Тӗмен облаҫӗнче «Туслӑх кӗперӗ» ятпа наци культурисен фестивальне йӗркеленӗ. Мероприяти хальхинче Чечеклӗ бульварта иртнӗ. «Вслух.ру» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк ӑмӑр пулин те халӑх уява йышлӑн пуҫтарӑннӑ тесе пӗлтерет.
Тӗмен облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Якушев кашни халӑхӑн картишне кӗрсе ҫаврӑннӑ. Чӑвашсене те хисеп тунӑ вӑл. Тӑван халӑхӑмӑрӑн апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхнипех ҫырлахман вӑл: чӑвашсем ташша чӗннӗ те вӗсем пӗрер ҫаврӑм ташлама та кӑмӑл тунӑ. Кӗпӗрнаттӑра Омутнинск районӗнчи Вера Егорова чӑваш хӗрарӑмӗ кӗмӗл укҫаран ӑсталанӑ ҫемье реликвийӗпе те паллаштарнӑ. Йӑхран йӑха парса пыракан пуянлӑха коллекционерсем малтан машинӑлла, кайран тракторла туянма хатӗр пулнӑ.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче чӑвашсен Акатуйне ҫӗртмен 11-мӗшӗнче ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, уява унти «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) культурӑпа кану паркне пухӑннӑ. Акатуя чӗмпӗрсем Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Чӑваш Енрен, Сарӑту тата Самар облаҫӗсенчен пырасса шанаҫҫӗ, Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов тата чӑваш парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов та ҫитессе кӗтеҫҫӗ тенӗччӗ.
Республикӑн спикерӗ кайнипе кайманнине пӗлместпӗр те, анчах конгресс ертӳҫи Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем патӗнче пулнӑ. Унсӑр пуҫне Акатуя РФ Патшалӑх Думин экономика политики, инноваци аталанӑвӗ тата усламҫӑлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Николаев ҫитнӗ. Вӗсем иккӗшӗ те — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем. Апла пулин те унти чӑвашсем кӑна мар, Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Морозов та хӑнасене кӑмӑллӑн кӗтсе илнӗ.
Канмалли кунсемпе уявра чылай районта Акатуй иртнӗ. Тӑвай районӗн халӑхӗ те ӗҫпе сухапуҫ уявне паллӑ тунӑ. Унта ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова ҫитнӗ.
Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче уяв спорткомплексӗнче уҫӑлнӑ. Хӑнасене пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Малтанах пурне те район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке саламланӑ.
Алла Самайлова тӑвайсене Михаил Игнатьев ятӗнчен саламланӑ. Министр ял ӗҫченӗ пысӑк хисепре пулнине палӑртнӑ. Ялсене аталантарас ӗҫ кал-кал пынине те каланӑ вӑл: асфальт ҫул пур, ҫӗнӗ шкулсем хута каяҫҫӗ, ФАПсем, спорткомплексӗсем ҫӗкленеҫҫӗ…
Чи маттуррисене те чысланӑ. Спорта юратакансем кире пуканне йӑтассинче, мини-футболра, кӗрешӳре тата ытти тӗсре вӑй виҫнӗ. Хӑнасем наци ҫимӗҫӗсемпе сӑйланма пултарнӑ.
Патӑрьелӗнчи Централизациленӗ клуб тытӑмӗн юрӑпа ташӑ ансамблӗ Питӗрти Акатуя хутшӑннӑ.
Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнчи сцена ӑстисене тулай чӑвашсемпе куҫа-куҫӑн тӗл пултарса паллаштараканӗ асӑннӑ районти Ҫӗньял чӑвашӗ иккен: вӑл — Питӗр хулинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн канашӗн ертӳҫи Владимир Живов.
Владимир Живов Питӗрти чӑвашсен ентешлӗхне вунӑ ҫул ытла ертсе пырать. 2012 ҫулта ӑна Питӗрпе Ленинград облаҫӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн суту-илӳпе экономика пайташӗ пулма шаннӑ.
Питӗрти Акатуя хутшӑннӑшӑн Владимир Живов Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов ячӗпе тав ҫырӑвӗ те янӑ. Унта вӑл чӑвашсен культура мероприятине кӑҫал пуҫласа кӗпӗрнаттӑр шайӗнче ирттернине пӗлтернӗ.
Вӑрнар районӗнчи Кивӗ Шуртанта хальхи вӑхӑтра ял уявне хатӗрленеҫҫӗ. Ытти хӑш-пӗр ялти пек ӑна ҫулсерен йӗркелемеҫҫӗ — пилӗк ҫулта пӗрре пухӑнаҫҫӗ. Хӑҫан уявлассине Ҫимӗке кура палӑртаҫҫӗ. Ун умӗнхи шӑматкун ял уявне йӗркелеҫҫӗ.
Ял кунӗччен вырӑнтисем тавралӑха тирпей-илем кӗртеҫҫӗ. Кил умне кӑна мар, урама та хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. Пӗве хӗррине пӑрахса хӑвармаҫҫӗ: ун тавралла ӳсекен курӑка ҫулса тирпейлеҫҫӗ, тасатмаллине тасатаҫҫӗ. Унта-кунта ӳсекен ват йывӑҫсемпе кирлӗ-кирлӗ мар хунава та касса тухаҫҫӗ. Ӗҫе пӗр самантра вӗҫлеме ҫук та, темиҫе кунах аппаланаҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗчченех тимлеме палӑртса хунӑ. Ваттисен праҫникӗнче вара яла хӑна-вӗрле пуҫтарӑнӗ. Тӑван-пӗтенпе тата ял-йышпа пӗрле савӑнӗ.
Чӑваш Енре Республика кунне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл Шупашкарта тата Элӗк районӗнче иртӗ.
Элӗк районӗ валли уява ирттермешкӗн 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах ку ҫитмест ахӑртнех — район администрацийӗн сайтӗнче спонсорсенчен, ырӑ чунлӑ ҫынсенчен пулӑшу кӗтни пирки пӗлтернӗ.
«Чӑвашсем каланӑ тӑрӑх, ырӑ ӗҫ туса ывӑнма ҫук. Йӗркелӳ комитечӗн Республика кунӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене хатӗрленнӗ ҫӗре хутшӑнма чӗнет».
Паллах, пулӑшу ыйтма чаракан саккун ҫук. Ҫавӑнпа элӗксем халӑх пулӑшӑвне кӗтеҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫулталӑк вӗҫленмен-ха, РФ Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтӗлев министерстви вара 2017 ҫулта канмалли кунсене палӑртма ӗлкӗрнӗ.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен канӑпӑр. Ун чухне раштавӑн 31-мӗшӗнче те ӗҫе тухмалла мар. Вӑл вырсарникуна лекет. Ҫавӑнпа халӑх уява лӑпкӑнах хатӗрленме пултарать. Ҫитес ҫул темиҫе уяв канмалли кунпа пӗр килет. Ҫавна май кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче канмаллине нарӑсӑн 24-мӗшӗ ҫине куҫараҫҫӗ. Кӑрлачӑн 7-мӗшне вара — ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗ ҫине.
2017 ҫулта нарӑсӑн 23–26-мӗшӗсенче, пушӑн 8-мӗшӗнче, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен, ҫу уйӑхӗн 6–9-мӗшӗсенче, ҫӗртме уйӑхӗн 10–12-мӗшӗсенче, чӳк уйӑхӗн 4–6-мӗшӗсенче канӑпӑр.
Каласа хӑварас пулать, ҫитес ҫул Республика кунӗ шӑматкуна лекет. Ҫавна май уншӑн хӑш кун канмаллине республика тӳри-шари хальлӗхе палӑртма ӗлкереймен-ха.
Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхсенче Акатуйсем иртме тытӑнчӗҫ. Унчченхи ҫулсемпе танлаштарсан, кашни ял хуҫалӑх предприятийӗнчех ирттермеҫҫӗ-ха ӑна. Тӑкаксӑр пулмасть те, ҫавӑнпа та тӑхтаса тӑраҫҫӗ.
Муркаш тӑрӑхӗнче районти Акатуя ҫӗртмен 11-мӗшӗнче палӑртма шухӑшлаҫҫӗ. Иртнӗ шӑматкун вара вӑл тӑрӑхри «Путь Ильича» (чӑв. Ильич ҫулӗ) агрофирмӑра йӗркеленӗ.
Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене вӗҫленӗ ятпа хресченсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев саламланӑ. Агрофирмӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Богданов вара коллективпа кӑмӑллине палӑртнӑ. Ҫуртрисене кӑна вӗсем 1100 гектар акнӑ. Унсӑр пуҫне пусӑ ҫаврӑнӑшне усӑ курман 450 гектар ҫӗре кӗртнӗ. Ҫапла вара вырӑнти Хорнуй ҫӗрӗсене кӑна мар, Юнкӑ, Хӗтеркасси ял тӑрӑхӗсенчи ахаль выртакан лаптӑксене те сухаласа акнӑ.
Уяв ячӗпе ял ҫыннисене «Кӗсми урам кинӗсем» вырӑнти ушкӑн тата Ҫурла Тӑрри клубӗнчи «Сеспель» эстрада ушкӑнӗ саламланӑ.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче чӑвашсен Акатуйне ирттерме палӑртса хунӑ. Уява ҫӗртмен 11-мӗшӗнче унти «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) культурӑпа кану паркне пухӑнӗҫ.
Акатуя чӗмпӗрсем Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Чӑваш Енрен, Сарту тата Самар облаҫӗсенчен пырасса шанаҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов тата чӑваш парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов та унти чӑвашсем ҫитессе кӗтеҫҫӗ.
Уяв вӑхатӗнче харӑсах темиҫе сцена ӗҫлемелле. Вӗсен шутӗнче — «Ача-пӑча Акатуйӗ», «Молодежная «Сарпике» (чӑв. Ҫамрӑк «Сарпике»), «Национальные игры» (чӑв. Наци вӑййисем).
Акатуй йӗркелӳҫисем наци апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхма та, декораципе практикӑллӑ пултарулӑх хатӗрӗсемпе тата чӑваш литературипе паллашма та май туса пама шантараҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кӗрлев ялӗнче шӑматкун, ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ял уявӗ ирттерчӗҫ. Ку ял Штанаш ял тӑрӑхне кӗрет. Ун пирки пӗрремӗш хут 18-мӗш ӗмӗрте асӑннӑ. Ял ячӗ «кӗрлев» (выр. шуметь) сӑмахран пулса кайнӑ, теҫҫӗ, вӑл Ҫӗмӗрлене ҫитиех тӑсӑлакан вӑрмантан инҫех мар вырнаҫнӑ. Йывӑҫсем те, ялпа юнашар юхакан пӗчӗк юханшыв та самаях хумханса кӗрленӗ пулас. Ялта 2011 ҫулта 50 кил пулнӑ, 125 ҫын пурӑннӑ. Унтанпа кил шучӗ те, пурӑнакансен йышӗ те самаях чакнӑ пулин те, ял халӑхӗ Сидоров Николай Титович пуҫарнипе ял уявне ирттерме шутланӑ.
Уява йӗркелеме Чучаковсен ҫемьи, Савельева Роза пулӑшнӑ. Хӗрлӗ Чутайри «Пельменная» кафе ӗҫченӗсем те килсе ҫитнӗ. Ял халӑхне саламлама ҫавӑн пекех хаклӑ хӑнасем те килме кӑмӑл тунӑ: Хӗрлӗ Чутай район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов, Штанаш ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Светлана Ефимова, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ 97 ҫулхи ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ Яковлев Алексей Алексеевич, Штанашри артистсем тата ыттисем те.
Галина Зотова пухӑннисене Кӗрлев ял истрийӗпе паллаштарчӗ: ялтан тухнӑ паллӑ ҫынсем, вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартса орден -медаль илме тивӗҫ пулнисем те ҫак пӗчӗк ялта чылай-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |