Ӗнер Вӑрмар районӗнчи Сӗнтӗрте район кунӗ иртнӗ. Ӑна вырӑнти чиркӗве уҫнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халалланӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Сӗнтӗр икӗ ялтан: Чулкасран тата Сӗнтӗртен — тӑнӑ.
Ҫимӗк ячӗпе ирех чиркӳре кӗлӳ пуҫланӑ, чан ҫапнӑ. Службӑна районти тата вырӑнти ял тӑрӑхӗнчи тӳре-шарасем те, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Гаврилов, пырса ҫитнӗ. Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗсенчен пӗри, Леонид Павлов, районпа ял тӑрӑхӗн хуҫисенчен юлман.
Сӗнтӗр уявне ял пуҫарса яракансен тата унӑн кун-ҫулне аталантаракансен уявӗ тесе хакланӑ райадминистраци пуҫлӑхӗ Константин Никитин. Уява официаллӑ майпа уҫнӑ хыҫҫӑн юрӑ-кӗвӗ янӑратнӑ, спорт вӑййисем иртнӗ. Каҫхине вара ташӑ каҫӗ йӗркеленӗ, салют та пулнӑ.
Сӑнсем (71)