Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.0 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Хусанкая чӑн чӑвашла чыслама мӑшӑрӗпе ывӑлӗ хутшӑннӑ

Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Таисия Ташней 03.02.2017 19:29 | 1003 хут пӑхнӑ
Персона
П. Хусанкая халалланӑ уяв саманчӗ
П. Хусанкая халалланӑ уяв саманчӗ

Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа чаплӑ уяв иртнӗ. Унта пулса курнисем каланӑ тӑрӑх, мероприятие чӑннипех те ҫӳллӗ шайра йӗркеленӗ.

Уява Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, культура министрӗ Константин Яковлев, Тутарстанран килнӗ йӑхташӑмӑрсем тата ытти сумлӑ ҫын пуҫтарӑннӑ. Чӑваш халӑх поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине хисеплесе пуҫтарӑннисем хушшинче уйрӑмах хаклӑ хӑнасем: поэтӑн мӑшӑрӗ, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина тата ҫӑлтӑр-мӑшӑрӑн ывӑлӗ, литература критикӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Атнер Хусанкай — пулнӑ.

Уяв мӗнле иртни чылайӑшне килӗшнӗ. «Тахҫанах кун пек савӑнманччӗ. Тӗлӗнмелле чаплӑ уяв! Ҫутӑ, таса, ырӑ! Тата — чи пахи — пӗтӗмпех чӑвашла! Кун пекки тахҫанах пулманччӗ! Михаил Игнатьев та чӑвашла ҫеҫ калаҫрӗ», — савӑнӑҫне пытарман Валерий Туркай сӑвӑҫ.

#Тутарстан, #культура, #Элтепер, #астӑвӑм, #Культура министерстви, #уявсем

 

Сӑнсем (18)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Юр Пике чӑвашла тӗлӗнтернӗ
2016, 12, 24
Ҫӗнӗ ҫулта ял-ял тӑрӑх ҫӳреме чӗнеҫҫӗ
2016, 12, 29
Тӳскелте нумай ӗҫ тӑвакан центр уҫӑлнӑ
2016, 12, 29
Атнерпа амӑшне Тутарстанра хапӑл пулнӑ
2017, 01, 23
Поэт куравӗнче арӑмӗн юратнӑ юрри янӑранӑ
2017, 01, 26

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org