Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Анат Кӑмашара пӗчӗк ялсем пӗтсе пыни пирки калаҫнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 17.02.2015 15:11 | 1448 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин халӑх академи пӗрлешӗвӗ Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмаша ялӗнче ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ йӗркеленӗ. Унта Раҫҫейри пӗчӗк ялсене сыхласа хӑварасси тата аталантарасси тавра калаҫнӑ.

Унта ЧНК президенчӗн ҫумӗ Петр Ивантаев, Ваттисен Канашӗн председателӗн ҫумӗсем Федор Карягинпа Василий Федотов хутшӑннӑ. Конференци ирттермелли вырӑна, Тури Кӑмаша ялне, ахальтен суйламан. Кунти Николай Адер усламҫӑ тӑрӑшнипе ку енӗпе ҫитӗнӳсем тунӑ.

Турикӑмашасем яла ҫӗнӗрен аталантарас шухӑшпа пурӑнаҫҫӗ. Кунта тавралӑх та илемлӗ, пуян. Хастар, маттур ҫынсем тӑрӑшнипе кунта вырӑнти хӑйтытӑмлӑха йӗркеленӗ, ял старостине суйланӑ, яла аталантармалли тӑхӑр ҫуллӑх план хатӗрленӗ.

Николай Адер колхоза ҫӗнӗрен йӗркеленӗ. Кунта вӑрманлӑ, ҫавна май пилорама ӗҫлет. Ялта шыв пур, ҫулсене ҫӗнетнӗ, фонтан та сирпӗтет. Ял ҫыннисем тӑватӑ хутлӑ культура центрӗпе мухтанма пултараҫҫӗ. Унта йӑлтах пур: лавкка, аптека, спортзал, вулавӑш, музей, мунча… Район центрне каймалла та мар — кунтах веҫех пур.

Конференцие Чӑваш халӑх академийӗн ертӳҫи Евгений Ерагин ертсе пынӑ. Федор Карягин таврапӗлӳҫӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре кашни ҫул 900 пӗчӗк ял пӗтсе пырать. Ку пирӗн республикӑна та пырса тивет. Ав Федор Карягин ҫуралнӑ ялта кӑҫал 5 вилнӗ, пӗр ача та кун ҫути курман.

Петр Ивантаев чӑваш ялӗ пӗтсен чӑваш пӗтнине палӑртнӑ. Юлашки ҫулсенче «оптимизацие» пула культура ҫурчӗсем, вулавӑшсем хупӑнаҫҫӗ. Петр Ивантаев ялсенче ял ентешлӗхӗсене тума сӗннӗ. Уявсем ирттермеллине те палӑртнӑ вӑл.

Шупашкар районӗнчи Христофор Макаров тата Етӗрне районӗнчи Николай Потапов ку енӗпе тунӑ ӗҫӗсен опычӗпе паллаштарнӑ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗн Николай Якимовӑн тата Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн Андрей Мостайкинӑн пухӑннисен умӗнче ҫитменлӗхсем мӗнрен килнине ӑнлантарма тивнӗ. Анчах патшалӑх программисем пурнӑҫланни пирки те манмалла марри пирки асӑрхаттарнӑ вӗсем.

Николай Адер ялти ҫитӗнӳсемпе паллаштарнӑ, ун чухне ҫӗнӗ хӑна ҫурчӗ те уҫнӑ. Юлашкинчен Чӑваш халӑх академийӗпе ЧНК пайташӗсем резолюци йышӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн Тури Кӑмаша ялне тӗслӗх вырӑнне кӗртнӗ, ялти ҫӗрсене ют ҫӗршыв ҫыннисене сутмалла маррине, ӗҫ вырӑнӗсем тумаллине, яла аталантармаллине палӑртнӑ.

#Шупашкар районӗ, #халӑх академийӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #конференцисем, #ЧНК, #Тури Кӑмаша, #Етӗрне районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/286.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем