Халӗ иккӗмеш тата ун хыҫҫӑнхи ҫуралакан ачасемшӗн Амӑшӗн (ҫемье) капиталне параҫҫӗ. Темиҫе ҫул ӗнтӗ унӑн виҫи 453 пин тенкӗпе танлашать, юлашки ҫулсенче вӑл хӑпарман.
2020 ҫултан Амӑшӗн капиталӗн виҫине ӳстересшӗн. Ҫитес ҫул кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӑна индексацилеҫҫӗ. Вӑл 470 пин тенкӗпе танлашӗ. Ҫапла майпа Амӑшӗн капиталӗ 17 пин тенкӗ ӳсӗ. Ку инфомацие РФ ӗҫлев министрӗ Максим Топилин ҫирӗплетнӗ.
Палӑртмалла: Амӑшӗн капиталне Раҫҫейри икӗ тата ытарах ача ҫуратнӑ ҫемьесене 2007 ҫултанпа пама тытӑннӑ.
Ӑслӑлӑхпа техника енӗпе патшалӑх премине тивӗҫнӗ маттур ӑсчахсене Республика кунӗ тӗлӗнче чыслӗҫ. Вӗсен ӗҫӗсене Чӑваш Енри комисси тишкернӗ. Ларӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынӑ.
Комисси пилӗк ӗҫе пӑхса тухнӑ.
Естествӑлла тата техника наукисен енӗпе конкурса техника наукисен кандидачӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн электроникӑпа реле хӳтӗлевӗн тата автоматика кафедрин доценчӗ В. Антонов хӑйӗн монографине тӑратнӑ. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен енӗпе вара ӗҫсем ытларах.
Суйласа илнӗ ӗҫсене (ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вӗсен ячӗсене асӑнман) Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӑхса тухӗ. Патшалӑх премине тивӗҫ ҫынсен ячӗсем ҫавӑн хыҫҫӑн паллӑ пулӗҫ.
Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗ 1,8 миллион тенкӗпе иномарка туянасшӑн пулни пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах аукцион пулман, администраци документсене тӗрӗс мар хатӗрленӗ-мӗн. Монополипе кӗрешекен федераци управленийӗ тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн аукциона пӑрахӑҫлама тивнӗ.
Хӗрле Чутай районӗнчи тӳре-шара пӗрех машина туяннӑ. Хакӗ 1,4 миллион тенке кайса ларнӑ. Машинӑпа «Альянс-Моторс» тивӗҫтерӗ.
Унччен аукцион ирттериччен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Альбина Ярабаева ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хаклӑ иномарка канашлӑва вӑхӑтра ҫитме кирлӗ.
Машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли ҫула Чӑваш Ен урлӑ тӑвас сӑмах нумаях пулмасть тухрӗ. «Мускав – Чулхула – Хусан» автоҫулпа ҫыхӑннӑ хушу та тухнӑччӗ. Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче алӑ пуснӑ документра ҫул тума условисем йӗркелес тӗллеве палӑртнӑччӗ.
Ҫак кунсенче Питӗрте Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ ӗҫлет. Унта хутшӑннӑ май пирӗн республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Российские автомобильные дороги» (чӑв. Раҫҫейӗн автомобиль ҫулӗсем) патшалӑх компанийӗн пуҫлӑхӗпе Вячеслав Петушенкопа тӗл пулнӑ. Енсем «Европа – Хӗвел Анӑҫ Китай» автоҫул тӑвас ыйтӑва хускатнӑ. Трассӑн пӗр пайӗ — «Мускав – Чулхула – Хусан» тӳлевлӗ ҫул. Ҫул тӑршшӗ — 729 километр. Трасса пирӗн республикӑри Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсемпе иртмелле. Пирӗн республикӑра унӑн тӑршшӗ 89,3 километрпа танлашмалла.
Улатӑр ҫыннине, вӑл уйрӑм усламҫӑ шутланать, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторне сӗтев парас тенӗшӗн явап тыттарасшӑн.
41 ҫулти арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 30-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе тата 291,2 статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫсем пуҫарнӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем «ГАЗ-А32R35» автомобиле тӗрӗслеме ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кӑнтӑрла чарнӑ. Инспекторсем машина хуҫи транспорт тытӑмне ылмаштарнине асӑрханӑ. Тӗрӗсрех каласан, пассажирсем валли хушма вырӑнсем йӗркеленӗ.
Савут кӑларнинчен ылмаштарнӑ транспорта ҫӳреме юрамасть. Уншӑн административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. Явап тытас килмен енне транспорт хуҫи инспектора 5 пин тыттарма пӑхнӑ.
«Чӑваш Ен – Атӑл чӗри» проектпа килӗшӳллӗн, Шупашкарти Хӗрлӗ лапама тата кӳлмеке реконструкцилеме палӑртнӑ. Ку ӗҫе мӗнле компани пуҫӑнасси паллӑ.
Ятарласа аукцион ирттернӗ. Унта икӗ организаци хутшӑннӑ. «Правда ПФО» сайтра хыпарланӑ тӑрӑх, килӗшӗве «Дорисс» паркпа алӑ пусӗҫ.
Хӗрлӗ лапама тата кӳлмеке реконстукцилеме малтанах 1 миллиард та 259 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Аукцион вӑхӑтӗнче «Дорисс» организаци хака 6 миллион тенкӗ чакарнӑ. Ҫапла майпа Шупашкарти ҫак икӗ вырӑна 1 миллиард та 253 миллион тенкӗпе ҫӗнетӗҫ.
ЧР Вӗренӳ министерстви Шупашкарти электромеханика колледжне реорганизацилеме сӗнет. Постановлени проектне республикӑри нормативлӑ право акчӗсен порталӗнче пичетленӗ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ техникума Шупашкарти машиностроени техникумӗпе пӗрлештересшӗн. Ҫавна май пӗрешкел профессисене хатӗрлекен енсене пӗтересшӗн.
Икӗ вӗренӳ учрежденине пӗрлештерсен Машиностроени техникумӗнчи 11 педагог сокращение лекет. Профильлӗ мар специальноҫсене вӗрентекен педагогсемпе мастерсене Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумне тата Экономикӑпа технологи колледжне ӗҫлеме куҫарӗҫ.
Икӗ техникума пӗрлештерни тӳлев фондӗнчи 2,8 миллион тенке перекетлеме май парӗ.
Суд приставӗсем Чӑваш Енре ачисене алимент тӳлемен ашшӗ-амӑшӗ мӗн чухлӗ пулнине шутланӑ. Палӑртмалла: Вӑрмар районӗнче пурӑнакан ҫыннӑн чи пысӑк парӑм. Унӑн 1 миллион та 700 пин тенкӗ пухӑннӑ.
Ачисене алимент тӳлемен ашшӗ-амӑшӗ ытларах Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать. Унти кашни 68-85-мӗш ҫын – алиментщик.
Комсомольски, Патӑрьел, Елчӗк , Етӗрне, Муркаш районӗсенче вара ку енӗпе лару-тӑру лайӑх.
Тивӗҫлӗ канӑва тухнисен йышӗнче те алимент тӳлеменнисем пур. Вӗсем пӗтӗмпе – 21 ҫын.
Етӗрне Раҫҫей шайӗнчи пӗчӗк хуласене хӑтлӑлатмалли конкурса хутшӑннӑ. Лайӑх хыпар килнӗ: вӑл ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ.
Конкурса Воронежра пӗтӗмлететнӗ, укҫа-тенке тивӗҫнӗ хуласен списокне вуланӑ. Етӗрне 10 пин таран ҫын пурӑнакан хуласен йышӗнче палӑрнӑ, ун валли 40 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Конкурса хутшӑнмашкӑн Етӗрне хули проект хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе историе кӗрсе юлнӑ урама – Комсомольски ятлӑскере – хӑтлӑлатӗҫ.
Хӑтлӑх кӗртмелли урам пӗр ҫухрӑма яхӑн. Ӑна илемлетнӗ чухне провинци атмосферине упраса хӑварма шантараҫҫӗ.
Китай пуянӗсем Муркаш районӗнче сӗт-ҫу тирпейлекен савут уҫас тесен унтисем шӑв-шав ҫӗкленине Чӑваш халӑх сайчӗ те хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Москакасси тӑрӑхӗнче пурӑнакансем министрсем тӗл пулӑва ялти клуба пырсан та унта пухӑнмасӑр кутӑнлашни те пулнӑччӗ. Ҫапла вара Китай инвесторӗсене вӑл тӑрӑхрисем хӑйсем патне кӗртме килӗшмерӗҫ-килӗшмерӗҫех.
Халӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи ӗлӗк «Знамя» совхоз пулнӑ территорире савут тӑвасшӑн-мӗн. Иккӗмӗш Вӑрманкас ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем вара хытах шавлама халех пуҫланӑ. Тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, унтисем ӗҫ вырӑнӗ уҫӑлнине хирӗҫ мар. Анчах Китай пуянӗсем вӑхӑтлӑх килӗҫ те пирӗн ҫӗре пулӑхсӑрлатса хӑварӗҫ тесе шикленеҫҫӗ иккен. Раҫҫейпе Китай килӗштерсе ӗҫленин ырлӑх-пурлӑхӗ пирки хӑйсене ӑнлантарнине вӗсем хӑлхана та чикесшӗн мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |