Чӑваш наци конгресӗн ӗҫченӗсем Крымри Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ.
Тав ҫырӑвӗпе ЧНКн тӗп бухгалтерне Марина Никоноровӑна тата ҫыруҫӑ-референтне Олеся Никитинӑна Чӑваш Республикипе Крым ҫурмаутрав хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркелекен коммерцилле мар организаци пуҫлӑхӗ Юрий Алексеев чысланӑ.
ЧНК пайташӗсем ку чыса Крымпа Чӑваш Республики хушшинчи культура тата экономика ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелеме пулӑшнӑшӑн тивӗҫнӗ.
«Эсир халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетес енӗпе ырми-канми тӑрӑшни, тӑван ҫӗршыва, унӑн историне юратни, яланах малалла ӑнтӑлни пирӗн обществӑна ырӑ утӑмсем тума май парать. Сире ҫaк ӗҫpe ырлӑх-сывлӑх, ӑнӑҫу сунатӑп», — тесе Тав ҫырӑвӗнче ҫырни тата ҫав ятпа чысланишӗн саламлани пирки Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Утӑн 21-мӗшӗнче Раҫҫейри 30 ытла купӑсҫӑ, 35 солистпа ушкӑн Тутарстанри Аксу районӗнчи Енорускино ялне пухӑннӑ. Унта «Выля, хуткупӑс! Республика фестивалӗ 6-мӗш хут иртнӗ.
Фестивале Самар, Мурманск, Нурлат, Лениногорск, Элмет, Чистай, Ҫарӑмсан, Елабуга тӑрӑхӗнчен артистсем тата Чӑваш Енрен эстрада ҫӑлтӑрӗсем килнӗ.
Константин Яковлев пурне те уяв ячӗпе саламланӑ. Ку фестиваль йӑла-йӗркене упрама май панине палӑртнӑ. фестивале килнисене Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов та саламланӑ.
Фестиваль туй йӑли-йӗркине кӑтартнипе пуҫланнӑ. Чӑвашсен туйпа ҫынна пытарни этемӗн пурнӑҫӗнчи чи пӗлтерӗшли тесе шутланӑ. Унтах такмак каланӑ, калӑм, ашшӗ-амӑшӗ пит панине туса кӑтартнӑ.
Нурлатри Василий Абрамов чи лайах купӑсҫӑ ятне тивӗҫнӗ. Самарти Виктор Натаров иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Лениногорскри Николай Гришин виҫҫӗмӗш пулнӑ.
Фестиваль Тутарстанри ЧНКн председателӗн Константин Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗпе пӗр килнӗ. Вӑл ҫавӑн чухне 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Константин Яковлев ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Тутар ҫӗрӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш Хусанти педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Унтах вӑл хӑй хастарлӑхне тата правурлӑхне кӑтартнӑ: факультетра комсомол ҫыруҫи пулнӑ. Е тата стройотряд йышне кӗрет те Украинӑна Чернобыль инкекне сирме тухса каять. Радиоактивлӑ вырӑнта вӗсем ҫӗнӗ ял тӑваҫҫӗ. Унти урамсенчен пӗрне Казански ят параҫҫӗ. Ҫӗнӗ пӳрте куҫакансене уҫӑ тыттарнӑ сӑнӳкерчӗк унӑн архивӗнче халӗ те пуррине Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Николай Сорокин пӗлтерет.
Константин Яковлев Тутарстанра чӑваш чӗлхине аталантарас тесе самай тӑрӑшать. Вӑл тӑрӑхрисем ӑна шӳтлесе «иккӗмӗш Яковлев» (Иван Яковлев ҫулпуҫӑмӑр хыҫҫӑн ӗнтӗ) тесе те калани пирки ӗнентерет маларах асӑннӑ Николай Сорокин.
Хӑйӗн ҫуралнӑ кунне Константин Яковлев Тутарстанра иртнӗ «Янра, хуткупӑс» фестиваль вӑхӑтӗнче палӑртнӑ. Ӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пани пирки Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть Чулхула облаҫӗнчи Автозавод районӗнчи Ҫамрӑксен канупа культура центрӗнче чӑваш Акатуйӗ иртнӗ. Уява «Чулхулан чӑваш наци культура вырӑнти автономийӗ» общество организацийӗ Чулхула хула Думин депутачӗ Владимир Амельченко пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Уявра ЧНК Президиумӗн пайташӗ, «Чӑваш xӗpapӑмӗ» комитет ертӳҫи Нина Петрова, «Иран чӗлхиллӗ халӑхсен конгресӗ» Чулхулари халӑх организацийӗн ертӳҫи Эрадж Боев тата вырӑнти обществӑлла хӑй тытӑмлӑхӗн ертӳҫи Вера Белякова саламланӑ.
«Кӑҫалхи аслӑ Акатуйӑн тӗллевӗ Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан чӑваш халӑхӗн ырӑ йӑли-йӗркипе мешехине упраса хӑварасси тата тӗрлӗ халӑх хутшӑнавӗсене пуянлатса аталантарасси пулчӗ», — тенӗ иккен Чулхулари чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи Алина Артемьева. Кун пирки ЧНК сайтӗнче конгрес Президиумӗн тата вӗренӳпе ӑслӑлӑх комитечӗн пайташӗ Геронтий Никифоров пӗлтерет.
«Йӑлана кӗнӗ йӗркепе кӑҫал та хӑйсен авалхи аслашшӗсен ҫӗрӗнче тулай чӑвашӗсен 39 ачи канӗ», — тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви хӑйӗн сайтӗнче.
Тулай чӑвашсен ачисем ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗччен канӗҫ.
Министрество пӗлтернӗ тӑрӑх, «ку ачасем — чӑваш чӗлхипе литератури олимпиадисемпе конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисем, чӑваш чӗлхи вӗрентекен шкулсен чи лайӑх ачисем тата чӑваш чӗлхипе, йӑли-йӗркипе, культурипе интересленекенсем».
Вӗсем пирӗн пата Тутар, Пушкӑрт Республикисенчен, Чӗмпӗр, Сарту, Ӗрӗнпур, Тӗмен облаҫӗсенчен тата Мускавран ӗнер килсе ҫитнӗ.
2005 ҫултах пуҫланнӑ йӑлапа килӗшӳллӗн «Эткер» уйлӑх ятарлӑ программа хатӗрленӗ. Унӑн тӗллевӗ — ачасене чӑваш халӑхӗн культурине, йӑли-йӗркине явӑҫтарасси. Ку тӗллеве пурнӑҫлама Вӗренӳ, Культура, Сывлӑх министерствисем тата Чӑваш наци конгресӗ хутшӑнаҫҫӗ.
Паян Шупашкарта Пӗтӗм чӑвашсен культурӑпа экономика форумӗ иртмелле. Ӑна Республика кунне халаллаҫҫӗ. Форума Чӑваш наци конгресӗ пуҫарнӑ.
Мероприятие регионсенчен тата ют ҫӗршывсенчен килнӗ чӑваш наципе культура автономийӗсен ертӳҫисемпе тата хастарӗсене тата xaмӑp тӑрӑхри ӗҫлӗ ҫынсене кӗтеҫҫӗ. Ӗҫлӗ тӗлпулу 17 сехетре Шупашкар хула администрацийӗнче пуҫланать.
Форум тӗллевӗ пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби ҫапларах ӑнлантарнӑ: «xaмӑp республикӑна экономика, наука тата культура тӗлӗшӗнчен лайӑхрах аталантарас, ҫӗpшывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан ӗҫлӗ чӑвашсемпе тачӑ ҫыхӑнса, пӗp-пӗрне пулӑшса ӗҫлес тӗллевпе ирттереҫҫӗ». Кунсӑр пуҫне «ку ҫыхӑну Чӑваш наци конгресӗн шайне ӳстерме, хамӑрӑн культурӑпа йӑла-йӗркене анлӑрах аталантарма» май пapасса шанаҫҫӗ.
Шупашкарта пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре иртӗ, 12 сехетре пуҫланӗ.
Уява Чӑваш наци конгресӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Кӑҫал унта Беларуҫри «Хамӑр ял» фольклор ансамблӗ, Мускав чӑвашӗсен «Атӑл» хорӗ, Тутарстанри Пӑва районӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Уяв» фольклор ушкӑнӗ, Пушкӑртстанри Кармаскалӑ районӗнчи Суук-Чишма культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шевле» халӑх ансамблӗ, Самар облаҫӗнчи Исаклӑ районӗнчи Пысӑк Микушка ялӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ҫӑлкуҫ» халӑх фольклор ансамблӗ, Сарӑту облаҫӗнчи Калмантай культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Пилеш» фольклор ансамблӗ, Иркутск облаҫӗнчи ачасен пӗрремӗш фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем, «Туслӑх хӗлхемӗ» ушкӑн, Ӗренпур облаҫӗнчи Абдулино районӗнчи Артемьевск салинчи «Лейся, песня» халӑх фольклор ансамблӗ, Пенза облаҫӗнчи халӑх юррисен «Шӑпчӑксем» ансамблӗ, Чулхула облаҫӗнчи Вӑратин районӗнчи Лысогорскри «Илем» фольклор ушкӑнӗ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш юррин «Савӑнӑҫ» халӑх ансамблӗ, Хакас Республикинчи Усть-Абакан районӗнчи «Палан» чӑваш ушкӑнӗ хутшӑнасса кӗтеҫҫӗ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗ, — Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ кун.
«Чӑваш литературинче Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхӗ пысӑк вырӑн йышӑнать, тӑван сӑмаха аталантарас тесе вӑл нумай тӑрӑшса ӗҫленӗ. Ҫамрӑклах пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ пулин те хӑйӗн хыҫҫӑн пӗлтерӗшлӗ йӗр хӑварнӑ. Унӑн мӗнпур сӑвви, хайлавӗ, тӗпчев ӗҫӗсем ӗмӗрлӗхе пирӗнпе юлаҫҫӗ», — тесе ҫырать Ҫеҫпӗл пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби.
Чӑваш поэзийӗн классикне асӑнса унӑн Шупашкарти палӑкӗ умне литераторсем, культура ӗҫченӗсем, шкул ачисемпе студентсем пухӑннӑ.
Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов та Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умне чӗрӗ чечексем хунӑ, поэтӑмӑра асӑнса пуҫ тайнӑ. Конгресс Президенчӗпе пӗрле Мӑн Канаш тата «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитет пайташӗ, «Республика» хаҫатӑн тӗп редакторӗ, Ҫеҫпӗл ентешӗ Лидия Филиппова та пулнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Тапанар ялӗнче ӗнер ҫӑлкуҫ уявӗ йӗркеленӗ. Унта Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ те хутшӑннӑ.
Комитет пайташӗ Раиса Сарпи поэт асӑннӑ ял хӗрарӑмӗ Римма Михайлова ыйтнипе Тапанарти Чашлама ятлӑ ҫӑлкуҫа мухтаса сӑвӑ ҫырнӑ. Тапса тӑракан ҫӑлкуҫ йӗри-тавра Михайловсен ҫемйи тӑрӑшнипе ытарайми илем-юмах тӗнчи туса хунӑ. Тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑра усӑ курса кайӑк-кӗшӗк, чӗрчунсен кӗлеткисене тата ыттине те ӑсталанӑ иккен. Юнашар пӗчӗк ҫеҫ часавай лартнӑ.
Хӑнасем хушшинче «Чӑваш хӗрарӑмӗн» хастарӗсем Нина Петрова, Лидия Филиппова, Раиса Сарпи, Елена Хӗвелпи, Евдокия Андреева, Людмила Кинер, Нина Димитриева пулнӑ.
Конгресс хастарӗсем ял ҫыннисене хӑйсен сӑввисемпе паллаштарнӑ, юрӑсем юрланӑ.
Чӑваш наци конгресӗ «Чӑваш тӗнчи» хаҫатӑн кӑҫалхи пӗрремӗш номерне кун ҫути кӑтартни пирки ЧНКн пресс-служби хавасланса пӗлтерет. Ӑна кӑларма республикӑн Информаци полтикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви панӑ гранта ҫӗнсе илни пулӑшнӑ иккен.
Пӗлтӗр хаҫата 16 страницӑпа кӑларса тӑнӑ улсан, кӑҫал 24 страницӑпа кун ҫути кӑтартнӑ.
Чӑвашла-вырӑсла пичетленекен статьясем ЧНК ӗҫӗ-хӗлӗпе, ытти регионти чӑвашсем епле пурӑннипе, тӑван культурӑпа ӳнер ӗҫӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе, пултаруллӑ йӑхташсемпе паллаштарма шантараҫҫӗ.
Хаҫата кӑларма «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗсем пулӑшаҫҫӗ иккен.
Хаҫат тусӗсене, ытти регионта пурӑнакансене уйрӑмах, кӑсӑклӑ хыпарсем пӗлтерсе тӑма ыйтаҫҫӗ.
«Чӑваш тӗнчи» хаҫат уйӑхра nӗppe тухса тӑрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |