Ӗнер, раштавӑн 16-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи Халӑх ӑстисен пӗрлӗхӗ «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» ятпа чӑваш тумӗн уявне ирттернӗ. Кун пирки ЧНК сайчӗ пӗлтерет.
Тӗрӗ ӑсталӑхне, халӑх пултарулӑхӗн ҫак пайне упраса хӑварас тата ҫитӗнекен яш-кӗрӗме унпа паллаштарас тӗллевпе йӗркеленӗ уява халӑх сахал мар пухӑннӑ.
Ылтӑн алӑллӑ ӑстасем те мероприятие хутшӑннӑ, вӗсен шутӗнче «Паха тӗрӗ» фирма (пӗр лавкки Шупашкарти кӳлмекрен инҫе мар вырнаҫнӑ, хакӗсем те унта ҫырмаҫҫӗ), Зинаида Воронова тата ыттисем. Уявра вӗсем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарнӑ.
Юрӑ-ташӑпа савӑнтаракансен йышӗнче Етӗрне районӗнчи «Сӑр ен», Шупашкарти «Укӑлча», Шупашкар районӗнчи «Телей» (Кӳкеҫ), Элӗк районӗнчи «Валинкке», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Ҫичпӳрт» халӑх фольклор ушкӑнӗсем пулчӗҫ.
Чӑваш наци телерадиокомпани хальлӗхе ертӳҫӗсӗр пурӑнать, пуҫлӑх тивӗҫӗсене Стройкова Юлия Викторовна туса пырать. Чӳк уйӑхӗнче пуҫлӑха суйлассине тепӗр хут ирттерес тӗлӗшпе ӗҫе пуҫӑннӑ — конкурс пуҫарнӑ. Хутсене раштавӑн 7-мӗшӗччен йышӑннӑ. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ конкурса хӑйсене кирлӗ ҫынна тупма пултарнӑран йӗркеленӗ имӗш.
Информаци политикипе масӑллӑ коммуникаци министерствине хӑйсен хучӗсене темиҫе ҫын тӑратнӑ теҫҫӗ. Енчен те малтанхи конкурса ытларах арҫынсем хутшӑннӑ пулсан, хальхинче хӗрарӑмсем нумайрах. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх кандидатсем хушшинче Юлия Стройкова (хальхи вӑхӑтра пуҫлӑх тивӗҫӗсене тӑвакан), Марина Карягина (чӑваш поэчӗ, телекуравра нумай ҫул тӑрӑшакан), Александр Магарин (хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑваш Ен» телекомпанин ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ), Татьяна Ильина («Ҫапла пултӑр» передача ертӳҫи, ЧНК ӗҫтӑвком ертӳҫи) пур. Марина Карягинӑпа ҫыхӑнса калаҫнӑ хыҫҫӑн конкурса хутшӑнма хутсене вӑл кайса пани пирки пӗлтерчӗ, раштавӑн 7-мӗшӗнче кайнӑ иккен. Татьяна Ильина та кандидатсем хушшинче пуррине хирӗҫлемерӗ.
Конкурс комиссийӗ пуҫлӑх ыйтӑвне раштавӑн 24-мӗшӗнче татса парӗ.
Раштавӑн 16-мӗшӗнче, 18.00 сехетре, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» ятпа чӑваш тумӗн пысӑк уявӗ иртмелле — кун пирки Чӑваш наци конгресӗн сайчӗ пӗлтерет.
Тӗрлӗ енче пурӑнакан чӑвашсен авалхи тата авалхине тӗслӗхшӗн усӑ курса хальхи вӑхӑтра туса хатӗрленӗ ҫи-пуҫне кӑтартса кӑна мар, хӑш пайӗ мӗнрен тӑнине, мӗне пӗлтернине ӑнлантарса парассине тӗпе хурӗҫ ҫак уявра.
Хутшӑнакансем: Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Элӗк районӗсенчи тата Шупашкар хулинчи фольклор ансамблӗсем, Зинаида Воронова, Татьяна Петрова, Мария Симакова халӑх ӑстисем, «Паха тӗрӗ» фирма, халӑх тум-юмӗн дизайн-студийӗ (ертӳҫи — Людмила Меркулова), СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Лариса Васильева тата ыттисем.
Раштавӑн 2-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайри Культурӑпа кану центрӗнче СССР халӑх артисчӗн Леонид Сметанниковӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх преми лауреачӗ, Сарӑту хулинчи патшалӑх консерваторин профессорӗ Леонид Анатольевич кӑҫал ҫуралнӑранпа 70 ҫул тултарнине тата хӑй ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать.
Унпа пӗрле унӑн вӗренекенӗсем Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Александр Самсоновпа Валерий Клементьев хӑйсен юррисемпе куракансене савӑнтарчӗҫ. Александ Самсонов районти культура пайӗн ертӳҫи, Валерий Клементьев — Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ.
Уява Вячеслав Оринов режиссер ертсе пычӗ.
Хӑнасене район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, ял хуҫалӑх уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Владимир Храмов, сӑвӑҫ-композитор Зоя Спиридонова тата ыттисем саламларӗҫ.
Леонид Сметтанников, оперӑпа камера ӑсти, кашни юрӑна фонограммӑсӑр шӑрантарчӗ.
Концерт каҫӗ чуна савӑнтарчӗ, вӑй-хӑват хушрӗ, ҫӳллӗ шайра иртрӗ.
Сӑнсем (75)
Чӑваш наци конгресӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кунсенче Президиумӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ, унта кулленхи ӗҫ-хӗлпе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ.
Чи пысӑк ыйту — республикӑн кашни районӗнче, хулинче Конгресӑн вырӑнти уйрӑмне йӗркелесси пулнӑ. Ку вӑл халӑхпа тӳрремӗн ҫыхӑнса ӗҫлеме кирлӗ тесе пӗлтерет Конгресс.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Патшалӑх Канашне 2014 ҫул валли яма палӑртнӑ Ҫырӑвне кӗртме сӗнӳсем пухма пуҫлани ҫинчен эпир пӗлтернӗччӗ. Президиум ларӑвӗнче та ҫак ыйтӑва ҫӗклерӗҫ. «Наци конгресӗн те каламалли пур, чылай сӗнӳ нумай пулмасть иртнӗ Аслӑ Пухура янӑранӑччӗ», — терӗҫ Президиум пайташӗсем.
Ӗнер, чӳкӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Кун пирки конгресӑн сайчӗ пӗлтерет.
Ларура пӑхса тухнӑ тӗп ыйтусенчен пӗри VIII Аслӑ Пухӑвӑн йышӑнӑвӗсене редакциленӗ хыҫҫӑн тепӗр хут сӳтсе явса ҫирӗплетесси пулнӑ. Президиум пайташӗсем Чӑваш Республикин патшалӑх тата вырӑнти органӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытса чӑваш халӑхӗн хӑйевӗрлӗхне, йӑли-йӗркине, культурине тата чӗлхине малалла аталантарас енӗпе малашне те тӗллевлӗ ӗҫлемеллине, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенчи тата урӑх ҫӗршывсенчи чӑваш наципе культура ушкӑнӗсемпе ҫыхӑнӑва анлӑлатмаллине, пӗрлештернӗ ӗҫ планӗ тумаллине палӑртнӑ.
Ларӑва пухӑннисем Конгресӑн тӗп ыйтӑвӗсемпе ӗҫлеме 11 комитет туса хучӗҫ. Вӑл шутра — чӑваш ялне аталантарас, халӑх сывлӑхне сыхлас, ӑна социаллӑ хӳтӗлев парас, культура, вӗрентӳ шайне ӳстерес тӗлӗшпе ӗҫлекеннисем. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ ушкӑнсене пӗрлештерме, сӑмахран, ҫамрӑксен тата хӗрарӑмсен ыйтӑвӗсене ҫӗклеме, ятарлӑ комитетсем пулӗҫ.
«Чи кирли — эпир кунта калаҫни сӑмах купи кӑна пулса ан юлтӑр. Ҫанӑ тавӑрса пуринпе те ҫураҫуллӑ ӗҫлемелле», — ларӑва вӗҫленӗ май ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов ҫапарах сӑмахсем каланӑ.
Эрнекун, чӳкӗн 1-мӗшӗнче, Хусанта Тутарстан чӑвашӗсен отчётпа суйлав пухӑвӗ иртрӗ — икӗ ҫул хушшинчи ӗҫе тишкерсе пӗтӗмлетрӗҫ. Депутатсен йышӗнче районсенчи тата хуласенчи наци автономийӗн уйрӑмӗсенчен суйланӑ ҫынсем пулчӗҫ. Пухӑва Тутарстанӑн тӳри-шарисем те хутшӑннӑ, сӑмахран, ТР Патшалӑх Канашӗн Председатель ҫумӗ Римма Ратникова. Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче суйланнӑ ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов та хутшӑннӑччӗ.
Хусанти пухура иртнӗ ӗҫсене сӳтсе яврӗҫ, малалла тумалли плансене палӑртрӗҫ. Тутарстанра наци политикин концепцине йышӑнни республикӑри халахсен культурине те чӗлхисене те упраса аталантарма пулӑшни пирки сӑмах каларӗҫ. Константин Яковлев хӑйӗн сӑмахӗнче 2014 ҫулта республикӑри тӗрлӗ кӗтесӗнчи чӑваш ачисем валли сывлӑха ҫирӗплетмелли уйлӑх (лагерь) йӗркелеме планлани пирки каларӗ. Вӗренӳри улшӑнусене сӳтсе явма Анат Камӑри гимназире кашни ҫул вӗрентекенсен пухӑвне йӗркелеме те сӗнчӗҫ.
Суйлавра, виҫӗ кандидатурӑна пӑхса тухрӗҫ — хальхи вӑхӑтра ертсе пыракан Константин Яковлева, «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторне Константин Малышева тата Хусанти чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫине Александр Саиткина.
Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн залӗнче Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ пухӑвӗ иртрӗ.
Съезда Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов, тӗрлӗ министрсем тата ытти тӳре-шара хутшӑнчӗҫ. Ларӑва ЧНК вице-президенчӗ Ивантаев Пётр Васильевич ертсе пычӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче Михаил Игнатьев, Юрий Попов, Геннадий Архипов, Николай Угаслов пулчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш ыйтура ЧНК-ан ҫӗнӗ Президентне суйласси пулчӗ. Суйлава пурӗ виҫӗ кандидат тӑратрӗҫ — Николай Угаслова, Николай Лукианова тата Валерий Клементьева. Валерий Леонидович, хӑйне сӑмах парсан, унӑн кандидатурине шута илмесӗр, уншӑн сасӑласшӑннисене хӑйӗн сассисене (самоотвод пачӗ) Николай Угасловшӑн пама сӗнчӗ. Ҫапла май икӗ кандидат хушшинче суйламалла пулчӗ.
Суйлав тӗлне залра пурӗ 245 делегат юлчӗ, вӗсенчен 168-шӗ хӑйӗн сассине Николай Фёдорович Угаслова пачӗҫ. Лукианов Николай Егоровичшӑн вара пурӗ 43 сасӑ ҫеҫ пухӑнчӗ. Ҫапла май, Устав тӑрӑх 2/3 пайӗ килӗшет тесе, ҫӗнӗ Президент пулма АХО «ТУС» компанийӗн ертӳҫине Николай Угаслова суйларӗҫ.
Ыран, юпан 26-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗ пулать. Унӑн ӗҫне 300 яхӑн делегат тата 250 яхӑн хӑна хутшӑнмалла. Съезд 11:00 сехете пуҫлать.
Кун йӗркинче Чӑваш наци конгресӗн президиумӗ VII-мӗш съезд хыҫҫӑн ирттернӗ тата малашне тумалли ӗҫсене сӳтсе явӗҫ, ревизи комиссийӗн отчётне итлӗҫ. Аслӑ Пуху йышӑнмалли хӑш-пӗр документсемпе вӗсен сайтӗнче паллашма пулать.
Чи пӗлтерӗшлӗ ыйтусем хушшинче ЧНК Президентне суйласси пулӗ. Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе халӑх ЧНК ӗҫӗнче улшӑнусем пуласса кӗтет. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫисем ҫакӑнпа килӗшеҫҫӗ-килӗшмеҫҫӗ-и, анчах мӗн пытармалли пур — халӑх вӗсен ӗҫне пысӑках хакламасть. Кӑна эпир маларах ирттернӗ ыйтӑм та ҫирӗплетет. «ЧНК ӗҫӗ-хӗлӗ сире тивӗҫтерет-и?» ыйту ҫине 30 ытла ҫынран 2-мӗшӗ кӑна тивӗҫтерет тесе хуравланӑ, ыттисем вара япӑх ӗҫленине тата ӗҫне лайӑхлатмалли пирки пӗлтернӗ.
Президент вырӑнне йышӑнмалли кандидатсен йышӗнче хальлӗхе тӑватӑ ҫынна палӑртнӑ: Клементьев Валерий Леонидович (юрӑҫ, усламҫӑ, хальхи вӑхӑтра ЧНК Президенчӗн ӗҫне пурнӑҫлакан); Лукианов Николай Егорович (юрист, ЧАП партине йӗркелеме хутшӑннисенчен пӗри); Портнов Константин Петрович (ЧНК ӗҫтӑвком ертӳҫи); Тимӗр Тяпкин («Сӑвар» Чӑваш наци культурин аталану фончӗн ертӳҫи). Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх влаҫ тытӑмӗнчи тӳре-шара ЧНК ертӳҫинче Угаслов Николай Фёдоровича курасшӑн. Чӑннипе, миҫе кандидат пулассине Аслӑ Пухара пӗлтерӗҫ пулас, ЧНК сайтӗнче кун пирки информаци ҫук.
Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗ ҫитеспе ҫак мероприятипе ҫыхӑннӑ хыпарсем йышлансах пыраҫҫӗ. Ӗнер, Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫӑлкуҫ» кафере ЧНК Президенчӗ вырӑнӗшӗн тӑратнӑ кандидатсем ентешлӗх пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнӑ. Каласа хӑварас пулать, виҫӗмкун, юпан 22-мӗшӗнче, хайхи тупӑшакансен йышӗ ӳснӗ иккен — Аслӑ Пухӑва ирттерме йӗркеленӗ оргкомитет ларӑвӗнче тепӗр икӗ кандидат пирки пӗлтернӗ. Муркаш район ентешлӗхӗ Тимӗр Тяпкина сӗннӗ, Чӑваш Республикин Вӗрентекенсен ассоциацийӗ вара — ЧНК ӗҫтӑвком председательне Константин Портнова.
Ӗнерхи тӗлпулура пур кандидатсем те пулчӗҫ — Валерий Клементьев, Николай Лукианов, Тимӗр Тяпкин, Константин Портнов. Ҫавӑн пекех ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «ТУС» АХО тӗп директорӗ, ЧНК вице-президенчӗ Николай Угаслов на хутшӑннӑ — сас-хура пелтернӗ тӑрӑх влаҫ тытӑменчисем наци конгресӗн пуҫлӑхӗнче шӑп та тӑп ӑна курасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |