Афиша
![]() Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ умӗн, Шупашкарта Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗсем концерт кӑтартӗҫ. Мероприяти кӳлмекре Амӑшӗн палӑкӗ умӗнче иртӗ. Концерт 18 сехетре пуҫланӗ. Шупашкара Катя Ростовцева, Дмитрий Прянов, Светлана Питерская, Александр Добронравов тата ыттисем килӗҫ. Палӑртса хӑвармалла: Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне Раҫҫейре 2008 ҫултанпа палӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак куна ахальтен суйламан: шӑпах утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче православи календарӗпе килӗшӳллӗн Петр тата Феврони Муромскисен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак ҫветтуйсем шанчӑклӑха, юратӑва, ҫемье телейне упрама пӗлнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |