Чӑваш Ен паян хӑйӗн ҫуралнӑ кунне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявлать. Хаваслӑ мероприятисем (концертсемпе фествиальсем) ҫеҫ мар, ӗҫлӗ ҫынсем валли экономика форумӗсем, куравсем те ӗҫлеҫҫӗ. Кама мӗн ҫывӑх, ҫавна курма пултарать. Ӗнер Шупашкарта юлашки вунӑ ҫулта вӗҫӗмех ирттерекен Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ пуҫланчӗ. Вӑл икӗ куна пырать. Фестивале Шупашкарти пиротехниксем ҫеҫ мар, Симферопольти, Бакури (Азербайджан), Питӗрти тата Екатеринбургри ушкӑнсем килнӗ. Уяв салючӗ ҫӗркаҫ Кӳкеҫри нумай хутлӑ хваттерсенчен те курӑнчӗ, сасси те аванах илтӗнчӗ.
Ҫӗр каҫах, 23 сехетре, чи лайӑх ушкӑна палӑртма ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче сасӑлав уҫнӑ. Вӑл паян 14 сехетре вӗҫленмелле. Хӑвӑр шухӑшӑра пӗлтерес тесен golos.cap.ru каҫӑпа кӗмелле.
Шупашкарта Республика кунӗнче кӑҫал чӑвашла тата вырӑсла кӑна саламламӗҫ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев салама Китай чӗлхипе те янӑраттарма хушнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкара Китайран пысӑк делегаци килӗ. Китай Халӑх Республикинчи Аньхой провинцийӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ те пирӗн патра хӑнара пулӗ. Вӗсем Республика кунне халалланӑ мероприятисене хутшӑнӗҫ.
Халӗ ӑнлантӑр пулӗ салама мӗншӗн Китай чӗлхипе те янӑраттарнине? Аякран килнӗ хӑнасем те капла ӑнланӗҫ. Сӑмах май, уяв умӗн 100 чарӑнӑва илемлетӗҫ. Кунсӑр пуҫне хитре 30 баннер пулӗ. Рабочисем ҫул ҫаврисене те илемлетеҫҫӗ. Хулари районсенче чечек лартнӑ 76 лапам пулӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Канашӗн Ертӳҫи Валентина Матвиенко Чӑваш Ен Элтеперне тата регионта пурӑнакансене Республика кунӗпе саламланӑ.
«Сирӗн промышленность та, ял хуҫалӑхӗ те ҫирӗп аталаннӑ. Шупашкарти электроаппарат савучӗ, агрегат савучӗ, Г.А. Ильенко ячӗллӗ «ЭЛАРА» ӑслӑлӑхпа производство комплексӗ, «Промтрактор», «Химпром» тата ытти предприятисем пур, вӗсем курӑмлӑ тата тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫул-йӗр инфратытӑмне аталантарассипе пысӑк проектсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ», — тенӗ саламра.
«Малашне те республикӑра пурӑнакансем аслӑ ӑрусен йӑли-йӗркисене тытса пырса, регион аталанӑвӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлессе шанатӑп», — ҫырнӑ саламра Матвиенко.
Федераци Канашӗн Ертӳҫи малашне те ӑнӑҫу, Тӑван ҫӗршыв, тӑван тӑрӑх ырлӑхӗшӗн тухӑҫлӑ ӗҫлеме суннӑ.
Кӑҫал, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта ача-пӑча хорӗ юрлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Анне палӑкӗ умӗнче иртекен мероприятире 1000 ача юрлӗ. Пирӗн республикӑран 614-ӑн хутшӑнӗҫ. Вӗсенчен 350-шӗ — Шупашкар ачисем. 384 ача Раҫҫейри 32 регионтан килет, вӗсенчен пӗр ушкӑнӗ паян килнӗ.
Республикӑн Культура министерствин халӑх пултарулӑх секторӗн заведующийӗ Татьяна Дмитриева «Хыпар» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, репертуар пуян пулӗ: «Пусть всегда будет солнце» юрӑран пуҫласа «Вместе весело шагать» таранах.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пин ачаран чӑмӑртаннӑ хор чӑвашла та шӑрантарӗ: чи малтанах — Чӑваш Республикин Илле Тукташпа Герман Лебедев хайланӑ Гимнне, унтан — ытти кӗвӗ-ҫемӗне, ҫав шутра Филипп Лукин композиторӑн «Тӑри» юррине.
Шупашкарта Республика кунӗнче иртекен Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне Беларуҫран та килмелле. Чӑваш Енӗн Культура министерствин сайтӗнче ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче хатӗрлесе вырнаҫтарнӑ хыпар тӑрӑх кунсӑр пуҫне хамӑр ҫӗршыври 20-е яхӑн регионти йӑхташӑмӑрсем килес шухӑшли паллӑ.
Списока кӗртнисен шутӗнче — Севастопольти «Туслӑх», Мускаври «Атӑл», Питӗрти «Нарспи», Тутарстанри «Уяв», Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Родник», «Укӑлча», «Хавас», Тӗмен облаҫӗнчи «Тӑван», Кемӗр облаҫӗнчи «Хӗлхем», Самар облаҫӗнчи «Ҫӑлкуҫ», «Улах», Чулхула облаҫӗнчи «Чулхула чӑвашӗсем», Сарӑту облаҫӗнчи «Палан», Пенза облаҫӗнчи «Шӑпчӑксем», «Асамат», Мурманск облаҫӗнчи «Акатуй», Коми Республикинчи «Нарспи», Пушкӑртстанри «Элем», «Родники Агидели» (чӑв. Шур Атӑл ҫӑлкуҫӗсем), Пермь крайӗнчи «Хӗвел», Удмурт Республикинчи «Уяв», Ӗренпур облаҫӗнчи «Пилеш», ҫавӑн пекех Беларуҫри «Хамӑрьял» ушкӑнсем.
Шупашкарти Мускав кӗперне Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, парад ирттерсех уҫӗҫ. Анчах ҫар ҫыннисене е вӑй тытӑмӗсенче ӗҫлекенсене пухмӗҫ-ха. Ҫул-йӗр техникине урама илсе тухӗҫ. Вӗсенче парад йӗркелӗҫ.
Мускав кӗперне ҫапла лару-тӑрура уҫассине ӗнер Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура сити-менеджерӑн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе тимлекен ҫумӗ Герман Александров пӗлтернӗ.
Ҫул-йӗр пахалӑхне тӗрӗслесе тӑракансене, ҫула юсакансене пухса йӗркеленӗ канашлура палӑртнӑ тӑрӑх, юсаса ҫӗнетнӗ кӗпер урлӑ чи малтанах роллер йӗлтӗрӗсем ҫине тӑнӑ тата картингсем ҫине ларнӑ спортсменсем каҫӗҫ. Унтан ҫул-йӗр строительство техникине ҫул парӗҫ. Унтан троллейбуссем ҫӗнӗ кӗпере тӗрӗслӗҫ.
Паян Шупашкарти «Садовый» микрорайонта «Йӑрӑ ача» (вырӑсла Непоседы) ача пахчи уҫӑлнӑ. Ача пахчин официаллӑ ятне вырӑслах ҫырнӑ пулӗ те, анчах паян уҫнӑ вӑхӑтра пурне те курӑнмалла хитре те пысӑк саспаллисемпе «Йӑрӑ ача» тени тӳрех куҫ тӑрӑнать.
203-мӗш номерлӗ ҫав учреждение уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне республикӑн вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пырса ҫитнӗ.
Аса илтерер, Шупашкарта кӑҫал тӑватӑ ача пахчи тума пуҫланӑ. Вӗсем «Радужнӑй», «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче, Алькеш поселокӗнче пулӗҫ. Республика кунӗ тӗлне «Ҫӗнӗ хулари» 160 вырӑнлӑ ача пахчине те уҫма палӑртнӑ. Паян ӗҫлеме пуҫлани — 240 вырӑнлӑх.
Етӗрне районӗнчи Карикасси ялӗ 250 ҫул тултарнӑ. Сахал та мар, нумай та мар. 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче унта пуҫласа ял уявне иртнӗ.
Пӗрремӗш хут Карикасси ҫыннисем паян хӑйсен ялӗн кунне ирттереҫҫӗ.
Унта Етӗрне район администраци пуҫлӑхӗ Андрей Софронов, Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Иванов, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, каярахпа пысӑк хуласене вӗренме, ӗҫлеме кайнӑ ҫынсем, юнашар ялсем пуҫтарӑннӑ.
Уяв пӗрлештернӗ вӑйӑ картипе пуҫланнӑ. Пӗрлештернӗ хора А.В.Шаров ертсе пынӑ. Унтан ял историйӗпе сумлӑ ҫынсенчен пӗри, Карикасси ялӗнче колхоз председателӗ пулса ӗҫленӗ Юрий Исаев паллаштарнӑ.
А.Л. Софронов вырӑнти маттурсене Хисеп грамотисемпе чысланӑ.
Концерт вара ку таран пулман артистсемпе тӗлӗнтернӗ. Хӑнана иллюзионист та килнӗ. Святослав Шоронов — Чӑваш филармони артисчӗ. Унӑн ачалӑхӗ ҫак ялта иртнӗ. Вӑл акробатла тӗрлӗ номерсем, фокуссем кӑтартнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче «Хравути поххи — 2017» Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫимӗк иртмелле. Ӑна Чӑваш Республикин Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви, «Трактор тӑвакансен культура центрӗ» республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ, Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗ йӗркелеҫҫӗ.
Хравутин пуххине Шупашкар районӗнче тата вӑл тӑрӑхалли ялсенче пурӑнакан аслӑрах ҫулхи ҫынсем аван астӑваҫҫӗ. Кӑҫалхи уява пыракансене ирхи вунӑ сехетре регистрацилеме тытӑнаҫҫӗ, Ҫимӗк 11 сехетре пуҫланать. Уява Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен килсе ҫитмелле. Уявра юрӑ-ташӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсем пулмалла.
Чӑваш Енре Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкӗ пулнӑ май нумй ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене малалла чыслаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑрсене ЗАГС ӗҫченӗсем чысланӑ. Шӑнкӑртам ялӗнче кун кунлакан Хайдер Гереевич тата Гельшат Хабибулловна Шршасем ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 55 ҫул пӗрле пурӑннине паллӑ тунӑ. Вӑтаел ялӗнче тӗпленнӗ Виталий Афанасьевич тата Валентин Николаевна Кирилловсем вара ҫӗртмен 13-мӗшӗнче ылтӑн туя паллӑ тунӑ.
ЗАГС ӗҫченӗсем икӗ мӑшӑра чӗнсе илнӗ те савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Ольга Гусарова специалист-эксперт ӑшӑ сӑмахсем каланӑ, ҫемье праҫникне пухӑннисене тав тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |