Кӗҫех Ҫӗнӗ ҫул ҫитет. Хӗллехи каникулта епле кантараҫҫӗ? Телее, кӑҫал раштавӑн 31-мӗшӗ шӑматкуна лекет. 30-мӗшӗнче ӗлеттереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫе тухмалла. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗ вырсарникуна лекнӗрен ӑна нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗ ҫине куҫӑрӗҫ.
Кӑрлачӑн 7-мӗшӗшӗн, вӑл шӑматкуна лекет, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кантараҫҫӗ. Ҫапла майпа Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫынсем 9 кун канӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Самар хулинче облаҫри XIX «Кӗр сӑри» чӑваш фольклор фестивалӗ иртнӗ. Мероприятие вӑл тӑрӑхри Культура министерстви, Самар хула округӗн администрацийӗ, Халӑх туслӑхӗн керменӗ тата, паллах, унти чӑвашсен «Пехил» обществи йӗркеленӗ.
Кӗр сӑрине Самар, Ӗренпур, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи чӑвашсен хӗрӗхе яхӑн пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Тӑван республикӑмӑртан Зинаида Яковлева ертсе пыракан «Уяв» фольклор халӑх ансамблӗ тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кайри Шӗнерпуҫӗнчи «Илем» фольклор ушкӑнӗ кайнӑ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче облаҫри «Ҫулталӑкри чӑваш хӗрарӑмӗ» тата «Выля, хуткупӑс—2016», Самар облаҫӗнче чӑваш халӑхӗн культурине, йӑла-йӗркине, чӑваш чӗлхине упраса хӑварассипе пуринчен лайӑх ӗҫлекен ял тӑрӑхне палӑртмалли конкурссен ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Красноармейски районӗнче ӗнер чи пултаруллӑ, хӑвӑрт тата таса чунпа ӗҫлекен уй-хир ӗҫченӗсене палӑртнӑ. Районти Культура ҫурчӗн сцени ҫине чӗнсе кӑларсах вӗсене Хисеп хучӗпе тата чемпион лентипе чысланӑ.
«Жатва – 2016» (чӑв. Вырма — 2016) вырмари ӑмӑртура комбайнерсенчен «Таябинка» агрофирмӑри Олег Васильев палӑрнӑ. Ӳркенмен ҫӗр ӑсти «Полесье» комбайнпа 35,7 пин центнер тӗштырӑ вырса илнӗ. Ӑна «Чемпион Жатвы – 2016» (чӑв. Вырма — 2016 чемпионӗ) ят панӑ.
Вырмара хастар ӗҫленисенчен уй-хир ӗҫченӗсен тӑрӑшулӑхне те хакланӑ. Маларах асӑннӑ агрофирмӑри Елена Николаева тӗп агронома «Уй-хир ӗҫченӗ-чемпион — 2016» номинацире палӑртнӑ. Ҫак агроном кашни гектартан вӑтамран 27,6 центнер тырӑ туса илнӗ.
Каҫал тӑрӑхӗнчи ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен районти уявне республикӑри тӳре-шара та хутшӑннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявланӑ чух, Шупашкарта хӑш-пӗр урама хупласа хурӗҫ. Вӑл вӑхӑтра машинӑсене иртсе ҫӳреме тата чарса лартма чарӗҫ.
Хӗрлӗ лапамри 1, 3, 5-мӗш ҫуртсем, ҫавӑн пекех Президент бульварӗ тата Ленинград урамӗ Воробьев композиторсен урамӗпе пӗрлешнӗ вырӑнтан пуҫласа Хӗрлӗ лапам таран машинӑсене ирттермӗҫ. Чару ирхи 7 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен пырӗ.
10 сехетрен тытӑнса 12 сехетчен автомобильсен Константин Иванов урамӗпе ҫӳреме юрамӗ. Чару Свердлов урамӗ тӗлӗнчен Шупашкар заливӗн дамби таран пырӗ. Шупашкар заливӗн дамбинчен пуҫласа Воробьев композиторсен урамӗ, асӑннӑ урам Ярославль тата Карл Маркс урамӗсемпе хӗресленнӗ, Карл Маркс урамӗ Воробьев композиторсен урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫласа Республика лапамӗ таран та машинӑсене ирттермӗҫ.
Ҫула тухнӑ автомобильсене Мускав проспекчӗпе, Президент бульварӗпе, Джержинский, Ярославль, Калинин, Водопроводнӑй урамсемпе кайтарӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Мускавра чӑвашсем пысӑк уявне паллӑ тӑвӗҫ. «Хӗрлӗ Октябрь» культура керменӗнче наци уявне «Кӗр сӑрине» пухӑнӗҫ.
Унта пурне те хапӑлласах кӗтеҫҫӗ. Чӑваш артисчӗсем юрри-ташшипе савӑнтарӗҫ. Уявра Чӑвашра туса кӑларнӑ апат-ҫимӗҫе те тутанма май пулӗ. Сӑмах май, Мускаври чӑвашсем ку уява ҫулленех паллӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ.
«Кӗр сӑри» ҫӳлерех асӑннӑ культура керменӗнче 15 сехетре пуҫланӗ.
Иркутск чӑвашӗсем Чӳклемене иртнӗ уйӑх вӗҫӗнчех ирттернӗ-ха. Анчах хыпарне халӗ кӑна пӗлтӗмӗр.
«Чӳклеме» ача-пӑча уявне йӗркеленӗ май унти хастарсем ҫулҫӑран тӗрлӗ япала ӑсталассипе маҫтӑр-классем йӗркеленӗ. Ку ӑсталӑха вӗсем хӑлхасӑр тата начар илтекен ачасен 9-мӗш номерлӗ тӳрлетӳ шкулӗнче вӗренекенсене хӑнӑхтарнӑ.
Уява ирттерме Иркутск хула администрацийӗ те пулӑшнӑ. Мероприятие Европа ҫурчӗ текен ҫуртра йӗркеленӗ. Унта «Школа Межнационального общения» (чӑв. Нацисем хушшинчи хутшӑну шкулӗ) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май пуҫтарӑннӑ.
Уявра чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе паллашнӑ, чӑваш апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхнӑ, чӑвашла ташлама вӗреннӗ, усал-тӗселтен хӳтӗлеҫҫӗ тесе тӑван халӑхӑмӑр епле хӳтӗленни пирки те каласа кӑтартнӑ.
Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Владимир Владимирович 64 ҫул тултарнӑ.
Паян ҫӗршыв ертӳҫи нимӗнле официаллӑ мероприятие те хутшӑнмасть. Ҫапах, унӑн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков каланӑ тӑрӑх, Владимир Владимирович паян телефонпа ӗҫпе калаҫнӑ.
Кӑҫал Владимир Путин ҫуралнӑ кунне тӑванӗсемпе, ҫывӑх ҫыннисемпе тата юлташӗсемпе паллӑ тӑвать. Кунсӑр пуҫне ҫӗршыв пуҫлӑхне ытти ҫӗршыв ертӳҫисем шӑнкӑравласа саламланӑ. Тӗслӗхрен, Беларуҫ пуҫлӑхӗ Александр Лукашенко ӑшӑ сӑмахсем каланӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр Владмир Путин ҫуралнӑ кунне Сочири Олимп паркӗнче паллӑ тунӑ. Вӑл ун чухне паллӑ спортсменсемпе, политиксемпе, усламҫӑсемпе хоккейла вылянӑ, хапхана 7 шайба кӗртнӗ.
«Чӑваш Ен» ПТРК харӑсах виҫӗ юбилейне паллӑ тунӑ. Кӑҫал радио – 90, телекурав – 55, «Шупашкар ТВ» студи 20 ҫул тултарнӑ. Уяв Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ.
Агния Мадянова 1973-1993 ҫулсенче радиора сасӑ режиссерӗнче ӗҫленӗ. Вӑл аса илнӗ тӑрӑх, ун чухне кӑларӑм нумай пулнӑ.
Паян ПТРКра ҫамрӑк журналистсем нумай. Павел Храмкин унта 2 ҫул ӗҫлет. Вӑл Йошкар-Оларан килнӗ.
Уяв каҫне Пӗтӗм Раҫҫейри ПТРК департаменчӗн регионти ертӳҫи Андрей Никитин уҫнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ӑшӑ сӑмахсем каланӑ.
ПТРКра ӗҫлекенсем ташӑ та вӗреннӗ. Сцена ҫине ПТРКра ӗҫлекен пур специалист та тухнӑ. Ытти регионти ӗҫтешӗсем те вӗсене саламлама килнӗ. Оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем те пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри утмалли куна паллӑ тунӑ. Спорта юратакансем хулари тӗп урамсемпе утнӑ. Ку мероприятине ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Ку уява йӑлана кӗнӗ акципе пӗрлештернӗ. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗнче ветерансем сывлӑхне ҫирӗплетсе утнӑ тата ҫынсем тухтӑрпа уҫӑлма тухнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри утмалли куна Олимп чемпионки Елена Николаева та хутшӑннӑ. Спортсменкӑн шухӑшӗпе, утасси — спортӑн чи ҫӑмӑл тӗсӗ. «Олимп медалӗ патне эпӗ нумай талпӑннӑ. 30 ҫулта Олимп чемпионки пулса тӑтӑм! Паянхи кун та утатӑп, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнатӑп», — тенӗ Елена Николаева.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче уяв иртнӗ. Халӑх ял праҫникне паллӑ тума пухӑннӑ.
Ял самаях пысӑк. Унта 305 кил шутланать, 444 ҫын пурӑнать. Малтанах вӗсене Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Егоров саламланӑ. Унтан Шаккӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ираида Андреева сӑмах илнӗ.
Ираида Андреева общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ ҫынсене — Галина Даниловӑна, Николай Данилова, Олег Кошкина, Николай Антонова, Петр Иванова, Вячеслав Иванова — тав ҫырӑвӗпе тата пылак парнепе чысланӑ.
Пӗрле нумай ҫул пурӑннӑ мӑшӑрсене те палӑртнӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесене те чысланӑ: Григорьевсене, Даниловсене, Кошкинсене, Павловсене.
Ял ҫыннисене концертпа савӑнтарнӑ. Унта ытти ялтан килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ. Кайран ял халӑхӗ шӳрпе ҫинӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |