Шупашкар хулинче пӗр хӗрачана Хӗвел тесе чӗнӗҫ.
Ача кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Хусанта ҫуралнӑ. Ят пама ашшӗ-амӑшӗ «Рождение ребенка» (чӑв. Ача ҫурални) суперсервиспа усӑ курнӑ.
Ачана Шупашкар хулинчи Мускав районӗнчи загсра иртнӗ эрнере регистрациленӗ.
Эпир астӑвасса, Хӗвел ят хунине унччен илтменччӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче «Музыкальное приношение» концерт иртӗ. Унпа училище 95 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисене уҫӗҫ. Программӑра — хамӑр ҫӗршыври тата ют ҫӗршысенчи композиторсен хайлавӗсем.
«Чӑваш Енри тата Раҫҫейри пултарулӑх аслӑ шкулӗсенчен вӗренсе тухакансен концертне эпир ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче вӗҫӗмех ирттеретпӗр. Кӑҫалхи концерта Мускаври, Чулхулари, Хусанти тата Шупашкарти ҫамрӑксем хутшӑнӗҫ»,– каласа кӑтартнӑ музыка училищин преподавателӗ Николай Кадыков.
Концерт Шупашкарти музыка училищин Пысӑк залӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Шупашкарта малашне Хӗвел ятлӑ хӗрача пулӗ. Ашшӗ-амашӗ тин ҫуралнӑ пепкене ҫакнашкал ят панӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ «Ача ҫурални» (вырӑсла «Рождение ребенка») суперсервиспа усӑ курнӑ. Ята Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗ иртнӗ эрне вӗҫӗнче регистрациленӗ. Акта электронлӑ мелпе хатӗрленӗ.
Палӑртмалла хӗрача Хусанта кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Ҫил-тӑман вӗҫтернӗрен ӗнер «Победа» авиакомпани 19 сехет те 50 минутри «Шупашкар - Мускав» тата 21 сехет те 50 минутри «Мускав - Шупашкар» рейссене вӗҫеве кӑларман.
Ҫил вӑйлӑ пулнӑран ӗнер Шупашкарти аэропорт та хӑш-пӗр рейса пӑрахӑҫланӑ. Ӗнер Сочие вӗҫмелли самолета паяна ирхи 8 сехете куҫарнӑ. Унта 184 пассажир регистрациленнӗ.
Кӗҫӗр Хусанти аэропорт та йӗркеллӗ ӗҫлеймен. Паян ирхи 6 сехетчен унта 9 самолетран пӗри кӑна анса ларайнӑ.
Хусанта пурӑнакан ҫынсем вӑхӑта 2 сехет куҫарма ыйтаҫҫӗ. Унашкаллисем нумаййӑн тупӑннӑ.
Хусансем Мускав вӑхӑчӗпе пурӑнаҫҫӗ. Чылайӑшне ку килӗшмест иккен. Хусана куҫса килнисем ку вӑхӑта халӗ те хӑнӑхаймаҫҫӗ имӗш, вӗсене кун ҫути кӗске пулни тӗлӗнтерет-мӗн.
Сӑмах май, ЧР Элтеперӗ унччен сехете куҫарма килӗшмен.
Чӑваш Енри ҫамрӑк шахматист Раҫҫей кубокӗнче палӑрнӑ. Антон Кудряшовӑн ҫитӗнӗвӗ пирки республикӑн спорт министрӗ Василий Петров тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ҫамрӑк ентешӗмӗр Раҫҫейре кӑҫал иртнӗ ача-пӑча ӑмӑртӑвӗсенчен пӗринче хӑйне тивӗҫлипе кӑтартма пултарнӑ.
«Н.И. Мухамедзянов мемориалӗ» ятпа иртнӗ кубока ҫӗршыври спортсемнсем Хусан хулинче пуҫтарӑннӑ. Чӑваш Енри ача 13 ҫултан кӗҫӗнрех арҫын ачасем хушшинче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Хусан хулинчи 20 ҫулти каччӑ тӑватӑ ватӑ ҫыннӑн 4 миллион ытла тенкине вӑрланӑ. Ӑна 3 ҫул ҫурӑлӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Хӑй шар кӑтартнӑ ватӑсене вӑл укҫана тавӑрса панӑ.
Асӑннӑ каччӑ «Сирӗн тӑван ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ» мелпе улталаканнсен схеминче курьер евӗр пулнӑ.
Шупашкарти пӗр хӗрарӑм 3,7 миллион тенкӗ таран тыттарса янӑ. Тӑванӗсене пулӑшас, инкекрен ҫӑлса хӑварас текенсем татах тупӑннӑ. Шӑпах ҫавӑн йышшисен укҫине илме пынӑ та Хусан каччи.
Чӑваш Енре пурӑнакансем инҫе ҫула кайнӑ чухне Хусанти аэропортпа час-часах усӑ кураҫҫӗ. Кӑҫал вара ҫав объекта ҫӗнетме палӑртнӑ.
Вырӑнти «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, аэропортри инфраструктурӑна кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче иртекен БРИКС саммичӗ валли хатӗрлӗҫ. Асӑннӑ мероприятие 33 ҫӗршывран килсе ҫитмелле.
Хусан аэропортӗнче 300 пин тӑваткал метр пысӑкӑш перрон тума хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл саммита вӗҫсе килекен самолетсем валли кирлӗ. Ҫапла вара саммита килнӗ самолӗтсене Самарӑна, Екатеринбурга е Ӗпхӗве ӑсатма тивмӗ.
Хусанти ҫемье Мускавран таврӑннӑ чухне Сӗнтӗрвӑрри ҫул пӑрӑнӑшӗнче чарӑнса ларнӑ. Анчах вӗсене пулӑшма никам та чарӑнман.
Полици ӗҫченӗсем Сергей Федоровпа Александр Данилов вӗсене асӑрхасан чарӑннӑ. Ҫемье шартлама сивӗре пӗр сехет тӑнӑ иккен. Полицейскисем вӗсене хӑйсен машинине лартнӑ та сӳнсе ларнӑ машинӑна ҫывӑхри кафе таран туртса ҫитернӗ. Унта вара ҫемье Хусантан пулӑшу килессе кӗтсе илнӗ.
Ҫемье телеграм-каналта Чӑваш Енри полицейскисене тав тунӑ.
Паян М-12 тӳлевлӗ автоҫулӑн Хусана илсе ҫитерекен пайӗ уҫӑлнӑ. Ку мероприятие РФ Президенчӗ Владимир Путин видеоҫыхӑну урлӑ хутшӑннӑ.
Халӗ Мускавран хулана хӑвӑртах ҫитме пулать. Аса илтерер: кӑшт маларах Арзамаса илсе ҫитерекен ҫул уҫӑлнӑччӗ.
М-12 ҫул Хусана илсе ҫитерекенни кӑна пулмӗ. Тӳлевлӗ, пысӑк хӑвартлӑхлӑ ҫула Екатеринбурга, унтан Тюмене ҫити тӑсӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |