Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев Чӑваш Ен Элтеперӗ ертсе пынӑ йышпа Крыма кайса килни пирки аса илтернӗ май ЧНК сайчӗ ҫулҫӳревӗн тӗп тӗллевӗ Крым Республикинчи йӑхташӑмӑрсемпе ҫывӑхрах паллашасси тесе палӑртать. Раҫҫейпе ҫӗнӗрен пӗрлешнӗренпе унта чӑваш наципе культура автономине туса хурасси тата та ҫивӗчленнӗ имӗш. Севастополь хулинче пирӗн йӑхташӑмӑрсем автономи пӗрлешӗвӗ туса хунӑ-ха, анчах та Крым Республикинче пур чӑваш автономийӗсене пӗрлештерсе тӑракан организаци ҫук. Симферопольте Валерий Клементьев Крымра пурӑнакан пирӗн ентешсемпе тӗл пулнӑ.
Калаҫу ҫак ҫул унта чӑваш наципе культура автономийӗ йӗркелесе ярасси пирки пынӑ. Крым чӑвашӗсем тӑван чӗлхесӗр, тӑван культурӑсӑр тунсӑхланине пӗлтернӗ.
Иртнӗ ҫулсенчи пекех кӑҫал та «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» иртмелле. Вӑл акан 24-мӗшӗнче пулӗ. Хальхи вӑхӑтра вара диктант валли текст ҫырмалли конкурс иртет. Асилтеретпӗр, унчченхисене Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Марина Карягина хатӗрленӗччӗ. Хатӗр текстсене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне ҫитерсе пама ыйтаҫҫӗ. Ыйтусем тухсан вӗсене human2000@yandex.ru электронл адреспа яма е ҫак телефонсемпе ыйтса пӗлме пултаратӑр: 8(8352) 45-07-87 (Петров Л.П.), 8(8352) 45-02-58 (Кузнецов А.В.).
Кӑҫалхи диктанта Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалласа йӗркелеҫҫӗ, ӑна ирттерекенсен йышӗнче: Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат, Чӑваш наци радиовӗ, Чӑваш наци телевиденийӗ, Чӑваш наци конгресӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӗремӗрсене ҫӳҫентерекен вӑрҫӑ тематикисӗр пуҫне, пурнӑҫ тӳпинчи чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшӗпе сумӗ тата малашлӑхӗпе кирлӗлӗхӗ пирки тепӗр хут аса илтересси, ҫак илемлӗ те арпашуллӑ тӗнчен кисревӗнче тӑван чӗлхемӗре малалла упраса аталантарасси.
Тӑвай районӗнче Чӑваш наци конгресӗн уйрӑмӗ иккӗмӗш ҫул хастар ӗҫлет. Председателӗн тивӗҫӗсене Анатолий Кириллов пурнӑҫлать.
ЧНКн районти уйрӑмне чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, хӑш-пӗр музей ӗҫченӗсем, «Ял ӗҫченӗ» хаҫат редакторӗ тата ыттисем кӗнӗ.
Кӑҫал мӗн-мӗн тумалли плана ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Унпа килӗшӳллӗн Ҫӗнтерӳ 70 ҫул ҫитнине уявламалла. Ҫавӑн пекех районти ача пахчисенче чӑваш чӗлхине аталантармалла.
Палӑртмалла: Тӑвайри 2-мӗш ача пахчи ку енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлет. Ачасем унта чӑваш тӗррипе паллашнӑ. Воспитательсем кун пирки пӗчӗккисене кӑсӑклӑ каласа кӑтартнӑ. Чӑвашсен наци тумӗ авалхи хӗрарӑм пуҫлӑхсен тумне аса илтерет-мӗн. Тухьяпа хушпу шлем пек имӗш. Шӳлкемене сӑнӑсемпе хӗҫсенчен хӳтӗлекен япалапа танлаштарнӑ.
Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин халӑх академи пӗрлешӗвӗ Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмаша ялӗнче ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ йӗркеленӗ. Унта Раҫҫейри пӗчӗк ялсене сыхласа хӑварасси тата аталантарасси тавра калаҫнӑ.
Унта ЧНК президенчӗн ҫумӗ Петр Ивантаев, Ваттисен Канашӗн председателӗн ҫумӗсем Федор Карягинпа Василий Федотов хутшӑннӑ. Конференци ирттермелли вырӑна, Тури Кӑмаша ялне, ахальтен суйламан. Кунти Николай Адер усламҫӑ тӑрӑшнипе ку енӗпе ҫитӗнӳсем тунӑ.
Турикӑмашасем яла ҫӗнӗрен аталантарас шухӑшпа пурӑнаҫҫӗ. Кунта тавралӑх та илемлӗ, пуян. Хастар, маттур ҫынсем тӑрӑшнипе кунта вырӑнти хӑйтытӑмлӑха йӗркеленӗ, ял старостине суйланӑ, яла аталантармалли тӑхӑр ҫуллӑх план хатӗрленӗ.
Николай Адер колхоза ҫӗнӗрен йӗркеленӗ. Кунта вӑрманлӑ, ҫавна май пилорама ӗҫлет. Ялта шыв пур, ҫулсене ҫӗнетнӗ, фонтан та сирпӗтет. Ял ҫыннисем тӑватӑ хутлӑ культура центрӗпе мухтанма пултараҫҫӗ. Унта йӑлтах пур: лавкка, аптека, спортзал, вулавӑш, музей, мунча… Район центрне каймалла та мар — кунтах веҫех пур.
Конференцие Чӑваш халӑх академийӗн ертӳҫи Евгений Ерагин ертсе пынӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьел ялӗ культура ҫуртне уява пухӑннӑ. Культура ҫурчӗн тата вулавӑш ӗҫченӗсем «Манӑн ял — манӑн савӑнӑҫ» концерт тата алӗҫӗсен куравне хатӗрленӗ.
Литература тата К.Иванов ҫулталӑкӗсене уҫнӑ май мероприяти пуҫламӑшӗнче сӑвӑсем вуланӑ.
Пӑлапуҫ Пашьел ҫыннисене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Никитин, Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов, Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Олег Мешков саламланӑ.
Чӑван наци конгресӗн вице-президенчӗ Валерий Клементьев Светлана Никитинӑна тата Вера Козловӑна чӑваш йӑли-йӗркипе культурине сыхласа хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн хисеп грамотипе чысланӑ.
Патӑрьел районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Алексей Емельянов чи нумай пурӑнакан ҫынна тата ялти чи кӗҫӗн ачана парнесем кӳнӗ. Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ тата «Матрешки» ташӑ ансамблӗ пухӑннӑ халӑх умне юрӑ-ташӑпа тухнӑ.
Сцена ҫине Валерий Клементьев, чӑваш эстрада артисчӗсем те тухса юрланӑ.
Сӑнсем (34)
Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗ 25 ҫулхи юбилей паллӑ тунӑ. Чӑваш Енрен унта информаци политикин министрӗ Александр Иванов тата Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Олег Мешков хутшӑннӑ.
Александр Иванов министр Чӑваш Енпе Чӗмпӗр облаҫне чылайранпа пыракан туслӑх ҫыхӑнтарнине палӑртнӑ. Енсем ятарлӑ килӗшӳ тусах суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, культурӑпа социаллӑ сфера енчен килӗштерсе ӗҫленине асӑннӑ вӑл.
Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп хучӗпе «Канашӑн» тӗп редакторӗн ҫумне Анатолий Дмитриева тата пичет кӑларӑмӗн штатра тӑман хастар корреспондентне, Шупашкарти «СВ-Пресс» издательство ушкӑнӗн пуҫлӑхне Александр Вражкина хакланӑ.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Владимир Сваев Чӑваш наци конгресӗн ячӗпе хаҫат журналисчӗсене Николай Ларионова, Нина Еграшкинана, Елена Мустаевана Хисеп хучӗсемпе чысланӑ.
Хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ 1989 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Ӑна кӗҫнерникунсерен чӑвашла кӑларса тӑраҫҫӗ.
Ӗнер, нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, пирӗнтен Чӑваш наци конгресӗн иккӗмӗш президенчӗ, ҫак обществӑлла организацие 15 ҫул ертсе пынӑ Архипов Геннадий Николаевич уйрӑлса кайнӑ.
Архипов Геннадий Николаевич 1956 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче Етӗрне районне кӗрекен Анат Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литературин (1982) тата истори (1989) уйрӑмне пӗтернӗ. 1984 ҫултанпа 8 ҫул «Хыпар» хаҫатӑн ятарлӑ корреспонденчӗ пулнӑ. 1990 ҫулта Аслӑ Канаш депутатне суйланнӑ. 1994–1998 ҫулсенче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн культура, вӗренӳ, ӑслӑлӑх тата МИХсен комитечӗн председатель вырӑнне йышӑннӑ.
1997 ҫулта Чӑваш наци конгресӗн Президентне суйланӑ, 15 ҫул ытла ертсе пынӑ.
2015 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патӑрьел районӗн Патӑрьелӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан пӗрремӗш вӑтам шкулӗнче литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкне халалланӑ «Тӗрлӗ халӑх культури ҫыхӑнӑвӗсене аталантарассине тӗпе хурса ӗҫлесси» семинар иртрӗ.
Семинара Патӑрьел район администрацийӗн вӗренӳ пайӗ тата чӑваш чӗлхипе литератури, тӑван ен историйӗпе культури вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗ йӗркелерӗҫ. Унта Патӑрьелпе Шупашкар районӗн чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен историйӗпе культури вӗрентекенсем тата Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗсем Юлия Анисимовӑпа Геронтий Никифоров, вӑлах Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи хутшӑнчӗҫ. Шупашкартан килнӗ хӑнасене Патӑрьелти пӗрремӗш шкул ачисем ҫӑкӑр-тӑварпа тата Первомайски шкулӗн ача-пӑча фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Елена Сорокина) юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Чаплӑ чысласа кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн шкулӑн акт залӗнче ачасен тата вӗрентекенсен пултарулӑхӗпе паллашрӑмӑр, пӗчӗк концерт куртӑмӑр.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канаш ларӑвӗ иртрӗ. Унта пӗлтӗрхи ӗҫсене пӗтӗмлетрӗҫ, кӑҫалхи ҫулталӑкра мӗн тумаллине палӑртрӗҫ. Тухса калаҫакансем чылай пулчӗҫ, плана кӗртмелли сӗнӳсене сахал мар пачӗҫ. Документпа каярах, тен, ЧНК сайтӗнче паллашма май пулӗ.
Сӑмах калакансен йышӗнче «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп директорӗ Валери Туркай та пулчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл Константин Ивановӑн палӑкӗ вырӑнта мар тӑнине палӑртрӗ — питӗ мелсӗр вырнаҫтарнӑ имӗш. Тӗслӗхрен, ун умӗнче ӳкерӗнме те кансӗр — хыҫра ҫурт курӑнать. Валери Туркай палӑка театр умне куҫарма сӗнчӗ, ку ӗҫре ЧНК пулӑшасса шанчӗ. Унсӑр пуҫне Шупашкарти тепӗр палӑк та хӑй вырӑнӗнче мар иккен. Сӑмах Петӗр Хусанкайӑнни пирки пырать. Унӑн палӑкӗ хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер инситучӗ патӗнче вырӑн тупнӑ. Валерий Туркай шухӑшӗпе Петӗр Хусанкайӑн палӑкӗ тем тесен те хула варринче пӗр-пӗр чаплӑ лаптӑкра пулмалла.
Пуху вӗҫӗнче ЧНК йышӗнчен хӑш-пӗр ҫынсене кӑларчӗҫ — лешӗсем заявлени ҫырнине пула.
Кӑҫал Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫул пуҫлансанах ЧНК хастарӗсем поэт ҫуралнӑ тӑрӑха — Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялне — ҫитсе килнӗ. Унта ку ҫулталӑка ҫӳллӗ шайра ирттерессине сӳтсе явнӑ.
Делегацие Слакпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Беляев, шкул директорӗ Ольга Иванова ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. ЧНК президиумӗн пайташӗ Эдуард Бахмисов ҫу уйӑхӗнче Слакпуҫра уява тӗнче шайӗнче ирттерме май пуррине пӗлтернӗ.
ЧНКан культура комитечӗн ертӳҫи Зинаида Воронова конгресс чӑваш культурине мӗнле аталантарни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем слакпуҫсене те пулӑшма хатӗр-мӗн.
Нина Пӑрчӑканпа Лидия Сарине слакпуҫсене хӑйсен сӑввисене вуласа панӑ. Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ялӗнчи шкулта вӗрентекенре ӗҫлекенсем шкулта К.Иванов ҫулталӑкне мӗнле ирттерессипе паллаштрнӑ. Комсомольски районӗнчи «Каҫал» ушкӑн ертӳҫи купӑсне тӑсса янӑ та слакпуҫсем хӗрӳллӗн алӑ ҫупнӑ.
Тепӗр кун ЧНК хастарӗсем Слакпуҫри музейпе паллашнӑ. Кӑнтӑрла шкула ҫавра сӗтеле пухӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |