Ваттисен кунӗнче ваттисем валли хӑйне евер парне пулӗ ку. 60 ҫултан иртнӗ ҫынсен ҫӳҫе тӳлевсӗр е йӳнӗрех хакпа кастарма май пулӗ.
Николаев урамӗнчи «Овация» тата Декабристсен урамӗнчи «Диана» парикмахерскисем ваттисене хапӑлласах йышӑнӗҫ. Унта аван уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче тата юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тӳлевсӗр ҫӳҫ касӗҫ. Маларах ҫырӑнас тесен ҫак номерпе шӑнкӑравламалла: 63-39-36.
Ку кӑна мар. Хулари хӑш-пӗр парикмахерски пенсионерсене йӳнӗ хакпа – 100 тенкӗпе – ҫӳҫ касать. Ку акци авӑн уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче пулӗ.
Ваттисен ӳсӗмне ӗнентерекен документ кӑтартмалла. Каласа хӑвармалла: пенсионерсен ҫӳҫне «Облик» вӗренӳ центрӗнче ӑс пухакан ӑстасем касӗҫ.
Ваттисен кунӗ ҫывхарса пырать. Уявра пенсионерсемпе «хӗрӳ лини» ирттерме палӑртнӑ. Ваттисен ыйтӑвӗсене регионти темиҫе ведомство ӗҫченӗсем хуравлӗҫ.
Аса илтетер: ваттисен кунне юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. «Хӗрӳ лини» вара авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. 8(83352)39-36-81 телефонпа ирхи 10 сехетрен пуҫласа 12-ччен шӑнкӑравлама май пур.
Ваттисен ыйтӑвӗсене республикӑри тӗрлӗ социаллӑ ведомство ертӳҫисем хуравлӗҫ: Пенси фончӗ, ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хутлӗх министерстви, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви, Социаллӑ страхлав фончӗ, Медицина страхлавӗн фончӗ.
«Раҫҫей хаҫачӗн» порталӗнче 2018 ҫулта канмалли кунсен графикне пичетленӗ. Ку графике официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ.
Кӑҫал раштавӑн 30-мӗшӗнчех канма пуҫлӑпӑр. Кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче ӗҫе тухмалла. Кӑрлачӑн 6-мӗшӗ, шӑматкун, пушӑн 9-мӗшӗ ҫине куҫӗ. Ҫапла майпа пушӑн 8-11-мӗшӗсенче канӑпӑр.
Нарӑсӑн 23-25-мӗшӗсенче те ӗҫе тухмалла мар. Акан 29-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗччен кантарӗҫ. Акан 29-мӗшӗ, шӑматкун, тунтикуна, акан 30-мӗшӗ ҫине, куҫӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче пӗр кун ҫеҫ канӑпӑр. Ҫӗртмен 10-12-мӗшӗсенче – канмалли кунсем. Чӳк уйӑхӗн 3-5-мӗшӗсенче те ӗҫе тухмӑпӑр.
Ӗнер Шупашкарта Финансист кунне тата Раҫҫей финанс тытӑмне туса хунӑранпа 215 ҫул ҫитнӗ ятпа халалласа савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттернӗ. Уява Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркеленӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе хутшӑннӑ.
Уява Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем Алена Аршинова, Леонид Черкесов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Республикӑн финанс министрне Светлана Енилинӑна Леонид Черкесов тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Вӑл республикӑра финанс пайӗнче ӗҫлекенсем тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйсене шанса панӑ тивӗҫе яваплӑха туйса, халӑх ырлӑхӗшӗн таса чунпа ӗҫленине палӑртнӑ.
Светлана Енилина республика Элтеперӗ ют ҫӗршывсемпе те ӗҫлӗ ҫыхӑнусене тытнине, республикӑн экономики ҫирӗпленсе пытӑр тесе тӑрӑшнине палӑртса хӑварнӑ.
Ӗнер И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн пӗрремӗш курс студенчӗсем валли Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче уяв туса панӑ.
Савӑнӑҫлӑ мероприяти «Юрай» ансамбль пултарулӑхӗпе киленнинчен пуҫланнӑ. «Корпорация Добра» (чӑв. Ырӑлӑх корпорацийӗ) волонтер организацийӗпе, ЧППУн «Память» (чӑв. Астӑвӑм) шырав отрячӗн музейӗн экспозицийӗпе, «Королевство снов» (чӑв. Ыйхӑ патшалӑхӗ) мода театрӗпе паллаштарнӑ.
Уява Владимир Иванов ректор уҫнӑ. Аслӑ вӗренӳ заведенине пуҫласа ура ярса пуснисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ. Вӑл вӗренӳ отрасльне хыснаран укҫа нумай уйӑрнине ҫирӗплетсе кашни виҫҫӗмӗш тенке ҫак отрасле янине пӗлтернӗ. Унтан вӑл федерацирен шкулсем юсама тата тума «кӗмӗл» уйӑрнине те асӑнса хӑварнӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, уявсенче Чӑваш Енре халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче эрех-сӑра сутмаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче те ҫакна пӑрахӑҫламӗҫ.
Пӗлӳ кунӗнче эрех-сӑра суттармӗҫ. Ҫакна ЧР Министрсен Кабинечӗ 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче йышӑннӑ постановленипе килӗшӳллӗн пурнӑҫлӗҫ.
Сӑмах май, ҫамрӑксем 9-мӗш тата 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ чухне те, юлашки шӑнкӑрав кунӗнче, спиртлӑ шӗвексем сутман. Яш-хӗр ӑсату каҫне паллӑ тунӑ чухне те лавккасенче эрех-сӑра сутма чарнӑ.
Пӑрачкав ял уявне паллӑ тунӑ чухне ҫамрӑк ҫынсене пӑшалтан пенӗ. Ҫакна ЧР ШӖМӗн пресс-служби те ҫирӗплетет.
Уяв ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ. Ку ҫӗрле пуҫланнӑ. Ҫурҫӗр тӗлнелле кафе умне машина пырса чарӑннӑ. Унччен те пулман — пӑшал сасси илтӗннӗ. Кафе умӗнче тӑнӑ икӗ каччӑн ури аманнӑ.
1990 тата 1997 ҫулсенче ҫуралнӑ икӗ йӗкӗт пульницӑна лекни пирки ирхи 3 сехет те 40 минутра ШӖМе пӗлтернӗ. Вӗсене УАЗ Патриот машинӑран пенӗ-мӗн. Ҫамрӑксен аялти ура пайӗ суранланнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑшалтан перекен ҫын ҫакна ятарласа туман. Анчах пӑшала машинӑра илсе ҫӳренӗ чухне йӗркене пӑснӑ вӑл.
Кӗҫех Ҫӗнӗ Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ. Хула ҫыннисемпе хӑнисене парне кӗтет: ҫав кун пӗр троллейбус тӳлевсӗрех илсе ҫӳрӗ.
Вӑл 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус пулӗ. Ӑна ятарласа хӑмпӑсемпе илемлетӗҫ, ҫавна май вӑл инҫетренех курӑнӗ, ӑна палласа илме ҫӑмӑл пулӗ.
Троллейбус тӳлевсӗр кӑна илсе ҫӳремӗ, унта конкурссем те ирттерӗҫ, юрлӗҫ, парнесемпе хавхалантарӗҫ. Вӑл ирхи 10 сехетрен пуҫласа каҫхи 10 сехетчен ҫӳрӗ.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкар уявне анлӑн паллӑ тӑвӗ. Ҫав кун «Челси» ушкӑн концерчӗ пулӗ, фейерверк тӳпене ялкӑштарӗ.
Красноярск крайӗнче кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут «Чӳклеме» уява пуҫтарӑннӑ. Чӑваш халӑх культурине халалланӑ уява крайри чӑвашсем ҫулсерен урӑх хулара е ялта ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем ӑна ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ачинскра уявланӑ.
Уяв Чӳклемене халалланӑ юрӑпа тата вӑйӑ картипе пуҫланнӑ. Ҫӗнтерӳ паркӗнче нацисен 20 картишне йӗркеленӗ. Хӑнасене наци апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ.
Арҫынсем спорт лапамӗнче кире пуканӗ йӑтассипе, ачасем кӗвенте йӑтса чупассипе тупӑшнӑ.
Вӑйӑ картине Ачинск хула мэрӗ Илай Ахметов тӑнӑ.
Красноярск крайӗнчи чӑвашсен автономине ертсе пыракан Геннадий Храмов та уявра халӑхпа савӑннӑ, унта тӗрлӗ мероприяти ялан йӗркелет. Геннадий Храмов — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Туризм мисӗ» илем конкурсӗ иртесси пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче кӑшт маларах хыпарланӑччӗ. Ӑна Хӗрлӗ тӳремре йӗркеленӗ.
Сцена ҫине 30 чиперук тухнӑ. Вӗсем наци костюмне кӑтартнӑ, илемлӗ кӗпе тӑхӑнса утнӑ тата купальникпе тухнӑ. 1-мӗш вице-мисс ятне Чӑваш Ен пики Александра Николаева ҫӗнсе илнӗ. 2-мӗш вице-мисс — Тӗменри Ксения Земляникова.
«Туризм мисӗ – 2017» ята вара Тутарстанри Зульфия Шарафеева тивӗҫнӗ. Ӑна Германири дизайнер кӗпине парнеленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ювелир салонӗн парнине, чечек ҫыххисене тата ытти парнене тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |