Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ тепӗр ҫитӗнӳ турӗ — чӑвашла-вырӑсла мӑшӑрсен йышӗ 800 пинрен иртрӗ. Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ май ку ҫитӗнӳ пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатпӑр. 800 пинлӗ чикӗ урлӑ эпир ӗнер, шӑп та лӑп Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн каҫрӑмӑр.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ ку кунсенче питӗ хастаррӑн ӗҫлет. Паянхи кун Борис Полевойӑн «Эпир — совет ҫыннисем» калавсен пуххи тата Аркадий Первенцевӑн «Чыса ҫамрӑкран упра» романӗ мӑшӑрланать. Мӑшӑрлакансем ҫеҫ мар, текстсене юсакансем те ырма-канми ӗҫлеҫҫӗ. Мария Прилежаевӑн «Ленин пурнӑҫӗ» хайлавне, Лев Толстойӑн6 «Поликушка» калавне тӗрӗслесе пӗтернӗ, вӗсем халь Семён Шуртаковӑн «Ҫаврӑннӑ юрату» повӗҫри тата Гариф Губайӑн (тутар ҫыравҫи) «Бакенщик хӗрӗ» повеҫри текста юсаҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ ку вӑхӑт тӗлне 150 яхӑн кӗнеке сканерласа вӗсен текстне электронлатнӑ (тепӗр май каласан, йӑнӑшсене юсаса тухнӑ). Мӑшӑрлас ӗҫе вара икӗ ҫул каялла кӑна пӗтӗм вӑйпа пуҫӑннӑччӗ — 2019 ҫулхи ака уйӑхӗнче. Вӑл вӑхӑтра пурӗ те 37,7 пин мӑшӑр кӑна пулсаччӗ. Нимӗн иккӗленмесӗр «Икӗ ҫул хушшинче сахал мар ӗҫлерӗмӗр» теме май пур.
Кӑҫалхи план тӑрӑх ҫулталӑк вӗҫне эпир пӗр миллион мӑшӑр пухма палӑртнӑ.
Кӑҫал иртекен машина куҫарӑвӗн пӗтӗм тӗнчери конференцине чӑваш чӗлхи те хутшӑнӗ. Вӑл Пунта Канӑра (Доминикан Республики) чӳк уйӑхӗнче иртӗ. Конференцине хутшӑнас текенсен утӑ уйӑхӗн 15-мӗшччен хӑйсен моделӗсене ярса памалла (утӑн 23-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ).
WMT (Машшин куҫарӑвӗн пӗтӗм тӗнчери семинарӗ) — машшин куҫарӑвне аталантарас енӗпе иртекен чи паллӑ пӗтӗм тӗнчери конференци. Ӑна XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнченех ирттереҫҫӗ. Кунта пӗтӗм тӗнчери чи вӑйлӑ ушкӑнсем пухӑнаҫҫӗ — университетсенчен, Google, Microsift, Facebook йышши пысӑк компанисенчен. Кӑҫалхи конференцине Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ те хутшӑнать. Лаборатори ертӳҫи Николай Плотников каласа панӑ тӑрӑх, конференцие хутшӑннӑ май вӗсем хӑйсен корпусӗсемпе, сӑмахсарӗсемпе тивӗҫтерӗҫ.
«Ҫак конференцие хутшӑннӑ май эпир тӗнчери ӑсчахсем чӑваш чӗлхипе ытларах кӑсӑкланасса, чӑвашла машшин куҫарӑвӑн пахалӑхӗ ӳсессе шанатпӑр. Ҫавӑн пекех ун хыҫҫӑн чӑваш чӗлхи пысӑк машшин куҫаруҫисене те, сӑмахран, Google-ӑнне, Promt-ӑнна, хушӑнӗҫ тесе шутлатпӑр. Малашне ку куҫарупа ҫыхӑннӑ ытти хатӗрсемшӗн те усӑллӑ пулӗ: сасӑпа пулӑшакансене, шырав системисене, сӗнӳ тытӑмӗсене тата ыттисене те.
Ака уйӑхӗнче Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 35 пин те 685 мӑшӑр хатӗрлерӗ. Ҫапла май пӗтӗмӗшле йыш 790 пинрен иртрӗ. Тепӗр май каласан, миллион мӑшӑр тӑвиччен тата 210 пинрен те сахалрах юлчӗ. Паллах, 35 пин иртнӗ уйӑхрипе танлаштарсан сахалтарах, анчах ҫакӑн сӑлтавӗ те пур: уйӑх пуҫламӑшӗнче пирӗн мӑшӑрлама текстсем ҫукччӗ, ҫавна пула ҫӗнӗ машӑрсем хушас ӗҫ чакса ларнипе танахччӗ. Калӑпӑр, 750 пин урлӑ эпир пушӑн 28-мӗшӗнче каҫнӑ пулсан, 760 пин урлӑ вара акан 13-мӗшӗнче ҫеҫ каҫма пултартӑмӑр. Анчах каярах текстсем тупӑнчӗҫ те эпир вара уйӑх пуҫламӑшӗнче сахал ӗҫленине хӑвалама пуҫларӑмӑр. Малалла вара кашни 5-7 кунра 10 пиншер мӑшӑр хушма тытӑнтӑмӑр.
Хӑвӑртлӑха ӳстерме ытларах пайӗпе Наум Любимов куҫарӑвӗсем пулӑшрӗҫ. Унӑн куҫарӑвне мӑшӑрлама питӗ ҫӑмӑл пулчӗ. Ҫапла май Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине Александр Гончарӑн «Ялавпа пыракансем», Николай Носовӑн «Витя Малеев шкулта тата килте» хайлавсем мӑшӑрланса кӗчӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах йывӑрлӑх кӑларакан кӗнеке те пулчӗ. Ку вӑл Михаил Водопьяновӑн «Поляр летчикӗ» калавсем пуххи. Шел те, тӗнче тетелӗнче пур вырӑнта та тӗл пулакан вырӑсла текст — каярах ҫӗнетсе кӑларнӑскер пулчӗ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пуш уйӑхне 754 пин те 507 мӑшӑрпа вӗҫлерӗ. Ҫапла май иртнӗ уйӑхра «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» 37 пин те 036 ҫӗнӗ мӑшӑрпа пуянланчӗ. Нарӑс уйӑхрипе танлаштарсан ытларах турӑмӑр ӗнтӗ, анчах та иртнӗ ҫулхине пӑхсан — сахалтарах. Пӗлтӗр эпир пуш уйӑхӗнче 45 пин те 595 ҫӗнӗ мӑшӑр хатӗрленӗччӗ. Ку вара чи хастар ӗҫленӗ вӑхӑт, ку рекорда халӗ те эпир ҫӗнетеймен.
Ҫавах та иртнӗ уйӑхра эпир пысӑк ҫитӗнӳ турӑмӑр теме пулать — 1 миллион мӑшӑр пухас ӗҫӗн 3/4 пайне турӑмӑр, 750 пин урлӑ иртрӗмӗр.
Иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнче хамӑр умра лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫларӑмӑр темелле. Валентин Катаевӑн повеҫне те, Ада Чумаченкон «Уйӑх ҫынни» хайлавне те, Михаил Водопьяновӑн «Валерий Чкалов» биографиллӗ повеҫне те мӑшӑрласа пӗтертӗмӗр. Хальхи вӑхӑтра Этель Войничӑн «Пӑван» романне мӑшӑрлатпӑр, Михаил Водопьяновӑн «Поляр летчикӗ» калавсен пуххипе ӗҫлетпӗр.
Пирӗн корпусӑн иртнӗ уйӑхри ытти кӑтартусен ӳсӗмӗсем ҫакнашкал:
- тектсен йышӗ 2 178 (+118 /эпир иртнӗ уйӑхра хыпарсем пит нумай кӗртрӗмӗр/);
- пуплевӗшсен йышӗ 816 703 (+35 384);
- сӑмахсен йышӗ 8 360 596 (+320 012).
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн нарӑс уйӑхӗнчи ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Иртнӗ уйӑхра эпир аванрах ӗҫлерӗмӗр: кӑрлач уйӑхӗнче 28 пин патнелле ҫеҫ тума ӗлкӗртӗмӗр пулсан, нарӑсра вара — 36 760 мӑшӑр.
Иртнӗ уйӑхра эпир Василий Ажаевӑн «Мускавран инҫетре» романӗпе (ӑна мӑшӑрласа пӗтернипе танах ӗнтӗ), Иван Козловӑн «Крымра вӑрттӑн ӗҫлени» хайлавӗпе (мӑшӑрласа пӗтернӗ), Максим Горькийӗн «Артамоновсем» повеҫӗпе (мӑшӑрлассин ҫурри юлать — тӑватӑ сыпӑкран иккӗшне хатӗрлесе ҫитернӗ) тата ыттисемпе ӗҫлерӗмӗр. Ҫавӑн пекех Анатоль Франсӑн пысӑках мар «Крэнкбиль» хайлавӗ мӑшӑрланасса кӗтет (текста юсанӑ), Владимир Немцовӑн «Шыв тӗпӗнчи ылтӑнӗн» тата Вильям Козловӑн «Чул утрав президенчӗн» тексчӗсем хальхи вӑхӑтра юсанаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех малалла эпир Валентин Катаевӑн «Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ» хайлавпа, Ада Чумаченкон вырӑссен аслӑ ҫулҫӳревҫи Миклухо-Маклай ҫинчен ҫырнӑ «Уйӑх ҫынни» повеҫпе, Михаил Водопьяновӑн «Валерий Чкалов» тата «Поляр лётчикӗ» хайлавсемпе ӗҫлесшӗн. Этель Войничӑн «Пӑван» романӗ те хӑйӗн вӑхӑтне кӗтет.
Иртнӗ уйӑх ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май нарӑсра пирӗн кӑтартусем мӗнлерех ӳснине те палӑртмасӑр хӑварар мар: текстсен йышӗ 2060 ҫитрӗ (уйӑх хушшинче +28), пуплевӗшсен йышӗ халь 781 пин те 319-па танланать (+39 609).
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсен тепӗр чикки урлӑ каҫни пирки пӗлтерет — чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ 700 пин урлӑ каҫнӑ. Кӑҫалхи ҫулталӑка лаборатори 652 пин те 732 мӑшӑрпа пуҫланӑччӗ — ҫапла май вара вӑл вӑхӑтранпа пурӗ 47 пин ытла ҫӗнӗ мӑшӑр хатӗрлеме ӗлкӗрнӗ. Нарӑс уйӑхӗнчех ку вӑхӑт тӗлне 20 пине яхӑн ҫӗнӗ мӑшӑр хутшӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра мӑшӑрсен ытларах пайӗ илемлӗ литературӑран тӑрать. Ҫавах ытти тӗслӗхсем те сахал мар: саккунсем те пур, спектакльтен илнӗ тӗслӗхсем те, хыпарсем те, хаҫат-журналсенче пичетленнӗ статьясем те.
Аса илтеретпӗр, чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсене чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 2019 ҫулхи ака уйӑхӗнче тӗплӗн пуҫӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра мӑшӑрсен йышӗ 37 пинрен ҫеҫ иртнӗ пулнӑ. Икӗ ҫул хушшинче ҫапла май 700 пине яхӑн мӑшӑр пуҫтарма ӗлкӗрнӗ. Кӑҫалхи план тӑрӑх пӗтӗмӗшле мӑшӑрсен йышне пӗр миллион таран ҫитересшӗн. Малалли планра чӑвашларан вырӑсла куҫарнӑ хайлавсем тӑнӑран (чӑвашлине те вырӑслине те электронлӑ хурмӑна куҫарма тивӗ) ку ӗҫ тӗллеве ҫитерме йывӑртарах пулин те лабораторире тӑрӑшакансем паянхи кун ӑна пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ.
2021 ҫулталӑкӑн пӗрремӗш уйӑхӗ иртрӗ. Чӑваш чӗлхи лаборатоийӗ уйӑхри ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвне пӗлтерме хатӗр: ку уйӑхра пирӗн хастарсем пурӗ 27 979 мӑшӑр тума ӗлкӗрнӗ.
Калӑпӑшӗпе ку нумаях мар ӗнтӗ, анчах кун валли сӑлтавсем те пур: мӑшӑрлама текстсем сахалччӗ. Тӗслӗхрен, ку уйӑхра эпир ӗҫленӗ кӗнекесенчен пӗри — Михаил Алексеевӑн «Большевиксем» роман. Ӑна 1936 ҫултах кӑларнӑ, ҫавна май кӗнекене хальхи орфографине куҫарма тиврӗ. Унашкал кӗнекесене саспаллатнӑ (сканерласа распозновани тунӑ) хыҫҫӑн тата йӑнӑшсем нумай юлаҫҫӗ. Анчах мӗн тӑвӑн, вӑл кӗнекесемпе те ӗҫлемелле.
Хальхи вӑхӑтра эпир хамӑрӑн куҫаруҫӑн модельне ҫӗнетессипе ӗҫлетпӗр. Вӑл 675 пин мӑшӑр ҫинче никӗсленӗ (Яндекс.Тӑлмача 500 пин панӑ хыҫҫӑн вӑл халь епле аван куҫарнине эсир те асархарӑр пулӗ), ҫавна май пахалӑхӗ пысӑк пуласса шанса тӑратпӑр. Унсӑрӑн пуҫне малалли ӗҫлемелли кӗнекесен йышне те палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Вӗсен хушшинче: Василий Ажаевӑн «Мускавран инҫетре» романӗ, Иван Козловӑн «Крымра вӑрттӑн ӗҫлени» хайлавӗ, Митчель Чарнлейӗн «Райтсем» мемуар евӗр ҫырнӑ повеҫӗ (пӗрремӗш самолет ӑсталанӑ пӗртӑван Райтсем ҫинчен /чӑвашла ӑна 1936 ҫулта кӑларнӑ/), тата ыттисем те.
Канмалли кунсем пыраҫҫӗ пулин те Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ раштав уйӑхӗнче мӗнле ӗҫлени пирки каласа памасӑр май ҫук. Иртнӗ ҫула пӗтӗмлетме те вӑхӑт.
2020-мӗш ҫулталӑка эпир 239 пин те 155 мӑшӑрпа пуҫланӑччӗ. 2019 ҫулта ака уйӑхӗнче ҫеҫ ӗҫе пуҫӑнтӑмӑр пулин те ҫулталӑк хушшинче ун чухне 200 пин хатӗрлеме май тупнӑччӗ. Паллах, малтан ӗҫе йӗркелесси, чи ӑнӑҫлӑ ҫула шырасси пулчӗ — ҫавна май виҫӗмҫул пухнӑ икҫӗр пин пирӗншӗн вӑл сахал мар. 2020 ҫулта вара пурӗ 410 пин ытла пухма пултартӑмӑр. Иртнӗ ҫулталӑка эпир 652 пин те 732 мӑшӑрпа вӗҫлетпӗр. Чӳк уйӑхӗнчен ку 31 пин те 681 мӑшӑр ытларах. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче тунӑ 45 пинех мар ӗнтӗ, анчах 31 пин те самаях (пирӗн текстсем те сахалланса пыраҫҫӗ, йывӑррисен йышӗ те ӳссе пырать...).
Кӑҫалхи плансене илес пулсан эпир тем тесен те миллион мӑшӑр таран ҫитерес шухӑшлӑ. Ун чухлӗ пухсан чӑваш чӗлхине пӗр чӑрмавсӑр Google е ытти куҫаруҫӑсене кӗртме май тупӑнӗ. Ку тӗллеве пурнӑҫлама вара пер енчен нумаях та юлман (350 пинрен те сахал), тепӗр енчен пурнӑҫлама та ҫӑмӑл пулмӗ — малалла пирӗн йывӑртарах текстсемпе ӗҫлеме тӳр килӗ. Енчен те халь, калӑпӑр, эпир чӑвашла текста ҫеҫ сканерлатпӑр пулсан, малашне чӑвашлине те вырӑслине электронлӑ варианта куҫарма тивӗ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫӗнче черетлӗ ҫитӗнӳ — паян эпир кӑҫал палӑртнӑ плана туса ҫитертӗмӗр, унсӑр пуҫне ку ҫул тунӑ мӑшӑрсен йышӗ 400 пин урлӑ каҫрӗ.
2020 ҫула эпир 239 пин те 155 мӑшӑрпа пуҫларӑмӑр. Паян 640 пин урлӑ каҫнӑ май, хӑварах куратӑр — ҫулталӑк тӑршшӗнче 400 пин тума пултартӑмӑр. Миллион чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗ таран ҫитме те нумаях юлмарӗ — пурӗ те 360 пин кӑна. Ҫитес ҫул та ҫакнашкалах тӑрӑшса ӗҫлесен вӑл кӑтарту таран эпир ҫитӗпӗрех!
Паллах, плана тултарнӑ тесе эпир ахаль лармӑпӑр — мӑшӑрсене тата та хушса пырӑпӑр. Ку ӗҫре вӗт-ха, мӗн чухлӗ мӑшӑр ытларах, куҫару пахалӑхӗ ҫавӑн чухлӗ чаплӑрах. Машшин куҫарӑвӗн алгоритмӗсем тем тери вӑйлӑ пулсан та даннӑйсем — чӑвашла тат вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсем — пулмасан лайӑх куҫаруҫӑ тума хӗнрех. Ҫавна пула вӑй хуратпӑр та ӗнтӗ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хальхи вӑхӑтра Зоя Воскресеняская хайланӑ Владимир Ленинӑн амӑшӗ пирки ҫырнӑ калавсемпе тата Жюль Вернӑн «Вунпилӗк ҫулхи капитанӗпе» ӗҫлетпӗр. Ҫавӑн пекех Леонид Жариков ҫырнӑ «Хастар тусӑм ҫинчен» повеҫӗн чӑвашла текстне хатӗрлетпӗр. Пурӗ эпир икӗ ҫул хушшинче 110 ытла кӗнекене сканерласа мӑшӑрласа тухрӑмӑр.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ тинех хӑйӗн кулленхи хӑвӑртлӑхпа ӗҫлес йӗркелене куҫрӗ — чӳк уйӑхӗнче эпир 37 пин те 327 мӑшӑр хушма пултартӑмӑр. Ҫапла май пӗтӗмӗшле йыша 621 пин те 051 таран ҫитертӗмӗр. Тата ҫирӗп пине яхӑн хушсан кӑҫалхи план пирӗн тулӗ те. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче 239 пин те 155 мӑшӑр пулнине шута илсен, ҫак чикӗ урлӑ каҫӑттӑмӑр пулсан кӑҫал 400 пин тунӑ пулӑттӑмӑр. Килес ҫул та ҫавнашкалах хастар ӗҫлесен ҫулталӑк вӗҫне йыша 1 миллиона ҫитерме пулӗччӗ. Анчах ку хальлӗхе малашнехи плансем кӑна-ха. Малалла текстсемпе йывӑртарах пулӗ тесе шутлатпӑр — тем тесен те куҫарусем вӗҫленсе пыраҫҫӗ, алӑпа куҫарса вара ҫав хӑвӑртлӑхах тытса пыма ҫӑмӑлах мар. Курӑпӑр!
Иртнӗ уйӑхра эпир Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑрне» мӑшӑрласа пӗтертӗмӗр, ҫавӑн пекех тахҫантанпах тӑсӑлса пыракан Геннадий Фишӑн «Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни» повеҫпе ӗҫе вӗҫлерӗмӗр, ытти интереслӗ хайлавсене мӑшӑрларӑмӑр: «Гангут патӗнчи ҫапӑҫу» повесть (Пӗрремӗш Петӗр патша пирки вӑл), «Хӑвна мӗнле тытмалла» кӗнеке, «Ҫӑлтӑр карапӗсем» фантастикӑллӑ повесть, Евгений Герасимовӑн «Щорсӗ» тата ыттисем те. Малалла ӗҫлемелли хайлавсем: Леонид Жариковӑн «Хастар тусӑм ҫинчен», Василий Смирновӑн «Саша Чекалин» повеҫӗ, Валентина Осеева хайланӑ «Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем» повеҫӗн иккӗмӗш кӗнеки, Жюль Вернан «Вунпиллӗк ҫулхи капитанӗ» тата ыттисем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |