Вӑрмар районӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын чутах ултавҫӑсен серепине ҫакланман. Ун патне «банкран» шӑнкӑравланӑ та преступниксем ун ячӗпе кредит илме хӑтланни пирки пӗлтернӗ.
Арҫын ҫав ҫынна ӗненнӗ, лешӗ каласа пынипе кредит ҫыртарнӑ. Пӗтӗмпе – 749 пин тенкӗ. Кайран ҫав ҫын укҫана илсе вӑл кӑтартнӑ карточка номерӗ ҫине куҫарма ыйтнӑ.
Кун хыҫҫӑн Вӑрмар районӗн арҫынни иккӗленсе кайнӑ та банка кайса канашланӑ. Унта ӑна ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнлантарнӑ, кредита хупма пулӑшнӑ. Банк ӗҫченӗсем ӑна кун пирки полицие пӗлтерме сӗннӗ.