Ӗнер Шупашкарта «Авант-Атӑл» ятпа авангард поэзи фестивалӗ иртнӗ. Куҫса ҫӳрекен фестиваль нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ, 9-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Маларах вӑл Сарӑту, Самар, Тольятти хулисенче иртнӗ. Шупашкарти фестивальшӗн Дмитрий Воробьев поэт яваплӑ пулнӑ.
Фестивальте Питӗр хулинчи Дарья Суховей (мероприяти кураторӗ) тата Валерий Земских, Мускаври Анна Голубкова, Шупашкарти Евгений Кремчуков, Дмитрий Воробьев тата Кужак сӑвӑҫӑсем хӑйсен хайлавӗсене вуланӑ. Дарья Суховей пирки каласан, вӑл 36-ра кӑна-ха. Поэт, филолог, литература критикӗ, Питӗрти университетра филологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ, «Хальхи вырӑс поэзийӗн графики» ятпа диссертацие хӳтӗлесе филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ. Мероприятие йӗркелекенсем хальхи вӑхӑтри поэзие сарас, регионсемпе ҫыхӑну йӗркелес, ҫӗнӗ ятсем уҫас тӗллев лартаҫҫӗ-мӗн.
Паян фестиваль Чуллӑ Ҫырта иртет. Ыран вӑл Хусанта пулӗ. Унтан — Чулхула, Кимры, Тверь хулисенче.
Хулана ертсе пыракана халӑхпа суйлав пирки референдум ирттерме сӗнекен пуҫару ушкӑнне Шупашкар хулин суйлав комиссийӗ регистрациленме килӗшмен тесе пӗлтерет «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат. Хыпара вӑл пуҫару ушкӑнне кӗрекен Геннадий Мандрейкин сӑмахӗ ҫине таянса хатӗрленӗ.
Регистрацилеме ыйтнӑ хутсене пӗлтерӗшлех мар сӑлтава пула йышӑнман-мӗн. Сӑмахран, ушкӑн членӗсен паспорт даннӑйӗсене ходатайствӑра кӑтартманни (ӑна приложенире ҫырнӑ) вырӑнлӑ пулса тухман. Кунсӑр пуҫне «Пуҫару тӑратмалла тесе шухӑшлатпӑр» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ вырӑнне кӗскен «Пуҫару тӑратасшӑн» тесе кӑна-мӗн.
Пуҫарӑва йышӑнманнипе килӗшмен енне пуҫаруҫӑсем суйлав комиссийӗн йышӑнӑвӗ пирки ҫӑхав шӑрҫаласшӑннине пӗлтернӗ.
Шупашкар хула мэрне халӑха суйлаттарас ыйтӑва тавӑрас темӑпа хастарсем иртнӗ ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнче пухӑннӑ. Унта РФ Патшалӑх Думин оппозицилле депутачӗ Дмитрий Гудков та хутшӑннӑ. Хула пуҫлӑхӗсене халӑхпа суйлассине тавӑрас ыйтӑва Гудков ытти регионта та ҫӗкленӗ. Сӑмах май каласан, кӳршӗллӗ Чулхулари суйлав комиссийӗ те пуҫарӑва регистрацилеме килӗшмен.
Чулхулара пурӑнакан Виктор Медведев ятлӑ ҫын хӑйне евӗр сӗтелҫи вӑййисем шухӑшласа кӑларнӑ. Вӗсене вӑл «чӑваш шашки» тата «Шупашкар шашки» тет иккен. «Чӑваш шашкине» епле вылямаллине «Тӗлӗнмелле шашкӑ» ятлӑ кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑма хӑтлав ирттерсех пахалаттарнӑ иккен. Кӗнеке хаклавне Чулхулара кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче йӗркеленӗ.
«Чӑваш шашки» «тӳнтер шашкӑ» вӑйӑн хӑйне евӗрлӗ шутланать-мӗн. Ҫапла калани чётлӑ майпа ҫӳренӗ чух шашкӑн вӑйӑ йӗрки пӗр майлӑ иккен, чётлӑ майпа мар чухне — тепӗр йышши. «Чӑваш шашкине» йӑлана кӗнӗ шашка хӑми ҫинчех выляҫҫӗ. Унта пурӗ 32 шашка иккен. Вӗсем хурапа шурӑ тӗслӗ кӑна мар. Кӑвакпа хӗрлӗ тӗссем те пур. Шуррипе кӑвакки пӗр вӑйӑҫа лекет, хурипе хӗрли — тепӗрне. Хӑшӗ епле ҫӳрени пирки каласан, хурисемпе шуррисем малалла диагональ тӑрӑх куҫаҫҫӗ иккен, кӑваккисемпе хӗрлисем — малалла, айккинелле вертикальпе тата горизонтальпе. Юрӗ, мӗнпур йӗрке пирки ҫырса кӑтартар мар — вӗренесех тесен хӑнӑхма пулать.
«Шупашкар шашки» вӑйӑ та хӑйне евӗр. Унта пурӗ 40 шашка вылять иккен. Мӗнпурӗшӗ малалла диагональпе куҫать, тепӗр ҫынӑнне горизонтальпе тата вертикальпе «ҫиет» иккен.
Чулхула влаҫӗсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен архитектурипе тата йӑли-йӗркипе паллаштаракан музее юсаса ҫӗнетесшӗн.
Ӑна 1973 ҫулта уҫӑ вырӑнта уҫнӑ. Аваллӑх управҫи XVII-XIX ӗмӗрти ял архитектурин объекчӗсем – пӳртсем, ампарсем, армансем, чиркӳсем вырнаҫнӑ. Анчах унти 14 обьектран 13-шӗ ишӗлме тытӑннӑ иккен, килен-каяна пырса ҫӳреме те хӑрушӑ теҫҫӗ.
Пӗлтӗр музей хысни 4 миллион тенкӗпе танлашнӑ-мӗн. Ку тупра коммуналлӑ пулӑшушӑн тӳлеме тата унта ӗҫлекенсене шалу тӳлеме кӑна ҫитнӗ иккен.
Экспонатсене ҫӗнетме вуншар кӑна мар, ҫӗршер миллион та кирлӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ӑна тупассишӗнех хула влаҫӗсем попечительсен канашне йӗркелеме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне регионсен хыснинчен укҫа уйӑрса пулӑшасса та тем пекех шанаҫҫӗ.
Ячӗ Атӑлҫи халӑхсен тесе янӑрать те, анчах хальлӗхе унта вырӑс архитектури кӑна пур иккен. Чулхула облаҫӗнчи ытти тымар халӑхӑн — чӑвашсен, тутарсен, мӑкшӑсен тата ҫармӑссен архитектурине унта кӑтартман. Вырӑссен архитектурине унта иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Чулхулан ҫурҫӗр енчи районӗнчен кӳрсе килсе вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енре шотланди культурин фестивалӗ кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртмелле. Вӑл кӑрлачӑн 20–26-мӗшӗсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пулӗ.
Фестиваль кӑсӑклӑ пулассӑн туйӑнать. Унта Мускаври, Воронежри, Хусанти, Чулхулари тата Шупашкарти юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑнмалла. Хальхи фестиваль вӑхӑтӗнче поэзи, литература, истори, юрӑ-ташӑ ӳнерӗн каҫӗсем иртмелле. Уява вара Великобританипе Шотланди культурине, историне, акӑлчан чӗлхине вӗренекенсене пуҫтарнипе уҫӑлӗ. Унта шотланди ташшисен хусканӑвӗсене те кӑтартӗҫ.
Пурӑнма илӗртӳллӗ хуласен танлаштарӑшӗнче (рейтингӗнче) Шупашкар хулин илӗртӳлӗхӗ пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 76 пункт чакса 125-шне йышӑннӑ. Кунта пӗтӗмпе 165 хула хутшӑннӑ. Кун пирки Раҫҫейри инженерсен союзӗ хыпарланӑ.
Танлаштарӑша хатӗрлекенсем халӑх йышне, медицинӑпа демографи лару-тӑрӑвне; ҫынсен пурнӑҫ шайне; социаллӑ, ҫул-йӗр, инженери инфраструктурисене; хула экономикине; ҫурт-йӗр секторӗн аталанӑвне; ҫурт-йӗр туянма майсем пуррипе ҫуккине; инноваци шайне; кадрсен енӗпе лару-тӑру еплине; ҫутҫанталӑкпа экологи тӑрӑмне шута илнӗ.
Малтанхи пилӗк вырӑна Мускав, Питӗр, Краснодар, Подольск тата Екатеринбург хулисем ҫӗнсе илнӗ. Хусан улттӑмӗш вырӑна тухнӑ. Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхне кӗрекен хуласенчен Элмет, Анат Кама, Чулхула, Чуллӑ Ҫыр, Ижевск, Димитровград, Самар, Сарӑту, Пенза, Тольятти рейтингра Шупашкартан ҫӳллӗрех вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш Ен тӗп хулине Чӗмпӗр, Саранск, Сызрань, Йошкар-Ола тата Сарапул хулисем ҫитеймен.
Хӑш-пӗр ют ҫӗршывра канма хамӑр патра каннинчен хаклине пушӑ вӑхӑта савӑк иртерме кӑмӑллакансем пӗлеҫҫӗ-тӗр-ха. Ҫынсем хамӑр патра канма ӑнтӑлччӑр тесен ҫӗршыв шайӗнче таранах программа кирлине палӑртакансем те пур. Илӗртӳллӗ вырӑнсем, чӑн та, пур. Ҫакна «Атӑлҫине уҫ» ятпа Чулхулара иртекен фестиваль-хӑтлав вӑхӑтӗнче те тепӗр хут курса ӗненме май килнӗ.
Унта хутшӑнакан 14 регион хушшинче Чӑваш Енте пур. Чӑваш Ентен унта Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗсем те тухса кайнӑ. Конкурсра «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи туризм пӗчӗк хули» номинацире Сӗнтӗрвӑрри ҫӗнтернӗ.
Чулхулара вырнаҫнӑ Атӑлҫи-Вятка округӗн федераллӑ арбитраж сучӗ нумай пулмасть Чӑваш Республикинчен килнӗ кассаци жалобине пӑхса тухнӑ пулать — «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партийӗн депутачӗн Моляков И.Ю. урлӑ янӑ Петров В.А. ӳпкевре 2012 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Шупашкарти 30-мӗш автоҫул ҫумӗнчи лаптӑка торг ирттермесӗр икӗ обществӑна тара панипе килӗшмен иккен. Саккун пӑснине вара пӗлтерӗве чӑвашла тухакан «Хыпар» хаҫатра вырнаҫнинче курнӑ.
Чулхулари суд ҫак ӗҫ-пуҫра саккуна пӑснӑ тесе ҫирӗплетнӗ — конкуренцине хӳтӗлекен саккунӑн 15 статьин 1-мӗш пайӗпе килӗшсе кӑймасть имӗш. Йӗрке пӑснине ҫак суд вара хула Администрацийӗ тивӗҫлӗ МИХа суйламаннинче, суйланӑ хаҫат саккуна тивӗҫтерменнинче курнӑ иккен. «Хыпар» хаҫатра пичетлени хуҫалӑх ӗскерӗсене муниципалитетӑн хурпӑрлӑхӗпе уҫӑ курма чӑрмав кӳнӗ пулать тата ҫӗр лаптӑкӗн пасарӗнчи конкуренцине чӑрмавланӑ. Суд хула Администрацине малашне тивӗҫлӗ МИХпа усӑ курма хушнӑ (хайхи чӑвашла хаҫатсем вӗсен шутне кӗме пултараймаҫҫӗ ӗнтӗ).
Суд ӗҫ материалӗсене тӗпченӗ хыҫҫӑн «Хыпар» хаҫат ҫӗр лаптӑкне тара парасси ҫинчен калакан пӗлтерӳ валли каймасть тесе палӑртнӑ: ку хаҫат вӗсен шухӑшӗпе ытларах ял ҫыннисем валли тухать тата чӗлхи те унӑн — чӑвашла.
44 миллион тенкӗлле парӑма вӑхӑтра татса паманнишӗн «Шупашкар агрегат савучӗ» АУО-н хӑй тахҫан хуҫаланнӑ Ту-134Б-3 маркӑллӑ самолетпа «сыв пуллашма» лекнӗ.
Чулхулари суд приставӗсен служба управленийӗн пресс-службинче палӑртнӑ тӑрӑх республикӑри Раҫҫейӗн УФССП хушнипе Чулхула суд приставӗсем «Шупашкар агрегат савучӗн» пурлӑхӗ ҫине (самолёт) арест хунӑ, мӗншӗн тесен предприяти тепӗр организаци умӗнче 44 миллионлӑ парӑма кӗнӗ.
Паянхи кун самолёт парӑмлӑ организацийӗн элчисен яваплӑ сыхлавӗнче тӑрать. Вунӑ кун хушшинчи «Шупашкар агрегат савучӗ» организацийӗ укҫа тавӑрса памасан арестленӗ пурлӑха халӑх умӗнче хаклашса сутма палӑртнӑ.
Тӑмран япала ӑсталакансем кӑҫал Шупашкарта симпозиума пуҫтарӑнӗҫ. «КераМагия» ят панӑ мероприяти тӗрлӗ регионти маҫтӑрсене пухмалла. Ҫав шутра Чулхулари, Кисанти, Нальчикри, Егорьевскри, Мускавпа Питӗрти ӑстасем. Тӑмран илемлӗ тем тӗрлӗ япала хатӗрлеме май пуррине вӗсем пултарулӑх лаҫҫисенче кӑтартӗҫ. Ӑсталӑха ӑша хывас текенсене вара хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑха ним мар вӗрентӗҫ.
Симпозиум ҫак уйӑхӑн 10-25-мӗшӗсенче иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |