Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Пӑлапуҫ Пашьелте ял пулса кайнине уявланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 17.02.2015 12:09 | 1701 хут пӑхнӑ
Культура

Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьел ялӗ культура ҫуртне уява пухӑннӑ. Культура ҫурчӗн тата вулавӑш ӗҫченӗсем «Манӑн ял — манӑн савӑнӑҫ» концерт тата алӗҫӗсен куравне хатӗрленӗ.

Литература тата К.Иванов ҫулталӑкӗсене уҫнӑ май мероприяти пуҫламӑшӗнче сӑвӑсем вуланӑ.

Пӑлапуҫ Пашьел ҫыннисене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Никитин, Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов, Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Олег Мешков саламланӑ.

Чӑван наци конгресӗн вице-президенчӗ Валерий Клементьев Светлана Никитинӑна тата Вера Козловӑна чӑваш йӑли-йӗркипе культурине сыхласа хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн хисеп грамотипе чысланӑ.

Патӑрьел районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Алексей Емельянов чи нумай пурӑнакан ҫынна тата ялти чи кӗҫӗн ачана парнесем кӳнӗ. Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ тата «Матрешки» ташӑ ансамблӗ пухӑннӑ халӑх умне юрӑ-ташӑпа тухнӑ.

Сцена ҫине Валерий Клементьев, чӑваш эстрада артисчӗсем те тухса юрланӑ.

Сӑнсем (34)

#Пӑлапуҫ Пашьел, #ЧНК, #Патӑрьел районӗ, #уявсем, #ял уявӗсем, #культура, #Литература ҫулталӑкӗ, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем