Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗ умӗн шутлӑ кунсем ҫеҫ юлчӗҫ. Ку мероприятие чылайӑшӗ ҫине тӑрсах хатӗрленет тесен те йӑнӑш пулмӗ — тӗрлӗ умпухусемпе ҫавра сӗтелсем иртеҫҫӗ, ЧНК-ан сайтне хута яраҫҫӗ. Президиум та ал усса лармасть темелле — тӑтӑшах пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ӗнер вара ЧНК пресс-конференци ирттернӗ, унта тӗрлӗ телеканалсемпе МИХсен журналисчӗсем пухӑннӑ. Ыйтусем ҫине Константин Портновпа Михаил Краснов хуравланӑ.
Журналҫӑсемпе тӗлпулу епле иртни пирки Тимӗр Акташ журналист каласа пачӗ. Ыйтусем сахал мар пулнӑ. «Сӑвар ТВ» журналисчӗ, сӑмахран, хальхи вӑхатра мӗнле кандидатсем пурри пирки ыйтнӑ. Михаил Краснов хӑйӗн хуравӗнче Президента съезд суйласси пирки ҫеҫ каланӑ. Унсӑр пуҫне Олег Цыпленков («Сӑвар ТВ») 2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн пӗтӗмлетӗвӗ пирки те, наци лицейӗн шӑпи пирки те, наци телекуравӗн пуҫлӑхне суйлама пултарайманни пирки те ыйтусем панӑ — Михаил Краснов нихӑш ыйту ҫине те тӗплӗ хурав парайман, унчченех паллӑ информацие ҫеҫ пӗлтерме пултарнӑ. Константин Портнов ҫеҫ хӑйӗн хуравӗнче наци телекуравӗнчи чӑваш чӗлхи шайӗ конгреса тивӗҫтерменни пирки каланӑ, Аслӑ пухура кун пирки резолюци йышӑнмалли ҫинчен пӗлтернӗ.
Траксем те ЧНК-ан Аслӑ Пухӑвне хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ. Красноармейски (Трак) районӗнчен квотӑпа килӗшӳллӗн 6 делегат суйланӑ. Вӗсем: Серафимов В.С. (районти историпе таврапӗлӳ музейӗн директорӗ), Гурьева С.А. (районти централизациленӗ вулавӑшӑн таврапӗлӳ пайӗн ӗҫченӗ), Игнатьева Л.Н. (районти кану центрӗн методисчӗ), Михайлов В.М. (Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн пресс-секретарӗ тата сайт администраторӗ), Васильева В.В. (Упи шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен, Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ) тата Михайлова З.П. (Красноармейски шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ).
Хӑнасен шучӗпе Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн хисеплӗ ертӳҫи Ершов Н.Г. (Янкер) тата ҫак пӗрлӗхӗн председателӗ Ефимов Г.Л. (Тусли) хутшӑнаҫҫӗ. Шел пулин те, районти Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхне хӑйне уйрӑм квота паман. Сӑмахран, Чӑваш Наци Конгресне учредитель пулса никӗсленӗ обществӑлла юхӑмсенчен пӗри пулнӑ вӑл.
Паян иртмелли умпуху пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ — вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗн залӗнче 16 сехетре пуҫланчӗ. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫисене те чӗннӗ пулин те ӗнерхи Президиум ларӑвӗнче вӗсем ку пухӑва ирттерессине сивленӗ иккен, умпухӑва хутшӑнмалла марри пирки ҫирӗплетнӗ. Апла йышӑннӑ пулин те ЧНК-ран умпухӑва Константин Портнов хутшӑнчӗ.
Умпухӑва ҫав-ҫавах халӑх пӳлӗм тулли пухӑнчӗ — вӗсем ЧНК тӑратнӑ кун йӗрки тивӗҫтерменни пирки каларӗҫ (Архипов отчёчӗ вырӑнне проблематикӑллӑ доклад пулсан вырӑнлӑ пуласса шанаҫҫӗ), Устав проектне хатӗрлеменнине те ырламарӗҫ (кун йӗркинче ку ыйту тӑмасть). Тухса калаҫакансем делегатсене уҫӑмлӑ суйламаннине, вӗсен хушшинче чӑваш халӑхӗшӗн ӗҫлекен пур хастар ҫынна кӑтарманнине (сӑмахран, эпир сахал мар ӗҫ тӑватпӑр пулин те — Чӑваш халӑх сайтне те, «Хавал» пӗрлешӗве те пӗр депутат вырӑнӗ те паман) уйрӑмах сивлерӗҫ.
Пухӑва «Сӑвар ТВ» ӳкерчӗ — туллин мӗн пирки калаҫнине ҫитес вӑхӑтра вӗсен кӑларӑмӗнче пӗлме пулӗ.
Аслӑ пуху умӗн Чӑваш наци конгресӗн ҫӗнӗ сайчӗ ӗҫлесе кайрӗ. Вӑхӑтлӑха Президент ӗҫне туса пыракан Валерий Клементьев ыйтнипе ку сайта Николай (Аҫтахар) Плотников ӑсталаса панӑ. Сайт www.chnk.ru адреспа вырнаҫнӑ.
ЧНК ӗҫченӗсем ыйтнипе сайта чӑвашла йӗркеленӗ. Унта эсир хыпарсемпе, конгресс йышӑннӑ документсемпе паллашма пултаратӑр. Унсӑр пуҫне ЧНК-ан уставӗ те унта вырнаҫнӑ. Ыйтусем пур пулсан — ҫак сайтрах ыйту яма май пулать.
Аслӑ пуху умӗн Чӑваш наци конгресӗн сайтне съездпа ҫыхӑннӑ документсене те вырнаҫтарнӑ: съезд программи, ӗҫ йӗрки, кун йӗркин планӗ. Сӑмахран, унти хутсене ӗненес пулсан, Аслӑ пухура Михаил Игнатьевпа Юрий Попова та сӑмах парассине пӗлме пулать.
Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗ пуҫтарӑниччен эрне ытларах ҫеҫ юлчӗ ӗнтӗ — вӑл ҫитес шӑматкун юпан 26-мӗшӗнче иртмелле. Ҫак кунсенче влаҫ тытӑмӗнчи ҫынсем те хӑйсем кама кӑмӑлланине пӗлтернӗ пулас — Тимӗр Тяпкин каласа панӑ тӑрӑх вӗсем ЧНК Президенчӗ пуканӗ ҫинче «ТУС» компанин ертӳҫине Николай Угаслова курасшӑн. Кандидачӗпе хӑйӗнпе те калаҫнӑ пулать, лешӗ хирӗҫ мар пулнине пӗлтернӗ (пӗлме: ӑна малтанах лартасшӑн пулнӑ, анчах Николай Фёдорович вӑл вӑхӑтра хӑй килӗшмен).
ЧНК Аслӑ Пухӑвӗ умӗн эрне ытларах юлнине шута илсе эпир ыйтӑм ирттерес терӗмӗр — ЧНК Президентне эсир кама суйланӑ пулӑттӑр? Пурӗ 7 кандидата вырнаҫтартӑмӑр (кунта алфавит йӗркипе): Архипов Геннадий Николаевич, Клементьев Валерий Леонидович, Лукоянов Николай Егорович, Оринов Вячеслав Николаевич, Портнов Константин Петрович, Угаслов Николай Фёдорович, Яковлев Константин Геннадьевич.
Эсир сасӑланине шута илмӗҫ пулин те пирӗн сайт хӑнисем епле шухӑшланине палӑрнине те уҫӑмлатма вӑхӑт ҫитрӗ пуль тетпӗр.
ЧНК Аслӑ пухӑвӗ умӗнчи ятарлӑ халӑх пухӑвне ирттерме шутлани пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Хайхи вӑхӑтне те, кунне те паянхи куна палӑртнӑ иккен — умпуху эрнекун, юпан 18-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче иртмелле. Пуҫламӑшӗ — 16 сехетре.
Умпухӑва йӗркелекенсем ЧНК-ан Ваттисен канашӗ тата Чӑваш Енри ентешлӗхӗсем. Ку пухӑва Чӑваш наци конгресӗн пур ертӳҫӗсене те чӗннӗ. Унсӑр пуҫне умпухӑва ентешлӗх президиумӗсен ертӳҫисем те хутшӑнасса шанаҫҫӗ.
Ку мероприятире ҫитес аслӑ пухӑвӑн ӗҫ йӗркине сӳтсе явасшӑн тата ытти пӗтӗмӗшле ыйтусене пӑхса тухасшӑн. Тӗп тӗллев вара — аслӑ пухӑва хирӗҫӳсӗр те йӗркеллӗ, ҫураҫуллӑ ирттересси пулӗ. Мӗн енпе пулӑшмалла, туса ҫитереймен мӗнле ӗҫсем пуррине палӑртса вӗсене туса ҫитермелле — ҫак ыйтусене пӑхса тухӗҫ.
Ҫитес кӗҫнерникун, юпан 24-мӗшӗнче, 16:00 сехетре, «Узел связи/hub» кафере (адресӗ: Шупашкар, К.Маркс урамӗ, 52 ҫурт — ЧЭАЗ 1-мӗш площадки, производство корпусӗ, 2-мӗш хут) «Ҫапла пултӑр!» телепрограммӑн черетлӗ кӑларӑмне ҫырма палӑртнӑ. Теми: «Чӑваш Наци Конгресӗн пуласлӑхӗ пур-и?» Кӑларӑм юпан 25-мӗшӗнче ЧНК Аслӑ Пухӑвӗ умӗн эфира тухмалла. Хальлӗхе экспертсен ушкӑнне кӗме Конгресӑн хисеплӗ Президенчӗ Атнер Хусанкай, ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов, Чӑваш Ен Элтеперӗ патне уҫӑ ҫыру янӑ Николай Лукианов шантарнӑ.
Чӑваш халӑх сайтӗнче Конгресс ыйтӑвне шавлӑн сӳтсе явнине кура программа авторӗ Татьяна Ильина кӑмӑл тӑвакансене унта хутшӑнма чӗнет. Ӑна ҫак адреспа ҫырса пӗлтерме пултаратӑр: t-il@mail.ru
Иртнӗ шӑматкун Хусанта иртнӗ 1552 ҫулта хулана хӳтӗлекенсене аса илнӗ кун Чӑвашран та унта хутшӑнни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Хайхи ку хыпар «Про город» хаҫата та ҫитнӗ курӑнать, вӗсем ку тӗлӗшпе мӗн шутлани пирки ЧНК ҫыннинчен ыйтса пӗлнӗ иккен.
Кам хуравлани паллӑ мар, анчах Хусанти пухӑва «самозванецсем» пулни пирки пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗ ятӗнчен: «Эп сире ӗнентеретӗп, ку митингра наци конгресӗн ялавӗпе самозванецсем пулнӑ. Пухура эпир унта хутшӑнма йышӑну туман», — тенӗ вӑл ҫын. Те чӑвашӗсене самозванец теесшӗн пулнӑ, те ЧНК ялавӗпе тухнисене. Чӑннипе вара ЧНК ялавӗ унта пулман та. Кунашкал хуравсене вуланӑ май Чӑваш наци конгресӗ тӑван халӑхӑмӑра хӳтӗлес вырӑнне тӳре-шарана тӗксе илессинчен сыхланине чӑн та ӗненетӗн.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-секретарӗ Михаил Васняцкий вара Чӑваш Ен ялавӗпе Хусанта ҫав митингра пулни патшалӑх символӗсене чыссӑрлатнипе танлаштарнӑ. Пӗлес килет — патшалӑх ялавӗсем халӑхӑн е влаҫ тытӑмӗнчи ҫынсен ҫеҫ-и? Уйрӑм ҫынсем нивушлӗ Чӑваш ҫӗрне мухтаса чӑваш ялавӗпе усӑ курма тивӗҫ мар (Чӑваш Ен ялавне йӑтса утакана Республика кунӗнче тытса чарни те пулкалать пирӗн тӗп хуламӑрта)?
Паян культура министрӗпе наци юхӑмӗн шурсухалӗсем тӗл пулчӗҫ. Асаилтеретпӗр, ку тӗлпулӑва иртнӗ эрнекун, юпан 4-мӗшӗнче планланӑччӗ — элчӗ пулса кайма ҫавра сӗтелте Виталий Станьяла, Николай Егорова, Фёдор Мадурова тата Николай Максимова суйланӑччӗ. Тӗлпулӑва Фёдор Мадуров ҫеҫ ҫитеймен, вӑл хӑйӗн ӗҫӗсемпе паян тӑван тӑрӑхне тухса кайнӑччӗ.
Калаҫу ытларах енпе Чӑваш наци конгресӗ тавра пычӗ. Николай Егоров пулас «Амазония» парк пирки сӑмах хускатрӗ, анчах ку ыйтупа министр ӑна тепӗр хут каярах уйрӑммӑн тӗл пулма шантарчӗ.
— Калаҫу хӗрӳ пычӗ — тесе пӗлтерет Тимӗр Тяпкин. — Министрсем ҫине Станьял вӑйлӑ тапӑнчӗ, конгреса хатӗрленес ӗҫ питӗ сӳрӗккен пынипе кӑмӑлсӑр пулнине палӑртрӗ.
Виталий Станьял хальхи вӑхӑтра та ни кун йӗрки ҫуккине, ни резолюци проектне хатӗрлеменнине асӑнчӗ. Мандат, секретариат комиссийӗн проектне те никам курман пулас. Аслӑ пуху умӗн 2 эрне юлнӑ тӗле регионсене ЧНК Президенчӗн отчётне ярса пама вӑхӑт та тахҫанах ҫитнӗ — нихӑш наци культурин автономийӗн ертӳҫи те вӑл хута курман.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян, юпан 4-мӗшӗнче, ЧНК ҫитес аслӑ пухӑвне сӳтсе яврӗҫ. Ҫавӑн пекех 2010 ҫулхи ҫырав пӗтӗмлетӗвне те тишкерчӗҫ, чӑвашлӑха упрамалли мелсене палӑртса хӑварчӗҫ.
Ҫавра сӗтеле Тимӗр Тяпкин ертсе пычӗ. Тухса калаҫакансем шутӗнче Виталий Станьял, Николай Егоров, Фёдор Мадуров, Константин Портнов, Николай Максимов, Николай Лукианов тата ыттисем пулчӗҫ.
Чи малтанхи ыйтура 2010 ҫулхи ҫырав пӗтӗмлетӗвӗ пулчӗ. Халӑх йышӗ епле улшӑнни ҫинчен Николай Иванович Егоров каласа пачӗ. Вӑл 20 ҫул хушшинче чӑвашсен йышӗ ҫур миллион таран чакса ларнине асӑнчӗ, лару-тӑру улшӑнмасан тепӗр 20 ҫултан тата ҫавӑн чухлӗ ҫухатас хӑрушлӑх тӑни пирки те пӗлтерчӗ. Республикӑра чӑвашсем ҫурри ытла пулин те хальхи вӑхӑтра чӑвашла йӗркеллӗ калаҫакансене тупма йывӑрлансах пыни те пур иккен. Деэтнизаци (чӑв. халӑхран писсе пыни) те пирӗн халӑха хавшантарать — эпир чӑваш пулма пӑрахатпӑр имӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |