Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Уявсем

Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политики министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал республика шкулӗсенчен вӗренсе тухакансен каҫӗсем ҫӗртмен 17-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшччен пыраҫҫӗ. Вунпӗрмӗш класс пӗтерекенсене йӑлана кӗнӗ тӑрӑх шкул пӗтернине ҫирӗплетекен аттестата алла парӗҫ. Уява халалласа шкулсенче тӗрлӗрен концертсем ирттерме палӑртнӑ. Районсенче те шкултан вӗренсе тухакансем валли ятарлӑ балсем ирттерӗҫ. Канаш, тӗслӗхрен, «Шкултан вӗренсе тухакансен шествийӗ» иртӗ.

Кӑҫал шкултан вӗренсе тухнине ҫирӗплетекен хута 7,5 ытла ҫамрӑк илӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ хӑй вӑхӑтӗнче Раҫҫей тата республика шайӗнчи тӗрлӗ олимпиадӑсенче мала тухнӑ, конференцисене хутшӑннӑ. Вӗренӳминӗ палӑртнӑ тӑрӑх кӑҫал пӗрлехи патшалӑх экзаменӗнче математика предмечӗпе 100 балла — 46 ҫамрӑк, вырӑс чӗлхипе — 35 тивӗҫне пулнӑ.

 

Иртнӗ канмалли кун Эстонири Валга хулинче, вӑл Латви чиккинче вырнаҫнӑ, пӗр-пӗринпе туслӑ Валга тата Латвири Валка хулисем тӑванлӑх кунне ирттернӗ. Уява Эстонири Нарва хулинчи «Нарспи» чӑвашсен наципе культура обществи те пырса ҫитнӗ. Тӗрӗссипе, йӗркелӳҫӗсем унта ытти наци коллективӗсене те йыхравланӑ.

Халӑх епле йышӑнӗ тесе чӑвашсем малтан хумханнӑ та-мӗн. Наци тумӗ тӑхӑннӑскерсем хула витӗр ташласа та юрласа иртнӗ. Куракансем вӗсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ. Каялла хускалас умӗн тата пыма йыхравланӑ. Валга хулин пуҫлӑхӗ Калев Хярк чӑвашсене Хисеп хучӗпе чысланӑ.

...Тӑван хулана таврӑнсан «Нарспи» унти хула кунне хутшӑннӑ. Унта вӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн юрри-ташшипе савӑнтарнӑ, ӗҫми-ҫимипе сӑйланӑ, Чӑваш Ен тата унӑн йӑли-йӗрки пирки каласа кӑтартнӑ.

Халӗ Нарва хули чӑвашсен Акатуйне ирттерме хатӗрленет. Вӑл ҫитес уйӑхра пухӑнӗ.

 

Элмет районӗнчи Учукра
Элмет районӗнчи Учукра

Ҫак уйӑхра Тутар Республикинче харӑсах темиҫе районта чӑваш уявӗсем иртмелле. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри ентешӗмӗрсен «Сувар» хаҫачӗ халӑх тетелӗсенчен пӗринче хыпарланӑ.

Ҫак вырсарникун, ҫӗртмен 23-мӗшӗнче, Павлӑ районӗнче Ҫимӗк уявне палӑртӗҫ. Тепӗр 5 кунтан, 28-мӗшӗнче, Аксу районӗнчи Сӗнчелӗнче авалхи праҫниксенчен пӗрне — Уяв — йӗркелӗҫ. Тепӗр кунхине Элмет районӗнчи Суркинӑра Учук фестивалӗ иртмелле. Ҫав кунах Пӑва районӗнчи Пӳркелӗнче те ҫынсене савӑнӑҫлӑ мероприяти — Хӑят уявӗ — пухӗ. Уйӑхӑн юлашки кунӗнче вара Нӑрлатра Уяв иртӗ.

 

Ял халӑхӗ уява хатӗрленет
Ял халӑхӗ уява хатӗрленет

Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре пурӑнакансем ял уявне ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, асӑннӑ ял 303 ҫул тултарать. Ӑна ҫӗртмен 23-мӗшӗнче, Ҫимӗкре, палӑртасшӑн. Йӗркелӳҫӗсем ҫав куна ытахальтен суйласа илмен — леш тӗнчене ӑсаннӑ тӑванӗсене асӑнма ун чух халӑх та та килсе ҫитет-ҫке.

Уява хатӗрленсе вырӑнти парка халӗ тимлесех хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ.

 

Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Шупашкарта Раҫҫей кунӗ самаях савӑнӑҫлӑ, тулли кӑмӑлпа иртрӗ. Уяв кӑсӑклӑ концертсемпе, тӗрлӗрен куравсемпе, велочупупа, самай шӑрӑх та хӗвеллӗ кунпа ҫынсен асӗнче юлчӗ.

Раҫҫей кунне 14-ҫулхи шӑпӑрлансемшӗн те пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Шӑп ҫак кун Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов хулари 14-ҫулхи ачасене пӗрремӗш пысӑк пӗлтерӗшлӗ документа — паспорта — алла тыттарнӑ. Паспортпа хуҫаланнӑ ачасем хӑйсене офицаллӑ Раҫҫей гражданӗ теме пултараҫҫӗ.

 

Чӑвашӑн авалхи йӑли-йӗркисене сума суса ҫулсерен пирӗн республикӑра ҫынсем ҫурхи аки-сухи ӗҫӗсем вӗҫленине палӑртакан уява — Акатуя — пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Паян, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, Етӗрне районӗн ҫыннисем те Пионерсен хирне пухӑнса уява чаплӑн ирттерчӗҫ.

Етӗрнери алӗҫ ӑстисем 10 сехетренпех хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарма лавккасем уҫса куравсем ирттернӗ, суту-илӳ ӗҫне тытса пынӑ. Ял тӑрӑхӗсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне ятарлӑ картишсенче сӑнласа кӑтартасси йӗркене кӗчӗ ӗнтӗ — Етӗрне районӗн уявӗ те вӗсемсӗр иртмерӗ. Ял хуҫалӑх ӗҫӗнче хӑйсене чи хастаррӑн кӑтартнисене ятарлӑ хутсемпе тата парнесемпе чыслани пирки те калас пулать.

Акатуя пухӑннӑ ҫынсем валли юрӑҫсем ятарлӑ концерт хатӗрленӗ пулнӑ. Вӑл вӗсен кӑмӑлне самаях ҫӗклерӗ, уйрӑмах ача-пӑчасен пултарулӑхӗ.

Уяв ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Ватти-вӗтти те Акатуйра тивӗҫлипех канма, савӑнпа, уява килленме пултарнӑ.

Сӑнсем (20)

 

Ҫӗртме уйӑхӗн кашни виҫҫӗмӗш вырсарникун Ҫемӗрле районӗн медикӗсем хӑйсен професси уявӗ ячӗпе салам сӑмахӗсене илтеҫҫӗ. Пурнӑҫра пысӑк пӗлтерӗшлӗ профессинче чи хастаррисене ведомство — парнесемпе, хулапа район — хисеп хучӗсемпе, хулапа район администрациӗсем — хавхалану хучӗпе чыславнӑ. Унсӑр пуҫне Ҫӗмӗрле хулинчи тӗп медецина центрӗн грамотипе, хавхалану хучӗсемпе сахал мар ҫнна чысланӑ, укҫа-тенкӗпе те хавхалантарнӑ.

«Сывлӑхлӑ пулӑр!» — медиксене саламланӑ май Ҫемӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ С.Н. Новичков хӑй калаҫӑвне ҫак сӑмахсемпе вӗҫленӗ. Вӑл пульница ӗҫченӗсене чунтан-чӗререн уяв ячӗпе саламланӑ, малашне те ӗҫ ҫапла ӑнӑҫлӑ пырасса шаннӑ.

Унсӑр пуҫне тата тухтӑрсемпе медаппасене уявпа саламлама хулари депутатсен канашлӑвӗн депутачӗ Л.М. Егорова, Ҫемӗрле районӗн администраци пуҫлӑхӗ Л.Г. Рафинов тата ыттисемпе те килсе ҫитнӗ.

Шур халатлӑ ҫынсене юрӑ-ташӑпа вара Ҫӗмӗрлери ачасен 1-мӗш ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем савӑнтарнӑ.

 

Паян, ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, пирӗн мӑнаҫлӑ ҫӗршыв хӑйӗн уявне — Раҫҫей кунне — паллӑ тӑвать.

Чӑваш Ен тӗп хулинче асӑннӑ уява тӗрлӗрен тӳремсенче тата парксенче ирттереҫҫӗ. Яланхи пекех хула ҫыннисемпе хӑнасем уяв концертне курма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне паян велосипедҫӑсен ӑмӑртӑвӗ иртет, куракансене массӑллӑ флэшмоб савӑнтарма пултарӗ.

Шупашкарсӑр пуҫне Раҫҫей кунне Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗрпӳре, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта, Сӗнтӗрвӑрринче тата Тӑвай ялӗнче уявлама палӑртнӑ.

ШӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх паян Шупашкарта йӗркене 90 полицай сыхлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63225.html
 

Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Акатуй Канаш районӗнче ҫеҫ мар, Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче те иртрӗ. Кунта та ӑна уявлама илемлӗ вырӑн шыраса тупнӑ — ака-суха ӗҫӗсене вӗҫленӗ ятпа ирттерекен уява «Чавал» уҫланкӑна пуҫтарӑнчӗҫ.

Хӑнасене чӑваш йӑлипе ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш сӑрипе кӗтсе илчӗҫ. Кашни ял тӑрӑхӗ уява хатӗрленсе курав йӗркеленӗ, тӗрӗ ӑстисем, ал ӑстисем куракансене хӑйсен ӗҫӗсемпе хаваспах паллаштарчӗҫ. Уявра ҫурхи ӗҫсен паттӑрӑсене, ытти отрасльсенче курӑмлӑ тӑрӑшакансене чысларӗҫ. Юрра-ташша ӑста ҫынсен пултарулӑхӗ уява савӑнӑҫ парнелерӗ.

Сӑнсем (225)

 

Ӗнер пир-авӑр тата ҫӑмӑл промышленноҫра тӑрӑшакансем, тӗрӗсрех, «Лента» обществӑра ӗҫлекенсем уява пухӑннӑ. Вӗсене экономика министрӗ Алексей Табаков саламлама пынӑ. «Пир-авӑр тата ҫӑмӑл промышленноҫӗ Чӑваш Ен экономикӑн тӗп секторӗ шутланать. Республикӑра кӑларакан хальхи вӑхӑтри тата паха продукци Раҫҫейре тата ун тулашӗнче те лайӑх каять», — тесе палӑртнӑ министр.

Кирек мӗнле уяври пекех савӑнӑҫлӑ пухура тӗрлӗ чыслав та пулнӑ. Производствӑра палӑрнисене министерствӑн Хисеп грамотисемпе тата Тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, [153], 154, 155, 156, 157, 158, 159, 160, 161, 162, 163, ... 167
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ҫу, 07

1980
45
Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ.
1980
45
Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть