Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Ака уйӑхӗнчи чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.05.2021 17:08 | 1223 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Ака уйӑхӗнче Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 35 пин те 685 мӑшӑр хатӗрлерӗ. Ҫапла май пӗтӗмӗшле йыш 790 пинрен иртрӗ. Тепӗр май каласан, миллион мӑшӑр тӑвиччен тата 210 пинрен те сахалрах юлчӗ. Паллах, 35 пин иртнӗ уйӑхрипе танлаштарсан сахалтарах, анчах ҫакӑн сӑлтавӗ те пур: уйӑх пуҫламӑшӗнче пирӗн мӑшӑрлама текстсем ҫукччӗ, ҫавна пула ҫӗнӗ машӑрсем хушас ӗҫ чакса ларнипе танахччӗ. Калӑпӑр, 750 пин урлӑ эпир пушӑн 28-мӗшӗнче каҫнӑ пулсан, 760 пин урлӑ вара акан 13-мӗшӗнче ҫеҫ каҫма пултартӑмӑр. Анчах каярах текстсем тупӑнчӗҫ те эпир вара уйӑх пуҫламӑшӗнче сахал ӗҫленине хӑвалама пуҫларӑмӑр. Малалла вара кашни 5-7 кунра 10 пиншер мӑшӑр хушма тытӑнтӑмӑр.

Хӑвӑртлӑха ӳстерме ытларах пайӗпе Наум Любимов куҫарӑвӗсем пулӑшрӗҫ. Унӑн куҫарӑвне мӑшӑрлама питӗ ҫӑмӑл пулчӗ. Ҫапла май Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине Александр Гончарӑн «Ялавпа пыракансем», Николай Носовӑн «Витя Малеев шкулта тата килте» хайлавсем мӑшӑрланса кӗчӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах йывӑрлӑх кӑларакан кӗнеке те пулчӗ. Ку вӑл Михаил Водопьяновӑн «Поляр летчикӗ» калавсем пуххи. Шел те, тӗнче тетелӗнче пур вырӑнта та тӗл пулакан вырӑсла текст — каярах ҫӗнетсе кӑларнӑскер пулчӗ. Пире вара чи малтанхи вариант кирлӗччӗ. Юрӗ, вӑл кӗнеке Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче тупӑнчӗ — хӑвӑрттӑн кӑна ӑна хамӑрах сканерларӑмӑр та ҫапла май мӑшӑрлас ӗҫе ҫӑмӑллатрӑмӑр.

Малалла ӗҫлеме кӗнекесем хатӗрлесе хутӑмӑр ӗнтӗ. Ку вӑл Гариф Губай тутар ҫыравҫин «Бакенщик хӗрӗ» повеҫӗ, Алексей Пантелеевӑн «Пакет» хайлавӗ, Александр Герценӑн повеҫӗсем, Мария Прилежаевӑн Владимир Ленин пирки ҫырнӑ хайлавӗсем (сӑмах май, Ленин пирки ҫырнӑ хайлавсене чӑвашла самай куҫарнӑ, анчах питӗ шел — вӗсене вырӑсла электронлатман), Семён Шуртаковӑн «Ҫаврӑннӑ юрату» повеҫӗ тата ыттисем.

Пирӗн корпусӑн иртнӗ уйӑхри ҫитӗнӗвӗсем: текстсен йышӗ 2 209-а ҫитрӗ (+31), пуплевӗшсен йышӗ — 855 526 (+38 823 /ку кӑтарту пуш уйӑхӗнчинчен пысӑкрах!/), сӑмахсен йышӗ — 8 723 811 (+363 215).

#ЧЧЛ, #сайтсем, #чӑваш чӗлхи

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://corpus.chv.su/a/statistic
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем