Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Чӑваш наци телерадиокомпанин ертӳҫине 24-мӗшӗнче тепре суйласа пӑхӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 11.12.2013 14:04 | 2207 хут пӑхнӑ
Политика

Чӑваш наци телерадиокомпани хальлӗхе ертӳҫӗсӗр пурӑнать, пуҫлӑх тивӗҫӗсене Стройкова Юлия Викторовна туса пырать. Чӳк уйӑхӗнче пуҫлӑха суйлассине тепӗр хут ирттерес тӗлӗшпе ӗҫе пуҫӑннӑ — конкурс пуҫарнӑ. Хутсене раштавӑн 7-мӗшӗччен йышӑннӑ. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ конкурса хӑйсене кирлӗ ҫынна тупма пултарнӑран йӗркеленӗ имӗш.

Информаци политикипе масӑллӑ коммуникаци министерствине хӑйсен хучӗсене темиҫе ҫын тӑратнӑ теҫҫӗ. Енчен те малтанхи конкурса ытларах арҫынсем хутшӑннӑ пулсан, хальхинче хӗрарӑмсем нумайрах. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх кандидатсем хушшинче Юлия Стройкова (хальхи вӑхӑтра пуҫлӑх тивӗҫӗсене тӑвакан), Марина Карягина (чӑваш поэчӗ, телекуравра нумай ҫул тӑрӑшакан), Александр Магарин (хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑваш Ен» телекомпанин ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ), Татьяна Ильина («Ҫапла пултӑр» передача ертӳҫи, ЧНК ӗҫтӑвком ертӳҫи) пур. Марина Карягинӑпа ҫыхӑнса калаҫнӑ хыҫҫӑн конкурса хутшӑнма хутсене вӑл кайса пани пирки пӗлтерчӗ, раштавӑн 7-мӗшӗнче кайнӑ иккен. Татьяна Ильина та кандидатсем хушшинче пуррине хирӗҫлемерӗ.

Конкурс комиссийӗ пуҫлӑх ыйтӑвне раштавӑн 24-мӗшӗнче татса парӗ. Чи нумай сас пухаканни ҫӗнтермелле. Пӗрешкел сас пухсан вӗсен хушшинче кам пулмаллине конкурс комиссийӗнчисем уҫӑ сасӑлав ирттерсе палӑртӗҫ имӗш. Ҫапларах сасӑлав йӗркине министрество сайтӗнче пӗлтернӗ.

Мӗнех, вӑхӑт нумаях юлмарӗ, черетлӗ конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе пире ҫывӑх вахӑтра паллаштарӗҫех пуль. Мускав ҫыннине лартас шухӑшлӑ текен сас-хура тӳрре тухнипе тухманнине те курӑпӑр вара.

Асаилтеретпӗр, унччен пуҫлӑхра Маргарита Гартфельдер ларса, ӑна кӑҫал ҫу уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларса ячӗҫ (контрактне тӑсмарӗҫ). Утӑ уйӑхӗнче ҫӗнӗ ҫын килмеллеччӗ те, конкурса тӑратнӑ ҫынсенчен комиссие нихӑшӗ те килӗшмен. Вӑхӑтлӑха пуҫлӑх ӗҫне туса пыракан Стройкова Юлиях юлчӗ темелле.

#наци телерадиокомпанийӗ, #телекурав, #Ҫапла пултӑр, #ЧНК, #суйлавсем

 

Чӑваш наци телерадиокомпанин ертӳҫи кам пулмалла?

Раштавӑн 24-мӗшӗнче ҫӗнӗ ҫынна суйламалла. Эсир хӑвсамӑр кама суйланӑ пулӑттӑр?
Александр Магарин
Сергей Павлов
Татьяна Ильина
Юлия Стройкова
Марина Карягина
Олег Цыпленков
Олег Прокопьев

Комментари:

Муççа // 1883.08.3925
2013.12.11 21:17
Пуçлăх пуласран хăраса ӳкнĕ çынсемшĕн ма сасăламалла тет вара????Причем кунта Цыпленков - Прокопьев - Павлов??Вĕсем хутсене те паман???Апла сасăламалла заявлени панисемшĕн - Магариншăн,Стройкăшăн,Степченкошăн (Уляндина Августăн çĕнĕ упăшкишĕн),Карягинăшăн,Ильина Таняшăн !!!А мĕн тата ултавлă ыйтăмсем йĕркелесе çынсене арпаштаратăр???
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.12.12 00:27
Татьяна Ильинашан ике аллла йататап! Кам ана суйлас тет, сассуене ан херхенер!
Катя // 1116.48.7427
2013.12.12 11:45
Курсах тăрăр... Пуçлăха арçын ларĕ, çӳлерех асăннисенчен пĕри те пулмĕ!
Agabazar // 4046.17.7404
2013.12.12 14:04
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: автор хуратнă
Элпи // 3257.60.0601
2013.12.12 20:47
эпĕ те Татьяна Ильинашăн сасăлатăп.Йĕркеллĕ те ăслă çын.
Катя // 1116.48.7427
2013.12.13 09:55
Элпи, Татьяна Ильина йĕркеллĕ те ăслă çын пулĕ-ха,анчах та вăл телевиденинче ертсе пыма тивĕçлĕ мар, вăл унта мĕн ăнланать-ши???!!!
ivan // 8973.5.6715
2013.12.13 12:54
Тивĕçлипе тивĕçлĕ маррине ăçтан пĕлетĕр-ши,Катя? Татьяна Ильина телевиденире 80-мĕш çулсенчех ĕçлеме пуçланă, ун чухнех чăваш передачисен шайне çӳле çĕкленĕ. Çавăнпах ăна "националист" ярлăк çакса ГТРКран тухса кайма хистерĕç. Телевиденине шалтан пĕлекен çын вăл. Пĕли-пĕлми калаçса ан ларăр.
Катя // 1116.48.7427
2013.12.16 12:34
Иван,Татьяна Ильина лайăх журналист, телевиденине лайăх пĕлнинче иккеленместпĕр!Ун пек шутласан, Гартфельдер та вăйлă журналист шутĕнче, анчах та "ертӳçĕ" тени урăхларах янăрамалла!Кунта телевиденине çеç пĕлни щителексĕр,радиори çитменлĕхсене те йĕркене кĕртмелле!Чи кирли телерадиокомпани коллективĕн тилхепине кирлĕ пек тытса пырасси!Ертӳçĕн чаплă журналист кăна мар, лайăх ертӳçĕ пулмалла! Çамрăк -и, вăл ватă -и ĕç майне пĕлтĕр!!! Ман шутпа, хĕрарăмсем нумайрах коллектива арçыннăн тытса пымалла!!! Ирĕке янă чĕлхесене кĕскетмелле!!!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем