Авӑнӑн 16-мӗшӗнче Чулхулара строительство объектӗнче, Варварская тата Блохин академик урамсем хӗресленнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑскерте, рабочий вилнӗ, тепри аманнӑ.
Офис ҫуртне тунӑ чухне кирпӗч хӑпартнӑ вӑхӑтра платформа 3-мӗш хутран аялалла ӳкнӗ. Ҫавна май Чӑваш Енри икӗ рабочи шар курнӑ. Пӗри ҫавӑнтах вилнӗ, теприн урине амантнӑ.
Халӗ судпа медицина экспертизи тӑваҫҫӗ. Техника хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑннине тӗрӗслӗҫ. Унтан пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ.
Ӗнер Сӗнтӗрвӑрринче чӑннипех те хӗрӳ кун пулнӑ. Ҫук, шӑрӑх ҫанталӑка пула мар. Хула пристаньне каллех «Георгий Жуков» теплоход чарӑннӑ. Пӗтӗмпе 180 ҫулҫӳревҫӗ Сӗрнтӗрвӑрри ҫӗрӗ ҫине аннӑ.
Хӑнасемпе экскурси ирттернӗ. Хусан Турӑ Амӑшӗн чиркӗвне, Ю.А.Зайцев ячӗллӗ ӳнер галерейине, Иван Филиппович Соснин купса ҫуртне ҫитсе курнӑ. Ҫулҫӳревҫӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ: Чулхуларан, Кировран, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти хуласенчен.
«Экскурсишӗн тав тӑватпӑр. Вӑл Атӑл хӗрринчи ытти хулара ирттернӗ экскурси пек мар. Купсасен ӗлӗкхи ҫурчӗсем, хӑйне евӗр йӑла-йӗркеллӗ хула пирки каласа кӑтртни хӗпӗртеттерет, кунта тепре килес шухӑш та ҫуралать», — ҫапла ҫырса хӑварнӑ «Георгий Жуков» теплохопа килнӗ туристсем.
Чулхулара ҫӗртмен 5-мӗшӗнче пуҫласа Акатуй ирттернӗ. Ӑна унти чӑвашсен культура центрӗ тата чӑвашсен наципе культура автономийӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Вырӑнти Культура министерстви те мероприятие ырласа йышӑннӑ.
Акатуйӑн тӗп тӗллевне чӑвашсен йӑли-йӗркине сарасси, облаҫре пурӑнакан тӗрлӗ халӑхпа килӗштерсе пурӑнассине сарасси тесе палӑртнӑ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче Чулхула чӑвашӗсен культура центрӗн ертӳҫин Анатолий Ефимовӑн тӑван халӑхӑмӑрӑн культурӑри тата историлле пуянлӑхӗпе паллаштаракан кӗнекине хӑтланӑ.
Уяв ячӗпе саламлакансен хушшинче Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн пайташӗ Юлия Анисимова тата ыттисем пулнӑ. Вӑл Чулхулара пуҫласа Акатуй ирттернӗшӗн тав тунӑ, саламланӑ. Чӑваш халӑхӗ умӗнче тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн маларах асӑннӑ Анатолий ефимова, унӑн ҫумне Петр Яргутова тата унти чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫине Алина Артемьевана Чӑваш наци конгресӗн Хисеп гармотисемпе чысланӑ.
Ыран Чулхулара чӑваш наци уявне – Акатуя – паллӑ тӑвӗҫ. Пуҫаруҫисем – Чулхулари «Чӑваш культурин центрӗ» общество организацийӗ тата вырӑнти чӑваш наципе культурин автономийӗ.
Уяв Чулхулари Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ ячӗллӗ канупа культура паркӗнче пулӗ. Чӑваш наци культурине сыхласа хӑварас, сарас тӗлӗшпе йӗркеленӗ мероприятие ирттерме Чулхула облаҫӗнчи Шалти регион тата муниципалитет политикин министерстви пулӑшать.
Ҫак кун чулхуласене Чӑваш культурин центрӗн председателӗн Анатолий Ефимовӑн чӑваш халӑх йӑли-йӗркине, наци тумне халалланӑ кӗнекипе паллаштарӗҫ.
Уявра концерт пулӗ. Унта Чулхула облаҫӗнчи тата Чӑваш Республикинчи пултарулӑх ансамблӗсем, юрӑҫӑсем сцена ҫине тухӗҫ.
Кун пирки Атӑлҫи федераци округӗнче транспорта газ моторӗсем ҫине куҫарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ чух палӑртнӑ. Тӗрӗссипе, ыйтӑвӗ чӑннипех те ҫивӗч. Кун пирки, астӑвасса, Чӑвашавтотранспортӑн унчченхи ертӳҫи Олег Князькин чӑваш парламенчӗн комитечӗсенчен пӗрин ларӑвӗнче хускатнӑччӗ.
Хальхи калаҫу пирки каласан, канашлу эрнекун Чулхулара иртнӗ. Атӑлҫи федераци округӗсенче пурӗ те 52 газ заправки кӑна иккен. Ку вӑл кирлин ҫурри кӑна. Газ моторӗллӗ техникӑна тата туянсан заправкӑсем ҫитмесси каламасӑрах паллӑ. Газпа ӗҫлекен техникӑна пӑхса-юсаса тӑракан центрсене те алӑри пӳрнепе шутласа кӑларӑн. Ку ыйтӑва та, сӑмах май, маларах асӑннӑ комитет ларӑвӗнче хускатнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, республикӑна пӗр-ик ҫул каяллаччӗ пулас газ моторӗллӗ автобуссем килнӗччӗ. Темӑран кӑшт пӑрӑнсан, вӗсене тӗрлӗрен хакланине илтме тивет-ха. Теприсен шучӗпе ытти автобусран самай хаклӑ ҫав транспорта туянни «кӗмӗле» ҫилпе вӗҫтерни кӑна. Анчах ӑна илме федераци хыснинчен те субсидиленине палӑртмалла.
Малашлӑх пирки калас тӑк, Раҫҫейре 2020 ҫул тӗлне пысӑк хуласенче (кунта миллион ҫынтан ытла халӑх пурӑнаканнисене кӗртеҫҫӗ) общество транспорчӗн тата муниципалитетсен техникине ҫуррине яхӑн газ моторӗпе ӗҫлекенни ҫине куҫармалла.
Шупашкар 550 ҫул тултарнине уявламашкан тӗплӗн хатӗрленет. Ҫак юбилей тӗлне тӗп хулара планетари пулмалла. Хальлӗхе кун пирки информаци кӑна пухаҫҫӗ-ха.
Андриян Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗн представителӗ Чулхулари планетарие кайса курнӑ. Унти планетарие эксплуатацилес мелсене тӗпченӗ. Ку кӑна мар. Раҫҫейри чи ватӑ, тӗнчери чи пысӑк планетарисенчен пӗри Мускавра вырнаҫнӑ. Унӑн ӗҫченӗсем Шупашкарсене опычӗсемпе паллаштарнӑ.
Шупашкарти космоса тухакан «чӳрече» Чӑваш Ен ҫыннисене тата хӑнисене космос историйӗпе лайӑхрах паллаштарӗ. Планетари конференцисем, ӑслӑлӑхпа космос фествиалӗсем, конкурссем йӗркелемелли лапам та пулӗ.
Хальлӗхе Шупашкарти планетарие тумалли проект ӗҫесем тӗлӗшпе контракт ҫырнӑ. Планетарие 2019 ҫулта туса пӗтермелле. Вӑл Раҫҫейре чи ҫамрӑкки пулӗ.
«Чарӑн!» акци йӗркелӳҫисем автоавӑрлав станцийӗсене ахальтен суйламан. Ара, кашни водитель станцие эрнере 1–2 хут та пулин кӗрет-ҫке-ха. Кунта вӗсем водительсене ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта чарӑнмаллине тепӗр хут аса илтересшӗн.
Заправкӑсенче канихвет автомачӗсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем тормоз педалӗ евӗр пулӗҫ. Водитель ун ҫине пусӗ ҫеҫ — канихвет тухӗ. Унӑн хуппи ҫине акци йӗркелӳҫисем чарӑнмалли правилӑсене ҫырса хунӑ. Кун пирки РФ ШӖМӗн Санкт-Петербургри тата Ленинград облаҫӗнчи тӗп управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.
Кампани паллиллӗ тум тӑхӑннӑ волонтерсем водительсене чарӑнмалли физикӑпа паллаштарӗҫ. Автозаправкӑсенчи ҫакнашкал мероприяти Питӗрте, Чӑваш Енре, Пермь енӗнче, Владимир, Калуга, Мускав, Чулхула, Новгород, Омск, Ярославль облаҫӗсенче иртнӗ.
Коммуналлӑ тӳлевпе вӑхӑтра татӑлманнисене пени ытларах тӳлеттермелле тӑвасшӑн. Хальлӗхе ку — саккун проекчӗ шайӗнче кӑна-ха. Ӑна ҫӗршывӑн Патшалӑх Думине ҫитернӗ-мӗн.
Саккуна ырласан пени виҫи хальхи 6 процентран 18-а ҫитӗ. Енчен те парӑмсемпе вӑхӑтра виҫӗ хут таран татӑлмасан пение 15–20 процент таран тӳлеттермелле тӑвас шухӑша палӑртаҫҫӗ иккен.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе Чулхулара иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри форумра РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Павел Качкаев пӗлтернине «Российская газета» хыпарланӑ.
Маларах асӑннӑ саккун проектӗнче тепӗр саманта та пӑхса хӑварнӑ — яваплӑха ӳстересси хӑйсен тивӗҫне кирлӗ пек пурнӑҫласа пыман предприятисене те пырса тивет.
Пӑлхарсем ӑсталанӑ сайра тӗл пулакан, бронзӑран тунӑ икӗ хатӗр ҫывӑх вӑхӑтра Чулхулари музейра вырӑн тупмалла. Вӗсене темиҫе ҫул каялла Чулхула ҫывӑхӗнче тупнӑ. Вӗсене Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн вӑхӑтӗнче ӑсталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ҫав хатӗрсем пӗр вӑхӑтра уйрӑм ҫын аллинче упраннӑ.
Сайра тӗл пулакан экспонатра вӑтам ӗмӗрсенчи ӳкерчӗк — чупакан ҫар ҫынни — сӑнарланнӑ. Ҫар ҫыннисене ытларах чух тӑнӑ евӗр сӑнарланӑ иккен. Эпир калакан хатӗр ҫинчи ҫар ҫынни сылтӑм алӑра хӗҫ тытнӑ, ӑна вӑл малалла сулса янӑ. Пуҫа ҫар ҫынни шлем тӑхӑннӑ.
Ку хатӗре капӑрлатмалли хатӗр вырӑнне усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна чӗн, портупея, сумка е лаша кӳлмелли хатӗр ҫумне ҫирӗплетсе хунӑ-тӑр теҫҫӗ.
Чулхула таврапӗлӳҫи Дмитрий Карабельников шучӗпе, асӑннӑ хатӗре XII–XIV ӗмӗрсенче ӑсталама пултарнӑ. «Тен, эпӗ йӑнӑшатӑп та пулӗ, анчах шӑп та лӑп ун пек хатӗрсене Раҫҫейӗн ытти тӑрӑхӗнче тупнине пӗлместӗп», — тесе ҫырнӑ вӑл «Московский комсомолец» хаҫатра.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӗҫӗн Явӑш ялӗнче лаша вӑрланӑ пулнӑ. Хур курнӑ арҫын тӑкака 60 пин тенкӗпе танлаштарнӑ.
Йӗрлевҫӗсем преступление уҫӑмлатас тӗллевпе сахал мар ӗҫленӗ — нумаях пулмасть вӑрланӑ лашана туянакансене тупса палӑртнӑ. Вӗсем — Чулхула ҫыннисем. Хайхискерсем лашана Чӑваш Енран «ГАЗельпе» илсе тухнӑ. Ҫак ӗҫре айӑплине те тупса палӑртнӑ.
— Айӑпланакан вӑрланӑ лашана уй-хир тӑрӑх 10 ҫухрӑма яхӑн хӑваласа чуптарнӑ. Унтан пӗр яла ҫитсен Чулхула ҫыннисене сутса янӑ. 35 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, — пӗлтернӗ РФ ШӖМӗн «Вӑрнар» уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Андрей Губанов.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |