Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Ыран Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗ иртмелле

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.10.2013 13:25 | 1683 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Ыран, юпан 26-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗ пулать. Унӑн ӗҫне 300 яхӑн делегат тата 250 яхӑн хӑна хутшӑнмалла. Съезд 11:00 сехете пуҫлать.

Кун йӗркинче Чӑваш наци конгресӗн президиумӗ VII-мӗш съезд хыҫҫӑн ирттернӗ тата малашне тумалли ӗҫсене сӳтсе явӗҫ, ревизи комиссийӗн отчётне итлӗҫ. Аслӑ Пуху йышӑнмалли хӑш-пӗр документсемпе вӗсен сайтӗнче паллашма пулать.

Чи пӗлтерӗшлӗ ыйтусем хушшинче ЧНК Президентне суйласси пулӗ. Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе халӑх ЧНК ӗҫӗнче улшӑнусем пуласса кӗтет. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫисем ҫакӑнпа килӗшеҫҫӗ-килӗшмеҫҫӗ-и, анчах мӗн пытармалли пур — халӑх вӗсен ӗҫне пысӑках хакламасть. Кӑна эпир маларах ирттернӗ ыйтӑм та ҫирӗплетет. «ЧНК ӗҫӗ-хӗлӗ сире тивӗҫтерет-и?» ыйту ҫине 30 ытла ҫынран 2-мӗшӗ кӑна тивӗҫтерет тесе хуравланӑ, ыттисем вара япӑх ӗҫленине тата ӗҫне лайӑхлатмалли пирки пӗлтернӗ.

Президент вырӑнне йышӑнмалли кандидатсен йышӗнче хальлӗхе тӑватӑ ҫынна палӑртнӑ: Клементьев Валерий Леонидович (юрӑҫ, усламҫӑ, хальхи вӑхӑтра ЧНК Президенчӗн ӗҫне пурнӑҫлакан); Лукианов Николай Егорович (юрист, ЧАП партине йӗркелеме хутшӑннисенчен пӗри); Портнов Константин Петрович (ЧНК ӗҫтӑвком ертӳҫи); Тимӗр Тяпкин («Сӑвар» Чӑваш наци культурин аталану фончӗн ертӳҫи). Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх влаҫ тытӑмӗнчи тӳре-шара ЧНК ертӳҫинче Угаслов Николай Фёдоровича курасшӑн. Чӑннипе, миҫе кандидат пулассине Аслӑ Пухара пӗлтерӗҫ пулас, ЧНК сайтӗнче кун пирки информаци ҫук. Хӑвӑр кама кӑмӑлланине вара эсир пирӗн сайтри ыйтӑмра пӗлтерме пултаратӑр. Тимӗр Тяпкинсӑр пуҫне — ун пирки информаци ыйтӑма уҫнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫитрӗ — пур кандидата та унта палӑртнӑ.

#ЧНК, #театрсем, #Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ, #пухусем, #чӑвашлӑх, #суйлавсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/8.html
 

Комментари:

Серте Унтри // 8027.4.4518
2013.10.25 20:56
Тулай чăвашне суйласа пăхмалла. Кунтисем мулкач чунлăскерсем. Вон Яковлев текенскер интернет опросра 78 % çĕнтерет. Халăх куçне улталаймăн.
2013.10.25 21:12
Аçтахар Плотников
«Вон Яковлев текенскер интернет опросра 78 % çĕнтерет»
Унта чăн кăтарту мар. Пĕр çын пулас çавнашкал сасăласа тултарнă унта. //шел те, интернетри ыйтăмсенче унашкал çынсенчен сыхланма йывăр. СМС урлă тусан та чееленес текенсем тупăнаç.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем