Ресторанти туя кайса персе аннӑ хӗрарӑма апатлану предприятийӗн ҫур миллиона яхӑн тенкӗ тӳлемеллине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пӑтӑрмахлӑ ӗҫ-пуҫ ЧР Аслӑ сучӗн экс-судйипе ҫыхӑннӑччӗ.
Юлташӗсен мӑнукӗн туйне кайнӑскер ресторан картлашки ҫинче ӳксе пуҫ мимине чӗтретнӗ, аллине хуҫнӑ. Шупашкарти Мускав район сучӗ хӗрарӑм ыйтнине тивӗҫтерсе кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн ресторантан 300 пин, тӑкака кӑмӑлпа саплаштарман тесе 150 пин тенкӗ штраф шыраса илмелле тунӑччӗ. Сарӑмсӑр пӗр-пӗр сӑлтава пула ҫывӑх ҫыннисене ҫухатакансене те ун чухлӗ укҫа шыраса паманран укҫа сумми ҫак ӗҫпе паллашнисене хытах тӗлӗнтернӗ.
Пӗрремӗш инстанцири йышӑнупа килӗшмесӗр ресторан ЧР Аслӑ судне ҫитнӗ. Паян лару иртнӗ. Анчах унти тӳресем ӗҫе пӑхса тухма килӗшмен. Ҫапла ку ӗҫе РФ Аслӑ сучӗ тишкерӗ.
Иркутск облаҫӗнчи Зима хулинчи чӑвашсем икӗ хут уява пухӑнӗҫ. Пӗрремӗшӗнчен, хулари чӑвашсен центрне йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитет иккен. Иккӗмӗшенчен, унти «Пилеш» чӑваш ансамблӗ 15 ҫул тултарать.
Вӑл тӑрӑхри чӑвашсемшӗн паллӑ икӗ пулӑма ака уйӑхӗн 20-мӗшенче «Горизонт» культура ҫуртӗнче 13 сехетре ирттересшӗн. Малтан уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ, кайран программӑна юрӑпа ташӑ ӑстисем малалла тӑсӗҫ.
Иркутск тӑрӑхӗнчи Зима хулинчи уяв ҫинчен ҫав енчи чӑвашсен «Юлташ» коммерцилле мар автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ. Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Иркутск облаҫӗнчи чукун ҫул техникумӗнче «Чӑваш культурин кунӗ» иртнине Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Сирӗн валли упрарӑм» ятпа курав уҫӑлнӑ. Йӗркелӳҫӗсем ӑна Егор Иванов ӳнерҫӗ ҫуралнӑранпа — пӗр ӗмӗр, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 73 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Калинин районӗн администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, Егор Иванов хӑйӗн кун-ҫулӗн иккӗмӗш ҫурринче историшӗн пӗлтерӗшлӗ материал чылай пухнӑ. Вӑл унччен пулнӑ ҫуртсене мӗнле пур — ҫавӑн пек упраса хӑварма ӗмӗтленнӗ. Хулари ҫуртсемпе керменсен малтанхи сӑнне тавӑрасса питӗ кӗтнӗ. Ҫакна тӗпе хурса Валентина Боброва куратор курава информаци тӗлӗшӗнчен питӗ пуян хатӗрленӗ.
Палӑртса хӑвармалла, ӳнерҫӗн асӑну каҫне тата курав уҫӑлнине халалланӑ мероприятие Егор Ивановӑн ӗҫтешӗсемпе юлташӗсем хутшӑннӑ. Курава тӑратнӑ ӗҫсемпе кӑмӑл тӑвакансем ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗчченех паллашма пултараҫҫӗ.
Турра ӗненекенсем ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Мӑнкун уявне палӑртӗҫ. Ун пек пысӑк уявра ҫӗршыв тата республика ертӳҫисем чиркӗве ҫул тытаҫҫӗ, Турра кӗл тӑваҫҫӗ. Хӑйсем кӑна мар, мӑшӑрӗсене, ачи-пӑчине ертсе каяҫҫӗ.
Иерусалимри Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвӗнчен сӑваплӑ ҫулӑма пирӗн республикӑна та илсе килеҫҫӗ. Пӗлтӗр унта РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин ертӳҫи Анатолий Аксаков тата РФ Патшалӑх Думине асӑннӑ партирен суйланнӑ Олег Николаев (сӑн ӳкерчӗкре) кайнӑччӗ. Эпир илтнӗ тӑрӑх, Анатолий Аксаков кӑҫал та ҫав ҫулӑм патне кайӗ.
Шупашкарти Татиана чиркӗвӗнчи Мӑнкун кӗллине Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Трансляци 23 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Шупашкарта Мӑнкуна хатӗрленнӗ май виҫӗ чиркӳ умне ӑсталаса эрешленӗ ҫӑмарта тата праҫник кроликне лартса хурӗҫ. Кун пирки паян, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура культурӑпа туризм аталанӑвӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Людмила Маркова пӗлтернӗ.
Ҫав пысӑк теттесене Пукравпа Татиана тата Введени соборӗсен, Асапланакансен тата Тӗне ӗненекенсен ячӗпе лартнӑ чиркӳсен умне вырнаҫтарӗҫ.
Каласа хӑвармалла, Мӑнкун эрнинче тӗп хулари культурӑпа кану паркӗсенче тӗрлӗ мероприяти иртӗ. А.Г. Николаев космонавт ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче тата «Амазони» этнокомплексра ака уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Мӑнкун фестивалӗ кӗрлӗ, Шупашкарти ытти паркра ӑсталӑх класӗсем, лармасем, концертсемпе конкурссем йӗркелӗҫ.
Чулхулари чӑвашсем пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче хӑйсен организацийӗ чӑмӑртаннӑранпа пилӗк ҫул ҫитнине уявланӑ. Ку хыпара пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Алина Артемьева Фейсбукра хыпарланӑ.
Чулхулари чӑвашсен наципе культура автономине йӗркеленӗ хыҫҫӑн унти хастарсем утӑм хыҫҫӑн утӑм туса пычӗҫ. 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӗсене хӑйсене ятӑн кӗтес, ҫук-ха - виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер - уйӑрса пачӗҫ. Аса илтерер, Октябрь проспектӗнчи хваттерӗн пӗр пӳлӗмӗнче йӑхташсем чӑвашсен таврапӗлӳ музейне йӗркелес, пысӑкрах пӳлӗмре пухусем ирттерес тата пӗрле пуҫтарӑнса калаҫас шухӑшлине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чулхулари чӑвашсен автономийӗ пилӗк ҫул тултарнине уявланӑ мероприятие Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Лариса Васильева, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Сергей Кувшинов тата Александр Сорокин юрӑҫӑ хутшӑннӑ. «Чулхула чӑвашӗсем» фольклор тата ачасен «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗсем те уява пухӑннисене савӑнтарнӑ.
Ӗнер Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче Пӗтӗм тӗнчери хӗрлӗ-кӑвак куна палӑртнӑ. Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗ эпилепсипе чирлисен кунӗ шутланать.
Хӑйне евӗр куна 2008 ҫулта Канадӑри тӑхӑр ҫулти Кессиди Меган пуҫарса янӑ. Эпилепсипе чирлекенскертен аслисем те, тантӑшӗсем те тӑрӑхланӑ. Хӗрачан хӑй ыттисенчен нимпе те кая маррине кӑтартас килнӗ. Пӗчӗкшерӗн ҫак акци тӗнче шайне тухнӑ.
Чӑваш Енре 1998 ҫултах Ачасемпе ҫамрӑксен эпилепси центрне йӗркеленӗ. Тухтӑрсем ҫине тӑрса сипленине кура пациентсен 80 проценчӗ сывӑ ҫынсемпе танах пурнӑҫпа киленме пултарать. Ку цифрӑна республикӑн Сывлӑх сыхлав центрӗнчен пӗлтереҫҫӗ. 2004 ҫултанпа пирӗн республикӑра эпилеписпе чирлӗ 2500 яхӑн ачана шута илнӗ. Ку йыша ҫулсерен 230-240 ача хушӑнса пырать.
Халӑх тетелӗсенче Шупашкарти тӳре-шара тата депутатсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Наташа Королевӑпа юрланӑ кадр сарӑлнӑ. Юрлани ҫынна усал туни мар-ха.
«Чебоксары 24» портал та видеона вырнаҫтарнӑ, унта Раҫҫей эстрадин хӗрлӗ эрех бокалӗллӗ ҫӑлтӑрӗпе пуҫлӑхсемпе депутатсем «Жёлтые-е тюльпа-а-а-ны, вестники разлуки…» тесе ӗнӗрлеҫҫӗ.
Тулли сӗтел йӗри-тавра тӑрса тухнисене пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнчи «Сильный президент — сильная Россия» (чӑв. Вӑйлӑ президент — вӑйлӑ Раҫҫей) уяв концерчӗ хыҫҫӑнхи корпоративра ӳкерсе илнӗ пулас.
Маларах асӑннӑ порталта пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ку фактпа хула администрацийӗнче тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ку лару-тӑрура чи кӑсӑкли — кам тата мӗне кура видео ӳкерни, ӑна халӑх тетелне мӗншӗн вырнаҫтарни.
Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунӗнче, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче «Чувашский наравне со всеми языками мира» (чӑв. Чӑваш чӗлхи тӗнчери мӗнпур чӗлхепе тан) музыкӑпа поэзи каҫӗ иртӗ.
Культура учрежденине ертсе пыракан Антонина Андреева Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие Ҫеҫпӗл Мишши сӑвӑ ҫырас йӗркене реформӑланине тата поэтсен куҫару ӗҫӗ-хӗлне халаллӗҫ.
15 сехетре пуҫланакан музыкӑпа поэзи каҫне республикӑра пурӑнакан, литературӑпа пултарулӑха хаклакан ҫынсене пурне те йыхравлаҫҫӗ: сӑвӑ вулама юратакансене те, ӑна итлеме кӑмӑллакансене те. Хӑйсен сӑввисене хӑйсемех вулакансем пырсан пушшех те лайӑх. «Уявра сӑвӑсем чӑвашла та янӑрӗҫ, вырӑсла та», — пӗлтерет Антонина Андреева.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи районсенче И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ Чӑваш культура кунӗсем иртеҫҫӗ. Чертаклӑ, Ҫинкӗл, Кӑлаткӑпуҫ, Майна, Ҫӗнӗ Малӑкла, Мелекесс районӗсенчи чӑваш ялӗсенчи ентешсем Ҫутта кӑлараканӑмӑра асӑнса пысӑк уявсем йӗркелерӗҫ.
Уява хатӗрленсе вырӑнти ӑстаҫӑсем ал ӗҫӗсен, И.Я. Яковлев кун-ҫулӗпе тата пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ кӗнекесен, ӳкерчӗксен, вӗт шӑрҫаран тӗрленӗ тата ӑсталанӑ капӑрлӑхсен, чӑваш апат-ҫимӗҫӗн куравӗсене йӗркеленӗ. Кашни районтах чӑвашсене уяв ячӗпе район пуҫлӑхӗсем, УОЧНКА председателӗ Олег Мустаев саламланӑ.
Чӑваш культура кунӗсене тата И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ уява вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗсен вӑйӗпе хатӗрленӗ тата Шупашкартан килсе ҫитнӗ артистсен — ЧР тава тивӗҫлӗ артисткин Людмила Семеновӑн, Денис Пугач юрӑҫӑсен тата купӑс ӑстин Александр Сорокинӑн пысӑк та илемлӗ концерчӗпе тӑсӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |