Пушӑн 1-мӗшӗнче Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ ятпа иртекен уява йӗркелекенсен комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта хулари Общество канашӗ те хутшӑннӑ. Ларура юбилейре иртекен мероприятисене сӳтсе явнӑ.
Уява ҫурла уйӑхӗн 24-25-мӗшӗсенче паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Ҫак пысӑк уявпа ҫыхӑннӑ мӗнле мероприятисем кӗтеҫҫӗ-ха пире кӑҫал? Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче Пӗрремӗш канал пулӑшнипе Чӑваш Ене 150 телеертӳҫӗ, артист, олимп чемпионӗ килӗ. Ҫак кун «Спартак» стадиона Леонид Якубович телеертӳҫӗ вертолетпа анса ларӗ, вӑл шкула ҫӳремен ачасене, футбола вылякансене, мороженӑй парнелӗ.
Ҫурлан 25-мӗшӗнче Шупашкара «Вӗршӗнсем» пилотаж ушкӑнӗ вӗҫсе килӗ. Ларура уявӑн талисманӗ пирки те вӑрттӑнлӑха уҫнӑ. Вӑл кӑвакал чӗппи пулӗ.
Ӗнер Чӑваш Енри икӗ паллӑ ҫын: эстрадӑра чылайӑшӗ пӗлекен Евгений Кузнецов тата радиоертӳҫӗре тӑрӑшакан Ольга Элиме пӗр тӗвве чӑмӑртаннӑ.
«Туй, туй, туй тесе ҫӗр ҫӗмӗрсе ташларӑмӑр, сывлӑша чӗтретсе юрларӑмӑр! Паян Женя Кузнецова авлантартӑмӑр!!! Ольга Элимене качча патӑмӑр!!! Телей, юрату сунатпӑр сана, ҫӗнӗ ҫемье!!!», — тесе хыпарланӑ паллӑ сӑвӑҫ Альбина Юрату Фейсбукра. Чӑваш эстрада юрӑҫисем валли сахал мар сӑвӑ шӑрҫаланӑ автор чылай сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Ҫав шутра радиора ӗҫлекенсем, эстрада юрӑҫисем те пур.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, туя ҫамрӑксем Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ кану базисенчен пӗринче ирттернӗ. Унта, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, республикӑри паллӑ ертӳҫӗсем таранах тӗрлӗ юбилейпа Ҫӗнӗ ҫул йышши мероприятисене ирттереҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ, Ҫӗнтерӳ кунӗ, ҫитиччен вӑхӑт нумай юлмарӗ. Ҫамрӑксем уява хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ: вӗсем флешмоб ирттересшӗн, пӗр сӑмах е сӑмах ҫаврӑнӑшӗ суйласа ӑна пӗрле пухӑнса тӑрса «ҫырасшӑн».
Анчах вӗсем хальлӗхе ветерансене мӗнле сӑмахпа саламламаллине пӗлмеҫҫӗ. Ҫамрӑксем ыттисенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав пырать, унта хутшӑнса хӑвӑра килӗшнӗ сӑмахшӑн сасӑлӑр. «СПАСИБО!», «МЫ ПОМНИМ!», «ПОБЕДА!», «9 МАЯ» сӑмахсенчен пӗрне суйламалла.
Сӑмах май, пӗлтӗр ҫамрӑксем «Мы помним» тесе ҫырнӑ, флешмоб Республика лапамӗнче иртнӗ. Ун чухне кашни саспалли валли 50-70 ҫын кирлӗ пулнӑ. Сӑмаха ҫырнӑ чухне ҫамрӑксем фронт юррисене шӑрантарнӑ тата «Асаттене Ҫӗнтерӳшӗн тав!» (шел те, вырӑсла) тесе кӑшкӑрнӑ.
Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ҫурла уйӑхӗнче, чи пирвайхи троллейбус ҫула тухӗ. 55 ҫул каялла туса кӑларнӑ ЗиУ-5 ретро-троллейбус хӑйӗн маршручӗпе кайӗ: Чукун ҫул вокзалӗнчен пуҫласа Хӗрлӗ лапама ҫитӗ.
Халӗ троллейбуса уява кӑларма хатӗрлеҫҫӗ, реставрацилеҫҫӗ. Ӑна юсанӑ чухне транспортӑн унчченхи сӑн-сӑпатне упраса хӑварӗҫ: тимӗр корпус, алӑксем, фарӑсем, ларкӑчсем, салон, касса тата табличка 55 ҫул каяллахи пекех пулӗҫ. Водителе те ССР вӑхӑтӗнчи униформӑна тӑхӑнтартӗҫ.
Ку кӑна мар, троллейбус Совет Союзӗнчи пекех контролерсӑр ҫӳрӗ. Ҫул укҫи тӳлеме тимӗр укҫа ярса билет татса илмелле.
Ӗпхӳри П.М. Миронов ячӗллӗ Чӑваш вырсарни шкулӗнче Тӑван чӗлхе кунне ҫулсеренех уявлаҫҫӗ. Кӑҫал та ӑна ирттернӗ.
Хальхинче ачасене тӑван чӗлхе ҫынна мӗн тума кирлине хуравлама ыйтнӑ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсен хуравӗ уйрӑмах тӗлӗнтернӗ те , савӑнтарнӑ та.
Ыйтӑма хутшӑннӑ ултӑ ҫулхи хӗрача, акӑ, ҫапларах хуравланӑ: «Тӑван чӗлхе ҫынна ӑслӑ пулма кирлӗ!». Пилӗк ҫулти хӗрача вара: «Тӑван чӗлхе ҫынна киленӗҫ кӳрет», — тесе шухӑшлать. Тӑххӑрти хӗрача вара амӑшӗпе тата кукамӑшӗпе тӑван чӗлхепе калаҫнине пӗлтернӗ. «Эп вӗсене ӑнланнишӗн вӗсем савӑнаҫҫӗ, хамӑн вӑрттӑнлӑха уҫма май пур», — тенӗ хайхи. «Нумай халӑх чӗлхине пӗлекенӗн пуҫ мими пултаруллӑ, мӗншӗн тесен унӑн нейрон ҫыхӑнӑвӗ ытларах», — ҫавӑрттарса хунӑ 12-ри хӗрача.
Комсомольски районӗнчи Хирти Ӗнел ялӗнче хӗрарӑмсем Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ячӗпе арҫынсем валли хӑйне евӗр парне хатӗрленӗ. Вӗсем коньки сырса, хоккеистсен тумне тӑхӑнса пӑр ҫине тухнӑ, икӗ командӑна пайланса хоккейла вылянӑ.
Хӗрарӑмсен командисем «Хирти» тата «Ӗнел» ятлӑ пулнӑ. Тупӑшу хӗрӳ иртнӗ. Арҫынсемпе арҫын ачасем вара арӑмӗсемпе амӑшӗсене хавахалантарнӑ, вӗсемшӗн «чирленӗ».
Пӗтӗмпе ултӑ шайба кӗртнӗ. Надежда Голландцева, Ольга Прокопьева тата Валентина Тихонова икшер гол кӗртнӗ. Вӑйӑ вӗҫленсен арҫынсем хӗрарӑмсене уяв сӗтелӗ хушшине чӗннӗ. Вӗсем кӑвайт чӗртсе спортсменкӑсем валли пулӑ шӳрпи пӗҫернӗ.
Иртнӗ шӑмат кун, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Тутарстанри «Сувар» хаҫат хӑйӗн чӗрӗк ӗмӗрхине уявларӗ. Унта Чӑваш Енри делегаци те, ҫав шутра Чӑваш халӑх сайчӗ те, хутшӑнчӗ.
Уяв вӑхӑтӗнчи вулакансен конференцине тӗрлӗ регионтан пухӑннисем ҫивӗч ыйтусене те хускатнӑ. Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат редакторӗ Юрий Михайлов, сӑмахран, Чӑваш наци телекуравӗ Чӑваш Енри чӑвашсен кӑна пулмалла маррине палӑртнӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, унӑн корреспондент пункчӗсене чӑвашсем йышлӑ регионсенче те йӗркелемеллех. Чӑваш наци телекуравӗн анлӑшӗ сарӑлсан вӑл ҫӗршыв тӑрӑх сапаланнӑ ентешӗмӗрсен пурнӑҫне те ҫутатӗ. Вулакансен конференцийӗнчисем Юрий Михайловӑн шухӑшне ырланӑ. Вӗсем Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ячӗпе ҫавӑн пек чӗнӳпе тухма йышӑннӑ.
Чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, хальхи вӑхӑтра Республикӑн вӗренӳ институчӗн ректорӗнче тӑрӑшакан Юрий Исаев нарӑсӑн 13-мӗшӗнче 50 ҫул тултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Халӗ эпир унпа ҫыхӑннӑ савӑнӑҫлӑ хыпара пӗлтӗмӗр. Юрий Исаева Чӑваш Республикин Аслӑ шкулсен ректорӗсен канашӗн Хисеп грамотипе чысланӑ.
Савӑнӑҫлӑ пулӑм Вӗренӳ институчӗн ӑслӑлӑх канашӗн залӗнче пулса иртнӗ. Унта Чӑваш Республикин Аслӑ шкулсен ректорӗсен канашӗн ларӑвне пухӑннӑ. Канаш ертӳҫи, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Андрей Александров Юрий Исаева грамотӑпа чысланӑ. ЧПУ ректорӗ Юрий Исаев вӗренӳ тытӑмне пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ.
Аса илтерер, Юрий Исаев 1969 ҫулта Патӑръел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ.
Юратакансен кунӗ ҫывхарать. Аса илтерер: Ҫветтуй Валентин кунне нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Юратакансен уявӗнче Шупашкарти Мускав районӗ акци ирттерме палӑртнӑ. «Уйрӑлмасӑр – пӗр кун» ятлӑ вӑл. Мускав район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кун ЗАГС уйрӑмӗнче уйрӑлма шут тытнӑ мӑшӑрсенчен заявлени йышӑнмӗҫ. Уявра ҫак шухӑшпа пынӑ упӑшкипе арӑмне тепӗр хутчен ларса тӗплӗн шухӑшлама ыйтӗҫ.
Палӑртмалла: нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ЗАГС пайӗнче уйрӑлакансем хальлӗхе ҫук-ха. Кӑмӑллӑ хыпар пур вара: ҫак кун 5 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрма палӑртнӑ.
Кӑҫал Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне «Вӗршӗнсем» (выр. «Стрижи») пилотаж ушкӑнӗ килӗ. Вӗсем пирӗн патра унччен те пулнӑччӗ-ха. Пилотсем 2014 тата 2015 ҫулсенче Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. 2016 ҫулта та вӗсен килмеллеччӗ, анчах ун чухне плана кӗртни пурнӑҫланман, мероприятие пӑрахӑҫланӑ.
«Вӗршӗнсем» - Раҫҫейӗн аслӑ пилотажлӑ авиаци ушкӑнӗ. Вӑл 1991 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче йӗркеленнӗ.
Палӑртмалла: Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне ҫурла уйӑхӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫакна та каласа хӑвармалла: 2001 ҫулта Республика кунне «Русские витязи» килнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егорова Анна Семеновна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |