Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи икӗ усламҫӑ хӑйсен ӗҫне пуҫаратпӑр тесе хыснаран укҫа илнӗ те лава вырӑнтан та хускатман. Халӗ ку фактпа тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
2013 ҫулхи юпа уйӑхӗнче 25 икӗ каччӑ хӑйсен ӗҫне пуҫаратпӑр тесе асӑннӑ район администрацине бизнес-план тӑратнӑ. Вӗсенчен пӗри тимӗр-тӑмӑртан япала шӑратма пулнӑ, тепри — сӗтел-пукан кӑларма. Унтан хайхисем хӑйсен ӗҫне пуҫарма пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсене уйӑракан 300 пин тенкӗ укҫана илес шанчӑкпа хавхаланнӑ. Кӗҫех вӗсемпе вырӑнти тӳре-шара ятарлӑ килӗшӳ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Усламҫӑ пулатпӑр текенсене банк счечӗ ҫине кӗҫех 270-шер пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хӑйсенчен лешсен 30-шар пин тенкӗ уйӑрмалла пулнӑ.
«Кӗмӗлне» илессе илнӗ те, ӗҫне пуҫарман. Халӗ вӗсене пысӑк виҫепе улталанӑ тесе пуҫиле майпа айӑплама пултараҫҫӗ.
Ҫынсем культура палӑкӗсене сыхлама, хаклама пӗлменни нумайӑшне тарӑхтарать. Мӗн ҫӗнни, лайаххи пур — аркатмалла, ҫӗмӗрмелле, сӑнсӑрлатмалла. Нумай пулмасть Иван Яковлев проспектӗнчи ҫӗр айӗн каҫмали вырӑна та такамсем ӳкерсе пӗтерни пирки хыпраланӑччӗ.
Ҫак кунсенче Шупашкарта каллех вандалсен ӗҫӗ ҫынсен кӑмӑлне пусарнӑ. Хальхинче вӗсем Ефремов купса бульварӗнче алхаснӑ. Ку пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ.
Ҫав кун ирхине «Ирӗклӗ сӑмах» вулаканӗ Ефремов купса бульварӗнчи чула такамсем сӑрӑпа илемсӗрлетнине курнӑ.
Ӑна туристсем питӗ юратаҫҫӗ, унта сӑн та ӳкерӗнеҫҫӗ. «Хӗвел, Юрату, Ырӑлӑх тата Телей чулӗ — Таганаит» ятлӑ ҫав чул. Шупашкара ӑна Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров парнеленӗ.
Пӗлтӗр ҫулла Шупашкарти Кривов урамӗнче пысӑк ӗҫ тунӑ тесен те йӑнӑш мар. Унта шӑтӑк-путӑклӑ ҫула ҫӗнетнӗ, ҫӗнӗ асфальт сарнӑ.
Анчах ҫуркунне юр ирӗлме тытӑнсан… ҫӗнӗ асфальт та шӑтӑк-путӑкланма тытӑннӑ. Ҫав вырӑнта «А» класлӑ асфальтьбетонлӑ ҫул сармалла пулнӑ. Анчах мэри хирӗҫленӗ — ку ҫула пула шӑв-шав нумай, ку ҫынсене кансӗрлет имӗш.
Кривов урамӗнчи ҫул чи япӑххисенчен пӗри пулнӑ. Юсав хыҫҫӑн вӑл лайӑхланасса шаннӑ ҫынсем. ZaRulem автопортал халӗ унта мӗн пулса иртнине тӗрӗслеме шутланӑ.
Куҫ умне шӑтӑк-путӑклӑ ҫул тухса тӑнӑ. Автопортал ЖКХран ҫакна ӑнлантарма ыйтнӑ. Кунти юсава питех паллӑ мар «Стройдоркомплекс» компани тунӑ-мӗн.
Хальлӗхе тӗрӗслев пулман-ха. Анчах ҫитменлӗхсене тупса палӑртсан ҫул-йӗр ӗҫченӗсене шӑтӑксене саплама ыйтӗҫ. Унтан, ҫулсем типсен, хӑш-пӗр вырӑна улӑштарма та пултарӗҫ.
Чӑваш Енри паллӑ блогера Константин Ишутова вӗлерессипе хӑратнӑ имӗш. Кун пирки вӑл хӑйӗн блогӗнче пӗлтерни тӑрӑх интернет-хаҫатсенчен пӗри хыпарлать.
«Chuvashiya» никпа «Чӗрӗ журналта» ҫыракан автор «Ыйтса пӗлнӗ хыҫҫӑн полици пайӗнчен таврӑнтӑм, ҫула май заявлени ҫырса хӑвартӑм. Паянхи телефон шӑнкӑравне тахӑҫанаха кӗтнӗччӗ. Анчах мана ҫавӑн пекех сӗмӗсӗррӗн хӑратасса шутламанччӗ. Кун пекки хальччен пулманччӗ. «Ядринмолоко» АУОран хӑпма ыйтса шӑнкӑравланӑ чух та хитре те танлӑ пулнӑччӗ. «Диалога йӗркелеме» пӗлекен ҫынсене юрататӑп, анчах мана хирӗҫ тӑракансемшӗн ку вӑл пустуй пуҫару кӑна», — тесе ҫырнӑ Ишутов хӑйӗн блогӗнче.
Блогер хӑйне епле номертен шӑнкӑравласа хӑратнине тата ҫав номере кам ячӗпе регистрациленине пӗлет имӗш. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл ку фактпа мӗнпур материала тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарасшӑн.
Константин Ишутов социаллӑ политика темисемпе ҫырать.
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт йӑтӑнма тытӑнсан пӗр хушӑ шавларӗҫ те халӗ кӑшт лӑпланчӗҫ. Ара, унти ҫынсене урӑх ҫӗре пурӑнма куҫарчӗҫ, ҫурта ишсе антарса ҫӗннине хӑпартма йышӑнчӗҫ.
Кунашкал лару-тӑру кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑран унти ҫынсен хӑварт кӑна пӳлӗмсенчен тухса кайма тивнӗ. Ара, ҫурт ишӗлме пуҫласса никам та кӗтмен вӗт. Ҫынсен япали-мӗнӗ йалтах унта юлнӑ. Пӗр хушӑ вӗсен пурлӑхне бомжсем «тапӑнни» пирки те пӗлтернӗччӗ-ха. Ара, хуҫасӑр япала кама ан илӗрттӗр? Юрать, ҫурт тавра хурал тӑратрӗҫ.
Халӗ Ленин район администрацийӗн сайчӗ кун пек хыпар пӗлтерет: Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннисене хаклӑ япалисене илсе тухма ирӗк панӑ. Чӳречесемпе алӑксене те кӑларса илме юрать-мӗн.
Ҫак ӗҫе пушӑн 14, 15, 21, 22-мӗшӗсенче 9–17 сехетсенче тума пулать. Анчах япаласене кашни хӑй тӗллӗн, пулӑшусӑр, илсе тухать. «Алӑксемпе чӳречесене кӑларса илсен ахаль те ҫирӗп мар ҫурт малалла йӑтӑнмӗ-ши?» — пӑшӑрханаҫҫӗ «Ҫыхӑнура» канашлури ҫынсем.
Шупашкарти суту-илӳпе курав центрӗ ҫывӑхӗнче ҫӗр айӗн каҫмалли вырӑн тинех уҫӑлсан хула ҫынни тем пек савӑннӑччӗ. Нунмая пымарӗ савӑнӑҫ – кӑмӑлӑ хуҫаканни ҫийӗнчх тупӑнчӗ.
Пурнӑҫ ҫавнашкал пулса кайрӗ-ши — ҫамрӑксем (е урӑххисем?) мӗн ҫӗнни пур — ҫавна ҫӗмӗреҫҫӗ, варалаҫҫӗ. Ҫӗр айӗн каҫмалли вырӑна та ав каллех ҫырса-сӑрласа пӗтернӗ.
Йӗксӗксем маркерпа, аэрозоль сӑррипе усӑ курса чарӑнусене те, ҫурт умӗсене те сӑнсӑрлатнӑ. Халӗ ҫав вандалсене шыраҫҫӗ.
Ҫӗр айӗн каҫмалли вырӑна нарӑсӑн 24-мӗшӗнче ҫӗрле граффитчиксем сӑрласа пӗтернӗ. Чарӑнусене, ҫурт умӗсене шутласан пӗтӗмпе вӗсем 20 ҫӗрте ҫырса хунӑ. Тӗрӗссипе, унччен кӑшт маларах та ҫырнӑччӗ-ха ҫӗр айӗнчи каҫмалли вырӑнта. Анчах, хальхипе танлаштарсан, сахалрахчӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак хура ӗҫе ҫамрӑксен ушкӑнӗ тунӑ.
Мускаври ҫавра ҫул ҫинче Чӑваш Енри 11 ҫын шар курнӑ. Сарӑмсӑрлӑха республика правительствинчи планеркӑра сӳтсе явнӑ.
Инкек курнӑ арҫынсем — Мускав облаҫне ӗҫлеме кайнӑскерсем иккен. Чӑваш Енри полицейскисем инкек пулнин сӑлтавне палӑртасшӑн-мӗн. Министрсен Кабинетне комисси пухма хушнине те пӗлтерет REGNUM информагентство.
Инкек нарӑсӑн 28-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Чӑваш Енрен кайнӑ «Фиат» автобусра 18 ҫын пулнӑ, 11-шӗ аманнӑ, вӗсенчен пӗри ӗнер Мускаври пульницӑра вилнӗ. Транспорт бетон блокӗ ҫине пырса кӗсе тӳнсе кайнӑ. Пӗчӗк автобус водителӗ, пуҫ мимине чӗтретнӗскер, Шупашкара таврӑннӑ, вӑл васкавлӑ медпулӑшу паракан пульницӑра выртать иккен. «Мӗншӗн Мускаври пульницӑна кайманни ыйту ҫуратать», — тенӗ-мӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Автобус Патӑрьел районӗнче регистрациленӗскер пулнине те пӗлтернӗ вӑл.
Ку инкек пирки правительство комиссийӗ пухма, лару-тӑрӑва тишкернӗ хыҫҫӑн информацие муниципалитет пуҫлӑхӗсем патне ҫитерме хушнӑ Игнатьев Элтепер.
ЧР шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Андрей Тимофеев инкек сӑлтавне тишкерме пулнӑ.
Шупашкарта Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тата укҫана кӗсьене чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ректор пулнӑ май ҫав ҫын 2007–2009 ҫулсенче Вӗренӗвӗн федераци агентствипе килӗштермесӗрех хӑйне хавхалантармалли тӳлев парасси пирки хушусем кӑларнӑ. Унпа килӗшӳллӗн ӑна 4,5 миллион тенкӗ тӳленӗ. Ҫакӑ хайхи ертсе пынӑ аслӑ шкула ҫавӑн чухлӗ тенкӗлӗх шар кӑтартнине пӗлтерет.
Ректор пулнӑ ҫынна Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тата 160-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе преступлени тунӑ тесе айӑплама пултараҫҫӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев пӗлтернӗ.
Халӗ тӗпчев малалла пырать.
Иртнӗ шӑматкун Тӗменре иртекен биатлон ӑмӑртӑвӗнче Анат Камӑри чӑваш гимназийӗнче вӗреннӗ Алина Якимкина биатлонистка вилсе кайнӑ. 21 ҫулхи хӗрӗн чӗри финиш умӗн, темиҫе ҫӗр метр юлнӑ чухне тапма чарӑннӑ. Вырӑнта пулнӑ тухтӑрсем ӑна ҫӑлса ӗлкереймен.
Ӑмӑртӑва Алина Удмурт Республикинчен кайнӑ. Раҫҫей кубокӗн этапне хӗрсен сборнӑйӗ тухтӑрсӑр килни паллӑ пулнӑ. Унчченхи тухтӑр каласа панӑ тӑрӑх юлашки тапхӑрта Алинӑн сывлӑхӗ япӑхланнӑ. «Эп командӑпа раштавӑн 31-мӗшӗччен ӗҫлесе, кайран кайрӑм. Вӗсем ман вырӑнна никама та тупайман. Алинӑна эп хамах сӑнаса, унӑн кардиограмминчи улшӑнусене курса. Медицина чӗлхипе каласан ку реполяризаци процессӗсем сиенленни ятлӑ», — тенӗ Владимир Красильников. Вӑл хӑй хӗре темиҫе уйӑх курман ҫавӑнпа та пӑтӑрмах мӗнпе ҫыхӑннине тӗпрен илсен калаймасть иккен. Алина юлашки хут диспансерта кӗркунне пулнӑ. Унти тухтӑр хӗр сывлӑхӗ спорт валли юрӑхлӑ пулнине ҫирӗплетнӗ. Ҫав хутпа килӗшӳллӗн Алинӑна ытти хӗрсемпе пӗрлех Тӗменри ӑмӑртӑва хутшӑнма ирӗк панӑ та пулать.
Каласа хӑварас пулать, кӑҫал Алина качча кайма ӗмӗтленнӗ, туйччен темиҫе уйӑх кӑна пурӑнса ҫитереймен теҫҫӗ.
«Сыхланакана Турӑ сыхлать», — теҫҫӗ те. Анчах канализаци люкне кӗрсе ӳкесси пирки, ахӑртнех, кинемей шухӑшламан.
Ку вырсарникун, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, ирхи 5 сехетре Шупашкарти Гагарин урамӗнче пулнӑ.
Кинемейӗн хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, люк хупӑ пулнӑ. Анчах урапа пуссанах хупӑлчи ҫаврӑнса кайнӑ та ватӑ хӗрарӑм аялалла чӑмнӑ. Телее, юлашки самантра вӑл аллипе тытӑнса юлнӑ.
Хӗрарӑм мӗн пур вӑйне пухса люкран тухма пултарнӑ. Урине суранлатнӑ. Ҫур ҫул каялла ӑна шӑмӑ сыппине улӑштармашкӑн операци тунӑ, шӑпах ҫав урине каллех амантнӑ та.
Паллӑ ӗнтӗ, ҫав люк ачасемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Пӗчӗк шӑпӑрлан унтан хӑй тӗллӗн тухаяс ҫук. Ҫав вырӑна аварипе диспетчер служби тӗрӗслеме шантарнӑ-ха та…
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |