Республикӑра
![]() Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн Александр Кулагинӑн ҫуркунне 75 пин тата 25 пин тенкӗ илмелле пулнӑ. Анчах Пенси фончӗ вӑл 1941-1945 ҫулсенчи ҫапӑҫусене хутшӑнман тесе укҫа паман. Кулагин 1951-1953 ҫулсенче Украинӑри ҫар операцисене хутшӑннӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, вӑл ветеран шутланать. Прокуратура ветерана хӳтӗленӗ. Суд пулнӑ, Пенси фончӗ выляса янӑ. Александр Кулагина ҫав 100 пин тенке пама йышӑннӑ. Анчах ветеран ӑна илме ӗлкӗреймен… Вӑл юпан 4-мӗшӗнче каҫхине вилнӗ. Тепӗр ирхине вара укҫа-тенке килсе панӑ. Александр Кулагине юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пытарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |