Республикӑри психиатри пульници машина туянасшӑн. Кун валли 1 миллион та 189 пин тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Аукцион авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртӗ.
Аукцион докуменчӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, машинӑна Шупашкар хулинчи Пирогов урамӗнче 6-мӗш ҫурта илсе ҫитермелле. Машинӑна ӗҫ панӑ тупӑшпа туянаҫҫӗ-мӗн.
Психиатри пульници Skoda Octavia или эквивалент туянасшӑн. Тӗсне те суйланӑ: хура. Передача курупки механика е автомат пулмалла.
Раҫҫей эстрада юрӑҫи Жанна Фриске усал шыҫӑпа чирленӗ чухне ун валли укҫа-тенкӗ пухнӑ. Анчах, шел те, пӗтӗм нухрат сиплев валли кирлӗ пулман – юрӑҫ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫав юлнӑ укҫапа онкологипе чирлӗ пилӗк ачана сиплӗҫ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш Енри шӑпӑрлан та пур.
Ҫав ачасем 3-14 ҫулсенче. Вӗсем Чӑваш Енрен, Самар облаҫӗнчен, Сочирен тата Питӗртен. Ачасене сиплеме пӗтӗмпе 13 миллион та 653 пин те 214 тенкӗ кайӗ.
Палӑртмалла: Жанна Фриске валли ҫак пухнӑ укҫа унӑн еткерҫисенче пулнӑ. 2017 ҫулта суд ӑна шыраса илме йышӑну тунӑ, ҫапла майпа нухрат «Русфонда» таврӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ «Нарспи» оперӑна ҫӗнетсе сцена ҫине кӑларӗ. Ӗҫе ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хаклама май килӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗпе Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ оперӑна ҫӗнетсе хатӗрленӗ. Ӑна унччен курнисем малтанхи ӗҫпе танлаштарма пултарӗҫ.
Оперӑра Нарспи сӑнарне Надежда Степанова артист калӑплӗ, Сетнер сӑнарне — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Дмитрий Семкин. Театр ӳнерне кӑмӑллакансен пултаруллӑ ытти артист ӗҫӗпе те киленме май килӗ.
Режиссер-постановщикӗ — Раҫҫей искусство тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Борис Марков. Оперӑна Елена Лемешевская режиссер тата балетмейстер ҫӗнетнӗ.
«Нарспи» опера — чӑвашсен паллӑ композиторӗн Григорий Хирбюн вилӗмсӗр ӗҫӗ. Композитор пурӑннӑ ҫулсенчех ӑна ӳнер ӑстисем пысӑка хурса хакланӑ. Ҫавна май часах вӑл чӑваш опера классики пулса тӑнӑ.
Шупашкара йӗркеленӗренпе 550 ҫул ҫитнине халалласа ҫырнӑ гимнсен конкурсне ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Пурӗ 116 заявка пулнӑ.
Хайлава каярах «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) ушкӑнра халӑхпа суйларӗҫ. Тӗнче тетелӗнче сасӑлакансем 10-мӗш номерлӗ хайлава килӗштернӗ. Унӑн авторӗ — Роман Сакулин. Ҫӗнтернӗшӗн ӑна 200 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Роман — профессилле музыкант, композитор тата аранжировщик. Унӑн хайлавне тӗнче тетелӗнчисем пысӑка хурса хакланӑ: «Чунтан хатӗрленӗ ӗҫ. Итлерӗм, пӑхрӑм, питрен йӑл кулӑ каймарӗ!))»; «Ром, юрӑ супер! Геленджик саншӑн сасӑлать!» т.ыт.те.
Юрра ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Юрӑ уйӗнче пуҫласа шӑрантарӗҫ. Ӑна «Русское радио» ирттернӗ «ХаРРошая премия» финалисчӗсем Турецкий хорӗпе юрлӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта такси водителӗсен конкурсӗ иртнӗ. Вӑл Раҫҫейри ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ пулнӑ. Унта «Движок» таксопарк водителӗ Артур Михайлов ҫӗнтернӗ. Каярах вӑл Сочи хулине тухса кайӗ. Унта Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ.
«Лучший водитель такси в России» (чӑв. Таксин Раҫҫейри чи лайӑх водителӗ) конкурса хутшӑнакансен таксипе ҫыхӑннӑ саккунсене ӑнлантарса пама тивӗ. Раҫҫейри такси кун-ҫулне те пӗлмелле, ӗҫри пултарулӑха та кӑтартмалла.
Конкурса икӗ хӗрарӑм-таксист та хутшӑннӑ. Анчах вӗсем ҫӗнтереймен. Артур Михайлова 15 пин тенкӗ парса хавхалантарнӑ. Пӗлтӗр те иккӗмӗш вырӑна тухнӑ Петр Иванов кӑҫал та — иккӗмӗш. Уншӑн ӑна 10 пин тенкӗ панӑ, виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ Павел Григорьева — 5 пин тенкӗ.
Шупашкарта транспортӑн пӗрлехи карттине — ЕТКна — аллӑн укҫа хума май килмӗ. Халех мар. 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса.
Наци тӳлев тытӑмӗ ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртнине пӗлтернӗ. Тӳрлетӳсем кӗртнӗ чух транспорт карттисене шута илмен тесе пӗлтерет РБК. ЕТКпа Раҫҫейӗн 60 ытла хулинче усӑ кураҫҫӗ. Ҫав шутра Шупашкар та пур.
Наци тӳлев тытӑмӗ ҫинчен калакан саккунра пӑхса хӑварнӑ тӳрлетӳсем вӑя кӗнӗ хыҫҫӑн электрон кошелёксене ята кӑтартмасӑр укҫа хума май килмӗ. ЕТК пирки электрон кошелёк темелле те.
«Технезис» компанин пуҫлӑхӗ Дмитрий Пьянковский транспорт картти ҫак тӳлев виҫипе килӗшсе тӑмасан та пултарнине палӑртнӑ. Анчах ун пек пултӑр тесен укҫан малтан организаци счёчӗ ҫине куҫмалла, унтан — карттӑ ҫине. Ун пек меслетпе Питӗрте усӑ кураҫҫӗ иккен.
Транспортӑн пӗрлехи карттипе ҫыхӑннӑ ыйтупа «Чӑваш халӑх сайчӗн» редакцийӗ «ЕТК» тулли мар яваплӑ обществӑна ыйтса ҫыру янӑ.
Чӑваш Енри 369 пин пенсионертан 70-е яхӑн проценчӗ ҫак тӳлеве банксем урлӑ илсе тӑрать. Вӗсенчен 64 проценчӗ банк карттипе усӑ курать. Ку цифрӑсене Раҫейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче пӗлтереҫҫӗ. Пенсие киле ҫитерсе пама Раҫҫей почти тата альтернативлӑ ытти служба пулӑшаҫҫӗ.
Маларах банксем терӗмӗр те, пенсионер вӗсенчен кирек хӑшне те суйлама пултарать. Анчах РФ Пенси фончӗ килӗшӳ тунӑ организацие. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче пирӗн республика территорийӗнче «Мособлбанк» уйрӑмӗ хупӑннӑ. Ун урлӑ пенси илнисен апла пулсан урӑх организацисене суйламалла. Банксем йышлӑ. Пирӗн Чӑваш Енре 22 кредит организацийӗ урлӑ пенси илме пулать. Вӗсен йышӗнче ҫаксем: Перекет банкӗ, «Энергобанк», «Промсвязьбанк», «АК БАРС», «Россельхозбанк», «Кузнецкий», «Мегаполис», «ЧУВАШКРЕДИТПРОМБАНК», «Девон — Кредит», «Связь-Банк», «ОБР», «СКБ-банк», «РГС Банк», «Газпромбанк», «ПОЧТА БАНК», «Совкомбанк», «УБРиР», «РОСБАНК», «ВТБ», «Восточный экспресс банк», «Тинькофф Банк», «ФК Открытие».
Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче полицие Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтма ҫитнӗ. Хайхискере ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ-мӗн.
Темиҫе кун каялла ун патне палламан ҫынсем шӑнкӑрлавланӑ та хӑйсемпе йӗрке хуралӗн органӗсен ӗҫченӗсем тесе паллаштарнӑ. Арҫын хӗрарӑм унччен БАДсем туяннипе туянманни пирки интересленнӗ. Хӗрарӑм чӑнах та туяннӑ иккен, анчах усси пулман имӗш.
Лешсем куншӑн компенсаци тӳлеме шантарнӑ. Анчах малтан комиссишӗн укҫа памалла-мӗн, кайран ӑна та тавӑрса парӗҫ. Хайхи ултавҫӑсем тӗрлӗ сӑлтав тупса хӗрарӑмран 250 пин тенкӗ сӑптӑрнӑ.
Етӗрне районӗнче ҫулпа пыракан машина хыпса илнӗ. Водитель, Турра шӗкӗр, шар курман.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ӗнер ирхи 7 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Ҫалкасси ялӗ тӗлӗнче «LADA-Largus» автомобиль чӗрӗлсе илнӗ. Машина кивӗ те пулман. 2018 ҫулта кӑларнӑскер. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, транспорт юсавсӑр пулнӑ, ҫавна май вӑл ҫунма пуҫланӑ.
Шупашкарта вара урам варринче ларакан машина кӗлленнӗ. «ВАЗ-21113» автомобиль каҫхи 11 сехет тӗлӗнче ҫунма пуҫланӑ. Вӑл Ленинла Комсомол урамӗнчи 29-мӗш ҫурт умӗнчи парковкӑра ларнӑ. Инкек сӑлтавӗ машинӑн электричество оборудованийӗ юсавсӑрри тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 1099 хутчен алхаснӑ. Ун вӑхӑтӗнче 44 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 50 миллион ытла тенкӗӗх пурлӑх пӗтнӗ.
Чӑлхапа трикотаж хапрӑкӗн учредителӗсенчен пӗрин тӗлӗшпе заявлени панӑ. Ку предприяти панкрута тухнипе ҫыхӑннӑ.
Ҫав учредительсенчен пӗри – Владимир Ермолаев. «Регнум» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, заявлени «субсидиарлӑ яваплӑх» тытассипе ҫыхӑннӑ.
Ҫавна май ЧР Арбитраж сучӗ Владимир Ермолаевран 71 миллион та 841 пин те 552 тенкӗ шыраса илесшӗн. Суд ларӑвӗ хӑҫан пулассине хальлӗхе палӑртман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |