Чӑваш Енре вӑтам шалу виҫи ӳссех пырать. Ку Чӑвашстат хатӗрленӗ статистикӑран курӑнать.
Чӑваш Енре юлашки 12 уйӑхри вӑтам шалу 36 пин те 235 тенкӗпе танлашнӑ. Ку енӗпе пирӗн регион Мӑкшӑ тата Мари республикисенчен иртсе кайнӑ. Пенза тата Чӗмпӗр облаҫӗсене хӑваласа ҫитмелли нумай та юлман.
Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑра вӑтам шалу 35,599,9 тенкӗпе танлашнӑ. Ҫулталӑкра вӑл 11,4 процент ӳснӗ.
Юлашки вӑхӑтра мӗн хакланнӑ, мӗн йӳнелнӗ? Чӑвашстат ака уйӑхӗн 9-15-мӗшӗсенче хаксем мӗнле пулнине тишкернӗ.
Ҫак тапхӑрта тӑрук маргарин тата шӑл тасатмалли паста хакланнӑ. Ытти тавар 5 процентран ытларах хакланнине асӑрхаман.
Акан 9-15-мӗшӗсенче сосиска, сарделька, шӑл щетки, хӗрлӗ кӑшман кӑштах хакланнине палӑртнӑ. 22 тавар йӳнелнӗ. Вӗсен йышӗнче юлашки вӑхатра питӗ хакланнӑ купӑста пур. Халӗ хакӗ 10 процент чакнӑ. Ҫавӑн пекех йӳнелнӗ таварсен йышӗнче - хӗрарӑмсен колготки, пуҫлӑ сухан.
Чӑвашстат пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 25-мӗш таран пирӗн республикӑра апат-ҫимӗҫ хакӗ мӗн чухлӗ хӑпарнине тишкернӗ. Хӑвӑрт хакланнисенчен йышӗнче — пахчаҫимӗҫпе улма-ҫырла.
Шӑл сухан хакӗ пӗр эрнере 23,3 процент хакланнӑ, купӑста — 22,2%, панулми — 9,9 процент, кишӗр — 7,6%, кӑшман — 4,2%.
Пулӑ хакӗ 4 процент ӳснӗ, риспа кайӑк-кӗшӗк ашӗ — 3,4%, сысна ашӗ — 3,2%, ҫӑнӑх, банан тата чей — 2,6%, пӗҫернӗ кӑлпасси – 2,2%, тӑвар – 2%.
Ҫав вӑхӑтрах хӑяр 9 процент, помидор 6,2 процент йӳнелнӗ.
Эмелсенчен корвалол 4,3 процент хакланнӑ, левомеколь — 2,8%, поливитаминсем — 2,5%, алохол — 2,1%.
Юлашки вӑхӑтра лавккасенче мӗн хакланнӑ? Чӑвашстат сайтне тишкерсен пӗлме пулать.
Пуш уйӑхӗн 12-18-мӗшӗсенче пуҫлӑ сухан, сахӑр, супӑнь, шӑл пасти, банан, хӗрлӗ кӑшман хакланнӑ. Мӗн йӳнелнӗ? Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑяр хакӗ йӳнелнӗ.
Апат-ҫимӗҫсӗр, куллен усӑ курмалли таварсемсӗр пуҫне тата мӗн хакланнӑ? Троллейбусри тата автобусри билет хакӗ, Турцие вӗҫмелли путевка, хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ ҫӑмӑл машинӑсем.
Чӑвашстат нарӑсӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑн 4-мӗшӗччен апат-ҫимӗҫ тата ытти япала хакӗсем епле улшӑннине тишкернӗ.
Мӗн хакланнӑ-ха? Турцие вӗҫмелли путевка хакӗ палӑрмаллах ӳснӗ - 22,74 процент. Хамӑр патра туса кӑларнӑ машинӑсем те хакланнӑ - 17,07 процент. Ҫавӑн пекех, апат-ҫимӗҫе илес тӗк, пӗҫернӗ кӑлпасси, помидор, сахӑр хакӗсем самай ӳснӗ. Йӑлара усӑ курмалли техника йышӗнче пылесос, телевизор хакланнӑ. Япала ҫумалли порошокпа хуҫалӑх супӑнӗн хакӗсем те хӑпарнӑ. Кунсӑр пуҫне смартфонсем унчченхи пек тӑмаҫҫӗ, халӗ 7 процент ытларах хакланнӑ.
2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Раҫейре ял хуҫалӑх микроҫыавӗ иртрӗ. Халӗ цифрӑсене пӗтӗмлетеҫҫӗ. Регонсемпе илсен, пӗрремӗш кӑтартусем кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче паллӑ пулӗҫ.
2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче хӑш-пӗр пӗтӗмлетӗве тунӑ. Уйрӑм ҫынсен пахчинче абрикос, виноград, айва, алыча, черешня, актиниди, лимонник, фундук, миндаль йывӑҫҫи, грек мӑйӑрӗ тата маньчжур мӑйӑрӗн йывӑҫҫисене ӳстереҫҫӗ.
Кайӑк-кӗшӗке илсен, кӑркка, фазан, путене, мандаринка-кӑвакал, страус, павлин, араукан-чӑхсем (вӗсем кӑвак тӗслӗ ҫӑмарта тӑваҫҫӗ) ӗрчетеҫҫӗ.
Выльӑх-чӗрлӗхрен вӑкӑрсем, ашаксем, хир сыснисем, кӑтра сыснасем, вьетнам усӑк хырӑмлӑ сыснасем, альпаксем пур.
Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн вӗҫне илсен Чӑваш Енре тавар тата пулӑшу хакӗн индексӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан 107,79 процент пулнӑ, 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчипе пӑхсан — 108,53 процент. Цифрӑсене Чӑвашстат илсе кӑтартнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа апат-ҫимӗҫ хакӗ пирӗн патра 8,93 процент ӳснӗ, апат-ҫимӗҫ мар япаласен хакӗ – на 8,84%, тӗрлӗ пулӑшу – 4,69%.
Апат-ҫимӗҫрен аш-пӑш, кӗрпе тата пӑрҫа йышшисем, ҫӑкӑр, макарон, услам ҫу, сахӑр песукӗ, пулӑ тавраш, тип ҫу, сӗт-турӑх, ҫӑмарта хакланнӑ.
Стройматериалсен хакӗ 26,14% ӳснӗ, телерадиотовар 16,35% хакланнӑ.
Чӑвашстат утӑ уйӑхӗн 20-16-мӗшесенче республикӑра апат-ҫимӗҫ хакӗсем мӗнле улшӑннине тишкернӗ.
Мӗн йӳнелнӗ-ха? Панулми, чӑх какайӗ, ҫӗрулми, помидор, хӑяр. Тинех кишӗр хакӗ чакнӑ. Нумаях пулмасть вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенчен пирӗн патра чи хакли пулнине палӑртнӑччӗ.
Сахӑр, рис, макарон, чӑх ҫӑмарти, сысна ашӗ, вермишель вара хакланнӑ.
Пурнӑҫра укҫасӑр ниепле те май ҫук та, ирӗксӗрех ун виҫи пирки шухӑшлама тивет.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенче (ҫулталӑка пӗтӗмлетсе ӗлкӗреймен-ха) пирӗн республикӑри вӑтам шалу виҫи 31 пин те 44 тенкӗпе танлашнӑ. Ку вӑл 2019 ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен (тепӗр майлӑ каласан, кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенчинчен) 6,8 процент нумайрах.
Чи пысӑк ӗҫ укҫи — компьютер, электрон тата оптика хатӗрӗсем туса кӑларакансен. Вӗсем уйӑхсерен вӑтамран 52 пин те 336 тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ. Тумтир кӑларнӑ ҫӗрте ӗҫлекенсен вара ӗҫ укҫи пӗчӗк. Вӗсен уйӑхне 14 пин та 697 тенкӗ илнипех ҫырлахма тивет.
Чӑвашстат кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче Чӑваш Енре мӗн чухлӗ ҫын вилнине шутланӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, кӑҫал республикӑра 343 ача сахалрах ҫуралнӑ. Вилекенсем вара ытларах пулнӑ – 1828 ҫын нумайрах.
Кӑҫал 8433 ача ҫуралнӑ, 13179 ҫын вилнӗ. Ҫапла 4746 ҫын катӑлнӑ. 2019 ҫулта 8776 пепке ҫут тӗнчене килнӗ, 11351 ҫын вилнӗ. Ун чухне 2575 ҫын катӑлнӑ.
Кӑҫал 3600 яхӑн ҫемье чӑмӑртаннӑ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрта – 4850. Кӑҫал 2600 мӑшӑр уйрӑлнӑ, пӗлтӗр 10 уйӑхра 2885 ҫемье арканнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |