Чӑваш чӗлхин лабораторийӗ хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑранпа икӗ уйӑх иртрӗ. Ҫавна май ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ калӑпӑшне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ темелле.
Пӗрремӗшӗнчен, Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ Н.И. Ашмаринӑн черетлӗ 6-мӗш томӗпе пуянланчӗ. Ҫавна май халь тата 4 кӗнеке ҫеҫ юлать: 3, 4, 5, 8. 4-мӗшне тахҫанах ярса пама шантарнӑччӗ-ха та, анчах уйӑх хушшинче унпа ӗҫлекен ҫын ӑна вӗҫне ҫити редакцилесе ҫитереймерӗ. Унсӑрӑн пуҫне сӑмахсарсен сайтӗнче Ашмарин словарьне (унта халӗ 36,2 пин сӑмах статйи) эпир «хатӗрлесе ҫитернӗ пекех» статуса хӑпартрӑмӑр — ҫавна май списокра вӑл кӑшт ҫӳлерех хӑпарчӗ.
Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ корпусӗ пирки каласан, кунта та ҫитӗнӳсем ҫук мар. Куҫарнӑ пуплевӗшсен йышӗ сӑмахран 44 012 ҫитрӗ. Е ку малтанхи уйӑхринчен 6 328 ытларах. Ытти кӑтартусем: корпусра халь 1 158 текст (+55), 83 532 пуплевӗш (+3 291), 1 182 874 cӑмах (+27 841). Майӗпен ӳссе пыратпӑр.
Чӑваш чӗлхе лабораторийӗ тӑрӑшнипе хатӗрленнӗ Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи пирки пӗлеттӗр пулӗ — ӑна ятарласа Яндекс.Куҫаруҫӑ тата Google.Translate йышши хӑй тӗллӗн ӗҫлекен тӑлмачсем валли йӗркеленӗ. Тӗрлӗ чӗлхесенчен чӑвашла куҫарас тесен пӗр-пӗр чӗлхепе куҫару мӑшӑрӗсем пулмалла. Ку енчен чи ҫывӑх чӗлхе вара — вырӑс чӗлхи. Ҫавна май ҫак сайтра чӑвашла-вырӑсла куҫару мӑшӑрӗсем хатӗрленсе пыраҫҫӗ. Паянхи кун вара вӗсен йышӗ 40 пинрен иртрӗ (хыпара ҫырнӑ чухне статистика «40 592» шута кӑтартатчӗ).
Ытти тӗлӗшрен те ку чӑваш чӗлхи корпусӗ пуянланса пырать: калӑпӑр чӑвашла текстсен йышӗ 1 124 ҫитрӗ, пуплевӗшсен йышӗ — 81 пине ҫывхарать. Калӑпӑшӗпе пӑхсан вара Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче 1 161 818 cӑмах шутланать (танлаштарма: ҫармӑссен корпусне 20 миллион сӑмах таран ҫитересшӗн).
Ку ҫитӗнӗве тата та вӑйлӑрах ӳстерес тесен куҫару ӗҫне эсир те хутшӑнма пултаратӑр! Ӗҫлеме вара унта пӗрре те йывӑр мар. Пӗрле кар тӑрса ӗҫлесен кӑна пысӑк ҫитӗнӳсем тума май пулӗ!
Паян «Хавал» пӗрлӗхӗн пухӑвӗ иртрӗ — унта аякран ҫитнӗ хӑнасем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсен йышӗнче В.М. Васильев ячӗллӗ чӗлхе, литература тата истори ӑслӑлӑхӗсен тӗпчев институтӗнче вӑй хуракан Андрей Чемышев та пулчӗ.
«Хавал» Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах кӗнекин электронлӑ вариантне хатӗрлес ӗҫе ҫӗнӗ вӑйпа кӳленесшӗн. Аса илтеретпӗр, ку ӗҫе вӗсем унченех пуҫарнӑччӗ, ятарлӑ сайт та хатӗрленӗччӗ. Александр Блинов каласа панӑ тӑрӑх вӗсен сӑмах кӗнекине оригиналлӑ орфографипе электронлӑлатасшӑн, ҫавна май ҫармӑс чӗлхеҫине сӗнӳпе пулӑшма ыйтнӑ. Ҫармӑссем ку енӗпе чӑн та пысӑк утӑмсем тунӑ — сахал мар словарьсем сканерласа тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
Андрей Чемышев Йошкар-Олари чӗлхе, литература тата истори ӑслӑлӑхӗсен тӗпчев институчӗ паянхи кун мӗнпе ӗҫлени пирки те каласа пачӗ — вӗсем Яндекс.Тӑлмач валли вырӑсла-ҫармӑсла текстсем хатӗрлесе ҫитернӗ. Хальхи вӑхӑтра вара ҫармӑс чӗлхин корпусне хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ — 2020 ҫул вӗҫне унти сӑмахсен йышне 20 миллиона ҫитересшӗн. Ҫакна пурнӑҫлама вӗсен институчӗ миллиона яхӑн тӑракан сканер туяннӑ, кӗҫех чӗлхе корпусӗ валли ятарлӑ сервер хута ярӗҫ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн уйӑх хушшинчи ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Аса илтеретпӗр, вӑл хӑйӗн ӗҫне иртнӗ уйӑхра, акай уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пуҫларӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхине паянхи кун ыйтнӑ шайра аталантарса пырасси. Тепӗр май каласан — электронлӑ хатӗрсене кӗртсе пырасси.
Ака уйӑхне пӗтӗмлетнӗ май тунӑ ӗҫ сахал пулмарӗ темелле. Сӑмахран, электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ пӗр томпа пуянланчӗ — 1-мӗшпе. Вӑл кӗнекене электронлӑлатма самай йывӑр — унта усӑ курнӑ саспаллисем ытти томрисенчен кӑткӑсрах. Кӗҫех тата тепри электронлӑ словарьсен сайтне вырнаҫӗ — ӗҫе пурнӑҫлаканӗ каланӑ тӑрӑх 4-мӗш тома хатӗрлесе ҫитернипе пӗрех. Ҫапла май халь пирӗн тата тепӗр 4 кӗнеке ҫеҫ юлӗ (3, 5, 6, 8).
Ик чӗлхеллӗ корпусра та ӗҫ вӗресе тӑрать. Ака уйӑхӗ хушшинче унта 2847 куҫару хушӑнчӗ. Паллах, 100 пине ҫитме тата нумай вӑй хумалла, анчах ӗҫ пӗр вырӑнта тӑманни савӑнтарать, хамӑр тӗллеве пурнӑҫлама май пуррине кӑтартать. Сӑмах май вӑл корпусра халь пурӗ 37 684 куҫарнӑ пуплевӗш (514 334 сӑмах). Хӑй корпус вара 1 103 текстран тӑрать — ку вӑл 1 155 033 сӑмахран тӑракан 80 241 пуплевӗш.
Николай Иванович Ашмарин хатӗрленӗ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекине» электронлӑлатас ӗҫ малалла пырать. Тин кӑна эпир 1-мӗш томне, тӗрӗслесе якатас тӗлӗшӗпе чи йывӑррине, «Электронлӑ сӑмахсар» сайтне вырнаҫтартӑмӑр. Ҫапла май халь унта пурӗ 12 том вырнаҫнӑ теме ҫирӗппӗн калама пулать. Тата тепӗр 5 томне электронлӑлатасси кӑна юлать. Пурӗ вырнаҫтарнӑ сӑмах статйисен йышӗ вара 33 пинрен иртрӗ.
«Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекине» Чӑваш чӗлхин лабораторийӗ пурнӑҫлать. Ку ӗҫе Николай Иванович Ашмарин ҫуралнӑранта 150 ҫул ҫитнӗ тӗле вӗҫлес ӗмӗтлӗ (2020 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче пулӗ). Алина Ивановӑпа Михаил Саркӑмӑл тата ыттисем тӑрӑшнипе тӗллеве самай маларах пурнӑҫласса шанӑҫ пур. Пӗлтӗр сайта сакӑр том кӗртнӗ пулсан, кӑҫал тӑватӑ уйӑх хушшинче 4 хушӑнчӗ те ӗнтӗ.
Сӑмах май, «Электронлӑ сӑмахсарта» ытти улшӑнусем те пулса иртрӗҫ. Пӗрремӗшӗнчен вӑл уйрӑм сервер ҫине куҫрӗ (ку сервер хӑвӑртрах ӗҫлет), иккӗмӗшӗнчен эпир Михаил Иванович Скворцов хатӗрлесе кӑларнӑ «Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарьне» тӳлевсӗр меле куҫартӑмӑр (шел те, тӳлевлӗ словарьпе усӑ курас тесе пӗр ҫын та абонемент туянмарӗ).
Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри — хамӑр тӑван чӗлхене паянхи саманапа тан уттарасси. Ҫавна май эпир тӗрлӗ сервиссем уҫатпӑр, хатӗрлесе пыратпӑр. 2005 ҫултанпа сахал мар ку тӗлӗшпе вӑй хутӑмӑр — Электронлӑ сӑмахсар сайчӗ, Чӑвашла терминсем ӑсталамалли сайт, Чӑвашла ҫырнӑ текстсенчи йӑнӑшсене кӑтартакан хатӗр, Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗ, тата ытти япаласем сахал мар ӑсталарӑмӑр. Ку пӗтӗм ӗҫе эпир майӗпен, вӑхӑт тупнӑ май йӗркелесе-хатӗрлесе пытӑмӑр.
Анчах та тем тесен те чӑваш чӗлхине тӗнче тетелне сарас ӗҫе вӑхӑтран-вӑхӑта мар, куллен туса пымалла. Ҫавна май эпир «Чӑваш чӗлхин лабораторине» уҫас терӗмӗр. Уйрӑм ҫынсене тытса маларах хатӗрленӗ сайтсене аталантарас енӗпе ӗҫлеттерес терӗмӗр. Паянхи кунта (тӗрӗсрех каласан, иртнӗ эрнекун, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче) вӑл хӑйӗн ӗҫне туса пыма та пуҫларӗ ӗнтӗ — лабораторинче Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн икӗ студентки (2-мӗш курс) — Портнова Эрбинӑпа Тихонова Татьяна — вӑй хурать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |