта ӗҫсӗр пек регистрациленекенсене уйӑхсерен пособи параҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра унӑн чи пысӑк виҫи 12792 тенкӗпе танлашать, чи сахалли – 1500 тенкӗпе.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫурла-юпа уйӑхӗсенче, МОТ методологийӗпе шутласан, ӗҫсӗрлӗхӗн вӑтам шайӗ 2,8 процентпа танлашнӑ.
Чӑвашстат пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче иртнӗ халӑх ҫыравӗн пӗтӗмлетӗвӗпе паллаштарнӑ. Халӑх йышӗ чакнӑ. Ку кӑтарту иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнчи кӑтарту патне ҫывхарнӑ.
1960-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче республикӑра 1 миллион та 229 пин ҫын пурӑннӑ. 2020 ҫулта халӑх йышӗ 1 миллион та 187 пин ҫынпа танлашнӑ.
Юлашки ҫырав кӑтартнӑ тӑрӑх, халӑхӑн 64 проценчӗ хулара пурӑнать, ыттисем - ялта. Кӑҫал кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче халӑх йышӗ 6,9 пин ҫын чакнӑ.
Кӑҫал кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче 13 пин те 43 ҫын Чӑваш Енрен кайнӑ. Вӗсен йышӗнчен 8531-шӗ ют региона куҫнӑ, 4512-шӗ чикӗ леш енне каҫнӑ.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, чикӗ леш енне кайнисен 72 проценчӗ СНГ ҫӗршывӗсене суйланӑ.
Ҫак тапхӑрта региона 10345 ҫын килнӗ. Вӗсенчен 8065-шӗ – Раҫҫейӗн субъекчӗсенчен, 2280-шӗ – ытти ҫӗршывран. Пӗтӗмӗшле илсен, кӑҫалхи 9 уйӑхра миграцие пула регионта 2698 ҫын сахалланнӑ.
Чӑваш Енре ӗҫсӗрлӗх шайӗ — 0,81 процент. Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне пирӗн тӑрӑхра ӗҫсӗр 4896 ҫынна шута илнӗ. Ӗҫлекенсен пӗтӗмӗшле шутӗнчен ку вӑл 0,81 процент пулать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 23 пин те 462 ҫынна ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ организацийӗн методологийӗпе шутласан, кӑҫалхи ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче ӗҫсӗрлӗх хисепӗ пирӗн республикӑра 2,9 процентпа танлашнӑ. Ку цифрӑна Чӑвашстат илсе кӑтартнӑ.
Паянхи куна илсен, ӗҫсӗррисем уйӑхсерен 1500 тенкӗрен пуҫласа 12 792 тенкӗ (ку чи пысӑк виҫе) таран илсе тӑраҫҫӗ. Малтанхи виҫӗ уйӑхра ӗҫ укҫин 75 процентне тӳлеҫҫӗ, анчах ҫав сумма ӗҫсӗррисене паракан чи пысӑк виҫерен иртмелле мар, тепӗр виҫӗ уйӑх – 60 процент, анчах вӑл укҫа 5 пинтен иртмелле мар.
Кӑҫал кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче республикӑран 8 пин те 499 ҫын кайнӑ. Ҫапла пӗлтерет Чувашстат.
Килекенсем вара сахалрах пулнӑ. Ҫур ҫулта пирӗн республикӑна 6 пин те 154 ҫын куҫса килнӗ. Ҫапла 2 пин те 345 ҫын сахалланнӑ.
Ҫак тапхӑрта ют ҫӗршыва тухса каякансен йышӗ тӑрук нумайланнӑ - 3232 ҫын кайнӑ. Чикӗ леш енчен 1387 ҫын килнӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗр ют ҫӗршывсене 844 ҫын кайнӑ, 1023 ҫын килнӗ. Ку енӗпе пӗлтӗр «минус» пулман.
Чӑвашстат пирӗн республикӑра миҫе яшпа миҫе пике пурӑннине шутласа кӑларнӑ. 14-35 ҫулсенчи хӗрсемпе каччӑсене илсен, 19 пике пуҫне 20 каччӑ тивет.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 14-35 ҫулсенчисем — 314 пин ҫамрӑк. Ку вӑл регионта пурӑнакансенчен чӗрӗк пайӗ пулать. Асӑннӑ йышран 161 пинӗ — каччӑсем, 153 пинӗ — хӗрсем.
Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: иртнӗ ҫул пирӗн тӑрӑхра 5 пине яхӑн мӑшӑр пӗрлешнӗ. Ҫав шутран 79 проценчӗ — 18-35 ҫулсенчисем.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче республикӑри ӗҫлекен ҫын вӑтамран 39 пин те 999 тенкӗ шалу илнӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, вӑтам ӗҫ укҫи 14,3 процент ӳснӗ. Ку инфляцирен 6,2 процент нумайрах. Ҫапла пӗлтерет ведомство.
Камсен шалӑвӗ пысӑкрах-ха? Финансистсем - 58 пин, страхлав агенчӗсем - 56 пин, ӑсчахсемпе айтишниксем 54 пин тенкӗ илеҫҫӗ.
Лесниксен, ҫӗвӗҫсен, сӗтел-пукан тӑвакансен шалӑвӗ - чи пӗчӗкки.
Чӑваш Енрен ют ҫӗршывсене каяакансен шучӗ йышланнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче пирӗн тӑрӑхран 2 пин те 885 ҫын ют ҫӗршыва кайнӑ, кунта 1 пин те 172 ҫын килнӗ.
Сӑмах май каласан, ытларахӑшӗ (пурӗ 2 пин те 105 ҫын) СНГ ҫӗршывӗсене тухса кайнӑ. Никама пӑхӑнман патшалӑхсен пӗрлӗхенчен пирӗн тӑрӑха 656 ҫын куҫса килнӗ.
Ҫывӑхри ют ҫӗршывсене кӑҫалхи пилӗк уйӑхра 780 куҫса кайнӑ, вӗсенчен Чӑваш Ене килсе 516 ҫын тӗпленнӗ.
Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче лавккасенче мӗн хакланнӑ? Мӗн йӳнелнӗ?
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрах, хакӗ самай ӳснисен йышӗнче - пуҫлӑ сухан, шампунь тата чӗрчунсене ҫитермелли типӗ апат. Ытти таварӑн хакӗ 3 процентран ытларах хӑпарман.
Мӗн йӳнелнӗ? Хӑяр, ҫӑмарта, ача-пӑча подгузникӗ, арҫын нуски. Ҫавӑн пекех сӑнаса тӑракан чылай эмелӗн хакӗ чакнӑ. Шурӑ эрех 2,23 процент йӳнелнӗ
Юлашки вӑхӑтра мӗн хакланнӑ? Чӑвашстат статистика хатӗрленӗ.
Ака уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче шӑккалатлӑ канфет хакӗ - 7,73, хӑярпа помидор 5,67 процент хӑпарнӑ.
Ҫавӑн пекех хуҫалӑх супӑнӗ, шӑрпӑк хакланнӑ. Ытти тавар хакӗ 5 процентран ытларах хӑпарман. Иртнӗ эрнери пекех, каллех чӗрчунсен типӗ апачӗн хакӗ ӳснӗ. Хальхинче - 4,53 процент.
Самай йӳнелнӗ таварсен йышӗнче - купӑста, ача-пӑча джинс шӑлаварӗ, аслӑ ӳсӗмри ҫынсен кроссовки. Ҫавӑн пекех чылай эмел хакӗ чакнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |