Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче кам концерт лартӗ? Ҫак кун Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрне чӗнесси йӑлана кӗнӗ. Хальхинче кам килессине хула ҫыннисем хӑйсем палӑртнӑ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: сасӑлава онлайн-режимра утӑ уйӑхӗн 25-30-мӗшӗсенче ирттернӗ. Хула ҫыннисене 8 артистран е ушкӑнран пӗрне суйлама ирӗк панӑ: «Серебро», «Иванушки International», «УмаТурман», «Браво», «На-На» ушкӑнсем тата Вера Брежнева, Стас Пьеха, Анита Цой юрӑҫсем.
Сасӑлава 12 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Сасӑлав утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 23 сехет те 59 минутра вӗҫленнӗ. Эппин, Шупашкар хулин уявне кам килесси паллӑ. Хальхинче «Браво» ушкӑн концерт кӑтартӗ.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Сарӑту облаҫӗнчи Шнеуй ялӗнче облаҫри чӑвашсен «Акатуйӗ» иртнӗ, унта Чӑваш Республикин делегацийӗ хутшӑннӑ.
Суха тата ҫӗр уявӗпе унта пурӑнакансене тата хӑнасене Сарӑту облаҫӗ Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗ Иван Кузьмин, Шнеуй ялӗ вырнаҫнӑ муниципалитет районӗн пуҫлӑхӗ Олег Чумбаев, Чӑваш Республикин культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Вячеслав Оринов тата ыттисем саламланӑ.
Иван Кузьмин ҫак чаплӑ уяв паян чӑн чӑваш ҫӗрӗ ҫинче иртет, ку вӑл мода ыйтни мар тесе каланӑ. «Пирӗн кӗпӗрне нумай нациллӗ. Пӗтӗм истори пуҫланакан йӑла-йӗркене пӑхӑнни кирек епле халӑхӑн та тӗп пайӗ. Историе пӗлмен ҫын пуласлӑха аталантарасси иккӗлентерет. Ҫавӑнпа та 325 ҫул палӑртакан ялта тата шкул уҫнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ ялта Акатуй иртни питӗ лайӑх», — тенӗ Иван Кузьмин.
Уява 3 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Тутарстанри Ҫарӑмсан районӗнче Акатуй йӗркеленӗ. Вӑл унта пӗрремӗш хут иртнӗ.
Ҫарӑмсан районӗ Хусантан 200 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Унти чӑвашсем Акатуя пухӑнса картана тӑнӑ. Ҫураки тахҫанах вӗҫленнӗ пулин те унти халӑх уявра савӑнма шухӑшланӑ. Вӗсем ҫумӑр ҫунӑшӑн савӑннӑ, эппин, тыр-пул ӑнса пулать.
Йӑхташӑмӑрсем ҫак уява тахҫантанпах кӗтнӗ. Пуҫлӑхсем туслӑ халӑх культурин пуянлӑхне упраса хӑварас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. 10 ытла лапамра юрӑ-ташӑ, вӑйӑ-кулӑ хуҫаланнӑ. Чи вӑйлисем спорт ӑмӑртӑвӗсенче тупӑшнӑ.
Ҫарӑмсан районне 12 чӑваш ялӗ кӗрет, кашнинчех культура ҫурчӗ ӗҫлет. Вӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем, Самар тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ чӑвашсем уява юрри-ташшипе илемлетнӗ. Вячеслав Христофоров юрӑҫ, Красноармейски районӗнчи «Трак ен» тата «Хавал» ушкӑнсем те Акатуя ҫитнӗ.
Чӑваш Ене Акула килет. Раҫҫей эстрада артисчӗ Чӑваш Енре унччен те пулнӑ.
Акула Етӗрне районӗнче иртекен уява килӗ. Вӑл Совхозный поселокӗнче иртӗ. Уява «Атӑлҫи кубокӗ» чупӑва халалласа ирттерӗҫ. Акула пӗччен мар, H2O ушкӑнпа (унчченхи «Турбомода») килӗ.
Мероприяти программи пуян пулӗ. Унта аттракционсем ӗҫлӗҫ, конкурссем, анимацисем пулӗҫ, ташӑ каҫӗ йӗркелӗҫ.
Уяв 10 сехетре пуҫланать. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хули кӑҫал 548 ҫул тултарать. Шупашкар хула администрацийӗ хальхинче те ӑна сумлӑн ирттерме ӗмӗтленет. Ытти ҫул хула кунне Раҫҫейри артистсем киленекенччӗ, кӑҫал та вӗсене чӗнесшӗн. Анчах хальхинче хулари тӳре-шара хӑш артиста чӗнессине хӑй тӗллӗн татса памӗ. Ҫынсен кӑмӑлне пӗлес тесе унтисем ыйтӑм ирттерме йышӑннӑ. Сасӑлас шухӑшлисен http://www.gcheb.cap.ru/vote.aspx?id=1044 каҫӑпа иртмелле. Хальлӗхе 4,5 пин ҫын сасӑланӑ та ӗнтӗ.
Сасӑлава хутшӑнакансем вали «Серебро», «Иванушки International», «УмаТурман», «Браво», «На-На» ушкӑнсене, Вера Брежнева, Стас Пьеха, Анита Цой артистсене сӗннӗ.
Сасӑлав утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 23 сехет те 59 минутра вӗҫленет. Анита Цой пуринчен сахал сасӑ (2 процент) пухнӑ, «На-на» тата Стас Пьеха — 3 процент.
Красноярск тӑрӑхӗнчи Ачинск хулинче ҫитес уйӑхра Чӳклеме наци уявӗ иртмелле.
Нумаях пулмасть унти чӑвашсен автономийӗн президенчӗ Геннадий Храмов Красноярск хула пуҫлӑхӗпе Эдхам Акбулатовпа тӗл пулнӑ. Геннадий Храмов хула ертӳҫине Красноярск крайӗнчи чӑвашсен пӗрлешӗвӗ туса ирттерекен ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Эдхам Акбулатов кӑсӑкланса итленӗ май наципе культура ӗҫӗнчи ырӑ енсене палӑртнӑ. Хула ҫыннисене те ун пек мероприятисем кирлине асӑнса хӑварнӑ.
Енсем пӗр шухӑшлӑн малашне те туслӑ ӗҫлемелли пирки калаҫса татӑлнӑ. Красноярск крайӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмов Красноярск хула мэрне Эхам Акбулатова ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ачинскра иртекен Чӳклеме уява йыхравланӑ.
Мускав политехника университечӗн Шупашкарти институтӗнче вӗренекен Владимир Сетнеров РФ Президентӗнчен Владимир Путинран тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ. Мӗншӗн? Владимир кӑҫал Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ тӗп мероприятисене йӗркеленӗ чухне нумай пулӑшнӑ.
Владимир Сетнеров Раҫҫейри чи лайӑх 200 нимеҫӗ (волонтер) йышне кӗнӗ. Ун умӗн унӑн ҫирӗп конкурс витӗр тухма тивнӗ. Шӑпах чи маттуррисем Мускаври Хӗрлӗ тӳремри Ҫӗнтерӳ парадне тата Севастополь хулинчи ҫар-тинӗс парадне йӗркелеме пулӑшнӑ. Ҫавӑн пекех «Вилӗмсӗр полк» пӗтӗм тӗнчери акцие йӗркеленӗ ҫӗре хутшӑннӑ.
Палӑртмалла: Владимир Сетнеровпа пӗрле патриотлӑх мероприятийӗсене Шупашкарти медицина колледжӗн студентки Татьяна Васильева, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн вӗренекенӗ Анастасия Соколова та хутшӑннӑ.
Шупашкар хули Японири Нагасаки тата Китайри Аньхой провинцийӗнчи Хэфэй хулипе ҫывӑхланма ӗмӗтленет. Хуласем хӑш енӗпе тачӑ килӗштерсе ӗҫлесси хальлӗхе паллӑ мар. Анчах ку ыйтӑва ӗнер Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн президиумӗнче хускатнӑ.
Маларах Шупашкар Беларуҫ Республикинчи Гродно, Венгринчи Эгер, Намибинчи Рунду, Кубӑри Санта-Клара хулисемпе юнташланнӑ.
Ҫакна та аса илтерер, Шупашкарта Республика кунӗнче кӑҫал чӑвашла тата вырӑсла кӑна мар, Китай чӗлхипе саламлама Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнӑччӗ. Шупашкара ун чух Китайран пысӑк делегаци килнӗччӗ. Китай Халӑх Республикинчи Аньхой провинцийӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ те пирӗн патра хӑнара пулнӑччӗ. Вӗсем Республика кунне халалланӑ мероприятисене хутшӑннӑччӗ.
Нумаях пулмасть Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗнче уяв иртнӗ. Халӑх ял уявне пухӑнса савӑннӑ.
Ял-йыша ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Федоров, Культура аталанӑвӗн центрӗн директорӗ Александр Майоров, Йӗпреҫ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Фадеев, Йӗпреҫри интернат шкул директорӗ Николай Майоров саламланӑ.
Ял уявӗнче чи маттуррисене, пултураллисене саламланӑ, дипломсемпе, грамотӑсемпе, тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Унтан халӑха пултарулӑх ушкӑнӗсем юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Спорт лапамӗнче волейболла, футболла вылянӑ, тӑршшӗне сикнӗ, 100 метр чупнӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ, михӗпе ҫапӑҫнӑ.
Юлашкинчен пурне те шӳрпепе хӑналанӑ. Уяв ташӑ каҫӗпе вӗҫленнӗ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Ольга Ырсем ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 14 сехетре пуҫланнӑ. Унта пыракансем валли фойере сӑнӳкерчӗксен куравӗ йӗркеленӗ. Вӑл РФ тава тивӗҫлӗ артисткин тата Чӑваш Республикин халӑх артисткин пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Театр сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, программа Ольга Ырсем пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Спектакльти сыпӑксене те кӑтартнӑ. Надежда Кузьмина тата Сергей Павлов артистсен репертуарӗнчи юрӑсем янӑранӑ.
Ырсем Ольга Ивановна 1892 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Куснарта ҫуралнӑ. Театр сцени ҫине тухиччен Ольга Ивановна ялта ачасене вӗрентнӗ, кайран Хусанти педагогика институтӗнче вӗренсе тухнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ҫӗр ытла сӑнара вылянӑ. Куракансене вӑл Нарспи (1922), Пинерпи (1927), Анисса (1943), Анюк («Энтип», 1949), Пелегея («Кукушка все кукует», 1974) сӑнарсенче яланах асра юлнӑ. Сцена ҫинчен Ольга Ивановна 1978 ҫулччен кайман. 1979 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнче вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |